Шупашкарта 81 ҫулти старике шыраҫҫӗ. Вӑл иртнӗ каҫ ҫухалнӑ.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Кульпин Владимир Михайловича юлашки хутчен "Шупашкар" чарӑну патӗнче курнӑ. Ку 23 сехет ҫурӑсенче пулнӑ. Владимир Михайлович ун чухне капюшонлӑ кӑвак куртка, тӗттӗм симӗс шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Калпакӗ пулман.
Ватӑскер уксахлать, япӑх илтет, хӑш чухне ӑс-тӑнӗпе арпашӑнса хӑй ӑҫта иккенне ӑнланмасть. Ӑна "Лиза Алерт" ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсем те шыраҫҫӗ.
Мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89176716090, 89053797600.
Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 63/21-мӗш ҫуртри икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пушар пулнӑ. Вырӑна пушарнӑйсен 5 машини ҫитнӗ, ҫулӑма 20 минутран сӳнтернӗ. Шел, хваттер хуҫи, 1965 ҫулта ҫуралнӑскер, вилнӗ.
Тепӗр кунхине ирхи 6 сехетре Кӳкеҫри Совет урамӗнчи лавкка ҫуннӑ. Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Лавккари икӗ холодильник, стеллаж ҫунса кайнӑ, шалти отделка хӑрӑмланса ларнӑ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 204 пушар пулнӑ, вӗсенче 17 ҫын вилнӗ.
Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ сӑвӑ-калав ҫыракансене кӑҫал та конкурса хутшӑнма йыхравлать.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ӗҫсене «Проза», «Поэзи», «Драматурги» номинацисемпе йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене чӑвашла та, вырӑсла та ҫырма юрать. Ӗҫсене Шупашкар хулинчи Иван Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш «А» ҫурта ҫитерсе памалла. Сӑвӑ-калавпа драма хайлавӗсене вулавӑшӑн краеведенпе наци литературинчен пайӗнче йышӑнаҫҫӗ.
Тӗрлӗ кӗнекере е литература альманахӗнче унччен пичетленсе тухнӑ ӗҫсене йышӑнмӗҫ.
Шупашкар хулинче тӗлӗнмелле пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Каччӑна пулӑшас тесе туалетри стенана ватма тивнӗ.
«Прогород» кӑларӑм «Телеграмра» пӗлтернӗ кӗске хыпарта пӑтӑрмах пирки тӗплӗн ӑнлантарса тӑман. Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ.
Качча техника шахтипе ҫӳле улӑхнӑ, ҫавӑн чухне вӑл тӑххӑрмӗш хутран персе аннӑ. Ӑна ҫӑлас тесе туалет стенине ишме тивнӗ.
Каччӑ техника шахти тӑрӑх мӗн сӑлтавпа хӑпарни хальлӗхе паллӑ мар. Ӑна вӑл хӑй ҫеҫ пӗлет-тӗр.
P.S. Каччӑ кӑвакарчӑна ҫӑлас тенӗ иккен. 9-мӗш хутран вӑл пӑрӑх тӑрӑх шуса 1-мӗш хута аннӑ. Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитсен стенана перфораторпа шӑтарнӑ, каччӑна ҫав шӑтӑкран кӑларнӑ.
Республикӑри тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра пирӗн регионта ӗҫсӗрлӗх шайӗ ӳсмен. Пачах тепӗр май, иртнӗ уйӑхпа танлаштарсан, кӑштах чакнӑ та.
Ӗнер ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 4689 ҫын ӗҫсӗррисен шутӗнче тӑнӑ. Пӗр уйӑх каялла ку кӑтарту 4799 ҫынпа танлашнӑ. Халӗ вакансисен йышӗ ӗҫсӗррисенчен 3,7 хут нумайрах-мӗн.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ӗҫлев центрӗ урлӑ 3 пин ытла ҫын ӗҫе вырнаҫнӑ. Шупашкарта ӗҫ шыракан 2459 ҫын юлнӑ. Вӗсенчен 311-шӗ - тивӗҫлӗ канӑва тухма вӑхӑт ҫитсе пыраканнисем.
Паян ирхи 5 сехетре Шупашкарта хӑйӗн хваттерӗнче 60 ҫулти хӗрарӑм ҫунса вилнӗ. Шел, ӑна ҫӑлма май килмен. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пушар Чапаев урамӗнчи 9/1-мӗш ҫуртри хваттерте пулнӑ. Тӗтӗм тухнине подьездри кӳрши чи малтан асӑрханӑ. Вӑлах пушарнӑйсене чӗннӗ.
Ҫулӑм мӗнрен тухнӑ-ха? Кил хуҫи хӗрарӑмӗ пируса сӳнтермен иккен. Малтан кравать ҫунма тытӑннӑ, кайран ытти сӗтел-пукана ярса илнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын ҫемьене упраса хӑварас тесе юмӑҫран пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӑна пулӑшасса шаннӑ, анчах лешӗ улталанӑ, укҫа сӑптӑрнӑ.
32 ҫулти арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн ҫемйинче ӑнланманлӑхсем сиксе тухнӑ. Вӑл ӑна упраса хӑварас тесе юмӑҫран пулӑшу ыйтнӑ. Лешӗ сӑнӳкерчӗке пӑхнӑ та упӑшкипе арӑмӗн ӑнланманлӑх нумай пулни пирки каланӑ.
Юмӑҫ пӑснинче сирме пултарать иккен. Вӑл йӑла-йӗрке ирттермешкӗн 140 пин тенкӗ ыйтнӑ. Арҫын куҫарса панӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та ҫемьери лару-тӑру йӗркеленмен. Арҫын ҫавӑн чухне тин хӑй ултавҫӑ аллине ҫакланнине чухласа илнӗ.
«Промлит» савутӑн слесарӗ ӑшӑпа тивӗҫтерекен трассӑна ӳксе вилнӗ. Ку пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ҫав кун Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинчи 26-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ ӑшӑпа тивӗҫтерекен трасса ҫинче слесарь виллине тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пулман. Вӑл 68 ҫулта пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, слесарь дежурствӑра пулнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗнчен тухнӑ пулнӑ, ҫул ҫинче вилнӗ.
Шупашкар, 2022-мӗш ҫулхи март уйӑхӗн 11-мӗшӗ, эрнекун. Шупашкарта пӗтӗмпех лӑпкӑ.
Ӗнер аптекӑна эмел илме кайрӑм. Анчах, пирӗн Кӑнтӑр-Хӗвел анӑҫ микрорайонӗнче тротуарсем питӗ шуҫлак. Чӑваш радио пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта нумай ҫын шуҫса ӳксе, ури-аллисене хуҫаҫҫӗ. Ҫуран ҫӳреме питӗ хӑрушӑ. Хӑраса ӳксе, каялла килелле кайрӑм.
Паян аптекӑна кукӑр ҫулпа, машинӑсем ҫӳрекен асфальт сарнӑ ҫулпа кайрӑм. Ҫӳллӗ артериллӗ юн пусӑмӗ ан пултӑр тесе, эмел илтӗм.
— Мӗнле, «ятарлӑ ҫар операции» килӗшет-и? — эмел сутакан сутуҫӑран ыйтрӑм.
— Ытла килӗшмест, — хуравларӗ хӗрӗ.
— Апла украинецсен «националистсене» пӗтерме килӗшмест?
— Ку хӑрушӑ!
— Апла тав. Сывӑ пулӑр. Сирӗн тӑвансем лере ан лекчӗр.
— Тавах!
Апат-ҫимӗҫ илмеллеччӗ. «Пятёрочка» супермаркета кӗтӗм. Улма-ҫырла пӗтӗмпех — импортлӑ. Хакӗсем ӳснӗ. Ахаль пенсионерӑн, е ӗҫченӗн нимӗн те илме май ҫук. Помидорсене хамӑр Ҫӗнӗ Шупашкар ҫумӗнчи Ольтикасси теплици хуҫалӑхӗнче ӳстереҫҫӗ пулсан та, курӑнмаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче обществӑлла транспортпа ҫӳрессин хакне ӳстерме шутлани пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Денис Вадимович Спирин ҫул ҫӳремелли хака ӳстересси пирки 624-мӗш постановлени алӑ пуснӑ. Ҫапла вара ырантан Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисен троллейбуссемпе автобуссенче ҫӳренӗшӗн укҫа ытларах кӑларса хума тивӗ.
Троллейбуссенче карточкӑпа тӳлесен хак 25 тенкӗпе (маларах — 22 тенкӗ) танлашӗ, автобуссенче — 26 тенкӗпе (маларах — 23 тенкӗ). Ахаль укҫапа тӳленӗ чухне — 28 тата 29 тенкӗпе (маларах 26 тата 27 тенкӗ тӳленӗ) пулӗ. Проезднойсен хакӗ те ӳсӗ. Студентсемпе шкул ачисем унччен 725 тенкӗ тӳленӗ пулсан, халь 820 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, ахаль ҫынсемшӗн вара хакӗ 1135 тенкӗпе (маларах — 1000 тенкӗ) танлашӗ.
Влаҫ ҫул хакне ӳстернине запчаҫ тӑкакӗсем ӳснипе, топливо хакланнипе тата транспорта тытса тӑмалли тӑкаксем хӑпарнипе ӑнлантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |