Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, политик тата патшалӑх ӗҫченӗ пулма ӗмӗтленекен шкул ачипе тӗл пулнӑ. Шупашкарти предприятисенчен пӗринче кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулнӑ чух Татьяна Владимирова хӑйӗн ӗмӗт-шухӑшӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн чухне Элтепер хӗрачана Правительство ҫуртне чӗнме шантарнӑ.
Ӗнер Таня тата унӑн амӑшӗ Елена Александровна министрсем тата ӗҫ тӑвакан влаҫра тӑрӑшакан ытти тӳре-шара ӗҫлекен ҫуртра пулнӑ. Хӗрача хӑйне чӗнессине ӗненмен, йыхравланӑ хыҫҫӑн савӑннӑ тесе пӗлтернӗ.
Михаил Игнатьев унччен те шкул ачипе тӗл пулнӑччӗ. Вӑл арҫын ача Шупашкарти 5-мӗш гимназире (ӑна Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Инна Исаева ертсе пырать) вӗренетчӗ.
Чӑваш Енри чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен икӗ педагог Раҫҫей Президенчӗн укҫине тивӗҫнӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи кун пек йышӑнӑва РФ Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗнче тунӑ.
Пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ педагогсем Чӑваш Енре — тӑххӑррӑн. Вӗсенчен иккӗшӗ — чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем. Иккӗшӗ те Шупашкарта ӗҫлеҫҫӗ. Галина Абрамова Шупашкарти 59-мӗш шкулта тӑрӑшать, Ирина Диарова — 33-мӗш шкулта.
Премие ҫавӑн пекех Шупашкарти 44-мӗш лицейри вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Семенова тата Улатӑрти 2-мӗш шкулти Елена Селезнева; Шупашкарти 2-мӗш лицейри хими вӗрентекен Тамара Михайлова, Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулти биологи вӗрентекен Надежда Кузьмина, Шупашкарти 3-мӗш лицейри акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Надежда Демьянова, Элӗкри шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Фаина Тихонова, Пӑрачкав шкулӗнче географи вӗрентекен Елена Колчанова тивӗҫнӗ.
Шупашкарти икӗ шкул «ТОП Шкул» конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫапла майпа вӗсем хӑйсен проектне пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант ҫӗнсе илнӗ.
Конкурсра 5-мӗш гимнази тата 59-мӗш шкул мала тухнӑ. Вӗсем «Хула шкулӗсем» категорире ҫӗнтернӗ. 5-мӗш гимнази конкурса «Эпӗ. Ыттисем. Тӗнче» проекта тӑратнӑ. 59-мӗш шкул вара «Ҫӗнӗ курӑм» шкул медиастудийӗ» проектпа паллаштарнӑ.
Шкулсем ҫав проектсене пурнӑҫламашкӑн 500 пин тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран грант илӗҫ.
Сӑмах май, конкурсра Раҫҫейри 30 шкул ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енрен 13 пӗлӳ ҫурчӗ хутшӑннӑ. Шкулсене «Ялти шкулсем», «Хула шкулӗсем», «Мегаполисри шкулсем» категорире хакланӑ.
Youtube видеохостингра Муркаш районӗнчи Кашмашра пурӑнакансем «Беспредел в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗх) ятпа видеочӗнӳ пичетленӗ.
Унта ҫапла каланӑ: «Хисеплӗ Владимир Владимирович! Пирӗн ялта, Кашмашра, малтанхи шкул кивӗ пирки ҫӗннине тӑвас ыйту ҫивӗч тӑрать. Ӑна тума 2015 ҫула палӑртнӑччӗ. Анчах патшалӑх программине саккуна пӑсса улӑштарнӑ: укҫа-тенкӗ уйӑрассине пӑрахӑҫланӑ, укҫана Чӑваш Ен Элтеперӗн тӑван ялӗнчи шкула тума янӑ. Вӑл шкула тӑвасси малтан нимле программӑра та пулман. Халӗ влаҫ органӗсем ҫӗнӗ шкул тӑвас вырӑнне ӑна пуҫӗпех хупасшӑн. Сире эпир юлашки шанчӑк, Раҫҫей Федерацийӗн шантаруҫи тесе Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗхе чарма ыйтатпӑр!», – тенӗ видеочӗнӳре.
Кунта калани ҫумне ҫакна хушса калама пулать: шкула Михаил Игнатьев тӑван ялӗнче мар, Янӑшра туса лартнӑ. Янӑшри малтанхи шкул сакӑр класc вӗренмелӗх ҫеҫ тата вӑл пӗчӗк те кивӗ пулни паллӑ. Унта халӗ таврари ялсенчи, ҫав шутра Мамӑш енчисем те, савӑнса вӗренеҫҫӗ.
Дагестанри Махачкала хулинчи 59-мӗш шкула паллӑ ентешӗмӗрӗн, икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗн, Чӑвашран пуҫласа уҫлӑха ҫӗкленнӗ летчик-космонавтӑн Андриян Николаевӑн ятне парӗҫ. Ҫакна Ҫурҫӗр Кавказ порталӗнче ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Ак-Гель микрорайонта хӑпартса лартнӑ ҫӗнӗ шкула 804 ача вырнаҫайӗ. Маларах асӑннӑ порталта ҫырнӑ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденине икӗ ҫулта таса уйри 2,6 гектар ҫинче ҫӗкленӗ. Унта ҫывӑхри ултӑ шкулти ачасем те ҫӳреме пуҫлӗҫ. 1-мӗш класран пуҫласа 8-мӗшсем таран кӑҫал 600 ача вӗренме пырӗ, вӗсенчен сакӑрвуннӑшӗ шкул урати урлӑ пуҫласа ура ярса пусӗ.
Андриян Николаев ячӗллӗ шкулта мастерскойсем, кулинари класӗ, хореографи залӗ, ӳкермелли студи, психолтгпа логопед пӳлӗмӗсем пӑхса хӑварнӑ.
Вӗренӳ ҫулӗ тӗлне Чӑваш Енри 22 шкула хупӗҫ. Кун пирки «Регнум» пӗлтерет.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне респуликӑри ялсенчи 22 пӗчӗк шкула хупса пысӑкраххисемпе пӗрлештерӗҫ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче 37 шкул икӗ сменӑпа ӗҫлӗ. Вӗсенче пӗтӗмпе 6763 ача пӗлӳ илет. Кунсӑр пуҫне вӑхӑтлӑха тӑватӑ шкула хупӗҫ.
Сӑмах май, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче республикӑра 15483 ача парта хушшине пӗрремӗш хутчен ларӗ. Пӗтӗмпе 134470 ача шкула кайӗ.
Шупашкарти Гладков урамӗнче шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне уҫӑлӗ-и? Нумаях пулмасть ҫак ыйту тавра калаҫнӑ, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ унта ҫитсе те килнӗччӗ.
Халӗ ҫапла ҫирӗплетеҫҫӗ: ҫӗнӗ шкул авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне алӑкне уҫӗ. Унта монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ-мӗн, патшалӑх аккредитацийӗн свидетельствине, вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнме май паракан лицензие илнӗ.
Шкула 61 ҫынна ӗҫлеме илнӗ ӗнтӗ. Вӗсен йышӗнче 46-шӗ – вӗрентекен, 5-шӗ техника персоналӗ. Тепӗр 4 вӗрентекен, 12 персонал илме палӑртнӑ. Унти ӗҫченсене кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра ӗҫ укҫи тӳлеме республика хыснинчен 10,1 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Шкулта хальлӗхе 1-8-мӗш классем ҫеҫ ӑс пухӗҫ. Аслӑ классем ҫитес ҫултан ҫеҫ пулӗҫ.
Шупашкарти пилӗк шкулта директор ҫук, ҫавна май ваканси пушӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарти 19-мӗш, 29-мӗш, 31-мӗш, 39-мӗш тата 47-мӗш шкулсенче ертӳҫӗ пуканӗ пушӑ, ҫавӑнпа вӗренӳ управленийӗ конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Конкурса ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Документсене Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Кандидатсен «Патшалӑх тата муниципалитет ӗҫӗ», «Менеджмент» е «Персоналпа ӗҫлесси» енӗпе аслӑ пӗлӳ пулмалла. Кунсӑр пуҫне педагогика е ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан сахал мар ӗҫлемелле.
Чӑваш Енри шкулсенче астрономи предметне вӗрентме пуҫласси пирки унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Шкул ачисене финанс грамотноҫӗ предметне те ӑса хывтарасшӑн. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ку предмета Раҫҫейри 72 регионта пилот мелӗпе вӗрентме тытӑннӑ ӗнтӗ. Чӑваш Енре ку проекта Сӗнтӗрвӑрринчи гимназире тата Патӑрьелти шкулта пурнӑҫласшӑн. Вӗсен йышне Шупашкарти виҫӗ шкул та кӗрӗ: 24-мӗш, 30-мӗш тата 48-мӗш.
Ҫулталӑк вӗҫне Раҫҫейре ку предмета вӗрентекен шкулсен йышӗ 500 таран ҫитмелле. Специалистсене у йрӑм курссенче хатӗрлӗҫ.
2017-2018 вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисем ҫӗнӗ предмета ӑса хывӗҫ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет.
Авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа шкул ачисене астрономи предметне вӗрентме тытӑнӗҫ. Анчах пур ҫӗрте те мар. Ку предмета условисем туса панӑ шкулсенче ҫеҫ хальлӗхе ӑса хывтарӗҫ. 2018 ҫултанпа вара пур шкулта та программӑна кӗртӗҫ.
Астрономи предметне ҫулталӑкра 35 сехет вӗрентӗҫ. Ӑна 2 уровеньпе вӗрентеҫ: база шайӗ тата тарӑннӑн шӗкӗлчени. Ку предмета ертсе пымашкӑн вӗрентекенсене хатӗрлӗҫ: квалификацие ӳстерсе е професси тӗлӗшӗнчен хатӗрлесе.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |