
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансене Чӑваш тӗррин кунӗпе саламланӑ.
«Пирӗн республика алӗҫ искусствин тӗсӗ шутланакан тӗрӗ ӑсталӑхӗпе мӗн авалтан паллӑ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗр илемӗ, кӑткӑс эрешлӗхӗпе чеченлӗхӗ тата пуянлӑхӗ унпа паллашакан кашни ҫыннах тыткӑна илет, тӗлӗнтерсе хавхалантарать. Ахальтен мар тӳнтер енсӗр чӑваш тӗрри ҫинчен ют ҫӗршывсенче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл пирӗн визит карточки, пирӗн мӑнаҫлӑх», — тенӗ республикӑн влаҫ органӗсен фоициаллӑ порталӗнче пичетленӗ саламра.
«Тумтир ҫинчи тӗрӗ халӑхӑмӑршӑн ӗмӗрсем хушши хӑйне майлӑ хӳтлӗх палли шутланнӑ. Паян ҫак наци пуянлӑхне сыхлама пирӗн черет ҫитрӗ. Культура учрежденийӗсенче чӑваш тӗррине чӗртсе тӑратас, сыхласа упрас тата халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе тӗрлӗ мероприяти йӗркелесе ирттерни савӑнтарать», — палӑртса хӑварнӑ Элтепер.

Чӑваш кӗнеке издательствинче шӑпӑрлансем валли «Ку мӗскер? Угадайте, кто?» кӗнеке пичетленсе тухнӑ.
Кӗнекере чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн хйлавӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ — Ольга Федорова, художникӗ – Екатерина Васильева.
Кӗнекене алла илсен пӗчӗк ачасем тӗрлӗ чӗрчунпа паллашайӗҫ: кушакпа, йытӑпа, лашапа, ӗнепе, качакапа, сурӑхпа, такапа, сысна ҫурипе, автанпа, кӑрккапа, кӑвакалпа, хурпа.
Кӗнекене икӗ чӗлхепе пичетленӗ. Сӑвӑсене вырӑсла Андрей Растворцев куҫарнӑ. Кӑларӑма шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли хатӗрленӗ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш литературине вӗрентме ҫӗнӗ вӗренӳ пособийӗсем пичетленсе тухнӑ.
«Литература вулавӗ» кӗнекене 1-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм авторӗсем — В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова тата Л.В. Николаева.
«Чӑваш литератури» кӑларӑма 5-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Вӑл 7 темӑран тӑрать. Кӗнеке авторӗсем — А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, М.Г. Михуткина, Р.А. Мазикова, редакторӗ – Н.В. Вечеркина.
6-мӗш классем валли пичетлесе кӑларнӑ «Чӑваш литератури» вӗренӳ пособийӗн авторӗсем — А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, М.Г. Михуткина, Р.А. Мазикова.
7-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Чӑваш литератури» кӗнекене «Тӗрлӗ халӑх литератури чӑвашла янӑрать» пай та кӗнӗ.
10-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Тӑван литература» кӑларӑма А.Ф. Мышкина пухса хатӗрленӗ, редакторӗсем – В.Н. Алексеев, А.Г. Майорова.
Редакцирен: юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ иртрӗ. Ун умӗн пирӗн сайтра Вячеслав Павловӑн уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленнӗччӗ. Ҫыру айӗнче сахал мар ҫын алӑ пуснӑччӗ, ӑна вара Элтепер патне те, Патшалӑх Канашӗн председателӗ патне те ярса панӑ пулнӑ. Аслӑ пуху шавласа иртсе кайрӗ, конгресс президенчӗн пуканне тепӗр ҫын йышӑнчӗ… Ҫыру ҫине хуравсем те килме пуҫланӑ. Вячеслав Павлов пире ҫав хуравсен кописене ярса пачӗ, эпир вара вӗсемпе сире паллаштарас терӗмӗр.





Красноярск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗ чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вырӑнти чӑвашсен автономийӗн вице-президенчӗ пулнӑ Валентина Размановӑна асра тытса тата чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа чӑваш поэзйӗн каҫне ирттернӗ. Унта чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсем вуланӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ.
Уявӑн хӑнисен хушшинче чӑвашсен «Дубравушка» (чӑв. Юманлӑх), «Подснежник» (чӑв. Ҫеҫпӗл), ача-пӑчан «Снежинка» (чӑв. Юр пӗрчи) ансамблӗсем тата «Барвинок» украина хорӗн солисчӗ Федор Хазов пулнӑ.
Мероприяти Красноярски ӗҫпе ҫураҫу культура керменӗнче иртнӗ. Унта чӑвашла кнекесен тата РСФСР халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Владимир Мешковӑн ӳкерчӗкӗсен куравӗсене йӗркеленӗ.

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта (кунта сӑмах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи кинозал пирки пырать) кӗске метрлӑ «Вупӑр» фильм кӑтартӗҫ. Кун пирки «Чӑвашкино» республикӑн Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Фильмри ӗҫ нимеҫӗ-студентсемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем пӗр ялти Культура ҫуртне юсама пырса ҫитеҫҫӗ. Унта ҫамрӑксем вупӑрпа пирӗштин хирӗҫтӑрӑвӗпе тӗл пулаҫҫӗ.
«Вупӑр» фильма курма «Ҫеҫпӗл» кинотеатра (Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 33-мӗш ҫурт) 17 сехете каймалла.
Кино курма пыракансен ҫумра QR-код пулмалла.

Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче халӑх художество промыслисен ӑстин, Любовь Вазюкова тӗрӗҫӗн куравӗ уҫӑлӗ. «Тӗлӗнтермӗш тӗрӗ йӗрӗ» курава ӑстан 65 ҫулхине тата Чӑваш тӗррин кунне халаллӗҫ.
Любовь Вазюкова — чӑваш тӗррин профессилле ӑсти. Вӑл ҫак енӗпе 40 ҫул ӗнтӗ тӑрӑшать. Тӗрӗҫӗн ӗҫ биографийӗ Шупашкар районӗнчи «Паха тӗрӗ» фабрикӑран пуҫланнӑ. Вӑл хатӗрленӗ ӗҫсен коллекцийӗнче паян 100 ытла япала. Каччӑ тутӑрӗпе масмак-и, алшӑллипе сӗтел ҫиттийӗ-и — пур ӗҫ те ӑстан ҫыпӑҫуллӑ та килӗшӳллӗ пулса тухать.
Халӗ Любовь Степановна художник пек те палӑрать. Тӗрӗпе вӑл парнелӗх япаласенче, куллен тӑхӑнмалли тата ҫын ҫине тухмалли ҫипуҫра вырӑнлӑ усӑ курма пӗлет.

Паян паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи наукисен кандидачӗ Лия Левитская (23.11.1931-02.10.2009) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ.
Вӑл Мускавра ҫуралнӑ. Унти М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, каярах СССР Наукӑсен академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн аспирантуринче ӑс пухнӑ. 1953-1955 ҫулсенче «Туркменская правда» хаҫат редакцийӗнче, 1956-1958 ҫулсенче Мускаври патшалӑх университетӗнче ӑслӑлӑх вулавӑшӗнчи востоковедени пайӗнче ӗҫленӗ. 1958-1989 ҫулсенче Наукӑсен академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче тӑрӑшнӑ.
Вӑл — «Историческая морфология чувашского языка» монографи авторӗ.

Тӑвай хӗрне Мария Никитинӑна Тик-Токра «Мультфильмри Маша», «Просто Мария», «Тӑвай хӗрачи» евӗр пӗлеҫҫӗ иккен. Кун пирки «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» кӑларӑм хӑйӗн «Контактра» страницинче хыпарланӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «Мария Никитина арҫын тумне тӑхӑнса «Сельсовет» юрра янраттарса, видео ӳкерсе палӑрнӑ».
«Интернетра чӑвашла калаҫнӑран подписчиксем хушӑнсах пычӗҫ. Ӗҫтешӗм Антонина та манпа пӗр хум ҫинче пулчӗ. Унпа чӑвашла юрласа чылай видео ҫыртартӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ хаҫатҫӑсене Мария.
85 ҫулти ашшӗ те хӗрӗн шӳчӗсене ырласа йышӑнать-мӗн.
Мария телефон сутакан лавккара ӗҫлет.

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республикӑра кӑҫалхипе иккӗмӗш ҫул Чӑваш тӗррин кунне уявлӑпӑр. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗ «Я и чувашская вышивка» (чӑв. Эпӗ тата чӑваш тӗрри) флешмоб ирттерессине пӗлтернӗ.
Тӗрӗ — халӑхӑн чӑн-чӑн пуянлӑхӗ. Вӑл тӗнче культурин эткерлӗхӗн пӗр пайӗ шутланать. Тӗрӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне, унӑн шалта пытаннӑ кӑмӑлне, тӗнче курӑмне уҫса парать. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ сӑмса тутри-и вӑл е кӗпе-и — кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур.
Флешмоба хутшӑнас тесен кашни ҫынах хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне (унта чӑваш тӗрри пулмалла) #ЯиЧувашскаяВышивка хэштегпа вырнаҫтарма пултарать. Музей ӗсченӗсем сӑнӳкерчӗксенчен коллаж хатӗрлесе учреждени сайтӗнче тата тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи хӑйӗн страницисенче вырнаҫтарӗҫ. Пурин ытла лайк пухнӑ автора музей парнепе хавхалантарӗ.
