Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫӑмарта

Ял хуҫалӑхӗ
 порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ене Узбекистанпа Португалирен 1,7 миллион штук чӑх ҫӑмарти кӳрсе килнӗ.

Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче пирӗн ҫӗршывра чӑх ҫӑмартин хакӗ кӗтмен ҫӗртмен ӳссе кайнӑччӗ. Ҫынсем кун пирки Владимир Путин Президента та пӗлтернӗччӗ. Сивӗ чухне чӑх ҫӑмарта тӑвасшӑнах маррине ял ҫыннисем аван пӗлеҫҫӗ. Ҫавна май кайӑк-кӗшӗк фабрикисем лавккасене хӑйсен ҫав продукцине хаклӑрахпа ӑсатма тытӑннӑ.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑна ют ҫӗршыври ҫӑмартана кӳрсе килнӗ. Пӗтӗмпе 6 парти.

 

Раҫҫейре
"Лента.ра" сайтри сӑн
"Лента.ра" сайтри сӑн

Раҫҫее Турцирен, Азербайджанран ҫӑмарта кӳрсе килеҫҫӗ. Вӗсем хамӑрӑннинчен йӳнӗрех, анчах тутипе пирӗнни пек мар, урӑхларах. Ҫакна техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Александр Ишевский «Лента.ру» сайта каласа кӑтартнӑ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, усӑлӑхӗ тӗлӗшпе вӗсен уйрӑмлӑх ҫук. Анчах ҫӑмарта хӑй те, тути те расна пулнине асӑрхамасӑр хӑвараймӑн. Пӗрремӗшӗнчен, сарри тӗлӗнтерме пултарать: шупка е ытла сарӑ. Унӑн тути те хӑйне евӗр. Ку чӑхсене мӗнпе тӑрантарнинчен килет. Тӗслӗхрен, пулӑ йышши апат ҫитернӗ тӗк ҫӑмартана пӗҫерсен те пулӑ тути пур.

Ют ҫӗршывсенчи ҫӑмарта калӑпӑшӗпе те расна, ҫавӑнпа вӗсене категорие уйӑрмасан та пултараҫҫӗ.

 

Раҫҫейре
gov.ru сайтри сӑн
gov.ru сайтри сӑн

Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Раҫҫее Турцирен 19 тонна ҫӑмарта кӳрсе килнӗ. Пӗтӗмпе - 316800 ҫӑмарта. Ку - иккӗмӗш парти. Пӗрремӗш партие кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче кӳрсе килнӗ. Ун чухне те ҫавӑн чухлех тонна пулнӑ.

Турцирен кӳрсе килсе Раҫҫейри лавккасенче ҫӑмарта хакне чакарасшӑн тата дефицита пӗтересшӗн. Ҫӑмартана чикӗ леш енчен илсе килнӗ чухне унра сиенлӗ тата усӑ курма юраман япаласем пуррипе ҫуккине тӗрӗслеҫҫӗ.

Аса илтерер: юлашки вӑхӑтра Раҫҫейри лавккасенче ҫӑмарта хакӗ палӑрмаллах ӳснӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

РФ Федераци Канашӗн ял хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе тата наци хушшинчи хутшӑнӑвӗсемпе ӗҫлекен канашӗн председателӗ, ҫӗршыв сеначӗн вице-спикерӗ Николай Федоров Коми Республикин вице-премьерӗпе — ял хуҫалӑх министрӗпе Анатолий Князевпа тата Наци ӗҫӗсем енӗпе ӗҫлекен федераци агентствин статс-секретарӗпе Павел Семеновпа тӗл пулнӑ.

Анатолий Князев Коми Республикипе Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене те унта хускатнӑ. Князев Коми Республикинче чӑх какайӗ тата ҫӑмарти нумаййине палӑртнӑ. Унтан та ытларах — Чӑваш Ене те ку продукципе тивӗҫтерме хатӗр. Чӑваш Енрен вара аякри ҫӗре ҫӗрулмипе панулми кӳрсе кайма хатӗр.

Мускаври ӗҫлӗ тӗлпулура Коми Республикинче пӑлан ашӗ тирпейлесси пирки те калаҫнӑ.

 

Статистика

Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче 74 пин тонна выльӑх-чӗрлӗх, чӑх-чӗп туса илнӗ. Ку кӑтартӑва Чӑвашстат чӗрӗ выҫепе илсе кӑтартнӑ. Анчах, тӳрех палӑртмалла, кӑтарту, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, самай пӗчӗкленнӗ: 2,3 процент таранах. Унсӑр пуҫне кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ — 0,1, сысна — 16,3, сурӑхсемпе качакасем 0,7 процент чакнӑ. Сысна шучӗ чакни Пӑрачкав районӗнче Африка мурне тупса палӑртнипе ҫыханнӑ-тӑр.

Апла пулин те ырӑ улшӑнусем те пур. Сӑмахран, кӑҫалхи пирвайхи сакӑр уйӑхра республикӑри мӗн пур хуҫалӑхра 309,6 пин тонна сӗт туса илнӗ. Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 1,7 процент нумайрах. Ҫавӑн пекех чӑх ҫӑмарти туса илесси 8,3 процент ӳснӗ, пӗтӗмпе 181,9 миллион ҫӑмарта илнӗ. Чӑх-чӗп шучӗ 32,2 процент чухлӗ ӳснӗ.

 

Раҫҫейре

Кӑҫал ҫӑмарта хакланса кайнине ӑна лавккара илекенсем сисрӗҫ ӗнтӗ. Сутакансемшӗн лайӑх ҫакӑ, анчах укҫа парса илекенсене «ҫыртать». Ара, кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫӑмарта 14 процент хакланнӑ, ҫурла–юпа уйӑхӗсенче хак 35 процент хӑпарса кайнӑ. Раҫҫейӗн кайӑк-кӗшӗк союзӗнче ҫакна сезонлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ, комбикорм хакланнипе тата суту-илӳ предпрятийӗсем самай ӳстерсе сутнипе сӑлтавланӑ.

Ҫапах та ытти апат-ҫимӗҫпе танлаштарсан ҫӑмартана специалистсем ытлашши питӗ хакланаканнисен шутне кӗртмеҫҫӗ. Ҫапах та монополипе кӗрешекен служба ҫак ҫимӗҫ хакланнин сӑлтавне тӗрӗсленӗ май Иваново облаҫӗнчи кайӑк-кӗшӗк фабрикисем тата Пушкӑртстанри курттӑм туянакансемпе пысӑк сутуилӳ сечӗсем хака каварлашса хӑпартнине асӑрханӑ. Ҫакна ҫирӗплетсе парсан вӗсене штрафлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2013/12/04/eggs/
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть