Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта маршрут сечӗ ылмашать. Улӑштарма палӑртнисем — 12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗш маршрутсем. 1, 10, 14, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65-мӗшсем пачах пулмӗҫ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 18 маршрутпа перевозчиксене конкурс ирттерсе палӑртнӑ. Тепӗр улттӑшӗпе хальлӗхе вӗҫне тухман. Пассажирсене вӑтам тата пысӑк автобуссемпе турттарӗҫ. Нумаях пулмасть автобуссен пӗр партине Шупашкара илсе килнӗччӗ.
«Садовый» микрорайона 10-мӗш троллейбус ҫӳреме пуҫлӗ. Лини ҫинче автономлӑ ҫӳрекен 5 троллейбус пулӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вӑхӑтра троллейбуссем кашни 10 минутра пӗрре, халӑх сахал ҫӳренӗ чух 20 ҫэминутра пӗрре хутлӗҫ.
Заовражнӑй микрорайона 52-мӗш маршрут ҫкэӳрӗ, Чантӑра - 32-мӗш, Аш-какай комбинатне - 20-мӗш.
«Аталану» ассоциаци (нумай чӗлхеллӗ ачасем)» ятлӑ ушкӑн Улӑп паттӑрпа паллаштарасшӑн.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Аталану» асоциаци ҫапла ҫырса хунӑ: «Хаклӑ тӑванӑмӑрсем, вырсарни кун, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 10:00 сехетре пурне те ача-пӑча клубне йыхравлатпӑр. Программӑра: Улӑп паттӑрпа паллашни, ун пирки юмах итлени, чӑваш юрри-ташшине вӗренни, Наци радиовӗпе ҫыхӑну йӗркелени. Шӑпӑрлансене тата ашшӗ-амӑшне 10 сехете Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районне, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх пр., 19/37, «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи — Т.Т.) ют чӗлхе шкулне ҫитме ыйтатпӑр».
Улӑп паттӑрпа паллашма, чӑвӑш юрри-ташшине вӗренес кӑмӑллисем тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 8-905-198-77-95 телефон номерӗпе шӑнкӑравлама сӗннӗ.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, уйӑхӑн 4-мӗш шӑмат кунӗнче республикӑри пульницӑсенче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ.
Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн поликлиникинче Уҫӑ алӑксен кунне простата парӗн шыҫӑ умӗнхи тата шыҫӑ парӗн патологине халаллӗҫ. Ҫынсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен онколог-уролог консультацине илейӗҫ. Вӗсем патне е электрон регистратура, е 26-05-05 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать.
Шупашкарти клиника центрӗнче ирхи 7-рен 14 сехетчен йышӑнӗҫ, Шупашкарти хула пульницин поликлиникисенче — 8-тан 13-ччен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн ача-пӑча поликлиникинче ирхи 8-тан 12-ччен невролог, аллерголог тата окулист йышӑнӗ.
Шупашкарти ача-пӑча клиника пульницин 1-мӗш, 2-мӗш, 4-мӗш поликлиникисенче невролог, детский хирург, оториноларинголог, психиатр детский, офтальмолог, акушер-гинеколог, детский стоматолог, травматолог-ортопед, уролог, аллерголог-иммунолог, гастроэнтеролог, фтизиатр, эндокринолог, дерматолог, кардиолог патне лекме май килӗ.
Шупашкарти блогер пӗр кун 50 тенкӗпе пурӑнма шухӑшланӑ. Ӗненетӗр-и: вӑл сӑк укҫапа темӗн те туяннӑ, 6 апат хатӗрленӗ. Ҫакна йӑлтах видео ӳкернӗ.
Каччӑ ҫимӗҫсене туянма пасара кайнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, унта йӳнӗрех. Сутуҫӑсем вара пӗр кун 50 тенкӗпе пурӑнма май пуррине ӗненмен. Анчах блогер киле ҫимеҫсемсӗр таврӑнман. Вӑл пасарта акӑ мӗн туяннӑ: шӑмӑллӑ пӗчӗк аш татӑкӗ – 15 тенкӗ, 2 ҫӑмарта – 9 тенкӗ, пӗчӗк купӑста – 9,33 тенкӗ, 100 грамм хура тул – 3 тенкӗ, лапша – 3 тенкӗ, 1 сухан – 1 тенкӗ, 1 кишӗр – 1,5 тенкӗ, 5 ҫӗрулми – 6 тенкӗ, 1 ывӑҫ ҫӑнӑх – 2 тенкӗ, 1 канихвет – 0 тенкӗ.
Блогер вӗсенчен яшка пӗҫернӗ, юлнӑ ҫӗрулмие суханпа ӑшаланӑ. Унтан хура тул пӗҫернӗ, 2 ҫӗрулмине духовкӑна лартнӑ. Ку кӑна мар: икерчӗ ӑшаланӑ тата ҫӑмарта хӑпартнӑ.
Таджикистан ҫынни хӑйӗн тӑван ҫӗршывне вӗҫсе каяйман. Ҫапла, халӗ парӑмсем пур тӑк чикӗ леш енне тухаймӑн. Арҫынна суд приставӗсем Раҫҫейрен тухма чарнӑ.
Таджикистанра ҫуралса ӳснӗ 35 ҫулти арҫын Шупашкарта пурӑннӑ. Анчах вӑл 18 ҫул тултарман икӗ ачишӗн алимент тӳлемен. Парӑм ҫур миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ.
Алимент тӳлеменрен ӑна суда та панӑ, ҫапах ку та арҫынна хӑратман. Вӑл самолета ларса тӑван тӑрӑхне вӗҫме хатӗрленнӗ. Анчах аэропортран каялла таврӑнма тивнӗ.
Икӗ ача ашшӗ ҫур миллион тенкӗ парӑмне татнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн тепӗр 35 пин тенкӗ тӳлеме тивнӗ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл Туркменистана вӗҫсе кайнӑ.
Шупашкарти юханшыв порчӗн теплохочӗн ӗҫченӗсем ӳсӗррине пӑхса тӑман – ҫула тухнӑ. Атӑл тӑрӑх ҫӳрекен теплоходӑн ӗҫченӗсем эрех сыпнине Чӑваш Енри траспорт прокуратури тупса палӑртнӑ.
Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрах, «Волгарь-7» карапӑн капитанӗ кӑна мар, ахаль ӗҫченӗсем те урӑ пулман. Теплоходри электрикпе моторист та эрех ӗҫнӗ иккен.
Прокуратура Шупашкарти юханшыв порчӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Кун хыҫҫӑн капитана ӗҫрен кӑларнӑ. Кунсӑр пуҫне халӗ караппа ишнӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Шупашкарти пӗр чарӑну ятне улӑштарма пултарӗҫ. Ун валли ят шыраҫҫӗ. Ку ӗҫе хула ҫыннисемпе хӑнисене те хутшӑнма ыйтаҫҫӗ. Ыйтӑма «Уҫа хула» порталра ирттереҫҫӗ.
Сӑмах Шупашкарти «Ҫутҫанталӑк» лавкка» чарӑну пирки пырать. Хӑшӗ-пӗри ӑна «Маяковский ячӗллӗ вулавӑш» ят пама сӗнет. Сасӑлав чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пырӗ.
Ку ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ татса парать. Анчах ведомство йышӑнӑва хӑй тӗллӗн туман, халӑха та явӑҫтарасшӑн.
Ваттисен канашӗ Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта трамвай яма сӗннӗ. «Трамвайсем кирлӗ, вӗсем, троллейбуссемпе танлаштарсан, 2 хут нумайрах ҫын илсе ҫӳреме пултараҫҫӗ», - тенӗ ваттисен канашӗн пайташӗ Евгений Тертышный. Унӑн шухӑшӗпе, трамвай ҫулне 3-мӗш ҫурмаҫавраҫул проектӗнче тума тытӑнмалла.
Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ку шухӑша ваттисен канашӗ администрацин транспорт уйрӑмӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Васильевпа тӗл пулнӑ чухне пӗлтернӗ. Мэри ку ыйтӑва тӗплӗ пӑхса тухмалли пирки каланӑ.
Паян ирпе Шупашкарта пассажир автобусӗ хыпса илнӗ. Инкек республикӑн тӗп хулинчи Кӑнтӑр поселокӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ.
«Чӑваш Ен» патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Кӳкеҫрен Шупашкара 162-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра сиксе тухнӑ. ПАЗикра ирхине 10 ҫын ларса пынӑ. Тӗрлӗ ӗҫпе тӗрлӗ ҫӗре васканӑ вӗсем.
Тӗлӗнмелле те савӑнмалла: инкек вӑхӑтӗнче водитель ҫухалса кайман — автобус алӑкне уҫнӑ, ҫынсем салонтан тухса тарма ӗлкӗрнӗ. Ҫулӑма пула ҫапла вара никам та шар курман, таса сывӑ.
Водитель ҫулӑма хӑех сӳнтернӗ. Анчах транспортӑн салонӗ йӑлтах сиенленнӗ.
Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр инспекторӗсем «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанине пӗлтернӗ тӑрӑх, автобусӑн двигателӗ юсавсӑр пулнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура Шупашкарта иртекен М.Д. Михайлов ячӗллӗ XXVIII-мӗш опера фестивалӗ пирки те калаҫнӑ.
Кӑҫалхине СССР халӑх артисчӗ Максим Михайлов ҫуралнӑранпа 125 ҫул, Итали композиторӗ Джакомо Пуччини кун ҫути курнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
М.Д. Михайлов ячӗллӗ опера фестивалӗ чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Йӑлана кӗнӗ фестиваль программине «Дон Паскуале», «Отелло», «Севильский цирюльник» тата ытти опера илем кӳрӗ. Шупашкарти куракана Раҫҫейри сцена ӑстисемпе пӗрлех Итали, Китай, Азербайджан юрӑҫисем савӑнтарӗҫ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче малтанхи ҫулсенчи евӗрех Максим Дормидонтович Максимов ҫуралнӑ тӑрӑха ҫитсе килме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |