Пушкӑртстанри Авӑркас районӗнчи Чӑваш Хурамалӗ ялӗнче пурӑнакан 33 ҫулти Ирина Филиппова тӗрлеме питех те юратать иккен. Чӑваш тӗррине юратакан хӗрпе «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» Любовь Петрова журналист паллаштарнӑ.
Хаҫатҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, «чунне парса ӑсталанӑ япаласене Ирина сутмасть, вӑл вӗсене хӑй юратакан тата хисеплекен ҫынсене парнелеме кӑмӑллать». Хӗр ДЦП чирлӗ. Апла пулин те вӑл пурнӑҫпа хавхаланма пӗлет, чун киленӗҫне 2010 ҫултанпа тӗрӗре тупнӑ.
Ун патӗнче хӑнара чӑваш эстрадин чылай артисчӗ пулнӑ иккен. Вӗсен йышӗнче — Алексей Московский, Денис Антипов, Александр Васильев, Валентина Кузнецова, Стас Владимиров, Александр Сорокин, Фарида, Людмила Семёнова тата ыттисем.
Ҫак кунсенче, раштав уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче, Пушкӑртстанри Ӗпхӳре Ремесласен эрни иртнӗ. Ҫавна май унта «Уфа-Арт. Ремёсла. Сувениры» курав-фестиваль йӗркеленӗ. Ҫавӑнта хутшӑннӑ Чӑваш Енри ӑста, Светлана Константинова, «Контактри» хӑйӗн страницинче хӑйӗн пӑшӑрханӑвӗпе паллаштарнӑ.
«Чи пысӑк тӗллев вӑл — тӗрлӗ маҫтӑрсемпе паллашса вӗсен ӗҫӗсене курасси», — палӑртнӑ ӑста курав хутшӑннин тӗллевне. «Чӑваш кӗписене тата капӑрлӑхӗсене пуҫтарма пуҫӑннӑ май, умра паллах нумай ыйту сиксе тухать. Ыттисемпе хутшӑнни, сӗнӳсемпе тата канашсемпе ылмашӑнни кирлех. <...> Паянхи кун ӗлӗкхи майпа капӑрлӑхсене пуҫтарма йывӑрлансах пырать. Ӗҫ хатӗрӗсем урӑх, материалӗсем виҫипе те калӑпӑшӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ тата, мӗн калас тен, тавракурӑм та паянхи кун малтанхи евӗрлӗ мар.
Пушкӑрт маҫтӑрӗсемпе чылай калаҫрӑмӑр, ҫакӑн пек йывӑрлӑх вӗсен умӗнче те тӑрать иккен. Костюмсене тӗрӗс те тирпейлӗ пухасси пурин те пулмасть. Сӑмах май, вӗсене пирӗн культурӑпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ кӗнекесем нумай пулни тӗлӗнтерчӗ. Эпир вара вӗсен костюмӗсене чӗрӗлле курса ыйтусем пама пултартӑмӑр~~», — тесе ҫырнӑ Светлана Константинова.
Республикӑмӑрӑн тӗп хули Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫӑннине хула ҫыннисемпе хӑнисем асӑрхарӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Чӑваш хастарӗ Тимӗр Тяпкин Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра хӗле хирӗҫ тухья хӑйӗн вырӑнне» таврӑннӑ.
Аса илтерер: асӑннӑ кӳлепене пӗлтӗр пуҫласа вырнаҫтарнӑччӗ. Кайран хулана ҫуркунне валли хатӗрленӗ май тухьяна кӳлмекрен илсе кайнччӗ. Халӗ, ав, вӑл каллех хӑйӗн вырӑнне таврӑннӑ. Ун патне пырса хула ҫыннисемпе хӑнисем сӑн ӳкерӗнейӗҫ. Тухья аякран килнӗ ҫынсене те хӑй патне илӗртӗ.
Украинӑри чӑвашсен ентешлӗхӗн председателӗн ҫумӗ Надежда Лисовая Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Остёр хулинчи гимназири Ҫеҫпӗл Мишшин музейне хупнӑ. Украинӑри хастар асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче ӗнер пулнӑ, гимнази директорӗпе Анна Дробязкӑпа тӗл пулса калаҫнӑ.
Шкулта уҫнӑ Ҫеҫпӗл музейне хупнӑ. Халӗ гимнази террторийӗнчен Ҫеҫпӗл бюстне ӑҫта илсе каймалли пирки пуҫ ватаҫҫӗ.
«Шел пулин те общество япӑхса пырать. Кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем бюст ҫинче кам сӑнланнине пӗлменни мана тӗлӗнтерчӗ тата пӑшӑрхантарчӗ», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Надежда Лисовая.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Раиса Воробьеван «Лера теттисем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Авторӑн сӑввисене вырӑсла Людмила Симонова куҫарнӑ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лера теттисем» — Раиса Васильевнӑн пӗрремӗш кӗнеки мар.2015 ҫулта «Чарусӑр ҫерҫисем. Шумные воробушки», 2019 ҫулта «Асамлӑ вӑрманта. В волшебном лесу» сӑвӑ пуххисем пӗчӗк вулакансем патне ҫитнӗ.
Автор вулавӑшсенчи тӗлпулусене те тӑтӑш тухса ҫӳрет.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Парижра Чӑваш тӗррин кунне пухӑннӑ. Кун пирки чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, аякри йӑхташӑмӑрсем Парижри пӗр кафере пуҫтарӑннӑ. Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, вӗсем чӑвашла капӑрланнӑ.
Францири Чӑваш тӗррин каҫне Ольга Николаева ертсе пынипе Avan-t-garde пӗрлӗх йӗркеленӗ.
Мероприяти пирки хрантсусла ҫакӑнта вулама пулать.
Чӑваш тӗрри кунӗ тӗлне Шупашкарти «Планета» кондитерскинче тӑрӑшакансем «Чӑваш наци тумӗ» ӗҫ хатӗрленӗ. Ку хыпара «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, «тӗрӗпе илемлетнӗ пылак ҫимӗҫе кондитерсем 8 уйӑх янтӑланӑ». Хаҫатҫӑсем ӗнентернӗ тӑрӑх, «чӑваш хӗрарӑмӗн наци тумӗн «ҫимелли» вариантне чӑн-чӑннинчен уйӑрса илме те ҫук».
Тӗлӗнтермӗш ӗҫпе паян республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева паллашнӑ.
Раштав уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Таврапӗлӳлӗх шкулӗ» регионсем хушшинчи конференци иртӗ. Ӑна тӑван тӑрӑха тӗпчекенсен обществине йӗркеленӗренпе 100 ҫул, Чӑваш Енри краведсен союзне йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Конференцие 14 ҫултан пуҫласа 26 ҫулчченхи шкул ачисемпе студентсем хутшӑнӗҫ..
Конференцие хутшӑнакансене таврапӗлӳпе ҫыхӑннӑ никӗс пӗлӳпе (музей ӗҫӗ, туризм, архив ӗҫӗ, этнографи никӗсӗ, чӗлхе пӗлӗвӗ, археологи) паллаштарӗҫ, ҫавӑн пекех аудиторипе, ушкӑнпа ӗҫлеме, проектсене хатӗрлеме вӗрентӗҫ. Спикер пулса аслӑ шкулсенче, республикӑри учреждени-организацире тӑрӑшакансем тухса калаҫӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче «Чӑваш керем» этнографи комплексне илсе кайӗҫ.
Чӑваш Енӗн мӗнпур муниципалитетӗнчи, Тутарстанри тата Ӗрӗнпур облаҫӗнчи 4 ҫултан пуҫласа 10 ҫула ҫитичченхи 320 ача чӑваш тӗррин илемӗпе паллаштаракан «Азбука чувашского костюма» (чӑв. Чӑваш тумӗн азбуки) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ. Ӑна «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗ ирттернӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Сӗнтӗрвӑрринчи, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи, Тутарстанри Апастово тата Ҫӗпрел районӗсенчи ачасем лекнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче М.И.Скворцовӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарь. Чувашско-русский словарь» икӗ томлӑ словарӗн 1-мӗш томӗ кун ҫути курнӑ. Ку хыпара «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Унта каланӑ тӑрӑх, «пӗрремӗш кӑларӑма чӑваш алфавитӗнчи А-Р сас паллисенчен пуҫланакан 30 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Унта информаципе коммуникаци технологийӗсенче, наука пӗлӗвӗн хальхи отраслӗсенче тата чиркӳпе тӗн лексикинче ҫеҫ тӗл пулакан сӑмахсене пуҫласа кӗртнӗ».
Словарӗн хӑйне евӗрлӗхӗ шутӗнче — сӑмахсене анлӑн ӑнлантарни, вӗсен пулӑвне ӑнлантарни тесе палӑртса хӑварнӑ. Кӑларӑма хӑш-пӗр ҫӗршыв, Раҫҫейри регион, географи объекчӗ, тӗнпе тата халаппа ҫыхӑннӑ ятсене те кӗртнӗ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |