Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫурт-йӗр

Ҫурт-йӗр
Элӗк район хаҫачӗн архивӗнчи сӑн
Элӗк район хаҫачӗн архивӗнчи сӑн

Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче пурӑнакан Ефимовсен ҫемйинче пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Вӗсене патшалӑх пысӑк ҫӗнӗ ҫурт туса панӑ.

Ефимовсем 5 ача ӳстереҫҫӗ. Вӗсем пысӑк ҫуртра пурӑнма ӗмӗтленнӗ. Халӗ ав вӗсене ҫӗнӗ пӳрт уҫҫине тыттарнӑ. Ҫурт 56 тӑваткал метр. Унта ҫутӑ, ӑшӑ пур, шыв кӗртнӗ, ваннӑйӗнче те ҫӑвӑнма пулать. Пӗр сӑмахпа, ҫак ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнма хӑтлӑ та кӑмӑллӑ.

 

Республикӑра
aktualno21.ru сайтри сӑн
aktualno21.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрлери ҫурта авариллисен шутне кӗртнӗ. Унта пурӑнакансен пурӑнмалли урӑх вырӑн сӗннӗ. Анчах пӗр арҫын ниепле те куҫман, ҫавӑнтах кун кунланӑ.

Ҫурта вара ишсе антармаллисен йышне кӗртнӗ. Арҫын хӑйӗн ирӗкӗпе куҫманнине кура суда панӑ. Суд ун майлӑ пулман. Ҫавӑнпа хайхи арҫыннӑн куҫмах тивет. Унпа социаллӑ найм килӗшӗвне пӑрахӑҫласа ҫӗннине алӑ пусӗҫ.

 

Республикӑра
fs01.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
fs01.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри виҫӗ управляющи компани лицензисӗр юлнӑ.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тытса тӑракан предприятисенчен 152-шӗн ӗҫлеме ирӗк илнӗ лицензийӗ 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухать. Вӗсем унчченхи лицензие 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен илнӗ.

Лицензи вӑхӑтне тӑсса пама ыйтса Чӑваш Енӗн патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцине 124 заявлени ҫитернӗ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 33 компанин заявленине пӑхса тухма ӗлкӗрнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшне лицензи вӑхӑтне тӑсса паман. Кунта ҫак управляющи компанисем лекнӗ: «Платина 21» управляющи компани, «Монолитсервис» тата «Хотэй» тулли мар яваплӑ обществӑсем.

 

Хулара
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта тимӗр гаражсем сутма йышӑннӑ. Вӗсем ҫак адрессемпе вырнаҫнӑ: Илпек урамӗ, 7/2; Чапаев урамӗ, 16 (виҫӗ гараж); Энгельс урамӗ, 3 (тӑватӑ гараж); Чапаев урамӗ, 22; Усадьба урамӗ, 76; Склад проезчӗ, 18; Калинин урамӗ, 109.

Складсене сутасси ҫинчен калакан йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин алӑ пуснӑ.

Гаражсен пуҫламӑш сутлӑх хакӗ – 5 333 тенкӗ.

 

Ҫурт-йӗр
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӗр хӗрарӑма Вӑрнар районӗнчи пӳртӗн пӗр пайӗ халалласа хӑварнӑ. Анчах вилнӗ хӗрарӑмӑн упӑшки ҫӗнӗ хуҫана килне кӗртесшӗн пулман.

Халалланипе лекнӗ харпӑрлӑхшӑн арҫынпа ятлаҫса тӑман — суда яра панӑ, унта ҫитсе вӑл тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Тӳре те хӗрарӑма майлӑ пулнӑ — ҫӗнӗ харпӑрлӑхҫӑна ҫурта кӗртме йышӑну тунӑ.

Ялти ҫурта хӗрарӑм суд приставӗсемпе пырса кӗрсен арҫын текех хирӗҫ тӑман.

 

Пӑтӑрмахсем
novyefoto.ru сӑнӳкерчӗкӗ
novyefoto.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта йӗркесӗр пӗр арҫын пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм туяннӑ пӳлӗмрен тухса каясшӑн пулман. Вӑл ӗҫме юратнӑ, хайне килӗшӳсӗр тытнӑ. Ҫакна хӗрарӑм чӑтайман — тӑванӗсем патне тухса кайнӑ. Унтан хӗрарӑм арҫынна пӳлӗмрен суд урлӑ кӑларса яма йышӑннӑ.

Судра хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хваттерти пӗр пӳлӗме вӑл 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче туяннӑ. Унта ачисемпе тата пӗр арҫынпа пурӑннӑ. Арҫын пӗрмай ӗҫнӗрен, харкашнӑран кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче хӗрарӑм тӑванӗсем патне пурӑнма куҫса кайнӑ, анчах арҫын ҫав пӳлӗмрен тухса кайма шутламан та.

Суд хӗрарӑм ыйтӑвне тивӗҫтернӗ, арҫынна ют пӳлӗмрен кӑларса ямалла тунӑ.

 

Хулара

Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр ҫуртра юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тухнӑ пушарта ватӑ хӗрарӑм шар курнӑ. Беспалов урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра пурӑнакан 83 ҫулти кинемее больницӑна илсе кайнӑ.

Карчӑк тӑваттӑмӗш хутра пурӑннӑ. Пушар балкон ҫинче тухнӑ. Вут-ҫулӑм алхаснине сиссе ҫӑлавҫӑсене кинемейӗн кӳршисем чӗнсе илнӗ.

Пушара сӳнтерме 5 техника пырса ҫитнӗ, ҫуртра пурӑнакан ҫынсене эвакуациленӗ.

Кил хуҫин хваттерӗ сиенленнӗ. Пушара сӳнтерекенсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑмпа кинемей тимсӗр пулнӑран инкек тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вырсарникун Шупашкарти икӗ ҫуртри подъездра пушар алхаснӑ.

Хулан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи Яноушек урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра пурӑнакан пӗр ҫын подъездра хут курупкасем упранӑ. Ҫавсене такам чӗртсе янӑ. Пушара курсан ҫынсем ҫӑлавҫӑсем патне тӳрех шӑнкӑравланӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем инкек вырӑнне 7 минутран пырса ҫитнӗ.

Шупашкарти Университет урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра хӑмаран ҫапса тунӑ кладовка ҫунма тытӑннӑ. Пушар пирус тӗпне сӳнтермесӗр пӑрахнипе тухнӑ.

 

Ҫурт-йӗр
sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Красноармейскинчи ишӗлекен общежитисенче пурӑнакансем ҫӑхавпа Мускава ҫитнӗ. Вӗсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе РФ Следстви комитечӗн ертӳҫи Александр Бастрыкин йышӑннӑ.

Видео-конференц-ҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ йышӑну вӑхӑтӗнче Красноармейскинчи хастар хӗрарӑмсем хӑйсем пурӑнакан общежитисене никам та тытса тӑмасть, ҫуртсем вара ишӗлсе пыраҫҫӗ тесе евитленӗ.

Александр Бастыркин РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫине Александр Политинина лару-тӑрӑва тӗрӗслеме хушнӑ. Тӗп аппарат вара ку ыйтӑва куҫран вӗҫертмессине шантарнӑ.

 

Ҫурт-йӗр
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Ленин район судне нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче подъезда тимӗрпе пӳлсе хуни пирки тавӑҫ ҫитерекен пулнӑ. Хваттерпе юнашар лапама икӗ ҫын пӳлсе лартнӑ, ҫав вӑхӑтрах асӑннӑ лапам ҫуртра пурӑнакансен пӗрлехи харпӑрлӑхӗ шутланать.

Те суда тавӑҫ ҫитсе выртнине пӗлнӗрен, хваттерсен хуҫисем подъездри лаптӑка тимӗрпе пӳлсе хунине хӑйсен кӑмӑлӗпех сӳтнӗ, ҫапла вара судра ку ыйтӑва пӑхса тухма тивмен.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 88
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть