Пушӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн курав залӗнче «Ҫеҫпӗл» ансабль концерта чӗнет. Ӑна юрӑҫсен ушкӑнне йӗркеленӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалланӑ.
«Ҫеҫпӗл» — професиллӗ юрӑҫсене пуҫтарса йӗркеленӗ Чӑваш Енри пӗрремӗш юрӑ-ташӑ ушкӑнӗ. Ансамбль чылай тӑрӑха ҫитсе курнӑ — СССР шутне кӗнӗ республикӑсене, Чӑваш Ен тулашӗнчи хуласене. Чӑваш Енре те ушкӑн час-часах хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать.
1994 ҫултанпа ушкӑна Чӑваш Ен халӑх артистки Ирина Резникова ертсе пырать. Ансабльте мӗн йӗркеленӗренпе ӗҫлекенсем те пур: Олег Крюков сасӑ режиссёрӗ, Владимир Тимаев гитарист. Куракансене уйрӑмах Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсен, Александр Галкинпа Маргарита Туринген сассисем килӗшеҫҫӗ. Ушкӑнри кӗвӗ вӗрентекенӗ Раҫҫейри композиторсен союзӗн пайташӗ, Чаваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Андрей Галкин.
«Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗнче Нестор Янкас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литература каҫӗ иртнӗ. Уява Янкас премийӗн лауриачӗсем, Трак тӑрӑхӗнчи Шетмӗ Михали, Николай Ершов сӑвӑҫсем хутшӑннӑ.
Паллах, литература каҫӗ шкул ачисемсӗр иртмен — вӗсем пултаруллӑ сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ, унӑн сӑввисене пӑхмасӑр каласа панӑ. Унтан Упи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫавал» фольклор ушкӑнӗ «Ача-пӑча вӑййисем» программӑпа паллаштарнӑ.
Нестор Янкас 1909 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Янкасра ҫуралнӑ. Малтан пуҫламӑш шкулта, унтан Упири ултӑ ҫул веренмелли шкулта, каярахпа Ҫерпӳри икӗ сыпӑклӑ шкулта вереннӗ. 1928 ҫулта Шупашкарти типографи ҫумӗнчи ФЗО шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, типографире наборщикре ӗслеме тытӑннӑ.
Тутарстанра тухса тӑракан «Тӑван ен» хаҫат 75 ҫулхи юбилейне уявларӗ.
Пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1933 ҫулта пичетрен тухнӑ. Вӑл вӑхӑтра хаҫат 1000 тиражпа, «Коммунар» ятпа пичетленнӗ. Хаҫатӑн Ҫӗпрелте хӑйӗн типографийӗ пулнӑ. Вӑхӑт шунӑ ҫеммӗн хаҫат та улшӑнса пынӑ. 1967 ҫулта ячӗ «Ҫӗнӗ ҫул» (выр. «Новый путь») пулса тӑнӑ. Хальхи ятпа 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнчен пуҫласа тухать. Редактор вырӑнне тӗрлӗ вӑхӑтра А. Гатауллин, М. Ильмурзина, Е. Жирнова, Р. Замалтдинова, тата ыттисем йышӑннӑ.
Паян хаҫат 5 пинлӗ тиражпа тухать. Тӗп редактор — Т.П. Игнатьева. Хаҫат учредителӗ — ТР «Татмедиа» массӑллӑ ҫыхӑну агентстви.
Хаҫат малашне те вулакансен кӑмӑлне каясса шанатпӑр! Малашне те интереслӗ, пурнӑҫри пулӑмсене туллин ҫутатма сунатпӑр!
Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ И.Я. Яковлев 1868 ҫулхи кӗркунне Чӗмпӗрте чӑваш шкулне никӗсленӗренпе 140 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ куна уявлама 2008 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулине Чӑваш патшалӑх университетӗнчен Вӗрентӳпе консультации пунктне делегаци тухса кайрӗ: ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн деканӗ В.Г. Родионов профессор, Г.И. Федоров профессор, В.А. Абрамов доцент, В.А. Милютин доцент, «Ульяновск» хаҫат редакторӗ Л.И. Филиппова, «Хыпар» хаҫатра культура пайӗн редакторӗ Н. Смирнова, О.Н. Яковлева.
Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн никӗсӗнче академик Л.П. Кураков сӗннипе йӗркеленӗ ЧПУн Вӗрентӳпе консультаци пунктӗнче вӑй хуракансем уява килнисене ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ уяв И.Я.Яковлев музейӗнче иртрӗ. Саламлама килнисем хушшинче Ульяновск облаҫӗн вӗрентӳ министерствинчен Ф.Т. Улендеева, Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономи исполкомӗн председателӗ В.
Паян, чӳкӗн 19-мӗшӗнче, (ку хыпара пичетленӗ хушӑна концерчӗ пырать те ӗнтӗ) Ҫӗнӗ Лапсарти «Акаци» КК-нче ун ҫумӗнче ӗҫлекен «Укӑлча» фольклор ушкӑнне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа концерт иртрӗ.
Пирӗн пӗрлӗх ушкӑна 20 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлать, малашне те юрӑ-ташӑпа савӑнтарма, ӑнӑҫу, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунать!
Кӗскен: ушкӑна 1988 ҫулта Сакмаров И.А. йӗркеленӗ, 1995 ҫултанпа ертӳҫи — Щетина А.А. (Сукмаровӑн вӗренекенӗ). 2000 ҫулта ушкӑна халӑх ятне панӑ. Ушкӑн тӗрлӗ ятсене ҫӗнсе илнӗ, тӗрлӗ тӑрӑха ҫитсе курнӑ. Тутарстанпа Мари Эле, Чулхула, Оренбург, Киров тата ытти Чӑваш Ен тулашӗнче вырнаҫнӑ хуласене ҫитсе пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Кашни ҫул «Раҫҫей ҫалкуҫӗсем» фестивале хутшӑнать.
Ирхи Хусан. Чӳкӗн 15-мӗшӗ. Чӳк уйӑхне кура сивӗтме пуҫланӑ ҫанталӑк. Халӑхсен хушшинчи туслӑх ҫурчӗ. Шӑп та лӑп ҫак вӑхӑтра, ҫак ҫуртра «Сувар» хаҫат 15 ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионти журналистсемпе хаҫатҫӑсем хушшинче ҫавра сӗтел иртрӗ. Пирӗн сайтран ҫак сайтӑн тӗп администраторӗ Николай Плотников хутшӑнчӗ.
Хутшӑнакансем хушшинче «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ А.П. Леонтьев, Пушкӑртра тухса тӑракан «Урал сассин» тӗп редакторӗ Михайлов Ю.Н., Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ларионов Н.Н., Пушкӑртстанра тухакан «Аван-и» радиокӑларӑмӑн редакторӗ Никитина Т.П, «Сувар» хаҫатӑн малтанхи радакторӗсемпе ӗҫченӗсем тата халӗ ӗҫлекен журналистсем пулчӗҫ. Ҫавра сӗтеле, паллах, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев ертсе пычӗ.
Ҫавра сӗтелте хаҫатсен ӗҫӗнче тӗл пулакан йывӑрлӑхсене, вӗсемпе кӗрешмелли мелсене сӳтсе яврӗҫ. Чи пысӑк тема вырӑнӗнче хаҫатсен тиражӗ пулчӗ.
2008 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедрин доценчӗ, Раҫҫӗй писателӗсен союзӗн членӗ тата ЧНК вице-президенчӗ Валентин Александрович Абрамов 50 ҫул тултарчӗ. Эпир, факультет ӗҫченӗсем, юратнӑ ӗҫтешӗмӗре ҫак паллӑ уяв ячӗпе пӗтӗм чун-чӗререн саламлатпӑр. Валентин Александрович, сирӗн ҫӑмӑл мар, анчах пархатарлӑ ӗҫӗрте малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума ҫӳлти Турӑ яланах пулӑшса пытӑр. Ҫирӗп вӑйхалпа иксӗлми ӑнтӑлу сунатпӑр сире. Пултаруллӑ та маттур студентсем эсир вулакан лекцисене пӗр сиктерми ҫӳреччӗр, сирӗнпе пӗрле пурнӑҫа тӗрлӗ енлӗ хаклама вӗренччӗр. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулӑр!
Чӗлхе, поэзи тата ӳнер тӗпчевҫи, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе пӗлӗвӗ пайӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш наци конгресӗн хисеплӗ президенчӗ, филологи наукисен кандидачӗ Атнер Хусанкай 60 ҫул тултарчӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ларусен залӗнче ҫав ятпа савӑнӑҫлӑ пуху иртрӗ. Хисеплӗ кӗрекере юбиляр хӑй, унӑн амӑшӗ – СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, институт директорӗ Валерий Григорьев профессор, Чӑваш Республикин культура министрӗ Роза Лизакова, ЧР вӗренӳ министрӗ Галина Чернова пулчӗҫ. Атнер Петровича Республика президенчӗ Николай Федоров, Патшалӑх Канашӗн пуҫлӑхӗ Михаил Михайловский тата ытти сумлӑ ҫынсем ятарлӑ телеграммӑсемпе саламланӑ. Раҫҫейри тата ют патшалӑхри паллӑ ӑсчахсем янӑ саламсене те вуласа пачӗҫ. Министрсем Атнер Хусанкая Хисеп грамотипе тата хаклӑ парнепе чысларӗҫ.
Чӳк уйӑхӗнче «Чӑваш хӗрарӑмӗ» журнал тухма пуҫланӑранпа 80 ҫул ҫитӗ. Хальхи вӑхӑтра вал тухмасть ӗнтӗ, ҫапах та историне аса илер пулӗ...
Журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1928 ҫулта тухнӑ, кӑлараканӗ — ПРКП (ВКП (б)) облкомӗн чӑваш уйрӑмӗ. Пичетленме вӑл Шупашкарта ҫапӑннӑ. Тиражӗ те самай пулнӑ — 2-5 пине ҫитнӗ, уйӑхсерен чӑвашла тухса тӑнӑ. Журнал вӑл вӑхӑтра кил-хуҫалӑх, сывлӑх, вӗренӳ, ача ӳстересси, тасалӑх ыйтӑвӗсене ҫутатнӑ, республикӑри политикӑпа общество пурнӑҫӗ пирки каласа панӑ. Хастар хӗрарӑмсен ӗҫне, вӗсен пурнӑҫне уҫса пама та манман. Журнал вулакансене илемлӗ литературӑпа та паллаштарнӑ — П. Хусанкай, В. Краснов-Асли, Г. Краснов-Кӗҫӗнни, М. Трубина, А. Алка, Н.Ваҫанкка, Н.Полоруссова-Шелепи, Л. Агаков, А. Петокки, И.
2008 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедрин доценчӗ, Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн членӗ тата ЧНК вице-президенчӗ Валентин Александрович Абрамов 50 ҫул тултарать. Эпир, факультет ӗҫченӗсем, юратнӑ ӗҫтешӗмӗре ҫак паллӑ уяв ячӗпе пӗтӗм чун-чӗререн саламлатпӑр. Валентин Александрович, сирӗн ҫӑмӑл мар, анчах пархатарлӑ ӗҫӗрте малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума ҫӳлти Турӑ яланах пулӑшса пытӑр. Ҫирӗп вӑйхалпа иксӗлми ӑнтӑлу сунатпӑр сире. Пултаруллӑ та маттур студентсем эсир вулакан лекцисене пӗр сиктерми ҫӳреччӗр, сирӗнпе пӗрле пурнӑҫа тӗрлӗ енлӗ хаклама вӗренччӗр. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулӑр!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.