Шупашкарти ватӑсем тӳлевсӗр концертра пулнӑ. Питӗрти «Посолонь» вокал ансамблӗн концертне Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи кӗмӗл волонтёрсем тивӗҫнӗ.
Вырӑс драма театрӗн сцени ҫинче 4 сасӑ пӗрлешсе тыткӑнламалла янӑранӑ.
«Концерт питӗ килӗшрӗ», — тенӗ концертра пулнӑ Татьяна Тихонова.
Шупашкарти банксенчен пӗринче ӗҫлекен 20 ҫулти хӗр ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Банкра кивҫен илнӗ 600 пин тенке вӑл банкомат урлӑ куҫарса янӑ. Асӑннӑ банкомата вырнаҫтарнӑ суту-илӳ центрӗнче ултавҫӑсенчен асӑрханма чӗнсе калакан кӳлепе те вырнаҫтарнӑ.
Халӗ хӗрӗн уйӑхсерен 20-шер пин тенкӗ кредит тӳлесе пыма тивӗ. Пӗтӗмпе 7 ҫул. Ытларах та илесшӗн пулнӑ та, анчах тепӗр икӗ банкра ӑна вӑл илме ӗмӗтленнӗ 800 пин тенке паман.
Шупашкарти Артем Максимов таксистра 7 ҫул ӗҫлет. Кӑҫал вӑл асамлӑх кӗртес тенӗ – Ҫӗнӗ ҫул умӗн машинине илемлетнӗ, Ҫӗнӗ ҫул кӗвви янӑ, хӑй хӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ. Ҫапла вӑл пассажирсене Ҫӗнӗ ҫулпа саламласа кӑмӑлӗсене ҫӗклет.
Артем хӑйне евӗр акци те шухӑшласа кӑларнӑ. Пассажир унӑн машининче салам-видео ӳкерет тӗк ӑна шӑккалат парнелет.
«Ҫӗнӗ ҫул кӑмӑлӗ ҫук тӑк ӑна хамӑрӑн тумалла», – тет Артем.
Ҫӗнӗ ҫул каҫхине Шупашкарта троллейбуссемпе автобуссем ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ҫӳрӗҫ. Хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, общество транспортне тӗп магистраль маршручӗсемпе кӑна ярӗҫ. Вӗсем хӑшӗсем пулнине палӑртман.
Кӑрлачӑн 1-2-мӗшӗсенче общество транспорчӗ вырсаникунхи маршрутпа ҫӳрӗ.
Шупашкарта кӗҫех ҫӗнӗ маршрут хута ярӗҫ. Вӑл 13-мӗш номерлӗ пулӗ. Маршрут Улатӑр ҫулӗпе ЖБК-9 ҫыхӑнтарӗ. Йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ ӗнтӗ.
Кун пек маршрута уҫма хула ҫыннисем ыйтнӑ. Владимир тӑвӗ ҫывӑхӗнче ҫӗнӗ ҫурт хута янипе унтан иртсе ҫӳрекен автобуссем кирлине палӑртнӑ вӗсем. 13-мӗш маршрут уҫӑлсан та ытти автобус линире ҫав схемӑпах ӗҫлӗ.
Мускавра «Раҫҫейри воспитательсем» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Вӗсен йышне пирӗн ентеш те кӗнӗ.
Конкурса хутшӑнас тесе 4500 ытла ҫын заявка панӑ. Федераци тапхӑрне 500 ытла ҫын лекнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара 70 ытла педагог тивӗҫнӗ.
Шупашкарти 201-мӗш ача пахчин логопечӗ Вера Горелова «Инклюзивлӑ вӗренӳ» вӗренӳ организацийӗн чи лай ӑх воспитателӗ» номинацире мала тухнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Нина Анисимова 90 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫав ятпа Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр (кинемее унти социаллӑ ӗҫчен пулӑшса пурӑнать) ӗҫченӗсем килне пырса саламланӑ.
Нина Емельяновна Шупашкар районӗнчи Колешша ялӗнче ҫуралнӑ. Упӑшкипе хӗрпе ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, паян кинемей 4 мӑнукпа тата мӑнукӗн 4 ачипе савӑнса пурӑнать. 40 ҫул ытла Электроаппаратура заводӗнче слесарь-сборщик пулса тӑрӑшать.
Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем Шупашкарта пӗр ача канализаци шӑтӑкне кӗрсе ӳкнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха тӗпчеҫҫӗ.
Пӑтӑрмах раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хулари Мичман Павлов урамӗнче пулса иртнӗ. Улттӑри хӗрача канализаци ҫӑлне персе аннӑ. Анчах вӑл шар курман иккен.
Тӗпчевҫӗсем ҫав канализаци шӑтӑкӗ уҫӑ пулнишӗн яваплисене тупса палӑртӗҫ.
Шупашкарти стоматологи поликлиникин тухтӑрӗсем 2024 ҫулта 51 пин ачана пулӑшнӑ.
Асӑннӑ поликлиникӑн тӗп направленийӗсенчен пӗри — ача-пӑча стоматологийӗ. Стоматологсем сакӑр подразделенире — пилӗк уйрамра тата 3 сиплевпе профилактика пӳлӗмӗнче — пулӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне шкулсенче те стоматологи пӳлӗмӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Ун пеккисем хулара — 42.
Раштавӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта йӑлана кӗнӗ ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Вӑл яланхи пекех Трактор тӑвакансен проспектӗнчен пуҫласа «Университет» микрорайона ҫитӗ.
Троллейбус 9 сехет те 11 минутра ҫула тухӗ, рейса 16 сехет те 55 минутра вӗҫлӗ. Ӑна хитрелетсе Ҫӗнӗ ҫул сӗмӗ кӗртӗҫ.
Транспорт ӑҫта ҫитнине «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра курма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.