Патӑрьел районӗнчи Турхан шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсен III методика фестивалӗ иртнӗ.
Ӑна Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкӗсене халалланӑ. Фестивальпе килӗшӳллӗн уҫӑ уроксем тӗрлӗ темӑпа иртнӗ. Уҫӑ урок ирттерессипе Турханти Лариса Осиповӑпа Валентина Самарова, Нӑрваш Шӑхальти Нина Павлова, Патӑрьелӗн 1-мӗш шкулти Елена Переплкина, Надежда Михайлова тата Елена Бабаева, Патӑрьлӗн 2-мӗш шкулти Татьяна Дмитриева, Галина Хлебникова, Сӑкӑтри Елена Анюрова мала тухнӑ.
«Чи лайӑх чӑваш литературин урокӗ» номинацире Аслӑ Арапуҫри Валентина Савинова, Патӑрьелти 2-мӗш шкулти Марина Иванова, Алманчӑ шкулӗнчи Галина Генералова, Хирти Пикшик ялӗнчи Альбина Пестрова маттур пулнӑ.
Класс тулашӗнче мероприятисем ирттерсе Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Наталия Путякова, Алманчӑри Светлана Чихина палӑрнӑ.
Фестиваль ҫӗнтерӳҫисене Патӑрьел район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн дипломӗсемпе хавхалантарнӑ.
Нарӑсӑн вӗҫӗнче Чӑваш наци музейӗнче вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 20 ача хутшӑннӑ: Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Етӗрне, Ҫӗмерле районӗсенчен.
Олимпиада икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Унта хутшӑнакансем вӑрман сӑтӑрҫисене уйӑрма вӗреннӗ, кӑмпасене, ӳсентӑрана, чӗрчунсене, пулӑсене палланӑ.
Ачасен ӗҫӗсене жюри хакланӑ. Вӗсен йышӗнче ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин, Чӑваш наци музейӗн, «Эткер» центрӑн, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Кӑҫал республика олимпиадинче Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнче вӗренекен Инесса Шандимирова ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗн вӗренекенӗ тата Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулӗнче ӑс пухакан Татьяна Шустова тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнче Хутар шкулӗнчи Наталья Романова тата Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнчи Анастасия Романова пайланӑ.
Сӑнсем (9)
Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен хушшинче «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» конкурс иртрӗ. Вӑл пурӗ тӑватӑ пайран тӑчӗ: «Тӑван ен, манӑн шкул, манӑн педагогикӑри ӗҫӗм» паллаштару, «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» эссене хӑтлани, ӑста урокӗ ирттерни тата ҫавӑн пекех курава тӑратнӑ конкурс материалӗсене тишкерни пулчӗ.
Пурӗ 9 вӗрентекен тупӑшрӗ: Канаш районӗн Шӑхасан шкулӗнчи Шерки Эльвира Николаевна, Ҫӗмӗрле районӗн Якуртушкӑнь шкулӗнчи Албутова Надежда Михаловна, Етӗрне районӗн Чирӗккасси шкулӗнчи Токарева Марина Васильевна, Элӗк районӗн Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи Петрова Алина Геннадьевна, Красноармейски районӗн Мӑн Шетмӗ шкулӗнчи Назарова Светлана Михайловна, Муркаш районӗн Чуманкасси шкулӗнчи Ефимова Альбина Николаевна, Вӑрнар районӗн Уравӑш шкулӗнчи Ермошкина Раиса Николаевна, Елчӗк районӗн Кӗҫӗн Таяпа шкулӗнчи Иванова Алевтина Афанасьевна, Шупашкар хулин 43-мӗш шкулӗнчи Тяхмусова Светлана Вячеславовна.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Ҫакна Чӑвашра 2000 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ.
Кӑҫал Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗнче уяв ячӗпе уҫӑ урок иртнӗ. Ҫиччӗмӗш урокӑн темине «Чун туйӑмӗ» ят панӑ. Ӑна Надежда Климентьевна Тинюкова ертсе пынӑ. Ачасене ӑнланмалла пултӑр тесе вӑл тӗрле мелпе усӑ курнӑ.
«Чун туйӑмӗ» калаври ӗҫсем шӑпах 7-мӗш классемпе пулса иртеҫҫӗ. Класс ҫуралнӑ куна уявлама пухӑнать, анчах пӑтӑрмах сиксе тухать. Светлана чунри туйӑмсене кун кӗнекине ҫырса пынӑ. Анчах вӑл класри пуҫтах хӗрачасен аллине лекет. Ӗҫ-пуҫ инкек-синкекпе вӗҫленме те пултарнӑ. Светлана пульницӑна лекет.
Григорий Луч ҫырнӑ калав ачасен туйӑмне чӑннипех те хускатнӑ. Хайлаври ӗҫ-пуҫа тӗрӗс ӑнлантарма уҫӑ урока А.П.Тинюкова психолога та чӗннӗ. Вӑл ачасене кулленхи пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынне епле пулӑшмалли пирки каласа кӑтартнӑ.
Сӑнсем (7)
Патӑрьел районӗнчи Туҫири вӑтам шкул умне юр кӳлепесем илемлетеҫҫӗ. Вӗсен ӗмӗрӗ вӑрӑмах мар та ӗнтӗ, ҫапах та тумла юхма тытӑниччен киленмелӗх вӑхӑт пур-ха.
«Хӗллехи скульптурӑсем» смотр-конкурс йӗркелес шухӑша ачасене ӳкерме вӗрентекен тата технологи урокӗсене ертсе пыракан Вячеслав Свинцов тытнӑ. Шухӑшланӑ — тунӑ. Ӑстасен хӑйне евӗр ӑмӑртӑвне мӗнпур класса хутшӑнтарас тенӗ.
Смотр-конкурс тӗллевне вара Вячеслав Свинцов ачасенче илемлӗх туйӑмне аталантарассипе, шухӑшлава ӗҫлеттерессипе, пӗрле ӗҫлеме хӑнӑхтарассипе, чӑтӑмлӑхпа ҫине тӑраслӑха туптама вӗрентессипе ҫыхӑнтарать. Чӑн та, темиҫе эрне тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн кӑа юмахри паттӑрсем пулса тӑраҫҫӗ. Хӑш сӑнара тӑвассине ачасем хӑйсем палӑртаҫҫӗ.
Юр кӳлепесем ӑнса пулччӑр тесен Вячеслав Германович юра вырттармаллине пӗлтерет. Кайран кирлӗ пек касса кӑлармалла та шывпа пӗрӗхмелле, ҫапса хытармалла иккен. Кӳлепене гуашьпе сӑрласа капӑрлатмалла.
Сӑнсем (6)
Республика шайӗнче иртекен ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗсен конкурсне Шупашкар районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Тренкассинчи вӑтам шкула илсен кӑна хастар миҫе ҫынна палӑртма пулать!
Н.В. Столярова, М.В. Стратонова, И.А. Фомина, В.И. Иванова, Е.Н. Максимова, Т.А. Никонорова, Е.А. Матвеева педагогсен вӗренекенӗсем район шайӗнче ӑнӑҫлӑ тухса калаҫаҫҫӗ кӑна мар, республикӑна ҫитме те тивӗҫеҫҫӗ. Л.В. Лаврентьева ертсе пынипе хатӗрленӗ ӗҫе кӑҫал та шкулти комисси членӗсем пысӑка хурса хакланӑ. Акӑлчан тата чӑваш халӑхӗсен каларӑшӗсене танлаштарса, ҫав каларӑшсем урлӑ халӑхӑн пӗтӗмӗшле кӑмӑл-туйӑмне кӑтартни пуриншӗн те интереслӗ пуласса шанаҫҫӗ.
Апла пулсан, ӑнӑҫу сунасси кӑна юлать.
Вунӑ ҫула пынӑ Афган вӑрҫи: 1979 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗччен — 2238 кун. Елчӗк районӗнче кун ҫути курнӑ 300 ытла ҫамрӑкӑн Афганистан сӑрт-тӑвӗн чулӗсене хӑйсен юнӗпе хӗретме тивнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — А. Патшин, Ю. Григорьев, Ю. Борисов — тӑван ҫӗршыва каялла таврӑнайманни пирки пӗлтернӗччӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Кӗҫӗн Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулти 9-мӗш класс вӗренекенӗсемпе шкулти таврапӗлӳ музей ертӳҫи Алевтина Иванова «Афган паттӑрӗсене эпир манмастпӑр» калаҫу ирттернӗ. Кӗҫӗн Таяпаран ҫак вӑрҫа вуннӑн хутшӑннӑ: В. Головин, О. Алексеев, Ю. Романов, О. Леонтьев, Ю. Егоров, Н. Некрасов, В. Викторов, В. Симаков, В. Садовников, В. Сергеев. Вӗсенчен иккӗшӗ пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ. Хамӑр хушӑрах ҫӳрекен паттӑрсен аса илӗвӗсемпе паллашнӑ, салтакра ӳкерттернӗ сӑнӗсене пӑхнӑ.
Музейра Афган паттӑрӗсене халалланӑ кӗтес те пур. Афган паттӑрӗсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене вулама сӗннӗ.
«Про Город» редакцинчен пӗр хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Шупашкарти пӗр шкулта ачасем вӗрентекенрен кулаҫҫӗ. Видео ӳкерсе халӑх тетелне кӑларса хураҫҫӗ-мӗн.
Шкултан чылай учитель кайнӑ-мӗн. Унта ӗҫлеме хӑрушӑ иккен. Ертӳлӗх вара кун тӗлӗшпе нимӗнле йышӑну та тумасть.
Клавдия Мусина (ячӗпе хушаматне улӑштарнӑ) каланӑ тӑрӑх, ачасен хӑтланӑвӗсем сывлӑхшӑн хӑрушӑ. Каҫхи шкулта вӗренекенсенчен чылайӑшӗ анӑҫсӑр ҫемьесенчен-мӗн. Ачасем урокра аслине киревсӗр сӑмахсемпе кӳрентереҫҫӗ, пуканпа та пеме пултараҫҫӗ. Хӑш чухне полицие те чӗнме тивет иккен.
Ачасем урока газ баллонӗпе, электрошокерпа, травматика пӑшалӗпе килеҫҫӗ. Аслисем каланине итлемеҫҫӗ. Пӗррехинче пӗри шкулта пӑрӑҫ баллонне сирпӗтнӗ-мӗн.
Ку шкулта ӗҫлекен вӗренекенсем ҫӑхав ҫыраҫҫӗ. Унта вӗренекен пӗр ача каланӑ тӑрӑх, вӗсем йӑлтах видео ӳкереҫҫӗ. Педагогсем вӗсене кӳрентереҫҫӗ, пурӑпа переҫҫӗ, телефонсене туртса илеҫҫӗ-мӗн. Видео ӳкерсен вӗсем ӑна юлташӗсемпе сӳтсе яваҫҫӗ иккен.
Нарӑсан 10–11-мӗшӗсенче Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ шкулӗнче Литература тата К.Иванов ҫулталӑкӗсене халалласа чӑваш чӗлхипе литературин конкурс фестивалӗ иртнӗ. Ӑна пӗр-пӗрин опычӗпе паллашас, педагогикӑри ҫӗнӗ технологисене сарас тӗллевпе ирттернӗ.
Фестивале районти 12 вӗрентекен хутшӑннӑ. Пӗрремӗш кунне фестивале тата республикӑри Константин Иванов ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта шкулта вӗренекен ачасем те хутшӑннӑ.
Вӗрентекенсем фестивале тӗплӗн хатӗрленнӗ, кӑсӑклӑ уҫӑ уроксем ирттернӗ. Жюри вӗсен ӗҫӗсене хакланӑ.
Конкурс фестивальте ҫӗнтерӳҫӗ ятне Мӑн Шетмӗри шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Назарова тивӗҫнӗ. Красноармейски шкулӗн вӗрентекенӗ Виталий Михайлов тата Именкассинчи Галина Терентьева призерсем пулса тӑнӑ.
Сӑнсем (8)
Пултаруллӑ, чӗлхепе кӑсӑкланакан ачасене пулӑшас, вӗсен пӗлӳ шайне тӗрӗслес тӗллевпе нарӑсан 11-мӗшӗнче ЧР Вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхипе тата литературипе регион шайӗнчи олимпиада иртнӗ. Унта Элӗк районӗнчи ачасем те хастар хутшӑннӑ.
Олипиадӑра район чысне районти тапхӑр ҫӗнтерӳҫи, Юнтапари шкулта вӗренекен Марина Дуткина, Тавӑт шкулӗнче ӑс пухакан Анастасия Куликова хутшӑннӑ.
Олипиадӑра 10 ыйтӑва хуравламалла пулнӑ. Вӗсенчен 5-шӗ — чӑваш чӗлхипе, 5-шӗ — литературӑпа. Ыйтусем ачасен тавракурӑмне тӗрӗслеме май панӑ.
Жюри ӗҫсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Марина Дуткина чӑваш чӗлхипе тата литературипе пысӑк балсем пухнӑ. Вӑл 50 балран 40-шне пухнӑ, абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Юнтапа шкулӗнчи Зоя Леонтьева ҫулсерен олипиадӑна ачасене хатӗрлет. Унӑн вӗренекенӗсем икӗ хут ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |