Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ Шупашкарти 29-мӗш шкулӑн директорӗ кам пулассине палӑртнӑ. Конкурсра 27 ҫулти Илья Тумаков ҫӗнтернӗ.
Илья И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн строительство факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл ЧПУн Студентсен канашӗн председателӗн тилхепине 5 ҫул тытса пынӑ, ҫамрӑксемпе нумай ӗҫленӗ.
Илья мӗншӗн ҫак ҫула суйланӑ-ха? Унӑн амӑшӗ ӗмӗрӗпех вӗрентекенре тӑрӑшать. Илья хӑй пурӑнакан микрорайон пурнӑҫне те хастар хутшӑнасшӑн. Вӑл – аспирант, ҫавна май кӗнеке нумай вулать.
Илья Тумаков шкул директорӗн тивӗҫне ҫитес эрнерен, документсем хатӗр пулсан, пурнӑҫлама тытӑнӗ.
Чӑваш Ене васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн машинисем илсе килӗҫ. Вӗсене туянмашкӑн РФ Правительствин резерв фондӗнчен уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе илӗҫ. Документа Дмитрий Медведев авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Пирӗн республикӑна вӗр ҫӗнӗ 23 машина илсе килӗҫ. Вӗсене ГАЗ автомобиль савутӗнчен тата Чӗмпӗрти автомобиль савутӗнчен туянӗҫ. «Тимӗр урхамахсене» ҫулталӑк вӗҫӗччен илсе килме палӑртнӑ.
Ку кӑна мар. Республикӑри шкулсем валли 27 ҫӗнӗ автобус туянасшӑн. Вӗсенчен 13-шне 13-20 ҫын вырнаҫаять. Тепӗр 13-шӗ – 22-24 ача вырнаҫмалӑх. Пӗр автобуса вара 30 ытла ача лараять. Пур автобуса та хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗпе тивӗҫтернӗ.
Нумай пулмасть «Эхо Москвы» (чӑв. Мускав ахрӑмӗ) радио эфирӗнче «Сирӗншӗн кӑна» (выр. «Персонально ваш») радиокӑларӑм тухнӑ, унта Алексей Венедиктов Владимир Путин наци чӗлхисене кашни тӑрӑхра мӗнле вӗрентнине тӗрӗслеме ыйтни тавра калаҫу ирттернӗ. Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть ҫӗршыв Президенчӗ наци чӗлхисене, вырӑслисӗр пуҫне, вӑйпа вӗрентме юраманни пирки каланӑччӗ.
«Эхо Москвы» радиостанцин тӗп редакторӗ Владимир Путина кунашкал ыйту ҫӗклени наци республикисенче кӑмӑлсӑррисен йышне ӳстерме пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл 1917 ҫулхи Нарӑс пӑлхавӑрӗпе тата Совет Союзӗ арканни хушшинчи пӗрпеклӗхсене асӑннӑ. Ку пулӑмсенче те Раҫҫейри халӑхсен ыйтӑвӗ пӗчӗк пулманнине палӑртнӑ.
Радиокӑларӑм вӑхӑтӗнче пирӗн республикӑпа ҫыхӑннӑ шухӑша та илсе кӑтартнӑ. Денисов текенскер хӑйне чӑваш чӗлхине вӗрентсе самай нушалантарни пирки пӗлтерсен Алексей Венедиктов кун пирки ҫапларах хуравланӑ: «Паллах, кун пек шухӑшсем те пур. Апла пулсан Чӑвашра эсир мӗн тӑватӑр? Илӗр те Липецка куҫӑр — унта унашкал йывӑрлӑх пулмӗ. Е, атьӑр, Чӑваш Ен ятне мӗнле те пулин урӑххи ҫине улӑштарӑпӑр.
Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ачана шкула илменни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ӑна темиҫе шкула та илме хирӗҫленӗ. Пӗринче пачах «виҫҫӗ» пурришӗн «тиркенӗ».
Александр А. ятлӑ арҫын ачана вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан улттӑмӗш кунхине ҫеҫ шкула илнӗ. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР прокуратури ҫак ӗҫпе кӑсӑкланма пуҫланӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче тетелне тишкернӗ, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене мониторинг тунӑ чухне ведомство 11 ҫулти арҫын ачан правине пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗренӳ управленийӗнчи должноҫри ҫынсем тивӗҫне мӗнле пурнӑҫланине пӗтӗмлетӗҫ.
Ку пӑтӑрмах пирки «Про Город» портал каласа панӑ. 4 класс вӗренсе пӗтернӗ 11 ҫулхи арҫын ачана халӗ те ашшӗ-амӑшӗ нихӑш шкула та вырнаҫтарайман. Пӑтӑрмах мӗне пула сиксе тухни пирки портала ачан амӑшӗ каласа панӑ.
Йывӑрлӑхсем 37-мӗш шкултан пуҫланнӑ иккен. Ашшӗ-амӑшӗ ачана ҫав шкула вырнаҫтарма кайсан шкул ертӳҫисем хутсем ыйтнӑ — ачан прописки пирки тата ахаль шкулта та вӗренме пултарнине ҫирӗплетекен справкӑна. Вӗсене хатӗрлесе ҫитерсен шкул директорӗ ачана ҫавах йышӑнасшӑн пулман — шкулта имӗш вырӑн юлман. Ашшӗ-амӑшӗ алла усман, ытти шкулсене те ҫитнӗ. Анчах ниӑҫта та ачана йышӑнасшӑн пулман — вӗсем ҫитнӗ кашни вӗренӳ учрежденийӗнче те вырӑн ҫук тесе хуравланӑ. Пӗринче вара ача япӑх вӗренни ҫине те кӑтартни пулнӑ — «виҫҫӗсем» пур имӗш.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче ачан хӳттине кӗме тӑрӑшнӑ — ӑна 47-мӗш шкула ҫирӗплетнӗ. Анчах вырӑна ҫитсен тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — 11 ҫулхи арҫын ачана тӳре-шара ӑнсӑртран хӗрача ячӗпе ҫырса хунӑ иккен («Про Город» портал Александра Николаева ята асӑнать).
Хальхи вӑхӑтра ача килте ларать, вӗренӳ программине ӑса ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе хывать.
Кӑҫал шкул пӗтернисенчен вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ витӗр тухайманнисем е экзамена начар тытнисем пӗлӗве ҫак уйӑхра тепӗр хут тӗрӗслеме пултараҫҫӗ.
Вырӑс чӗлхипе экзамен тытайманнисем мӗнпур йышран 0,15 процент, математикӑпа — 0,92 процент.
Ытларикун, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тата вӗренсе тухакансен патшалӑхӑн экзаменне тытма пулать.
Эрнекун, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, математикӑн никӗс шайне патшалахӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ тата ҫак предметпа вӗренсе тухакансен патшалӑхӑн экзаменӗ тыттарса пахалӗҫ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр ушкӑн пӗлӗве авӑн уйӑхӑн 16-мӗшӗнче тӗрӗслейӗ.
Паян Шупашкарти Гладков микрорайонӗнче 1-мӗш номерлӗ шкул уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ заведенине унта пулса курнӑ «Хыпар» журналисчӗ Валентина Смирнова: «Чӑваш хутлӑхӗнчи чи хӑтлӑ шкул», — тесе хаклать.
Гладков микрорайонӗнче пурӑнакансен ачисем унччен хулари 10 тата 24-мӗш шкулсене ҫӳренӗ. Халӗ микрорайон валли ятарласа уҫнине 960 ача паян ура ярса пуснӑ. Шкул урати урлӑ тин кӑна каҫнисем ҫав шутра — 213-ӗн.
21-мӗш ӗмӗрти шкула хальхи пурнӑҫ ыйтнипе тивӗҫтермелле йӗркеленӗ: бассейнӗ те пур унта, баскетболпа волейбол лапамӗсем те, хореографи класӗпе мастерскойсем.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ирттернӗ мероприяти вӑхӑтӗнче пӗрремӗш шӑнкӑрав пама хутшӑннӑ икӗ каччӑран пӗри чӑваш тӗрриллӗ шурӑ кӗпепе пулнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем тата Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекенсем валли уҫӑ урок ирттернӗ.
«Россия, устремленная в будущее» (чӑв. Малалла талпӑнакан Раҫҫей) ят панӑ Элтепер урокне. Унӑн ячӗ, сӑмах май, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Ярославльте «Проектория» форумра ирттернипе пӗр пек пулнӑ.
Уҫӑ урокра Михаил Игнатьев Чӑваш Ен тата Раҫҫей пуласлӑхӗ пирки калаҫнӑ. Элтепер ҫӗршывра тата регионта ачасемпе ҫамрӑксем валли условисем туса панине, ҫӗршывӑн ыранхи кунӗ, пуласлӑхӗ вӗсенчен килнине палӑртнӑ.
Уҫӑ урока Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев тата ЧППУ ректорӗ Владимир Иванов хутшӑннӑ.
Шупашкарти 14-мӗш кадет шкулне тӗпрен юсасшӑн. Юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ тесе ачасем авӑнӑн 1-мӗшӗнче уявсӑр тӑрса юлмӗҫ. Ыран унта савӑнӑҫлӑ линейка иртӗ. Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вара шкула вӑхӑтлӑха хупӗҫ.
Юсав вӑхӑтӗнче ачасем ҫывӑхри шкулсенче ӑс пухӗҫ. Шӑпӑрлансене унччен Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицей интерначӗ вырӑнӗнче уҫӑлнӑ 4-мӗш лицей, Мускав энергетика институчӗ йышӑнма хатӗр. 4-мӗш лицейра ачасем пӗрремӗш сменӑра вӗренӗҫ. Аслӑ шкулта вара уроксем расписанипе иртӗҫ.
Кадет шкулне авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне юсаса пӗтермелле. Подрядчике палӑртнӑ ӗнтӗ. Строительсем канмалли виҫӗ сменӑпа, кунсенче те ӗҫлӗҫ. Шкул тӑррине, умне улӑштарӗҫ, чӳречесем лартӗҫ, туалетсемпе спорт зала ҫӗнетӗҫ.
Шупашкарти икӗ шкул Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкул шутне лекнӗ. Танлаштарӑва хатӗрленӗ RAEX аналитика агентстви аслӑ шкулсене кӗме пултаракан ачасене вӗрентсе кӑларнине тӗпе хурса тишкернӗ.
Юлашки виҫӗ ҫулта вӗҫӗмех ирттерекен танлаштарӑва Шупашкарти 3-мӗш лицей тата 5-мӗш гимнази кӗнӗ. Малтан асӑнни унти 44-мӗш вырӑн йышӑнать, тепри — 167-мӗш йӗркере.
Сӑмах май ҫакна та пӑлартмалла: Чӑваш Енри 20 вӗренӳ учрежденийӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 200 пин тенкӗ грантне тивӗҫнӗ. Списока Шупашкарти 4-мӗш лицей, 3-мӗш, 118-мӗш, 156-мӗш, 172-мӗш, 182-мӗш ача пахчисем, 1-мӗш гимнази, 2-мӗш лицей, 37-мӗш тата 49-мӗш тата районсенчи шкулсем тата ача пахчисем кӗнӗ. Вӑл укҫа вӗренӳ учрежденийӗсене самай вырӑнлӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |