Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Республикӑра
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Кӑҫал республикӑра ҫуллахи вӑхӑтра 9 пляжра шыва кӗме май пулӗ. Аса илтерер: сезон ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.

Шупашкарта – 5 пляж. Тӑваттӑшӗ Атӑлӑн сылтӑм, хула, енче. Тепри – Атӑлӑн леш енче, «Прометей» кану бази ҫывӑхӗнче.

Ҫавӑн пекех официаллӑ пляжсем Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар округӗсенче ӗҫлеҫҫӗ. Пуринче те ҫӑлавҫӑсем дежурствӑра тӑраҫҫӗ, медицина ӗҫченӗсем тата полицейскисем ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти пляжсене вара «Хӑрушсӑр хула» АПКпа ҫыхӑнтарнӑ. Шупашкарти пляжсенче полицие хӑвӑрт чӗнмелли пускӑчсем те пур.

Палӑртса хӑварар: республикӑра кунсӑр пуҫне шыв патӗнче канмалли 161 вырӑн хатӗрленӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта тепӗр икӗ маршрут хута ярӗҫ. Ҫакна кӑҫал тума палӑртнӑ.

23-мӗш тата 31-мӗш маршрутсем ҫӳреме тытӑнӗҫ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 23-мӗш автобус «Грушевый» микрорайона Энергетиксен поселокӗпе ҫыхӑнтарӗ. Унпа Республикӑри ветерансен госпитальне тата Васкавлӑ медпулӑшу пульницине ҫитме меллӑ пулӗ.

31-мӗш автобус та Энергетиксен поселокне кайӗ, вӑл ӑна Вӑйӑмлӑ агрегатсен савучӗпе ҫыхӑнтарӗ — хула ҫум тата чукун ҫул вокзалӗсем урлӑ кайӗ.

Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкара ҫыхӑнтаракан 61-мӗш троллейбус тӗп хулана кайнӑ чухне «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кӗрсе тухма тытӑннӑ. Ҫынсем ыйтнипе 5-мӗш тата 6-мӗш троллейбуссене пӗрлештернӗ, халӗ 6-мӗш кӑна ҫӳрет, унӑн маршручӗ «Промтрактор – Мега Молл».

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫитес вӑхӑтра Шупашкар хулинче тепӗр ултӑ бетонлӑ хӳтлӗх лартӗҫ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ кӳлмекре пулӗ. Ҫапла пӗлтерет хула администрацийӗ.

Бетонлӑ хӳтлӗхсене ку эрнере вырнаҫтарӗҫ. Тепӗр партие хатӗрлеме тытӑннӑ-мӗн.

Кӳлмекре пӗр хӳтлӗхе Анне-управҫӑ палӑкӗ патне лартӗҫ. Иккӗшӗ кӳлмек акваторийӗнче пулӗ. Кунсӑр пуҫне «Николаев космонавт урамӗ», «Хулаҫум автовокзалӗ» тата «Таможня» общество транспочӗн чарӑнӑвӗсенче вырнаҫтарӗҫ.

Ҫавӑн пекех Шупашкарта халӑха хӑрушлӑх пирки пӗлтермелли 16 система лартӗҫ. Вӗсем халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнта пулӗҫ. Тепӗр 14 системӑна урӑх вырӑнсене куҫарӗҫ.

 

Спорт
Чӑваш Енӗн Спорт министерствин видеовӗнчен илнӗ скриншот
Чӑваш Енӗн Спорт министерствин видеовӗнчен илнӗ скриншот

Шупашкара ҫӗршыври чи маттур ҫӑмӑл атлетсем пуҫтарӑнӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 18-21-мӗшӗсенче хулари «Олимпийски» стадионта Шупашкара ҫӗршыври ҫӑмӑл атлетсем пуҫтарӑнӗҫ. Унта 72 регионти спортсменсем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем чупассипе, хӑварт утассипе, сикессипе, ывӑтассипе ӑмӑртӗҫ.

Ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей кубокӗнче наградӑсен 22 пуххине выляттарӗҫ.

Ӑмӑртӑва ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 16 сехетре уҫӗҫ.

 

Хулара
Регина Антонова сӑнӳкерчӗкӗ
Регина Антонова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта «Ехрем хуҫа» ресторан умне бетонран тунӑ хӗрарӑм кӳлепине вырнаҫтарнӑ. Вӑл – чӑваш тумӗллӗ.

«Туй арӑмӗ» ят панӑ ӑна. Авторӗ – Андрей Молоков.

Бюст-постамент ресторанӑн картишне илем кӳрет. Унта – этнокартиш: ӗлӗкхи комод, йывӑҫ пичкесем, кавирсем, картинӑсем пур.

Аса илтерер: кӳлмекре те, юханшыв портӗнче, пӗчӗк кӳлепесем вырнаҫтарнӑ.

 

Хулара
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Паян ирхине 10 сехет те 15 минутра Шупашкарта Эгер бульварӗнче, «Рябинка» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнчен инҫех мар, 45-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус тӑрук чарӑннипе икӗ пассажир пульницӑна лекнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лотос» автобус рулӗ умӗнче ларнӑ 52 ҫулти водителӗн хӑвӑрт кӑна чарӑнма тивнӗ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, малти вӗренӳ машини тӑрук чарӑннипе вӑл тормоз ҫине вӑйлӑ пуснӑ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Ҫав самантра салонра 7 ҫын пулнӑ. Автобус тӑрук чарӑннипе 1954 ҫулта ҫуралнӑ тата 1961 ҫулта кун ҫути курнӑ икӗ хӗрарӑм ӳксе аманнӑ. Вӗсене иккӗшне те Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Унти тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ тата сиплӗҫ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти тухтӑрсем 6-мӗш хутран ӳкнӗ 16 ҫулти хӗрӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.

Хальхи вӑхӑтра вӑл Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче реабилитаци витӗр тухать. Сиплев вӑраха тӑсӑлӗ, анчах тухтӑрсем лайӑххине кӑна шантараҫҫӗ: реабилитаци витӗр тухсан хӗр утма кӑна мар, ташлама та пултарӗ.

Нумаях пулмасть пульницӑра катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗн тӗп тухтӑрӗ Ольга Краузе пулнӑ. Вӑл анестезиологи тата реанимаци уйрӑмӗнче выртакан 16-ри хӗр патне те кӗрсе тухнӑ. Пациентка ун чухне тухтӑр пулма ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Ольга Краузе унпа пӗрле Шупашкарти медицина колледжне экскурсие кайса килме калаҫса татӑлнӑ.

Сӑмах май, кӑҫал Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ 6 ачана илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191189036_6642
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ кам пуласси паллӑ. Тӳрех аса илтерер: унчченхи министр ҫумне Марина Лежнинана должноҫре ӳстернӗ, вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑнӑ.

Министр ҫумӗн пуканне Александр Кириллов йышӑннӑ. Влаҫ органӗсенче вӑл ҫӗнӗ ҫын мар. Унччен Александр Кириллов Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗ. Унта вӑл 12 ҫул тӑрӑшнӑ. Кайран, 12 ҫул, Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗн директорӗн ҫумӗ пулнӑ.

Александр Кириллов Вӗренӳ министерствинче професси тата хушма пӗлӗвӗн, ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси, ӑслӑлӑх аталанӑвӗн кураторӗ пулӗ. Ҫавӑн пекех воспитани ӗҫӗн тата ҫуллахи канӑвӑн блокне ертсе пырӗ.

 

Республикӑра
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти вӑй агрегачӗн заводне Китай делегацийӗ килнӗ. Енсем ҫул-йӗрпе строительство техникине туса кӑларас ыйтӑва сӳтсе явнӑ май техника валли кӗпер тата турткӑч курупкине туса кӑларасси пирки калаҫса татӑлнӑ.

Асӑннӑ завода ахальтен суйласа илмен. 2024 ҫултан пуҫласа Раҫҫейӗн Промышленность министерстви Чӑваш Енӗн машиностроени кластерӗпе пӗрле пулса ҫул-йӗр строительствин, ял хуҫалӑхӗн тата склад техники валли кирлӗ кӗпере туса кӑларать.

Завод 5 тонна тиекен «СИЛАНТ» погрузчик туса кӑларма пуҫланӑ ӗнтӗ, ӑна ҫӗршыври продукцин реестрне кӗртнӗ. Тепри, 2 тоннӑлли, тӗрӗслев витӗр тухать. Ӑна кӑҫал, ҫулталӑк вӗҫлениччен, туса кӑларма тытӑнасшӑн.

Асӑннӑ завод КамАЗпа «ПО ЕлАЗ» экскаватор-погрзучикӗсем валли те кирлӗ компонент туса кӑларать.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Нумаях пулмасть «Поедем, поедим» кӑларӑмӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ Сӗнтӗрвӑрри хулинче пулнӑ, унта сюжетсем хатӗрленӗ.

Шоуна Федерико Арнальди итальян ертсе пырать. Вӑл Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ пысӑках мар хула мӗнле пурӑннипе кӑсӑкланнӑ.

Вырӑнти халӑх ӑна тӗлӗнтерме тӑрӑшнӑ. Мӗнпе тетӗр-и? Сӗнтӗрвӑрри хулинче мӗн пӗҫерме кӑмӑллаҫҫӗ? Кӑшт чӑтӑмлӑх пухӑр. Хуравӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 14 сехетре пӗлме пултаратӑр — НТВ телеканал яма ан манӑр кӑна.

Аса илтерер: Федерико Арнальди Чӑваш Ене килни пирки пӗлтернӗччӗ. Малтан вӑл Канаш округӗнчи Мӑкӑр ялӗ ҫывӑхӗнчи кӗпер патӗнче пулнӑ, унти халӑхпа пӗрле чӑвашла ташланӑ, наци ҫимӗҫӗсене тутанса курнӑ. Кайран телеертӳҫе ҫынсем Шупашкарти кӳлмекре асӑрханӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, [33], 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, ... 1148
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 30

1908
118
Алатырцев Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1918
108
Хусанти РКП(б) губкомра чӑваш секциӗ йеркеленнӗ.
1926
100
Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1946
80
Спиридонов Григорий Спиридонович, пӗрремӗш профессионаллӑ пӗлӳ илнӗ чӑваш скульпторӗ вилнӗ.
2005
21
Ефимов Георгий Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
2007
19
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси вилнӗ.
2010
16
Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть