Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫул-йӗр

Ҫул вӑл — ҫур пурнӑҫ, — теҫҫӗ халӑхра. Сахал нушаланнӑ-и вӑрманлӑ Карапай Шӑмӑршӑялӗн ҫыннисем пылчӑклӑ-путлӑхлӑ ҫулсемпе ҫӳресе? Ҫавӑнпа та вӗсем Чӑваш Республикин Президенчӗн ҫулсем тӑвасси пирки йышӑннӑ программине ырласа кӗтсе илчӗҫ. Шел пулин те, кашни ял урамнех ҫул сарма хальлӗхе укҫа-тенкӗ тивӗҫмест, ҫавӑнпа та ҫынсен хӑйсен пуҫарулӑхӗ те кирлӗ. Акӑ, Калинин урамӗнче пурӑнакан Э.Старшов ҫул тӑвасси пирки «Слава» фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫипе А.Денисовпа калаҫса пӑхнӑ. Александр Васильевич пӗр пӑркаланмасӑрах техника уйӑрса пама килӗшнӗ. Пӗр техника кӑна та мар, иккӗ — экскаватор тата КамАЗ автомашина. Унччен пылчӑк ҫӑрӑлакан урамра кӗске вӑхӑтрах ҫӗр хӑпартрӗҫ, хӑйӑр тата вак чул сарса тухрӗҫ. Экскаваторпа ӗҫлекен А.Столяров, КамАЗ водителӗ Г.Никитин пысӑк хастарлӑх кӑтартрӗҫ. Ял ҫыннисем те тӑрӑшуллӑ пулчӗҫ, 50 метр тӑршшӗ ҫула тума ватти-вӗтти хутшӑнчӗ. «Халӑх сурать — кӳлӗ пулать», — теҫҫӗ халӑхра. Халиччен Калинин урамне тракторпа ҫеҫ кӗрсе тухма май пулнӑ пулсан, паян ҫӑмӑл автомашинӑпах ҫӳреме пулать. Турӑ пулӑшсан, хӑйсем тӑрӑшсан, тен, ҫитес ҫулсенче асфальт та сарӗҫ-ха.

Малалла...

 

Ку ҫул Улатӑрта ҫӗнӗ лутра кӗпер хывма пуҫлӗҫ. Ӑна малтан сӗтел-пукан фабрики ларнӑ вырӑнта тума пуҫлӗҫ. Кӗпере хатӗрлеме 77 млн тенкӗ кирлӗ.

 

Хальхи вӑхӑтра проектпа смета хучӗсене хатӗрлесе ҫитереҫҫӗ. Ӑна хатӗрлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн кӗпере тендерпа хываканне шырама пуҫлӗҫ.

«Гипростроймост-Ульяновск» ХАО — тендера хутшӑнма шутлаканскерсенчен пӗри. Вӗсем унччен те хулара кӗперсем хывнӑ. Сӑмахран, нумай пулмасть «Улатӑр» станци патӗнчи чукун ҫулсем ҫийӗн питӗ чаплӑ кӗпер ӗҫе кӗртрӗҫ.

Ӗнер ХАО ертӳҫисем Уларӑра ҫитсе пуҫлӑхсемпе калаҫу ирттерчӗҫ. Енчер те тендерта ҫӗнтес пулсан кӗпере 8 уйӑх хушшинче туса лартма шантарчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарпа Мускава ҫыхӑнтаракан ҫӗнӗ авиарейс уҫӑлчӗ. Як-40 самолёт Шупашкар — Мускав (Домодедово) — Шупашкар маршутпа вӗҫӗ. Рейса ҫак кунсенче тухма май пулӗ: ытларикун, юнкун тата кӗҫнерникун.

Авиарейса «Атӑл-Днепр» («Волга-Днепр») авиакомпани йӗркеленӗ.

 

Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Ен Президенчӗ Николай Фёдоров канашлу ирттернӗ, унта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн пӗрремӗш председатель ҫумӗ Николай Смирной 2008 ҫулта Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне янӑ "Пуласлӑха паян хатӗрлетпӗр" Президент ҫырӑвӗнче палӑртнӑ ӗҫсем епле пынине каласа пачӗ.

 

Н. Фёдоров тӗп ӗҫсене ырларӗ, ҫитес вӑхӑтра 2008 ҫулхи бюджета улшӑнусем кӗртмелли саккун пирки пӗлтерчӗ. Бюджет тӑкакӗпе тупӑшӗ 3,9 миллиард тенкӗлӗх ӳсмелле. Хушма укҫари 2,3 млрд. тенкӗне халӑха валли йӗркелемелли инфраструктурӑна ҫӗнетнӗ ҫӗре уйӑрӗҫ. Вӑл укҫаран 1,4 млрд. тенкӗ ялпа хула ҫулӗсене сарма кайӗ, 400 млн. — патшалӑхӑн пурӑну ҫурчӗсене тума. Ял хуҫалӑхне 373 млн. тенкӗ лекӗ, халӑха социаллӑ енчен хӳтлӗх памашкӑн — 197 млн. тенкӗ. 500 млн. тенкӗне нумай хватерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсамашкӑн усӑ курӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 13 сехет те 20 минут тӗлӗнче Шупашкара кӗнӗ вырӑнте Николай Емельяновӑн ывӑлӗ аварине лекнӗ. Чӑваш Ен ПҪҪХИ (Патшалӑхӑн ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗ) пӗлтернӗ тӑрӑх 26 ҫулхи Иван Емельянов хӑйӗн икӗ юлташӗпе Mitsubishi машинӑпа пынӑ ҫӗртре "Нивӑпа" ҫапӑннӑ. Иван Емельяновӗпе унӑн юлташӗ вырӑнтах вилнӗ, пӗрле ларса пыракан хӗрпе "Нива" машинӑн водительне пульницӑна ӑсатнӑ.

 

Аварире айӑплине хальлӗхе палӑртайман-ха.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

2008 ҫул пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Лапсара кӗрекен ҫул ҫинче светофор ӗҫлеме пуҫларӗ. Лапсар ҫыннисем ӑна тахҫанах кӗтетчӗҫ - вӗсем валли пысӑк парне пулса тӑчӗ. Раҫҫей экономики ӳснӗ май йывӑр тиенӗ машинсен йышӗ те ҫул ҫинче нумайланчӗ. Ҫапла вара Шупашкартан Лапсаралла е Кӳкеҫ еннелле пӑрӑнас тесен ҫав ҫул тӑваткалӗнче автобуссен, ҫӑмӑл машшинсен темиҫе минут кӗтсе тӑма тиветчӗ - тӗп М7 ҫулпа иртекен машинсен йышӗ ытла та пысӑкчӗ. Ку та кӑна мар, ҫак кӗтесре аварисем час-часах пулса иртетчӗҫ.

Светофор лартнин пӗр ҫитменлӗхӗ кӑна пур - М7 трасса тӑрӑх ҫӳрекен йывӑр машинсен ун патӗнче чарӑнма тивет. Тата светофорӗ тӑвайкинелле хӑпаракан ҫул ҫинче ларнӑ май йывӑр машинасем чарӑннӑ хыҫҫӑн аран-аран тапранса каяҫҫӗ - капла шуҫлак ҫанталӑкра ҫул пӑкӑланса ларма та пултарать.

 

Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта Кисана (Рязань) автобус ҫӳреме пуҫлӗ. Автобус тӗп вокзалтан 8 сехет ирхине эрнере виҫӗ хут ҫула тухӗ: юнкун, эрнекун тата вырсарникун. Кисанран вара автобус каялла каҫхи 18 сехет те 45 минутра ҫак кунсенче тухӗ: тунтикун, кӗҫнерникун, шӑматкун.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус паркӗ Сатӑру облаҫӗнчи Энгельсра туса кӑларнӑ ҫӗнӗ троллейбуспа пуянланчӗ. Ҫӗнӗ Ҫулччен тата тепӗр троллейбус килмелле. Пӗртӗр пурӗ 3 троллейбус туяннӑ пулнӑ.

Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта халӗ пурӗ 57 троллейбус ӗҫлет. Канмалли кунсенче 35-36 троллейбус, ӗҫ кунӗсенче 46 ӗҫлеҫҫӗ. Хулара ҫӑвӑн пекех ятарласа ерешленӗ "туй", "ача-пӑча" ятлӑ троллейбуссем те ҫӳреҫҫӗ

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнче Выла юханшыв урлӑ асфальт хунӑ кӗпере ӗҫе кӗртнӗ. Ҫак чаплӑ ӗҫ уявне Чӑваш республикин хулари тата обществӑри инфраструктурине ҫӗнетсе-йӗркелесе пыракан министрӗ А.Н. Гончаров, унӑн ҫумӗ А.И. Лепилин, Элӗк районӗн пуҫлӑхӗ А.И. Платонов, Чӑваш республикин Минстройӑн автомобиль ҫулӗсене тытса пыракан управленин пуҫлӑхӗ В.А. Атрохов, унӑн ҫумӗ Н.Н. Бахмисов, ООО СПФ "Стромос" тӗп ертӳҫи В.Н. Карпеев, ДЭП-146 ертӳҫи В.А. Павлов хутшӑннӑ. "Элӗк-Ураскилт-Ҫирӗккасси-Выла" автотрасса ҫинчи кӗпере тума 2006 чӳк уйӑхӗнче тапратнӑ. Кӗпер вӑрӑммӑшӗ — 41 м. Кӗпере Чӑваш Республики Президенчӗн "Чӑваш Республикинче автомобиль ҫулӗсен шутне хӑвӑртрах аталантарасси" хушнипе туса лартнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ял ачисене юнашар ялти шкула автобуспа турттарма питӗ ансат пулать. Ҫаплах тата ял ҫыннисем кунта автобуссен ҫӗнӗ маршрутне уҫасса шанаҫҫӗ. Ӗнтӗ, ҫак такӑр та хӑвӑрт ҫулпа элӗксемпе чутайсем хушшинчи тачӑ ҫыхӑнусем татах ҫирӗпленсе пырӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 195, 196, 197, 198, 199, 200, 201, 202, 203, 204, [205]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Утӑ, 28

1980
46
Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тенчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть