
Ҫӗмӗрле хулинче модельлӗ вулавӑш уҫӑлнӑ. Унӑн дизайнне вырӑнти ӳнерҫӗ Сергей Разгудаев хатӗрленӗ.
Унта хӑтлӑ та хӑйне евӗр стильлӗ. Вуламалли зона, интернета тухмалли май туса панӑ ӗҫ вырӑнӗсем, ача-пӑча кӗтесӗ тата мероприятисем ирттермелли вырӑн пур.
Фасада росписьпе илемлетни, интерьерлӑ панносем, стенасем ҫинчи живопиҫ – ҫаксене йӑлтах Сергей Разгудаев хатӗрленӗ.

Чӑваш ӳнерҫи Анатолий Кокель Альбина Юрату сӑвӑҫӑн портретне ӳкернӗ. Вӑл ӑна унӑн сӑнӳкерчӗкӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.
Ӳкерчӗк ҫинче Альбина Юрату чӑваш наци тумӗпе. Ҫапла ку портрет чӑваш хӗрарӑмӗн вӑйне те кӑтартать.
«Ентешӗме Анатолий Кокеле портретшӑн чунран тав тӑватӑп. Анатолий, эсӗ талант!» – тесе ҫырнӑ Альбина Васильевна халӑх тетелӗнчи страницинче.
Ӳнерҫӗ портрета сӑвӑҫа парнелес тенӗ, анчах вӑл хирӗҫленӗ: мӗншӗн тесен унта вӑл кӑна мар, чӑваш тумӗ те пур, ҫавӑнпа унӑн музейрах упранмалла тенӗ.

Чӑваш Енри фотоӳнерҫӗ Амайа Юратса Пӗтӗм тӗнчери Global Peace Photo Award конкурсӑн финалне тухнӑ.
Унӑн сӑнӳкерчӗкӗ – Раҫҫейрен ҫак хисепе тивӗҫнӗ пӗртен-пӗр ӗҫ. Конкурса 132 ҫӗршывран пӗтӗмпе 24 пин ытла сӑнӳкерчӗк ярса панӑ. Унта хутшӑнакансен тӗнчене лӑпкӑлӑхра кӑтартмалла пулнӑ.
Амайа ҫак сӑнӳкерчӗке Улатӑр хулинче тунӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ мурала уҫнӑ. Вӑл – спутник хула йӗркеленнӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалланӑскер.
Мурала Совет урамӗнчи 21-мӗш ҫурт стени ҫинче курма пулать. Ӑна Никита Романов ӳкернӗ.
Ҫак мурала ӳкерме пуҫлани пирки унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл хула тата «Химпром» пӗрлӗхне кӑтартать. Ҫак ҫурта ахальтен суйламан. Унта хӑй вӑхӑтӗнче хулан пӗрремӗш строителӗсене тата «Химпромра» ӗҫлекенсене хваттер панӑ.

Кӳкеҫре ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ муралсем ӳкереҫҫӗ. Поселока халӗ тепӗр ӳкерчӗк илемлетет. Вӑл ача-пӑча темипе ҫыхӑннӑ.
Мурала Совет урамӗнчи 86/1-мӗш ҫурт стени ҫине ӳкернӗ. Ҫак илем аякранах курӑнать.
Ӳнерҫи – Сергей Петров. Эскиз дизайнӗ – графика дизайнерӗн Артём Павлетичӑн.

Шупашкарта «Пӗчӗк тӑван кӗтесӗн тӑван ячӗсем» проектпа килӗшӳллӗн виҫҫӗмӗш мурала ӳкерсе пӗтернӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 17-мӗш ҫуртӑн 25-мӗш корпусӗнче вырнаҫнӑ.
Мурала ҫамрӑк ӳнерҫӗсем Ксения Кокель тата Дмитрий Егоров ӳкернӗ. Ӑна ҫак кунсенче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Стена ҫине Совет Союзӗн Паттӑрӗн Александр Боголюбовӑн портретне сӑнланӑ. Вӑл Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, Граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ. Паттӑр 1945 ҫулта Хӗрлӗ Ҫӑлтӑра тивӗҫнӗ. Вӑл ун чухне генерал-полковник званийӗпе пулнӑ.

Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонта «Хальхи тата иртни» мурала ӳкерсе пӗтернӗпе пӗрех. Ӑна «ФормАРТ» фестивале хутшӑнакан Яна Ежова ӳкерет.
Мурал Хӗвеллӗ бульварти 12-мӗш ҫурт стени ҫинче пулӗ. Яна ӑна пӗр эрне каялла ӳкерме тытӑннӑ. Халӗ ҫӳлти фона туса пӗтересси кӑна юлнӑ.
Палӑртмалла: Яна Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ӗҫлет, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче магистратурӑра вӗрент.

Санкт-Петербургри ӑста, Артиллери ҫарпа истори музейӗн тӗп ӳнерҫи Евгений Емельнов темиҫе кун Сӗнтӗрвӑрри хулинче пулнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл темиҫе картина ӳкернӗ: хулари урамсене, ҫуртсенче, хитре вырӑнсене…
Ӳкерчӗкӗсем илемлӗ пулса тухнӑ. Вӗсем Сӗнтӗрвӑррин илемне туйма май параҫҫӗ.

Етӗрнере пӗрремӗш мурала ӳкерсе пӗтернӗ. Ӑна К.Маркс урамӗнчи 95-мӗш ҫурт фасачӗ ҫине ӳкернӗ. Унта Совет Союзӗн Геройӗн Федот Орловӑн портретне сӑнланӑ.
Проекта Культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗн гранчӗпе Раҫҫейри студентсен отрячӗсен регионти уйрӑмӗ пурнӑҫланӑ. Мурала ҫамрӑк ӳнерҫӗсем Ксения Кокель тата Дмитрий Чапай ӳкернӗ.

Шупашкарти Лилия Яковлева граффити ӳкерсе ҫӗнтернӗ.
Халӗ унӑн ӳкерчӗкӗ Чулхулари Кремле илемлетет. Пӗтӗм Раҫҫейри граффити фестивалӗ шӑпах унта иртнӗ.
Лилия Шупашкар гербӗ ҫинчи пилӗк кӑвакала ӳкернӗ. Вӑл «Этника стилӗ» номинацире палӑрса мала тухнӑ.
Сӑмах май, Лилия – ЧР Патшалӑх Канашӗн Ҫамрӑксен палатин членӗ, регионти «Динамо» аэробика уйрӑмӗн ертӳҫи. Кунсӑр пуҫне вӑл Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗнче вӗрентет.
