Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗ, 1996 ҫул… Шӑп та лӑп 20 ҫул каялла Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ станцинче техногенлӑ катастрофа пулнӑ.
Ун чухне пуйӑс тӳнсе кайсан ҫӗр ҫине наркӑмӑшлӑ фенол юхса тухнӑ. Ҫав вырӑнта пушар алхаснӑ. Пушара сӳнтернӗ 105 ҫын наркӑмӑшланнӑ.
Пушарнӑйсем оперативлӑ майпа ӗҫлени пушара хӑвӑрт сӳнтерме май панӑ. Ҫавна пула ку пӑтӑрмах Чӑваш Еншӗн экологи катастрофине ҫаврӑнман.
20 ҫул хыҫа юлнӑ май Шупашкарта катастрофӑна пӗтерес ҫӗре хутшӑннӑ ҫынсен тӗлпулӑвӗ иртӗ. Ликвидаторсем Ҫар мухтавӗн музейне ҫитӗҫ. Мероприятие РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн генерал-майорӗ Станислав Антонов та хутшӑнӗ.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Ю.А. Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑшра тутарсен паллӑ поэчӗ Габдулла Тукай (Габдулла Мухамедгарифович Тукаев) ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине чысласа «Чуна ҫывӑх тӑван сӑмах» сӑвва илемлӗ калакансен конкурсӗ иртрӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Ҫӗнӗ Шупашкар хулин шкулӗсенче 5–11-мӗш классенче 70 вӗренекен хутшӑнчӗ.
Сӑвӑ уявне Ҫӗнӗ Шупашкар хулин халӑх фольлор ансамблӗ «Теветкел» юрӑ-ташӑпа уҫрӗ. Ун хыҫҫӑн Ю.А. Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш директорӗ Ольга Петровна Протасова сӑмах илчӗ. Вӑл кунашкал конкурса ирттерни кунта йӑлана кӗни, кӑҫал ӑна 4-мӗш хут чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттерни ҫинчен пӗлтерчӗ, конкурса хутшӑнакансене ӑмӑртура сӑвва палӑртуллӑ калама ӑнӑҫу сунчӗ.
Сӑвва илемлӗ калакансен ӑмӑртӑвӗ хӗрӳ иртрӗ. Ачасем тутар тата тӗнче литературин классикӗн Габдулла Тукайӑн сӑввисене чӑвашла, тутарла, вырӑсла, акӑлчанла янӑраттарса каларӗҫ. Тӑван сӑмах чуна мӑнаҫлӑх варкӑштарса кӗртрӗ. Чылайӑшӗ хӑйсен халӑх тумне тӑхӑнса сӑвӑ калани уява илем кӳчӗ.
Сумлӑ жюри ӗҫтешӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар хулин халӑх театрӗн «Ахрӑм» ертӳҫи Альбина Алексеева, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн председателӗ, Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗ Геронтий Никифоров тата Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева сӑвва тӗрӗс те таса калама, кӑмӑл-туйӑма мӗнле палӑртнине, шухӑш пусӑмне уйӑрса каланине тата артист ӑсталӑхне кӑтартнине кура хакларӗҫ.
Паян, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш митрполийӗн пуҫлӑхӗ, Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Варнава хӑйӗн юбилейне паллӑ тӑвать.
Варнава паян 85 ҫул тултарнӑ. Митрополита уяв ячӗпе Чӑваш митрополийӗ саламланӑ. Ҫавӑн пекех ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Варнавӑна саламланӑ.
Варнава митрополит (чӑн ячӗ — Кедров Владимир Викторович) 1931 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Кисан облаҫӗнчи Высокое ялӗнче ҫуралнӑ. 1984 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӑна архиепископ санне панӑ. 2001 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вара митрополит тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Юхма Мишши 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӑна акан 14-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче йышпа пӗрле уявланӑ. Уява Альбина Юрату сӑвӑҫ тата ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов ертсе пынӑ.
Малтанах Михаил Николаевича тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ саламлӑ ҫырусемпе паллаштарнӑ. Юхма Мишшин юбилейне ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, ӑсчахсем, шкул ачисем, студентсем пухӑннӑ.
ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов Михаил Никлаевич тӑван халӑхшӑн пысӑк ӗҫ тунине палӑртнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Князькин Юхма Мишшине вырӑс писателӗпе Михаил Булгаковпа танлаштарнӑ.
Михаил Николаевич — Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни, ӑна саламлама хула администрацийӗнчен те килнӗ. Уяв, паллах, юрӑ-ташӑсӑр иртмест. Юбиляра чӑваш юрӑҫисем, фольклор ушкӑнӗсем пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ Николай Шелепи ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ. Ун ячӗпе 14 сехетре литература каҫӗ иртмелле.
Николай Шелепи Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Ӳселте хресчен кил-йышӗнче 135 ҫул каялла, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫуралнӑ. Литература вучахне вӑл 1905-1907-мӗш ҫулсенче чӗртсе янӑ. «Ҫӗлен» ятлӑ аллегорилле сӑвви 1907-мӗш ҫулта «Хыпар» хаҫатра кун ҫути курнӑ. Цензура тытса чарасран сӑвва «Тав» ятпа пичетленӗ. Каярах Шелепи «Ваҫанкка», «Ҫарӑмҫанпа Хӑнтӑрҫа» поэмӑсем, «Константинополь хулине туни ҫинчен чӑваш ваттисем калани» сӑвӑ ҫырать. Сатирӑлла хайлавсемпе пӗрлех ҫар темипе те шӑрҫалать, ачасем валли те калӑплать. Тутар ҫыравҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарать, тутарла та хӑй ҫырать.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Александр Кураков паян 55 ҫул тултарнӑ.
Хыпар ятӗнче курак таврӑннӑ чухне ҫуралнӑ терӗмӗр те, тӑван тӑрӑха кӑнтӑр енчен ҫав кайӑксем тата маларах таврӑнаҫҫӗ-ха, Александр Кураков вӗсенчен мӗн тесен те кӑшт юлнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ каччӑ 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищине вӗренсе пӗтернӗ. Артист ӑсталӑхне ҫӗршывӑн тӗп хулинче туптанӑ нумай ҫын пекех уншӑн та Шупашкарти академи драма театрӗ тӑван пулса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл, ытти ӗҫтешӗ пекех, чылай сӑнар калӑпланӑ. Пысӑккине те, пӗчӗккине те юратса вылянӑ. Театр ӳнерне аталантарма тӳпе хывнӑшӑн ӑна Чӑваш Енӗн Культура министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Патӑрьелсем хайсен ентешӗсене асра тытса тата Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа «Янӑра, чӑваш сӑмахӗ» сӑвӑ хитре вулакансен конкурсне ирттернине эпир пӗлтернӗччӗ. Вӑл тӑрӑхри культурӑри паллӑ ҫынсенчен пӗри вӑл, аса илтеретпӗр, Юхма Мишши. Сӑкӑтра ҫуралнӑскер кӑҫал 80 ҫул тултарать.
Ыран, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫыравҫӑн сумлӑ кунне халалласа юбилей каҫӗ иртмелле.
Республикӑн Культура министерстви Юхма Мишшин пултарулахӗ калӑпӑшлӑ тесе хакланӑ май вӑл писатель те, поэт та, драматург та, академик та, историк та, философ та, публицист та, тӑлмачӑ та тесе палӑртать. Унӑн кӑларӑмӗсен йышӗ 300-тен те иртнине, унӑн хайлавӗсене ҫынсем юратса вуланине пӗлтерет.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тата халӑх художникӗ, академик, К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри геральдика обществин член-корреспонденчӗ Элли Юрьев пурӑннӑ пулсан пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 80 ҫул тултармаллаччӗ те, ҫавна май тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.
Тӑван, Красноармейски районӗнче ӗнер Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин концерчӗ иртнӗ. Ун умӗн Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин дирижер художник пирки аса илсе ырӑ сӑмахсем каланӑ.
Куракансене капелла тӗнче классики шутланакан хайлавсемпе те, тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ композиторӗсен — Ф. Павловӑн, Ф. Лукинӑн — мухтава тивӗҫ ӗҫӗсемпе те паллаштарнӑ. Зал кашни номерех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Вӑрманкасра пурӑнакан Александра Матвеева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл тӑванӗсемпе ентешӗсене кӗрекене пухнӑ.
Александра Андреевна ҫулне кура мар — йӑлтах астӑвать вӑл. Вӑрҫӑ пуҫланнине те, йывӑр ачалӑхне те.
Александра Матвеева йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Чи кӗҫӗнни пулнӑ вӑл. Хресчен ҫемйине ачасене ура ҫине тӑратма йывӑр килнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ Сашенькӑна ачасӑр мӑшӑра та пама шухӑшланӑ, анчах тӗплӗ шухӑшланӑ хыҫҫӑн хӑйсен ҫумӗнчех хӑварнӑ.
Вӑрҫӑ пуҫлансан ашшӗпе виҫӗ пиччӗшне фронта илсе кайнӑ. Вӗсенчен нихӑшӗ те таврӑнман. Амӑшӗ куляннипе чире кайнӑ, кӗҫех ҫӗре кӗнӗ. Килти ӗҫсем Саша ҫине тиеннӗ, мӗншӗн тесен аслисем кунӗн-ҫӗрӗн уйра тӑрӑшнӑ.
Александра Андреевна колхозра тар тӑкнӑ, Сӑр хӗрринче окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ. Вӑхӑт иртнӗ, анчах ҫемье ҫавӑрман вӑл, халӗ тӑванӗн ачи патӗнче пурӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |