«Карчӑк ӑшши» хӑҫан пулать? Синоптиксем вӑл хӑҫан килессине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре хальлӗхе циклон хуҫаланать. Ҫапах Мускаври пекех япӑх ҫанталӑк пулмасть. Шӑматкун ҫанталӑк сивӗ тӑрӗ-ха, ҫумӑр ҫӑвӗ. Авӑнӑн 20-21-мӗшӗсенче те сивӗ кунсем пулӗҫ. Термометр 7-12 градус ҫеҫ кӑтартӗ. Анчах ҫил ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗрен тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Вырсарникун юрпа ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Тунтикун ҫумӑр ҫумӗ. Ытларикун ҫил кӑнтӑр енчен вӗрӗ, ҫанталӑк 18-20 градус таран ӑшӑтӗ. Авӑнӑн 22-29-мӗшӗсенче сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулӗ. Юпан пӗрремӗш декадинче те ылтӑн кӗркунне хуҫаланӗ.
«2020 ҫулхи Раҫҫейри йывӑҫ» пӗтӗм ҫӗршыври конкурса чӑваш юманӗ хутшӑнать. Хӑватлӑ та мӑнаҫлӑ ҫак йывӑҫшӑн rosdrevo.ru сайтра сасӑлама пулать.
Юмана тӑван халӑхӑмӑр атте тесе каланӑ. Конкурса хутшӑнакан лаштра юман Муркаш районӗнчи Ильинкӑри вӑрман хуҫалӑхӗнче ӳсет. Унӑн тӑршшӗ – 24 метр, вуллин сарлакӑшӗ – 182 сантиметр. Вӑл 369 ҫулта. Ҫак ҫулсенче ҫӗр ҫине миҫе чӑваш килсе миҫен кайман-ши? Миҫе ӑру ҫӗрсе тӑпра пулман-ши? Юман вара ҫаплипех ӳсет. Хӑйӗн хӑвачӗпе тӗлӗнтерет.
Чӑваш юманӗн конкурсри номерӗ – тӑваттӑ.
Шупашкар районӗнче паян пӗрисем пӑши асӑрханӑ. Кӗске видео тӑрӑх хакласан, ҫул хӗрринче 3 пӑши пулнӑ. Вӗсем «М-7» федераци ҫулӗ ҫине, Лапсарпа Мӑн Карачура хушшине, тухнӑ.
Чӗрчунсем автоҫулпа пыракан ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсен машинин видеорегистраторӗ ҫине лекнӗ. Видеона Инстаграмри «gibdd121» паблика вырнаҫтарнӑ.
«Вӑрмансем патӗнчи ҫулсем ҫинче асӑрхануллӑ пулӑр. Чӗрчунсем ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ку пӑшисене эпир «М-7» ҫул ҫинче, Лапсарпа Мӑн Карачура хушшинче, асӑрхарӑмӑр. Хӑвӑртлӑха пӑхӑнма лайӑх сӑлтав», – тесе хыпарланӑ пабликра.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче хӗвеллӗ ҫанталӑк пулӗ. Ыран 12-17 градус ӑшӑ тӑрӑ, ҫӗрле – 10 градус ҫеҫ. Вырсарникун та ҫумӑр ҫумӗ, 16-21 градус таран ӑшӑтӗ.
Тунтикун ҫанталӑк пӑсӑлать, ҫумӑр ҫӑвӗ, тӑрук сивӗтсе пӑрахӗ, ҫил вӑйланӗ. Ҫитес эрнере кӗҫнерникун тата эрнекун кӑштах ӑшӑтӗ, канмалли кунсенче вара ҫумӑрпа пӗрле юр ҫӑвас хӑрушлӑх пур.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк малашне питех ӑшӑтмӗ. Ҫапах авӑн уйӑхӗнче сывлӑш температури климат нормипе килӗшсе тӑрӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чермӗш ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта такамсем 6 ӑвӑс каснӑ. Халӗ ҫав ҫынсене шыраҫҫӗ.
Чӗрӗ йывӑҫсене каснине кӑмпа шыракансем асӑрханӑ. Вӗсем «Вӑрман хуҫалӑхӗ» хысна предприятин диспетчер службине евитленӗ. Унти инспекторсем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Паллӑ мар ҫынсем Сӗнтӗрвӑрри участокӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн 121-мӗш кварталӗнчи 6 ӑвӑса, пурӗ 0,54 кубла метр, каснӑ. Саккуна пӑсакансене административлӑ майпа ҫеҫ мар, тӑкак виҫи 5 пин тенкӗрен иртсен уголовлӑ ӗҫ пуҫарса та явап тыттарма юрать.
Ҫуллана пӗтӗмлетнӗ май Наци экологи танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен ку енӗпе Атӑлҫи федераци округӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Танлаштарӑма «Симӗс патруль» общество организацийӗ хатӗрленӗ. Раҫҫейри кӑтартӑва илес пулсан, Чӑваш Ен – ҫиччӗмӗш вырӑнта. Пирӗн республика танлаштарӑм хаклавӗнче 100 балран 66-шне пухнӑ.
ЧР Ҫутҫанталак министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республика пысӑк балсене «Экологи» наци проекчӗн «Таса ҫӗршыв», «Вӑрмансене упрар», «Атӑла сыватни», «Шыв объекчӗсене упрани» программисене пурнӑҫланӑшӑн тивӗҫнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министрестви асӑрхаттарать: ҫитес вӑхӑтра республикӑра ҫил вӑйланма пултарать. Ҫил ҫеккунтра 19 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрес хӑрушлӑх пур.
Паян ҫӗрле ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫанталӑк сивӗтме тытӑнӗ. Ыран уяр ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил вӑйланӗ. Сывлӑш температури 14-19 градуса ҫеҫ ҫитӗ, 7-12 градус ӑшӑ пек туйӑнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил вӑйлансан асӑрханмалла, электролинирен, ӳкме пултаракан ытти объектран аякра пулма тӑрӑшмалла. Ҫанталӑк япӑхланнӑран транспорт ӗҫӗ-хӗлӗнче те йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.
Урамра кӗркунне мар, ҫулла тейӗн. Паян ӑшӑ, ыран та, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, 22-27 градус ӑшӑ тӑрӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Ҫапах кӗркунне хӑйӗннех тӑвӗ.
Юнкун республикӑра кӑштах ҫумӑр ҫукалӗ, ҫил те самай вӑйланӗ – ҫеккунтра 20-22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ. Термометр 15-20 градус кӑтартӗ.
Кӗҫнерникун ҫанталӑк кӑштах лайӑхланӗ, хӗвел тухӗ, ӑшӑтӗ. Тепӗр кунах, эрнекун, циклон ҫил, ҫумӑр илсе килӗ. Сывлӑш 13-18 градус таран ӑшӑнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче самаях сивӗ пулӗ: 11-16 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, «карчӑк ӑшши» уйӑхӑн виҫҫӗмӗш декадинче пулмалла.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви Чӑваш Енре ҫанталӑкӑн «сарӑ» шайӗ пулнине пӗлтерет. Ҫитес вӑхӑтра республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать, ҫил хӑвӑртланать – ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Ҫил вӑйланнӑран ӳкме пултаракан япаласем патӗнче тӑма сӗнмеҫҫӗ. Кун пек ҫанталӑкра электропоралуксем, ҫыхӑну пралукӗсем татӑлма, ҫирӗп мар тӑракан объектсем ӳкме пултараҫҫӗ.
Ведомство ҫиллӗ ҫанталӑкра реклама щичӗсенчен, строительство техникисенчен аяккарах тӑма ыйтать. Вӗсен ҫывӑхне машина та лартма сӗнмеҫҫӗ.
Шупашкар ҫынни урам тӑрӑх чупакан хир сыснисене ӳкерсе илнӗ. Чӗрчунсем хулан Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗӗче ҫӳренӗ. Чӑваш Ен Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче шухӑшланӑ тӑрӑх, хир сыснисене пиҫсе ҫитнӗ улма-ҫырла пиҫсе, пахча-ҫимӗҫ пулса ҫитни илӗртнӗ.
Чӗрчунсем хулана ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗн каҫхине пырса кӗнӗ. Хула ҫынни «Байконур» микрорайонта уҫӑлса ҫӳренӗ. Тискер чӗрчунсем ҫырма патӗнчи ҫул урлӑ чупса каҫнӑ.
«Пӗр вунна яхӑн хир сысниччӗ. Ҫуртсем патӗнче вӗсене курни кӗтменлӗх пулчӗ», – тенӗ видео авторӗ.
Хир сыснисем маларах хулара ҫӳренӗ. Чӑваш Ен ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ Николай Косулин каланӑ тӑрӑх, хир сыснисене дачӑсемпе пахчасенчи панулми, слива, ҫӗрулми илӗртет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |