«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Вера Эверкки хӑйне парикмахер профессинче тӗрӗслет. Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑл Виталий Станьял ӑсчаха ҫӳҫ касса янӑ, сухалне хитрелетнӗ.
Парикмахерта ӗҫлесен ҫӗршывра йывӑр лару-тӑру пулсан та тупӑш тума пулать. Вӑл кирек хӑҫан та ҫӑкӑр ҫимелӗх укҫа ӗҫлесе илме май парать. Ҫапла шухӑшлать Вера Эверкки. Вӑл халӗ тусӗсене, пӗлӗшӗсен ҫӳҫне илем кӗртме кӑмӑллать.
Вера хальлӗхе практика тухать, ҫавӑнпа ӑна модельсем (ҫӳҫ касма тата сӑрлама вӗренмешкӗн кирлӗ ҫынсем) питӗ кирлӗ. Парикмахера вӗренекен журналист Виталий Станьял ӑсчаха ҫӳҫне касса яма сӗннӗ. Виталий Петрович хирӗҫлемен, хаваспах парикмахерские кайнӑ. Прическа ӑна килӗшнӗ. Виталий Станьял чӑваш журналисчӗсем калемпа кӑна мар, кирек мӗнле инструментпа та, ҫав шутра – хачӑ, тура, ӗҫлеме пӗлнинче нихӑҫан та иккӗленменнине палӑртнӑ.
Малтанах 20 ҫулти хӗре Шупашкар хула администрацийӗ ҫурт-йӗр илмешкӗн документсене хатӗрлемелли пирки пӗлтернӗ. Анчах кайран тӑрук ку ӗҫе каярах хӑвармаллине каланӑ.
Анна Федорова, тӑлӑхскер, черетре 2013 ҫултанпа тӑрать. Хваттере кӗҫех куҫасси пирки ӑна кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тепӗр эрнеренех халех ҫӗнӗ хваттер пулмассине пӗлтернӗ. Темӗнле постановленипе килӗшӳллӗн пурӑнмалли кӗтесӗн пӗр пайӗ администрацие куҫнине кӗскен ӑнлантарнӑ та телефона сӳнтернӗ.
Тепӗр тӑлӑхсем тавӑҫ ҫырса суда выляса илнӗ-мӗн. Ҫавӑнпа вӗсене хваттер памах тивнӗ. Пӗлтӗр ҫеҫ черете тӑнисем кӗтеслӗ пулса юлнӑ. Анна Федоровӑн вара хальлӗхе асламӑшӗпе тата унӑн икӗ мӑнукӗпе пурӑнма тивӗ. Хӗр хваттере кӑҫалах тивӗҫессе шантарнӑ-ха та…
Кӑҫал Чӑваш Енре тӑватӑ ача пахчи уҫӑлӗ. Шупашкарти Ҫӗнӗ хула, Радужнӑй, Алькеш микрорайонӗсенче ҫӗнӗ ача пахчисен алӑкӗсем уҫӑлӗҫ.
Ҫуртсене ҫур ҫул иртиччен туса пӗтерме палӑртнӑ. Анчах ача пахчисен ячӗсем хальлӗхе ҫук. Вӗсен ятне сӗнме ҫынсенчен ыйтаҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче ача пахчисен ячӗсене ҫынсем хӑйсем суйлаҫҫӗ. Хальхинче те Шупашкар хула администрацийӗ ыйтӑм ирттерме шухӑшланӑ. Вӑл иртнӗ эрне вӗҫӗнче пуҫланнӑ, нарӑс уйӑхӗн варриччен пырӗ. Кӑрлачӑн 24-мӗшӗ тӗлне ҫынсем 42 ят сӗннӗ.
Ыранпа виҫмине, тепӗр майлӑ каласан, кӑрлачӑн 26—27-мӗшӗсенче, Шупашкарта Промышленноҫа аталантарас енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗ тӗрлӗ мероприяти ирттермелле. Унта РФ промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров килмелле.
Ку тата ҫак мероприятипе ҫыхӑннӑ ытти хыпара Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ Владимир Аврелькин республика Правительствин ҫак эрнери ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарта иртекен анлӑ мероприятире апат-ҫимӗҫ машиностроенине аталантарас ыйтӑва сӳтсе явмалла. Денис Мантуров Шупашкарти хӑш-пӗр производство предприятине ҫитсе курмалла. Ларӑва ҫӗршывӑн 61 субъектӗнчен тӳре-шара килсе ҫитесси паллӑ. Вӗсем хушшинче пысӑк производство предприятийӗсен ертӳҫисем те, министрсем те пулмалла.
2011 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче Дмитрий Григорьевӑн «Кровь или 72 часа» мистикӑлла романӗ пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке авторӗ – врач-генетик. Ун чухне вӑл Америкӑри Джонс Хопкинс институтӗнче (Балтимор хули) ӗҫлесе пурӑнатчӗ, ҫулсерен пӗр-икӗ хутчен Шупашкара килсе кайма май тупатчӗ. Пӗррехинче ҫыравҫӑ-медик кӗнеке корректурине вулама килчӗ, пысӑк калаҫу пуҫлас тӗллевпе хӑйпе илсе килнӗ пысӑках мар чӑматанне уҫса кӑтартрӗ. Унта туллиех темле пробиркӑсем лартса тухнӑччӗ, вӗсене… юн ярса тултарнӑ иккен. Чӑваш юнӗ! Ҫакна Дмитрий Николаевич палӑртсах каларӗ. Пробиркӑсене Шупашкарти юн илекен станцире хатӗрленӗ, вӗсене океан леш енне илсе ҫитерсе генетиксене параҫҫӗ, лешсен вара хӑш ген мӗн енӗпе этеме витӗм кӳнине тупса палӑртмалла.
«Чувашская полицитемия» текен чир пур иккен, унпа ытларах чӑваш ҫыннисем аптраҫҫӗ иккен, ҫавӑнпа ҫапла ят панӑ иккен ку чире. Генетикӑна тӗпчекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак чир 62 пин ҫул каяллах пулнӑ, анчах ӑна 1960 ҫулта кӑна шыраса тупнӑ. 1977 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче Лидия Полякова вырӑс храрӑмӗ ҫӗр ытла пациентӑн юнне тӗрӗслесе пӑхнӑ, хӑшӗсен хӗрлӗ пайӑркасем ытла та нумай пулни палӑрнӑ.
Грипп тата ОРВи анлӑ сарӑлнӑ май Чӑваш Енри хӑш-пӗр шкул карантина хупӑннӑ. Кун пирки Ропотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать.
Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 13–19-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 6 306 ҫын гриппа тата ОРВИпе чирленине шута илнӗ. Вӗсен 60 проценчӗ — 18 ҫул тултарман ачасем.
Кӑрлачӑн виҫҫӗмӗш эрнинче 200 чирлӗ ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Чирлекенсен йышӗ нумайланнӑран хӑш-пӗр шкула карантина хупнӑ. Шупашкарти 2 шкулта, Ҫӗнӗ Шупашкарти 4 шкулта темиҫе класс вӑхӑтлӑха вӗренмест, Муркаш районӗнчи 1 ача пахчинчи пӗр ушкӑнра карантин.
Чӑваш Енре шкул умӗнхи вӗренӗве пуҫарса янӑ Рената Кузьмина пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Рената Борисовна Шупашкарти педагогика колледжне уҫнӑ тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра шкул умӗнхи вӗренӳпе коррекци педагогикине пуҫарса янӑ.
Рената Борисовна кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче куҫне хупнӑ. Вӑл хӑйӗн карьерине 1955 ҫулта Ҫӗмӗрлере пуҫланӑ. Тепӗр 10 ҫултан ӑна ЧР Вӗренӳ министерствин шкул умӗнхи вӗренӳ воспитанийӗн инспекторӗн тивӗҫне шаннӑ. Унта вӑл 35 ҫул ӗҫленӗ.
Вӑл тӑрӑшнипе ача пахчисем, ача ҫурчӗсем уҫӑлнӑ. Вӑл ку тытӑма пысӑк тӳпе хывнӑ. Рената Кузьмина 80 ҫулта пулнӑ.
Чӑваш Енри пуштӑ уйрӑмӗсенче ҫывӑх вӑхӑтра электрон черет йӗркелӗҫ. Ҫӗнӗлӗхе 22 уйрӑмра ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Электрон черете чи малтанах хулари уйрӑмсенче хута ярасшӑн. Анчах пур ҫӗрте те мар. Халӑх уйрӑмах йышлӑ ҫӳрекеннисенче, харӑсах виҫӗ чӳречере ҫынсене йышӑнаканнисенче.
Ҫӗршыври пуштӑ уйрӑмӗсенче электрон черет йӗркелессине пӗлтӗрхи раштавра пуҫланӑ. Ун валли оборудование тата кирлӗ программӑна хамӑр ҫӗршывра туса кӑлараканнине туянаҫҫӗ. Кашни уйрӑм валли комплект туянаҫҫӗ. 3–4 чӳречеллӗ уйрӑмсенче тӗп табло тата терминал-регистратор вырнаҫтарӗҫ, чӳречесем ҫине номер ҫырса тухӗҫ. Ҫапла вара ҫынсен черетре хӗсӗнме тивмӗ, лӑпкӑн кӑна кӗтсе лармалла пулӗ. Ҫӗршывӗпе пурӗ 5 пине яхӑн аппаратпа программа комплексӗ вырнаҫтармалла.
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Ача-пӑча пултарулӑх керменӗнче пӗрремӗш технопарк уҫӑлнӑ. «Кванториум» технопарка шкул ачисем ҫӳрӗҫ.
Шӑпӑрлансене мӗн пӗчӗкрен инженерсем, ӑсчахсем пулма вӗрентӗҫ. «Кванториум» ача-пӑча технопарк ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, ачасене ултӑ енпе вӗрентӗҫ: аэроквантум, робоквантум, ИТ-квантум, наноквантум, энерджиквантум, биоквантум. Ачасене ӑс памашкӑн икӗ пин ятарлӑ хатӗр-хӗтӗр туянӗҫ.
Технопарка уҫнӑ ҫӗре РФ вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Вениамин Каганов, РФ Хӑрушсӑрлӑх канашӗ секретарӗн ҫумӗ Рашид Нургалиев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов та хутшӑннӑ. Пухӑннӑ хӑнасене апат-ҫимӗҫ тасалӑхне лабораторире тӗпчесе кӑтартнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кунашкал технопарк нумай ачан ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшнине палӑртнӑ.
Юлашки ҫулсенче республикӑра ҫӗнӗ шкулсем хута ячӗҫ. Ӗҫ кунпа чарӑнса лармасть-ха. Шкулсемпе ача пахчисене кӑҫал та тӑвӗҫ.
Кӑҫал республикӑра ачасен пилӗк вӗренӳ учрежденийӗ хута каймалла. Иртнӗ ҫулта Радужнӑй, Садовӑй, Ҫӗнӗ хула, Алькеш микрорайонсенче тӑватӑ ача пахчи тума тытӑннӑ. Вӗсене 2017 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче уҫма палӑртнӑ.
Шупашкарти Гладков урамӗнчи шкула та туса пӗтерӗҫ. Ӑна ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче уҫма палӑртнӑ. Унта 1100 ача вӗренӗ.
2020 ҫулччен республикӑра 11 ача пахчине ҫӗнетме тата тума палӑртнӑ. Вӗсенче пӗтӗмпе 2000 шӑпӑрлан валли вырӑн пулӗ. 2015 ҫулччен хуласемпе районсенчи 33 шкул хута яма тата ҫӗнетме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |