Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 67 ҫулти хӗрарӑм тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче ӗҫ шыранӑ. Ун патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ. Хӑй Ҫар службинче пулнине, унӑн вата амӑшн вара пулӑшакан кирлине ӗнентернӗ.

Вӑл 67 ҫулти хӗрарӑма пулӑшушӑн укҫа куҫарса панине ӗнентернӗ. Анчах Ҫавӑнтан пӗр пайне чирлӗ амӑшне эмел туянма куҫӑрса пама ыйтнӑ.

Шупашкар хӗрарӑмӗ ют ҫыг каланине ӗненсе баланса та тӗрӗслесе пӑхман, ют счёт ҫине 4 пин тенке куҫарса та панӑ.

 

Персона
Анатолий Аксаков архивӗнчи сӑн
Анатолий Аксаков архивӗнчи сӑн

Ҫак кунсенче РФ Патшалӑх Думин депатутне Анатолий Аксакова Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн медалӗпе чысланӑ. Ку медале Крымпа Раҫҫей пӗрлешнӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ.

Сӑмах май, пӗлтӗр Анатолий Аксаков Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Раҫҫей Спорт министерстви йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ медале тивӗҫнӗ. Кунсӑр пуҫне Аксаков – Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ экономисчӗ.

 

Культура
Елена Деведерова тунӑ сӑн
Елена Деведерова тунӑ сӑн

«Лайм НD» телекурав онлайн сервис мелодрама тата романтика камичӗ жанрӗсемпе кӗске сериалсем ӳкересшӗн. Ӳкерӗнме Шупашкарти темиҫе паллӑ ҫынна чӗннӗ. Вӗсен йышӗнче – Наци телекуравӗн журналисчӗ пулнӑ Сергей Качинский актер та. Вӑл сериалсен режиссерӗ пулӗ. Проект продюсерӗ – Екатерина Морскова.

Нарӑсӑн 1-мӗшӗнче кастинг иртнӗ. Унта модель евӗр 18-50 ҫулсенчи ҫынсене чӗннӗ. Унта 130-ӑн хутшӑннӑ.

Сериала нарӑсӑн 10-12-мӗшӗсенче ӳкермӗ тытӑнӗҫ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти 50 ҫулти модель Ольга Упман хӑйне евӗр рекорд тунӑ. Вӑл ҫулталӑкра илем конкурсӗсенче 26 хутчен ҫӗнтернӗ.

Унӑн рекордне тӗнчери рекордсен «Interrecord» кӗнекине тата «Раҫҫейри рекордсен реестрне» кӗртнӗ.

Иккӗленӳ ҫук: Ольга илемшӗн нимӗнле чӑрмав та ҫуккине ӗнентерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_74585
 

Персона
Чӑваш радиовӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш радиовӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, музыковед, тележурналист, композитор Александр Осипов кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 70 ҫул тултарнӑ.

Александр Осипов Канаш районӗнчи Юмансар ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинче фортепиано класӗнче, Хусанти патшалӑх консерваторийӗнче теорипе композитор факультетӗнче вӗреннӗ.

1980-1984, 1990-1996 Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. Шупашкарти музыка училищинче те тӑрӑшнӑ. 1996 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче тӑрӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-84863557_8560
 

Республикӑра
lipovskoe-r20.gosweb.gosuslugi.ru сайтри сӑн
lipovskoe-r20.gosweb.gosuslugi.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм паллашу сайтӗнче арҫынпа ҫырӑнма тытӑннӑ. Калаҫсан-калаҫсан лешӗ ӑна инвестицие укҫа хывса тупӑш тума сӗннӗ. Ку килӗшнӗ.

Хӗрарӑм палламан арҫынна шанса телефонӗ ҫине сарӑм вырнаҫтарнӑ та укҫа куҫарма пуҫланӑ, тупӑш мӗнле ӳссе пынине сӑнанӑ. Пӗтӗмпе 90 пин тенкӗ куҫарнӑ вӑл. Ҫурри – кредит картти ҫинчи укҫа.

Хӗрарӑм укҫана каялла илме тӑнӑ та… Ун патне Украина ялавне ярса панӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултавҫӑ аллине ҫакланнине ӑнланнӑ.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Полина Андреева Свердловск облаҫӗнче йывӑр атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Палӑртмалла: вӑл Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.

Полина 49 килограмм таякан спортсменсемпе вӑй виҫнӗ. Вӑл икӗ енлӗ кӗрешӳре 157 килограмм йӑтса пьедесталӑн иккӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Пӗрремӗш вырӑна Красноярск крайӗнчи Елизавета Жаткина йышӑннӑ, иккӗмӗш вырӑна Санкт-Петербурги Кристина Соболь тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19480
 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта 18 ҫулти хӗр наркотик хурса ҫӳренӗ. Вӑл ӑна Маршак, Чапаев, Афанасьев, Красин, К.Иванов, Герцен урамӗсенче хунӑ.

Йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ чухне ун ҫумӗнче мефедонлӑ 29 чӗрке пулнӑ.

Хӗр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 20 ҫул таран хупса хума пултараҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан 6 ҫын энергосбыт компанийӗн тесе шӑнкӑравлакансен капкӑнне ҫакланнӑ.

67 ҫулти хӗрарӑм патне те ют ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл хӑйӗнпе энергосбыт ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма ҫав ҫын хваттерте счетчик ылмаштармалла тесе ӗнентернӗ май телефонта приложени вырнаҫтарма сӗннӗ, ун урлӑ счётчик кӑтартӑвне пама меллӗ тесе каланӑ. Анчах ҫав каҫӑ сиенлӗ пулнӑ май банккарттӑ ҫинчен 17 пин тенкӗ ҫухалнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Пуш уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче «МТВ» суту-илӳ центрӗнчӗ «Ҫӗрулми» курав иртӗ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.

Куравӑн хӑйӗн талисманӗ пулӗ. Халӗ ун валли ят шыраҫҫӗ.

«Щерулмишка», «Картуша» тата «Бульба-Бадди» – хальлӗхе ҫак виҫӗ ят пур. Анчах тӳре-шара кунпа ҫырлахасшӑн мар, тата ятсем сӗнме калаҫҫӗ. Сӗнӳсене ЧР Ял хуҫалӑх министерствин «Контактри» ушкӑнӗнче йышӑнаҫҫӗ. Унта ятсем сӗннӗ ӗнтӗ: «Картофан», «Картошечка Фиона», «Уммка», «Корней», «Умик», «Парангик», «Пататоша», «Картоша», «Картошкин», «Пан Улмич», «Петруччи», «Гулявый», «Зубоус», «Уммашка».

 

Страницӑсем: 1 ... 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, [27], 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, ... 1041
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем