Тӗрӗсрех, юбилей тумасӑр перекетлесшӗн. Кун пирки «Известия» хаҫат пӗлтерет.
Раҫҫейӗн правительстви ҫӗршыври хуласене кашни ҫӗр ҫулта кӑна юбилей тума укҫа уйӑрма тытӑнасшӑн. Унччен ҫӗршыв Президенчӗн указӗпе кашни 50 ҫулта пӗрре юбилей тума федераци хыснинчен укҫа уйӑрма пӑхса хӑварнӑ пулнӑ. Ҫулла Раҫҫейӗн Финанс министерстви президент указне хатӗрленӗ. Саккун вӑя кӗрсе пӗтсен ҫӗнӗ йӗрке 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗмелле.
Ҫӗршывӑн тӗп финанс ведомстви шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, хуласен уявне кашни 50 ҫулта пӗрре палӑртманнине пула самаях укҫа перекетленет тесе калаҫҫӗ. Ҫапла вара 2016–2018-мӗш ҫулсенче ҫӗршыв хыснинчи «кӗмӗле» 10 миллиард тенкӗ ытла перекетлеме май килет тесе пӗлтернӗ РФ Финанс министерстви.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ 85 ҫул тултарчӗ. Уява унта ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑсчахсене уявпа саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ.
— Ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗре эпир сумлӑ ӗҫсемпе кӗтӗмӗр. Пирӗн наука ӗҫченӗсем ӑслӑлӑх ҫӳпҫине капашсӑр пуянлатрӗҫ, чылай тӗпчев туса ирттерчӗҫ, хӑйсен пӗтӗмлетӗвне тӗрлӗ энциклопедипе кӗнекере ҫырса кӑтартрӗҫ. Пирӗн ӗҫсемпе паллашма ют ҫӗршывсенчен те килсе ҫӳреҫҫӗ, — тенӗ институт ертӳҫи Юрий Исаев.
Ӑсчахсене саламлакансем нумай пулнӑ. Ҫав шутра — тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсем те. Унта 1969-мӗш ҫултанпа вӑй хуракан, чылай вӑхӑт институт пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ искусствоведени докторне Александр Трофимова тата ытти хастар ӑсчаха, сӑмахран, ЧР Вӗренӳ министерстви чысланӑ.
Нумаях пулмасть Тутарстанри Ҫӗпрел районӗ 85 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Юлашки ҫулсенче район Тутарстан танлаштарӑмӗнче кайра пулнӑ. Халӗ вара вӑл рейтингра ҫӳлелле ҫӗкленнӗ.
Район центрӗ самаях улшӑннӑ. Социаллӑ объектсен йышӗ ӳссех пырать. Унта ача пахчисем, культура учрежденийӗсем, суту-илӳ центрӗсем, ытти объектсем уҫӑлаҫҫӗ. Унччен шурлӑхлӑ вырӑн пулнӑ ҫӗрте парксем ешереҫҫӗ. Унта ҫамрӑксем пӗрлешнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Тутарсемпе чӑвашсем ҫемье ҫавӑрсан унта уҫӑлма пыраҫҫӗ.
Уява паллӑ тума районтан тухнӑ ҫынсем чылаййӑн пухӑннӑ. Хӑнасем валли ятарласа экскурсисем йӗркеленӗ. Вӗсем паттӑрсен палӑкӗ умне чечек хунӑ хыҫҫӑн районпа паллашнӑ.
Районта нефть те, ҫутҫанталӑк газӗ те кӑлармаҫҫӗ. Вӑл ял хуҫалӑх тытӑмӗпе аталанма тӑрӑшать. Инвесторсене илӗртме тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Вӗсем валли меллӗ условисем туса панӑ ӗнтӗ.
Ҫапла, районта ҫынсене пурӑнмалли условисем пур. Ҫавӑнпа халӑх уявра тулли кӑмӑлпа савӑннӑ.
Паян Чӑваш Республикин халӑх артистки, Раҫҫейӗн Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫӳрекенсем чӑннипех кӑмӑллакан артистка Валентина Ситова 55 ҫул тултарать.
Сӑнӗ-кӗлеткипе тепӗр хӗртен чипер, пултарулӑхӗпе куракана тыткӑнлакан артистка Патӑрьел районӗнчи Йӑлӑм Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1983 ҫулта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппине илнӗ.
Артистсемпе паллаштарнӑ чух вӗсем вылянӑ рольсене асӑнма кӑмӑллаҫҫӗ. Юратнӑ театр сценине виҫӗ теҫетке ҫул ытла панӑ ҫыннӑн сӑнарӗсене асӑнса пӗтерейӗ-и вара?! Валентина Ситована куракан пек хакласа калас тӑк вӑл камитри роле калӑплать-и е драмӑллине-и — пурне те ӗнентермелле вылянине палӑртмалла. Мӗнех, театрта ҫӗнӗ сезон уҫӑлсан Валентина Ситовӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртессе чунтанах кӗтетпӗр.
Кӑҫал Элӗк 320 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май элӗксем юбилее анлӑн паллӑ тунӑ.
Уяв ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртнӗ. Хӗвеллӗ кун Элӗке ҫын нумай пухӑннӑ. Унта «Савнӑ ялӑм, тӑван ялӑм» литература салонӗ ӗҫленӗ. Ӑна Элӗкри тӗп вулавӑш хатӗрленӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем Элӗк историне пухнӑ, паллӑ ентешӗсем пирки тӗпчесе пӗлнӗ. Пухнӑ материала «Элӗк: паян тата ӗнер. 320 ҫул» кӗнекене кӗртнӗ.
Кӗнеке куравне Элӗк районӗ пирки тухнӑ кӑларӑмсене кӗртнӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем буклетсем, летопиҫсем, дайджестсем хатӗрлеме те ӳркенмен. Унтах вулавӑшри «Аста алӑ» кружока ҫӳрекенсен ӗҫӗсене кӑларса хунӑ.
Стенд ҫине Элӗк аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсем пирки ҫырса хунӑ. Вӗсен йышне район ертӳҫисем, тухтӑрсем, культура ӗҫченӗсем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, спортсменсем, ҫыравҫӑсем кӗнӗ.
Ҫав кун элӗксем литература салонне ҫитсе курса Элӗк тата ун ҫыннисем пирки чылай интереслине пӗлнӗ.
Чӑваш Енре «И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн чи лайӑх выпускникӗ» уҫӑ конкурс ирттереҫҫӗ. Унта ҫак аслӑ шкулта вӗреннӗ, вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекен кирек мӗнле ҫын та хутшӑнма пултарать. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарлаҫҫӗ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ конкурса 85 ҫулхи юбилей ячӗпе ирттерет. Конкурса икӗ тапхӑрпа йӗркелӗҫ. Пӗрремӗшӗнче (куҫӑн мар майпа) конкурса хутшӑнакансен электронлӑ портфолио, «Эпӗ ЧППУ выпускникӗ, кунпа мухтанатӑп!» эссе, «Хальхи вӗрентекен портречӗ» видеофрагмент ярса памалла. Вӗсене chgpu_konkurs@mail.ru адреспа авӑнӑн 14-мӗшӗччен ямалла.
Иккӗмӗш тапхӑр куҫӑн майпа юпан 1-мӗшӗнче иртӗ. Унта пӗрремӗш тапхӑрта чи нумай балл пухнӑ 10 конкурсҫӑ хутшӑнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ тата ЧР Культура министерстви проект пуҫарнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар 55 ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ.
Химиксен хулинче пӗр эрне спектакльсем кӑтартӗҫ. Унта Чӑваш Енри паллӑ театрсем хутшӑнӗҫ. Социаллӑ культура проекчӗ «Театр эрни ятлӑ». Аса илтерер: химиксен хули ҫурлан 30-мӗшӗнче 55 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗ.
Паян «Химик» культура керменӗнче 18 сехет ҫурӑра «Сарпике» балет лартнӑ. Ыран, ҫурлан 26-мӗшӗнче, унтах Ҫамрӑксен театрӗ ачасем валли «Один дома» спектакль кӑтартӗ.
Ҫурлан 27-мӗшӗнче «Химик» культура керменӗнчи концерт залӗнче Чӑваш драма театрӗ «Чикагӑри асаттен пурлӑхӗ» спектакле лартӗҫ. Унтах тепӗр кун Вырӑс драма театрӗ «Азалия» камит кӑтартӗ.
Ҫурлан 30-мӗшӗнче 15 сехетре «Клоунсен карнавалӗ» шоу пулӗ. Унта Чӑваш патшалӑх эксперимент драма театрӗн артисчӗсем хутшӑнӗҫ.
Ӗмӗрлӗх илем юрӑҫи. Ҫакӑн пек ятпа Патӑрьелти тӗп вулавӑшра кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Ӑна чӑвашсен профессилле сӑнар ӳнерӗн никӗслевҫине, живопиҫ ӑстине, графика, педагога, чӑваш тӗррин тӗпчевҫине тата общество деятельне Моисей Спиридонова халалланӑ.
Моисей Спиридонов ҫуралнӑранпа ӗнер 125 ҫул ҫитрӗ. Ҫак куна патӑрьелсем асра тытаҫҫӗ. Ентеш мар пулин те. Моисей Спиридонов Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1890 ҫулта ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи пушӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.
М. Спиридонов ячӗ Чӑваш Енӗн литературӑпа искусствинчи хисеплӗ ятсен хушшинче сумлӑ вырӑн йышӑнать. Живопиҫ ӑсти тата график аваллӑхпа хальхи пурнӑҫа миҫе хайлавра сӑнаман-ши?! Патӑрьелти куравра унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнекесем кӑна мар, унӑн ӗҫӗсем те вырӑн тупнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта рекордсен кӗнекине хатӗрлесшӗн. Вӗренӳ мониторингӗн центрӗ хулан ҫуралнӑ кунне ҫакнашкал парне тума палӑртнӑ.
Кӑҫал Ҫӗнӗ Шупашкар 55 ҫул тултарать. Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене кирек кам та кӗме пултарать. Кун валли ҫурлан 30-мӗшӗнче 14-18 сехетсенче «Химик» культура керменӗ умне пымалла. Рекордсменсене ҫавӑнта палӑртӗҫ.
Чи лайӑх кӑтартупа палӑрнисене свидетельство парӗҫ. Рекорда хулан рекордсен виртуаллӑ кӗнекине кӗртӗҫ. Вӗсене номинацисемпе палӑртӗҫ:
1. Хулари чи ҫӳллӗ ҫын.
2. Чи пысӑк ура.
3. Чи вӑрӑм сухал.
4. Чи вӑрӑм ҫивӗт.
5. Чи вӑрӑм ҫивӗт (18-тан аслисем).
6. Чи ҫӳллӗ кӗлеллӗ пушмак.
7. Чи ҫинҫе пилӗк.
8. Чи пысӑк кулӑ.
9. Хӑйне евӗр прическа.
10. Хулан ҫуралнӑ кунӗ — пӗрле.
Ҫӗнӗ Шупашкарта авӑн уйӑхӗнче йӗпе-сапа пуҫланасран шикленнипе, хула ҫыннисем ыйтнипе... хулан 55-мӗш ҫуралнӑ кунне авӑн уйӑхӗн 3-мӗш вырсарникунӗнчен ҫак уйӑхӑн 30-мӗшне куҫарнӑ. Лайӑх мухмӑр виҫӗ куна пырать теҫҫӗ те, лайӑх уяв пӗр кунта вӗҫленмӗ. Хула ҫуралнӑ ятпа ҫӗнӗ шупашкарсем 29-мӗшӗнчех савӑнма тытӑнӗҫ — уяв икӗ куна тӑсӑлмалла.
Ҫуралнӑ куна ҫитичченех палӑртма хушмаҫҫӗ те, Ҫӗнӗ Шупашкарӑн официаллӑ сайтӗнче ҫынсем авӑн уйӑхӗнче ҫанталӑк япӑхнине кура ҫулла уявлама ыйтаҫҫӗ тесе ӗнентернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула статусне 1965 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тивӗҫнӗ. Кун пирки РСФСР Аслӑ Канашӗ хушу кӑларнӑ. Малтанласа унӑн ҫуралнӑ кунне чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче палӑртнӑ. Шӑп та лӑп ҫавӑн чух хулари пӗрремӗш ҫурт никӗсне хывма тытӑннӑ. Пилӗк ҫул каялла хула депутачӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар ҫуралнине урӑх кун палӑртма йышӑннӑ. Кӑҫал, ав, авӑн уйӑхӗн вӗҫне кӗтсе тӑрас темен. Геодезистсем ҫурла уйӑхӗнчех химкомбинатпа пӗрремӗш урамсен вырӑнне палӑртнӑ-мӗн, апла пулсан хула ун чухнех ҫуралнӑ тесе шухӑшлама пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |