Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫурҫӗр

Республикӑра
elista.bezformata.com сайтри сӑн
elista.bezformata.com сайтри сӑн

Ӗнер Атӑл леш енчи Ҫурҫӗр поселокӗнче ҫил алхаснӑ, пӑр ҫунӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 6 ҫурт сиенленнӗ. Ҫавӑн пекех темиҫе машина шар курнӑ, йывӑҫсем персе аннӑ.

Асар-писер ҫанталӑк хыҫҫӑн поселока Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем, депутатсем, «Горсвет» авариллӗ бригадӑсем, управляющи компани ҫитнӗ. Вӗсем унта арканнӑ объектсене йӗркене кӗртнӗ.

Юрать-ха, ҫил-тӑвӑлпа пӑр ҫынсене амантман.

 

Республикӑра

Арҫын ҫур ҫул ытла коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлемен. Ҫавна май ӑна хваттертен кӑларса яма тивнӗ. Кун пирки ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗ пӗлтерет.

Ака уйӑхӗнче Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ суда тавӑҫпа тухнӑ, Ҫурҫӗр поселокӗнчи 7-мӗш ҫуртра пурӑрнакансене, тара тытакансене, кӑларса яма ыйтнӑ. Лешсем коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлемен. Ҫак шутра 7 ҫын пулнӑ.

Суд тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР Аслӑ сучӗн йышӑнӑвӗпе приговор саккунлӑ вӑя кӗнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енӗн Патшалӑх сунар служби Кайӑксене ункӑлакан Мускаври центрпа килӗштерсе ӗҫлет иккен. Асӑннӑ тытӑмпа центра ункӑланӑ кайӑксем пирки пӗрне пӗри пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.

Кӑҫалхи ҫуркунне Ултаӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче шур ҫамкаллӑ хур аҫине асӑрханӑ. Вӑл ура лапине ункӑланӑскер пулнӑ. Кайӑксене ункӑлакан Мускаври центртан пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хура 2013 ҫулхи рашатвӑн 12-мӗшӗнче Голландире ункӑланӑ. 130 кунтан ӑна Улатӑр районӗнче асӑрханӑ. Ҫав тапхӑрта хур 2709 километр вӗҫсе иртнӗ.

Кунсӑр пуҫне центрта маларах ункӑланӑ кӑвакала — шӑнкалча — асӑрханине пӗлтернӗ. Ӑна 2006 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнче хрантсуссем паллӑ тунӑ. 2007 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫурҫӗр поселок ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Ункӑланӑ тата ӑна тытнӑ вырӑн хушши 3582 километрпа танлашнӑ.

Ункӑланӑ кайӑка курсан Патшалӑхӑн сунар служби ҫӳлерех асӑннӑ центра малашне те пӗлтерсе тӑма шантарать.

Кайӑксене вӗсен ҫулне пӗлсе тӑма ункӑлаҫҫӗ.

 

Республикӑра

ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи каҫ тӗлне Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗнче 4600 кубла метр йывӑҫ сиенленнӗ. Ку тӑкак 4 миллион та 830 пин тенкӗпе танлашать.

Пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунӑран республикӑри тӑватӑ вӑрман хуҫалӑхӗ сиенленнӗ: Сӗнтӗрвӑрри, Сӑнав, Шупашкар, Етӗрне вӑрман хуҫалӑхӗ. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче — Турханкасси тата Сӗнтӗрвӑрри вӑрманӗсем, Сӑнав тӑрӑхӗнче Сурӑм, Ильинка, Карачура вӑрманӗсем электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.

Халӗ ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин учрежденийӗсем ҫак лару-тӑрӑва сирес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Электролини районсене тухакан прачаксене пӑрланнӑ, ӳкнӗ туратсенчен тасатаҫҫӗ.

Атӑл леш енче те лару-тӑру кӑткӑс. Унти электролинисем ытларах вӑрмансем витӗр тухаҫҫӗ. Япӑх ҫанталӑка пула 4 ялта электричество пулман. «Чӑваш Ен» санатори, Октябрьски, Первомайски, Ҫурҫӗр поселокӗсенче электричество пулманнисӗр пуҫне шывпа тивӗҫтересси те япӑх ӗҫленӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть