Шупашкарти «Богданка» микрорайонти уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем хӑйсен хуҫалӑхӗсене тӗп шыв тытӑмӗпе ҫыхӑнтарасшӑн. Кун пирки ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Олег Николаев патне йышӑнӑва пынӑ Дмитрий Чернышов каланӑ.
Ҫурт-йӗр хуҫисем хулари пуҫаруллӑ проектсен конкурсне хутшӑннӑ иккен, анчах вӗсен проектне суйласа илмен.
Хула ҫыннисем тӑкакӑн 15 процентне хӑйсем ҫине илме кӑмӑл тунӑ-мӗн. Анчах паян саккун тӑкакӑн 20 процентран кая мар пайне саплаштарма ыйтать. Ыттине республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Пуҫаруллӑ проектсен конкурсӗнче ҫӗнтерес тесе тепӗр ҫӗрте ҫынсем тӑкакӑн 30 процентне те саплаштарма хатӗр иккен.
Олег Николаев «Богданка» микрорайонти уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансене проекта ҫӗнӗрен йӗркелеме сӗннӗ. Вара конкурса тепӗр хутчен 2023 ҫулта хутшӑнма май килӗ. Е «Водоканал» акционерсен обществи уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсене шывпа тивӗҫтерме тытӑнассине кӗтсе пурӑнма тивӗ.
Тӑвай районӗнчи Мучар ялӗнче пурӑнакансем 13 ҫул шыв кӗтне. Кӑҫал тинех шыв башни ӗҫлесе кайнӑ.
2008 ҫулта мучарсем шывлӑ пулас тесе 50 пин тенкӗ пухнӑ. Анчах ӗҫ малалла кайман, вырӑнти тӳре-шара ку ӗҫе мӗнле программӑпа хута ярасси пирки шутланӑ.
Пӗлтӗр Элтепер хатӗр проектлисене пулӑшма хушу парсан Мучарта шыв сечӗсене хунӑ, башня лартнӑ. Йӑнтӑрччӑсен те проекчӗ хатӗр пулнӑ. Ҫак икӗ ялта шыв тӑвас тесе Чӑваш Енӗн резерв фондӗнчен 26 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра республикӑра 3 пине яхӑн шыв башни тата скважина пур. Анчах вӗсенчен чылайӑшне юсаса ҫӗнетмелле.
Канаш районӗнчи Чакаҫри «Ромашка» (чӑв. Утмӑлтурат) ача пахчине хупса хунӑ. Яланлӑха мар та, анчах вӑл 3 уйӑх ӗҫлемӗ.
Асӑннӑ ача пахчине Роспотребнадзорӑн специалисчӗсем тӗрӗслевпе пынӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем шыв пӑрӑхӗнчи шывра микробсем йышлине тупса палӑртнӑ. Апат-ҫимӗҫ пӗҫерме тата кашӑк-тирӗк ҫума усӑ куракан шывра микроб виҫи 50-ран иртмелле мар иккен, Чакаҫра вара вӑл цифра 69-па танлашнӑ. Ун пек шыв санитари нормине тивӗҫтермест.
Кӑлтӑка шута илсе Роспотребнадзор специалисчӗсем суда ҫитнӗ. Суд ача пахчине 90 талӑклӑха хупса хума йышӑннӑ.
Шывра кӑшӑлвирус пурӑнмасть. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ «Российская газета» хаҫата Вирус инфекцийӗсен Екатеринбургри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ертӳҫи, биологи ӑслӑлӑхсен докторӗ Александр Семёнов. Асӑннӑ учреждени Роспотребнадзорӑн «Вектор» вирусологипе биотехнологин патшалӑх центрӗн шутланать.
Александр Семенов каланӑ тӑрӑх, вирус — белок молекулинчен тӑракан кӑткӑс тытӑм. Ӑна упранса юлма изотони растворӗ кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, шыв тӑварлӑхӗ физиологи растворне ҫывӑх пулмалла. Тинӗс шывӗ те унашкал мар.
«Ахаль шывра ун пекки ҫук. Унсӑр пуҫне шывра кислород пур. Ҫавна май унта кӑшӑлвирус инфекцийӗ пурӑнаймасть», — уҫӑмлатнӑ Роспотребнадзорӑн Эпидемиологин тӗп ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн Млоекулярлӑ диагности центрӗн ертсе пыракан эксперчӗ Михаил Лебедев.
Патӑрьел районӗнчи Тикеш ялӗнче ӗҫлесе пурӑнакан пӗр фермер кӳршӗсене... шыв ӗҫме кансӗрлет. Ҫапла пӗлтернӗ Инстаграмри @batyrevo_sos страницӑра.
Асӑннӑ ушкӑнӑн администраторӗ патне мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерекен тупӑннӑ.
Тикешри фермер мӑйракаллӑ шултра выльӑха 30 пуҫ тытать иккен. Кӗтӗве янӑ выльӑха ялти ҫав хастар электрокӗтӳҫпе асӑрхаса тӑрать. Тислӗк шывне вӑл пахчана уҫласа тӑкать-мӗн. Ҫӗр айӗнчи шыв вараланнӑран фермерӑн кӳршисем ҫӑлти шыва ӗҫеймеҫҫӗ, ҫутҫанталӑкӑн ҫак ырлӑхне вӗсен лавккаран туянма тивет.
Хыпара вуланисенчен пӗрисем фермера ӳрӗклӗхшӗн ырласа унӑн кӳршисене ҫӑхавҫӑсем тесе хурлаҫҫӗ, теприсем кӳршӗсене шеллеҫҫӗ.
Республикӑри пилӗк района ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерӗҫ. Кунта сӑмах Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем пирки пырать. Асӑннӑ тӑрӑхри ялсенче 33 километр тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ хурса тухӗҫ. Маларах ҫав ялсенче шыва ҫӑлран ӑсса пурӑннӑ.
«Чувашинформ.рф» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пхушнипе шыв пӑрӑхӗсем хума тӑхӑр проектпа смета документацийӗ хатӗрленӗ. Ӑна хатӗрлеме укҫан пӗр пайне ҫынсем хӑйсем уйӑрнӑ. Шыв пӑрӑхсене хурассин пӗтӗмӗшле хакӗ 173 миллион тенкӗпе танлашӗ.
Паян ирхине 7 сехетре Красноармейски районӗнчи Карайра шыв башни йӑтӑнса аннӑ. Тӳрех каламалла: ӑна пӗлтӗр ҫеҫ республика хыснинчи укҫапа лартнӑ.
ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, подряд организацийӗ башньӑна лайӑх ҫирӗплетмен, япӑх ҫанталӑкра ӗҫленӗ. Подрядчик ҫӗнӗ башня туяннӑ вӑхӑтра ял ҫыннисем шывсӑр ан ларччӑр тесе вӑхӑтлӑха киввине вырнаҫтарӗҫ. Подрядчик ҫӗнӗ башня саккас панӑ ӗнтӗ, ӑна гаранти срокӗпе тӳлевсӗрех лартса парӗҫ.
Палӑртмалла: кӑҫал республикӑра 99 башньӑна юсама укҫа уйӑрӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Этнескер ялӗнчи ҫӑла вӑхӑтлӑх хупнӑ. Ҫакна район сучӗ йышӑннипе тунӑ. Унти шыв пахалӑхӗ тивӗҫтермест-мӗн.
Тӗрӗслев ирттернӗ чухне санитари нормисене пӑхӑнманни палӑрнӑ. Суд йышӑнӑвне приставсем килсе администраци специалисчӗсен умӗнче пурнӑҫланӑ – ҫӑла хупса хунӑ.
Яла шывпа тивӗҫтернӗ чухне ял тӑрӑхӗн адиминистрацийӗ санитари нормисене пӑснӑ-мӗн. Ҫакна лаборатори тӗпчевӗ ҫирӗплетнӗ. Шыв ҫынсен сывлӑхӗшӗн тата пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарнӑ. Халӗ ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ҫитменлӗхсене пӗтерес тӗлӗшпе ӗҫлет.
Атӑл леш енне, Сосновкӑна, шыв пӑрӑхӗ хурӗҫ. Анчах ҫынсен киле шыва хӑйсен кӗртмелле.
Сосновкӑра шыв пӑрӑхне хурас ӗҫ пуҫланнӑ ӗнтӗ. Инвестици программипе килӗшӳллӗн, ку ӗҫсене «Водоканал» пурнӑҫлать. 1 ҫухрӑма яхӑн пӑрӑха Тальниковая, Ҫамрӑклӑх урамӗсенче хурӗҫ. Ҫавӑн пекех ку урамсенче шыв пӑрӑхӗн сакӑр ҫӑлне, тӑватӑ пушар гидрантне тӑвӗҫ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен пӑрӑхсене ҫӑвӗҫ, дезинфекци тӑвӗҫ. Проекта 1,3 миллион тенкӗпе пурнӑҫлӗҫ. Киле шыв кӗретес тесен ҫынсен «Водоканала» каймалла. Киле кӗртнӗ чухнехи тӑкаксене хӑйсен саплаштарма тивӗ.
Ӑсчахсем ҫумӑрӑн пӗр тумламӗнчен 140 Вольт напряжени пама пултаракан ятарлӑ генератор шутласа кӑларнӑ, ку виҫе вара 100 пӗчӗк ҫутӑдиодлӑ лампочкӑна ӗҫлеме ҫителӗклӗ.
Ҫӗнӗ хатӗрӗн генераторӗнче алюмини электрочӗпе политетрафорэтиленпа витнӗ индий-тӑхлан йӳҫекӗллӗ тепӗр электрод вырнаҫнӑ. Ҫумӑр тумламӗ материал ҫине лекнӗ хыҫҫӑн икӗ электрод сыпӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ PTFE-ре пухӑннӑ зарядсене электричество пек чупма май парать. Ку хатӗр-хӗтӗр шалкӑм ҫумӑрта та ӗҫлеме пултарать.
Анчах та изобретение тӗпе хурса практикӑра усӑ курма май паракан хатӗр туса кӑларас умӗн тата нумай ӗҫлемелле-ха. Хальлӗхе энерги кӗске вӑхӑтлӑха кӑна йӗркеленет, нумайлӑха ӗҫлеме пухас тесен — йывӑрлӑхсем сахал мар. Ӳлӗм кунашкал хатӗрсене, технологие лайӑхлатса ҫитерсен, сӑмахран, ҫурт тӑррисенче вырнаҫтарма май пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.