Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫурт-йӗр

Ҫурт-йӗр
https://t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ
https://t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре тӗрмере ларакан пӗр ҫынна хваттер панӑ. Тӳрех палӑртар: кирпӗч шутлама ӑсатнисене хваттер пама тытӑнман-ха.

Юсанмалли 1-мӗш колонире ларакан ҫамрӑк арҫын тӑлӑх пулнӑ. Тӑлӑхсене хваттер памалли саккун пуртан вӑл та ӑна илме черете тӑнӑ. Ҫавна май патшалӑхӑн ӑна хваттер памалла пулнӑ.

Каччӑ темле усал ӗҫ туса юсанмалли колоние лекнӗ. Хваттер илме черет ҫитсен ӑна хваттер уҫҫине тӗрмере панӑ. Унтан тухсан вӑл ҫӗнӗ хваттере кӗрсе пурӑнма пултарӗ.

Юсанмалли 1-мӗш колони, сӑмах май каласан, Шупашкарта, Лапсар проездӗнче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ колони федерацин хысна учрежденийӗ шутланать. Унӑн пуҫлӑхӗ пулса 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе Вадим Гурьев ятлӑ ҫын тӑрӑшать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru/28192
 

Ҫурт-йӗр
chuvashia.media сӑн ӳкерчӗкӗ
chuvashia.media сӑн ӳкерчӗкӗ

Муниципалитетсенчи хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме укҫа уйӑрӗҫ.

2026 ҫулта ҫав тӗллевпе 69,4 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Укҫа-тенке тӑхӑр муниципалитета уйӑрса парӗҫ. Анчах ҫуррине вырӑнти хыснаран уйӑрмалла. Укҫапа 48 хваттер туянӗҫ, вӗсенчен 43-шӗ яллӑ вырӑнта пулӗ. Вӑрнарта 15 хваттер туянмалла, Улатӑр тӑрӑхӗнче – 10, Сӗнтӗрвӑррипе Вӑрмар районӗнче – 6 , Ҫӗнӗ Шупашкарта — 5, Куславккапа Комсомольски тӑрӑхӗсенче — 2-шер, Хӗрлӗ Чутайпа Тӑвай тӑрӑхӗсенче — пӗрер.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкарта вилнӗ ҫынсенчен юлнӑ хваттерсем самай иккен. Ун пекки паянхи кун тӗлне 228 хваттер.

Вӗсен хуҫисем леш тӗнчене куҫса кайнӑ, хваттере никама та куҫарса пама ыйтман. Ун пек чухне пурлӑх муниципалитет харпӑрлӑхне куҫать.

Шупашкар хула ертӳҫисем ун пек пурлӑха ишӗлекен ҫуртра пурӑнакансене куҫарасшӑн. Хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов яваплисене ҫак ыйтӑва тишкерме сӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru/28008
 

Пӑтӑрмахсем
t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/pg21ru сӑнӳкерчӗкӗ

Йӑлӑмри ҫивиттийӗ йӑтӑнса аннӑ ҫурта юсама пуҫланӑ.

Хула ертӳҫисем лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ-мӗн.

Халӗ территорие юртан хырса тасатнӑ, подрядчик кивӗ ҫивиттие сӳтме пуҫланӑ. Юсама кирлӗ валли стройматериала кӳрсе пынӑ.

Ӗҫе хӑвӑртлатма рабочисен йышне ӳстерме палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru/27986
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Хӗвелтухӑҫ поселокӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртӑн тӑррин пӗр пайӗ юр йывӑрӑшне чӑтаймасӑр йӑтӑнса аннӑ.

Ҫак 20-мӗш ҫурта «Текстильщик» УК пӑхса тӑрать. Шупашкар пуҫлӑхӗ вырӑна ҫитсе курнӑ. Кун хыҫҫӑн телеграм-каналӗнче ҫапла пӗлтернӗ: тӑрӑ йӑтӑнса ансан ӑшӑтмалли тытӑм сиенленнӗ, ҫавна май пӗр подъезд ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ.

Халӗ ҫурт тӑррине юсассине тӗрӗслесе тӑрӗҫ.

 

Ҫул-йӗр
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк ялӗнче нумай хваттерлӗ ҫурт тӑрри йӑтӑнса аннӑ. Вырӑна район прокурорӗ ҫитнӗ.

Ку паян 13 сехетре Савут урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра пулнӑ. Пӗр подъезд тӑрринчи ҫивитти йӑтӑнса аннӑ.

Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Ҫакӑ паллӑ: ҫурт авариллисен йышне кӗмен. Юсав ӗҫӗсене пуҫӑннӑ ӗнтӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Ҫурт-йӗр
 Станислав Трофимовӑн Телеграмри каналӗнчен илнӗ скриншот
Станислав Трофимовӑн Телеграмри каналӗнчен илнӗ скриншот

Шупашкар хулинчи Королев урамӗнчи 6а ҫуртра ҫивитти авӑнса ларнӑ. Ҫакна тӳре-шара юр пусарса лартнипе сӑлтавланӑ.

Пӑтӑрмах пирки Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Стнаислав Трофимов Телеграмри каналта хыпарланӑ. Ҫивитти авӑнса ларнӑ ҫеҫ мар, ултӑ хутлӑ ҫуртӑн ҫӳлти хучӗн стени те ҫурӑлса кайнӑ.

Ултӑ хутлӑ ҫуртри улттӑмӗш хутра пурӑнакансене юсав вӑхӑтӗнче урӑх ҫӗре пурӑнма куҫарасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Stanisk92/3575
 

Пӑтӑрмахсем
t.me/chuv_prok каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuv_prok каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Улатӑр хулинче 3-мӗш шкул ҫивиттийӗ сиенленнӗ. Пӑтӑрмах, малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫивитти ҫинчи юра тасатманран сиксе тухнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче шкулта ачасем пулман.

Ҫивиттие юсанӑ вӑхӑтра ачасене урӑх шкулта вӗрентӗҫ, хӑшӗсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентӗҫ.

Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкула 2023 ҫулта юсанӑ.

Пӑтӑрмах тӗлӗшпе прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/6948
 

Ҫурт-йӗр
«Мужское/Женское» кӑларӑм анонсӗнчен илнӗ скриншот
«Мужское/Женское» кӑларӑм анонсӗнчен илнӗ скриншот

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Пӗрремӗш канал кӑларӑмӗнче Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Анчах ырӑпа мар, япӑххипе.

Ҫӗмӗрлери пӗр ҫурт тахҫанах ишӗлет иккен, унта пушар та пулнӑ, анчах ҫынсене вӑхӑтлах пурӑнмалли вырӑн та тупса паман-мӗн. Телекӑралӑм анонсне ӗненсен ҫынсем ҫаплипех унта нушаланса пурӑнаҫҫӗ. Ҫулла хваттерсене ҫӗр пыйти те иленнӗ.

Ҫӗмӗрлери лару-тӑру пирки вырӑнти хастарсем, ҫав шутра Пенсионерсен партийӗн пайташӗ Наталья Воронкова, «Мужское/Женское» кӑларӑма хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall1063594348_221
 

Пӑтӑрмахсем

Красноармейски районӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишне юртан йӗркеллӗ тасатса тӑман. Ҫавна май ҫурт умӗсем пӑрлакланса ларнӑ.

Кӑлтӑка прокуратура тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Тротуарсемпе нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене тытса тӑрассишӗн «Чӑваш Республикин ипотека корпорацийӗ» управляющи компани яваплӑ иккен. Анчах ӗҫе вӑл йӗркеллӗ пурнӑҫласа пыман.

Директор ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 94
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

Сурӑх:

Авӑн, 13

1961
65
Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2003
23
Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та