Шупашкарти Тӗп культура тытӑмӗн «Ровесник» культура ҫуртӗнче «Песочная сказка» (чӑв. Хӑйӑр юмахӗ) художество мастерскойӗн ертӳҫи Айгуль Смирнова ачасене хӑйӑртан ӳкерме вӗрентнӗ. Маҫтӑр-класа вӑл республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи 60-мӗш шкулта вӗренекенсем валли ирттернӗ.
Ӗҫе кӳлӗниччен ӑста хӑйӑр ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унпа усӑ курнӑ чухне мӗне тӗпе хумаллине, епле усӑ курмаллин техникине ӑнлантарнӑ. Мероприятие юмах евӗр йӗркеленӗ. Ачасен «Подарки на день рождения» (чӑв. Ҫуралнӑ кун валли парнесем) темӑпа тӗрлӗ ӳкерчӗк хатӗрлеме тивнӗ. Ансат хусканӑва пӗлсе тусан хӑйӑр ӳнер хайлавне ҫаврӑннӑ. Ташлаттарсан упа та ташлама хӑнӑхать тесе ахальтен каламан пулӗ ҫав — маҫтӑр-класран ачасем тулли кӑмӑлпа саланнӑ.
Ку ыйтупа ҫулталӑк калаҫманччӗ. Халӗ каллех ҫӗкленӗ. Сӑмах — Шупашкарти Ехрем купса бульварӗнче вырнаҫнӑ ҫурт пирки.
Ку ыйтупа хула администрацийӗн эрнекун иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Унта ҫурта ҫӗнетмеллине палӑртнӑ, 3 проект эскизӗ сӗннӗ. Проектра кӑтартнӑ тӑрӑх, объект калӑпӑшӗ пысӑкланмалла.
Анчах хула администрацийӗ нихӑш проектне те йышӑнман, мӗншӗн тесен ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн машинсем чарӑнмалли вырӑн ҫитмест. Ҫитменнине, ҫурт ҫӳллӗ пулни хулан истори пайӗпе килӗшсе тӑмасть.
Алексей Ладыков ҫитес эрне вӗҫӗччен проект паспортне кӑтартма ыйтнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнетнӗ ҫуртра Шупашкар хулин музейӗ вырнаҫӗ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем каллех маршруткӑсене тӗрӗслеме тухнӑ. Хальхинче вӗсем салона ытлашши нумай пассажир лартнӑшӑн штрафлаҫҫӗ.
Паянхи ирхине пилӗк маршрутка водительне куншӑн лекнӗ ӗнтӗ. Вӗсене административлӑ штраф ҫырса панӑ. 35, 50, 51, 54 тата 332-мӗш маршруткӑсен водителӗсем салона кирлӗ чухнехинчен нумайрах пассажир лартнӑ.
Эсир те маршруткӑра банкӑри килька пек килтӗр-и? Шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Шупашкар хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, шӑнкӑравсене 23-51-99 номерпе йышӑнаҫҫӗ. Ирхи 6 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен шӑнкӑравлама пулать.
Кӑҫал ҫуркунне Шупашкарта пурӑнакан 6-ри Викӑна Димитровградри ҫемье хӑйӗн хӳттине илнӗ. Вика унччен хулара ача ҫуртӗнче пурӑннӑ. Унӑн амӑшӗ эрех ӗҫнӗ, ҫавӑнпа ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Викӑна Димитровградри суту-илӳ тытӑмӗнче ӗҫлекен 37-ри Ирина усрава илнӗ.
Ҫемьере тепӗр хӗрача, 9-тискер, пур. Вика ҫав хулара шкула ҫӳренӗ, вӑл ыттисемпе лайӑхах хутшӑннӑ. Раштавӑн 13-мӗшӗнче вара вӗрентекен ачан кӗлетки ҫинче кӑвак вырӑнсем пуррине курнӑ. Вика хӑйне айӑплӑ туйнӑ. Амӑшӗ хӑш чухне тарӑхать-мӗн. Пӗррехинче ӑна калпак ҫӗтнӗшӗн ҫапнӑ. Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Вика градусник ҫӗмӗрнӗ, куншӑн ӑна амӑшӗ хӗненӗ.
Халӗ Вика реабилитаци центрӗнче. Ӑна илсе кайнӑ чухне амӑшӗ хӑнк та туман, ӑшӑ тумтир парса яман. Хӗрарӑм хӑйне «тетя Ира» тесе чӗнтернӗ-мӗн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ыран, раштавӑн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти «Малютка» ача ҫуртӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫак кун унта ача ҫемьене илме шухӑшланӑ ҫынсем килме пултарӗҫ.
Мероприяти 10 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Унта ача хӳтлӗхе илме шухӑшланӑ ҫынсемпе калаҫӗҫ, ыйтусем пулсан ӑнлантарӗҫ.
Уҫӑ алӑксен кунӗ Республикӑри кардиологи диспансерӗнче, Республикӑри наркологи диспансерӗнче, Хулари 1-мӗш клиника пульницинче, Хулари 7-мӗш пульницӑра та иртӗҫ.
Уҫӑ алӑксен кунне килнӗ чухне хӑвӑрпа пӗрле полис, паспорт тата СНИЛС илмелле.
Паян ирхи 9 сехетре Шупашкарти Ахазов урамӗнче вырнаҫнӑ шкулта путавалти вӗри шыв пӑрӑхӗ ҫурӑлса кайнӑ. Ҫавна май унта вӗренекен 1 пин яхӑн ачана киле янӑ.
Пӑрӑх ҫурӑлса кайнӑран хӑш-пӗр класра пӑс тӑнӑ. Вӑл унта вентиляци тытӑмӗпе хӑпарнӑ. Виҫҫӗмӗш урок хыҫҫӑн ачасене киле янӑ.
Пӑрӑх ҫурӑлнӑран ӑшша чарма тивнӗ, ҫавна май класри температура аннӑ. Сивӗре вара заняти ирттерме юрамасть.
Шкула коммуналлӑ технологисен специалисчӗсем тӳрех ҫитнӗ. Ҫитес вӑхӑтра пӑрӑха юсӗҫ.
Чӑваш Ен «Шелковый путь – 2017» (чӑв. Пурҫӑн ҫулӗ—2017) пӗтӗм тӗнчери раллине хатӗрленет. Вӑл утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен Мускав – Астана (Казахстан) – Сиань (Китай) маршрутпа иртмелле.
Республикӑн Правительствин ҫуртӗнче паян ку ыйтупа канашлу иртнӗ Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ мероприятие Пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене ирттерекен дирекцин, влаҫ органӗсен тата йӗрке хуралҫисем пуҫтарӑннӑ.
2009 ҫултанпа йӗркелекен ралли ун чухне Раҫҫей, Казахстан тата Туркменистан урлӑ выртнӑ. Кӑҫал пуҫласа вӑл Китая ҫитмелле. Ҫапла ралли пӗр маршрутпа мӗнпур Евразие пӗрлештерӗ. Вӑл Шупашкар урлӑ та кайӗ. Автомобильсем пирӗн патра ҫӗр каҫма чарӑнӗҫ. Аэропорт патӗнче вӗсем валли палаткӑсенчен вӑхӑтлӑх уйлӑх (бивуак) хатӗрлӗҫ.
Кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулчӗ. Ҫул вӗҫленсе пырать. Ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт.
Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑра «Кино кунӗ» акци иртет. Ҫавна май кашни районтах кино кӑтартӗҫ. Ҫав кун 170 ытла лапам ӗҫлӗ. Культура ҫуртӗнче, вулавӑшсенче, музейсенче, кинотеатрсенче фильмсем кӑтартӗҫ.
Лапама килсе «Вовочка», «Девчата», «Охрана» фильмсене курма май пулӗ. Ҫавӑн пекех концертсем, куравсем, конкурссем, викторинӑсем пулӗҫ. Шупашкарта вара акци тӑватӑ лапамра иртӗ: «Волжский», «Синема 5», «Три пингвина» кинотеатрсенче тата ЧР электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗнче.
Чӑваш Енри тӳре-шара ҫӑмӑллӑхлӑ проезднойсене пӑрахӑҫлама шухӑшланӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче калаҫнӑ. Тӳре-шара кун пек шухӑш патне мӗнле пырса ҫитнӗ-ха? Вӗсем каланӑ тӑрӑх, халӗ экономика лару-тӑрӑвӗ ҫивӗч. Шупашкарти троллейбус управленийӗн парӑмӗ 85 миллион тенке ҫитни те ҫак утӑма тума хистет-мӗн.
Лару-тӑрӑва лайӑх енне улӑштарас тесе сусӑрсем тата тивӗҫлӗ канӑва тухнисем троллейбусра усӑ куракан ҫӑмӑллӑхсене пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Хальлӗхе ку студентсене пырса тивмест.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку йышӑну кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрет.
Муркашри вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Алена Кроликова 30 пин тенкӗ премие тивӗҫнӗ. Укҫана РФ Вӗренӳ министерствин кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ.
«О присуждении в 2016 году премий для поддержки талантливой молодежи» (чӑв. Пултаруллӑ ҫамрӑксене преми пама 2016 ҫулта ҫирӗплетесси ҫинчен) хушури хушаматсен йышне лекме Аленӑна Чӑваш Енри ҫамрӑк армеецсен IV спартакиадинче уйрӑм зачетра ҫӗнтерни пулӑшнӑ. Кунта хӗрачана пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене вӗрентекен Владимир Львов преподаватель тӳпине те палӑртмалла. Алена — «Родина» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв) юхӑм пайташӗ те.
Чӑваш Енрен премие 8 ача тивӗҫнӗ: Шупашкартан — тӑваттӑн, Шупашкар, Шупашкар, Патӑрьел, Вӑрмар районӗсенчен — пӗрер.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |