Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ «Пятерочка» лавккаран пӗр каччӑ 23 флакон шампунь вӑрласа тухнӑ. Унӑн сӑнӗ видеокамера ҫине лекнӗ.
Нумаях пулмасть Франко урамӗнчи лавккаран пӗр ҫамрӑк 11 шампунь вӑрлани пирки хыпарланӑччӗ. Тӗлӗнмелле те, «Пятерочка» лавккаран та ҫав каччах шампунь йӑкӑртнӑ. Икӗ тӗслӗхре те вӑл пӗр пек шампуньсем, ««Head & shoulders», вӑрланӑ.
Хальхинче каччӑ 4500 тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Аса илтерер: ҫамрӑк 16-18 ҫулти пек курӑнать, хура куртка, ҫутӑ шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ, ҫурӑм хыҫне рюкзак ҫакнӑ. Ӑна курнӑ тӑк 62-00-02 е 89278555051 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Шупашкарти мӑшӑр «Пятница!» телеканалпа пыракан «Тӑватӑ туй» проекта хутшӑнать. Кӑларӑмра чуп-чуп уйӑхне ирттермелли путевкӑшӑн каччӑсем мар, хӗрсем тупӑшаҫҫӗ. Вӗсенчен кашниех тупӑшакан пикен туйне ҫитсе ӑна хаклать.
Шупашкарта пурӑнакан 18-ти Софьйӑн Тольяттири Янӑпа (30 ҫулта), Ижевскри Марийӑпа (28-та) тата Рязаньти Настьӑпа (19 ҫулта) тупӑшма тивӗ. Софьйӑн упӑшки – 30 ҫулта, вӗсем тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Пике – ялтан, каччӑ – Мускавран.
«Тӑватӑ туй» шоу 19 сехетре пуҫланать. Паян унта шӑпах Шупашкарти мӑшӑр тупӑшнӑ.
Следстви комитечӗ Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. «Регнум» информагентство пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Чӑваш Ен сенаторӗн Вадим Николаевӑн ывӑлӗ пирки пырать.
Ку кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле Водопровод урамӗнче пулнӑ. Иван Николаев лайӑхах палламан тантӑшӗпе хирӗҫсе кайса ӑна чӑмӑрӗпе питӗнчен ҫапнӑ. Лешӗн янах шӑмми хуҫӑлнӑ. Ҫакна кӳнтеленсем те курнӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Сӑмах май, Иван Николаевпа ҫакнашкал пӑтӑрмах унччен те пулнӑ-мӗн. Ҫу уйӑхӗнче вӑл тата Элтепер ывӑлӗ Иван Игнатьев Оперӑпа балет театрӗ умӗнче тӑватӑ ҫамрӑкпа ҫапӑҫнӑ. Ку сас-хура халӑхра хӑвӑрт сарӑлнӑ, ҫавӑнпа Михаил Игнатьев ирттернӗ планеркӑра ШӖМ ҫапла ӑнлантарнӑ: «Иван Игнатьев ҫапӑҫман, ӑна та хӗнемен, вӑл та никама та тытман».
Нумаях пулмасть Латвири «Latvijas būvinženieris» ятлӑ журналта Шупашкарти аэропортӑн ҫӗнӗ проекчӗ пичетленнӗ. Ӑна Чӑваш Енри ҫамрӑк архитектор Виктория Яковлева хатӗрленӗ.
Виктория Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, гимнази пӗтерсен Ригӑри техника университетне вӗренме кӗнӗ. Вӑл диплом ӗҫне Шупашкарти аэропортпа ҫыхӑнтарнӑ. Тӑван тӑрӑхран аякра вӗренекен пикене мӗншӗн шӑпах ҫак тема пӑшӑрхантарнӑ-ха?
Виктория пӗррехинче Шупашкара самолетпа вӗҫсе килнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне вӑл аэропортри ҫитменлӗхсене асӑрханӑ: харӑсах икӗ рейс йышӑнаймасть, ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ, багажа парас йӗрке ҫук, дизайн кивӗ… Ҫакна кура хӗр аэропортӑн федераци статусӗпе килӗшсе тӑракан вариантне шухӑшласа кӑларма тӗллев лартнӑ.
Виктория журналта ҫамрӑк специалистсем валли конкурс иртнине пӗлсен хӑйӗн проектне ярса панӑ. Ӑна вара унта пысӑк хак панӑ.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, аэропорта реконструкцилеме эскиз проектне хатӗрленӗ, ҫапах ҫынсем хӑйсен шухӑшне сӗнме кая юлман-ха. Виктория хӑйӗн проектне ярса парсан вӗсем ӑна экспертсемпе пӑхса тухма шантарнӑ.
Шупашкарта полици лавккаран 11 шампунь вӑрланӑ каччӑна шырать. Ҫамрӑкскер вӑтанса тӑман – япаласене видеокамера умӗнчех йӑкӑртнӑ.
Ку чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Иван Франко урамӗнчи лавккара пулнӑ. Каччӑ ҫӳлӗк патне пынӑ та рюкзакне 11 шампунь чикнӗ. Пӗтӗмпе – 2700 тенкӗлӗх.
Каччӑ 16-18 ҫулти пек курӑнать, 160-165 сантиметр ҫӳллӗш. Вӑрланӑ чухне вӑл хура куртка, ҫутӑ шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ, ҫурӑм хыҫне рюкзак ҫакнӑ. Ҫӑк ҫынна курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр 62-00-02 е 8-927-855-50-51 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Шупашкарта Дементьев урамӗнче пурӑнакан арҫынна хваттертен кӑларса янӑ. Унӑн унта пурӑнма халӗ право ҫук.
Ӑна хваттере 2013 ҫулта социаллӑ найм договорӗпе килӗшӳллӗн панӑ. Анчах вӑл 5 ҫул коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлемен. Кӑҫал ҫуркунне тӗлне парӑм 103 пин тенке ҫитнӗ.
Арҫын суда пӗрре те килмен, ӑна шырани те усӑ паман. Ҫавӑнпа хваттер алӑкне уҫса кӗнӗ, пурлӑхне опись тунӑ. Арҫын хӑйӗн пурлӑхӗпе те, муниципалитетӑннипе те тирпейсӗр усӑ курнӑ. Обойсем, линолеум ҫӗтӗк-ҫатӑк, чӳречесем ҫӗмрӗк, кухньӑра пирус тӗпӗсем, кӗленчесем, ҫӳп-ҫап йӑваланнӑ.
Арҫынна хваттертен кӑларса яма йышӑннӑ. Ӑна урӑххине те памӗҫ. Суд йышӑнӑвӗ авӑнӑн 28-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхине Шупашкарти Эгер бульварӗнчи лавкка умӗнче 83 ҫулти арҫын арӑмне кӗтсе тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӳсӗр каччӑ иртсе пынӑ. Хайхискер ватӑ ҫынна питӗнчен ҫапнӑ та тарнӑ.
Ҫакнашкал тӗслӗх Шупашкарта пурӑнакан 59-ти хӗрарӑмпа та пулнӑ. Лавккаран киле таврӑннӑ чухне ӑна палламан каччӑ питӗнчен ҫапнӑ. Ун чухне те ҫамрӑкскер тарса ҫухалнӑ.
Ҫӑв каччӑна полицейскисем тытса чарнӑ. Вӑл – 27 ҫултискер. Анчах вӑл хӑй мӗншӗн ҫапла хӑтланнине йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса парайман. Ун тӗлӗшпе наркологи тата психиатри экспертизисем ирттерӗҫ. Суд сакки ҫине ларма тиветех – пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин студенчӗсемпе вӗрентекенӗсем «Сурхури! Кӗркури!» кӗнеке кӑларнӑ. Унта чӑвашсен йӑла-йӗрке юррисене кӗртнӗ. Вӗсем ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 100 пин тенкӗ грантне ҫӗнсе илнӗ. Кӗнекене шӑпах ҫак укҫапа кӑларнӑ та.
Училищӗри студентсемпе преподавательсем иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчех йӑла-йӗрке юррисене пухма пуҫланӑ. Халӗ ав чи лайӑххисене пӗр ҫӗре пухса кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна Людмила Петухова, Григорий Салюков, Ирина Яковлева вӗрентекенсем хатӗрленӗ. Ӑслӑлӑх редакторӗ – искусствоведени докторӗ тата профессор Михаил Кондратьев.
Чӳкӗн 4-мӗшӗнче 13 сехетре училищӗре йӑла-йӗрке юррисен пуххин хӑтлавӗ иртӗ.
Шупашкарта футболла вылянӑ чухне арҫын вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе вӑл мӗншӗн вилнине татӑклӑн палӑртман.
Ку пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрман урамӗнче пулнӑ. Арҫын «Труд» стадионра (чӑв. «Ӗҫ») футболла вылянӑ. Ҫакӑ паллӑ: ӑна пусмӑрласа вӗлермен. Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, 46 ҫулти арҫыннӑн чӗри чарӑнса ларнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Усламҫӑ налук, штраф, пенси тата страхлав взносӗ, кредит, алимент тӳлемен-и? Лӑпкӑ пурӑнаймӗ, ун патне пристав ӗҫ вырӑннех ҫитӗ. Ҫапла-ҫапла, нумаях пулмасть вӗсем Шупашкарти тӗп пасарта рейд ирттернӗ, унти усламҫӑсем патӗнче пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри приставсем патне пырсах парӑм ҫуккипе пурри пирки кӑсӑкланнӑ.
Рейд вӑхӑтӗнче парӑмҫӑсенчен чылайӑшӗ пурлӑха арестлесрен хӑраса ӳкнӗ, парӑмӗсене «Патшалӑх услуги» портал урлӑ тӳрех тӳлесе татнӑ. Темиҫе сехете тӑсӑлнӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче патшалӑх валли 350 пин тенкӗ ытла укҫа пухнӑ.
Парӑмҫӑсен пурлӑхне те арестлеме тивнӗ: унашкалли 7 тӗслӗх. Вӗсем 10 кунра тӳлесе татмасан пурлӑхне сутма тӑратӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |