Шупашкарта хальхи вӑхӑтри крематори тума палӑртаҫҫӗ тесе эпир пӗлтӗрхи ҫуллах пӗлтернӗччӗ.
Вилнӗ ҫынсене ҫунтармалли ҫурт кирлине хула влаҫӗсем леш тӗнчене кайнисене пытарма Шупашкарта вырӑн сахалланса пынипе тата ҫӗр лаптӑкӗсем хаклипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, республикӑн тӗп хулинчи 11-мӗш тата 12-мӗш масарсене Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче 2005 ҫулта уҫнӑ. Паянхи куна илсен 11-мӗшӗнче пытарма вырӑн юлман, леш тӗнчене ӑсаннисене 12-мӗшӗнче кӑна пытарма пулать. Анчах унти лаптӑк та тулса ларнӑпах пӗрех.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков крематори тӑвас ыйтӑва Депутатсен пухӑвӗн отчет пухӑвӗнче хускатнӑ. Вилнӗ ҫынсене ҫунтармалли ҫурта хулари 18-мӗш ҫӑва территоринче уҫасси пирки калаҫаҫҫӗ.
Росреестрӑн ҫӗр инспекторӗсем темиҫе тӗрӗслев ирттернӗ. Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин лаптӑкӗнче автосервис пуррине тупса палӑртнӑ.
Ҫӗрпе тӗллевлӗ усӑ курманни ку. Сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсемпе пӗрле автосервис пур. Ку – РФ Ҫӗр кодексне пӑсни. Регламентпа килӗшӳллӗн, унта автосервис пулмалла мар.
Йӗркене пӑснине шута илсе ку ҫитменлӗхе пӗтерме хушнӑ. Ҫӗр докуменчӗсене те йӗркене кӗртме хушнӑ. Унсӑрӑн пульницӑн штраф тӳлемелле. Юридици сӑпачӗсен вӑл — 100 пин тенкӗрен пуҫласа.
Пушӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарти «Кӑнтӑр» клубра хула шайӗнчи «Кӗмӗл сасӑ» конкурс фестиваль иртнӗ.
Конкурса пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта 15–35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ.
Хула шайӗнче Юлия Мокеева мала тухнӑ. Вӑл Шупашкарти 18-мӗш шкулта ӑс пухать. Иккӗмӗш вырӑна культура училищинче вӗренекен Алексей Николаев йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Шупашкарти 22-мӗш шкулти Анастасия Давыдова тата Евгения Аникина тухнӑ.
Юлия Мокеева ҫӗнтерӳҫӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗмӗл сасӑ» конкурса хутшӑнӗ. Вӑл пушӑн 24-26-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ.
Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Кун пирки ЧР Прокуратурин пресс-служби хыпарлать.
Шупашкарта кун кунлакан 24-ри хӗр пӗр сайтра урапа сутнине курнӑ. Сутуҫа шӑнкӑравланӑ та унӑн банк картти ҫине 71 пин тенкӗ куҫарнӑ. Унтан сутуҫӑ телефона тытма пӑрахнӑ, пӗлтерӳ сайтран ҫухалнӑ. Номере Тула облаҫӗнче регистрацилени паллӑ.
30 ҫулти арҫынна вара радиостанци ертӳҫи шӑнкӑравланӑ имӗш. Хайхискер ӑна акцире выляса илнине, ӑна тивӗҫмешкӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтермеллине каланӑ. Кӑштахран счет ҫинчен 3 пин тенкӗ ытла ҫухалнӑ.
Халӗ полици ку ӗҫсене тишкерет.
Шупашкар хулинчи тӳре-шара хваттер тара паракансене шырать. Анчах тара илсе пурӑнас шухӑшпа мар. Хваттер тара парса пурӑнакансене тупса палӑртса вӗсене налук тӳлеттерес шутпа.
Нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче кӑна сумлӑ комисси пуҫтарсах хваттерсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Ун вӑхӑтӗнче Социализм, Энтузиастсен, Афанасьев, Красин, К. Иванов, Кошевой, Кривов, Гузовский, Элкер, С. Михайлов урамӗсенчи тата М. Горький проспектӗнчи ҫуртсене ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтра специалистсем хваттере тара ярса пурӑнакан 76 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Халӗ ҫав хваттерсен хуҫисен налук историне налук инспекторӗсем тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн.
Сумлӑ комисси терӗм те, йыша Шупашкарти Мускав район администрацийӗнчи тӳре-шара, Федерацин налук службин инспекцийӗнче тата РФ Пенси фончӗн республикӑри управленийӗнче, республикӑн Ӗҫлӗх службинче тӑрӑшакансемпе полицин участкори уполномоченнӑйӗсем кӗнӗ.
Шупашкара Елена Летучая килсен «Ехрем хуҫа» ресторана хурласа пӗтернӗччӗ. Халӗ вӑл татах ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта «Про Город» журналисчӗ пулса курнӑ.
Елена Летучая асӑннӑ ресторанра санитари нормисене пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑччӗ. Ӑна наци колоричӗпе илемлетнӗ. Меню — чӑвашла тата вырӑсла.
Администратор Дарья каланӑ тӑрӑх, ресторан юсав хыҫҫӑн нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Ҫапла унта килекен нумайланнӑ. Хула администрацийӗн ӗҫченӗсем час-часах ҫӳреҫҫӗ-мӗн. Халӗ Елена Летучаяпа пулса иртнине никам аса илмест унта.
Шупашкарта «Егор Шилов» фильмӑн режиссерӗ Юрий Спиридонов тепӗр фильм ӳкерме хатӗрленет. Унӑн каҫхи клубра массӑллӑ сцена ӳкермелле. Кун валли 100 яхӑн ҫын кирлӗ.
Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, ку ӳкерчӗке пуш уйӑхӑн 22-мӗшӗнче камера ҫине куҫарӗҫ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать. Клуба тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Унта ӳкернӗ чухне ытларах Граф анти-герой тавра ӗҫ-пуҫ пулса иртӗ. Ҫавантах икӗ сӑнар, арҫынпа хӗрарӑм, паллашнине те ӳкерӗҫ.
Ӳкерӗве паллӑ тата пултаруллӑ dj Kastas хутшӑнать. Юрий Спиридонов клубра ӳкерӗнмешкӗн дресс-кода пӑхӑнмаллине асӑрхаттарать. Тата кӑмӑл лайӑх пулмалла.
Паянпа ыран Шупашкарта сахал йышлӑ халӑхсен культура форумӗ иртнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗршывӑн Культура министерствисем йӗркелекен ку мероприятие кӑҫал VI хут пуҫтарнӑ. Мероприяти пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче малалла тӑсӑлмалла. Ҫав кун тӗп хуламӑрта наци кухнисен «Туслӑ ҫемьере» фестивалӗ иртмелле. Мероприяти Хӗрлӗ лапамра 11 сехетре пуҫланмалла. Унта тӗрлӗ диаспора ҫыннисем: чӑвашсем, вырӑссем, тутар эрменӗсем, грузинсем, азербайджансем, узбексем, мӑкшӑсем — хӑйсен наци апат-ҫимӗҫне кӑтартӗҫ.
Ҫав кун Хӗрлӗ лапамра «Эпир пӗрле!» ятпа концерт-митинг иртмелле. Ӑна Раҫҫей Крымпа пӗрлешни икӗ ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Митинга чӑваш парламентӗнчи мӗнпур парти пайташӗсене чӗннине ӗнентереҫҫӗ. Концерт-митинг каҫхи 17 сехетре пуҫланӗ.
Ҫак уйӑхӑн 17–18-мӗшӗсенче Шупашкарта сахал йышлӑ халӑхсен культура форумӗ иртмелле.
Ҫӗршывӑн Культура министерствисем йӗркелекен ку мероприятие кӑҫал VI хут пуҫтараҫҫӗ. Канашлӑва Шупашкарта ирттернине республикӑн Культура министерстви пирӗн тӑрӑхра 128 наци ҫыннипе 8 этнос ушкӑнӗ туслӑ та килӗштерсе пурӑннипе сӑлтавлать. Халӑхсемпе конфессисен хушшинче туслӑх хуҫаланнине палӑртнӑ май канашлӑва Атӑлҫи федераци округӗнчи 10 ытла делегаци хутшӑнассине пӗлтерет. Федераци тата регионсенчи тӳре-шара та килсе ҫитмелле унта.
Форумӑн тӗп мероприятийӗсем К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче тӗрлӗ темӑпа «ҫавра сӗтелсем» йӗркелӗҫ. Ҫав шутра сахал йышлӑ халӑхсен культурине упраса хӑварас ыйтӑва та хускатӗҫ.
Шупашкартан Сочине ҫулла самолетпа ҫитме май туса парассине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, рейса «Победа» авиакомпани уҫать. Сочине Boeing-737 самолет вӗҫӗ.
Маларахри хыпарта эпир рейса ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уҫассине каланӑччӗ те халӗ ҫӗннине илтрӗмӗр. Рейссене ҫӗртмен 3-мӗшӗнчен уҫӗҫ. Самолетсем Шупашкартан (малтан эпир пӗлтернӗ пекех) эрнекунсерен хутлӗҫ. Адлерти аэропорта ҫитсе чарӑнакан самолет Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен ирхи 4 сехет те 10 минутра хускалӗ. Сочире вӑл 6 сехет те 50 минутра пулӗ.
Тепӗр майлӑ каласан, ҫулла канмалли куна Сочире ним мар ирттерме май пулӗ. Билет хакӗ — 4999 тенкӗрен пуҫласа 7499 тенкӗччен.
Сӑмах май каласан, «Ижавиа» авиакомпани те ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен, Шупашкартан авиарейс уҫӗ. Вӑл пирӗн республикӑн тӗп хулине Крымпа ҫыхӑнтарассине эпир маларах хыпарланӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |