Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх
wikimapia.org сӑнӳкерчӗкӗ
wikimapia.org сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи Ҫӗлеменкасси ялӗнче карантин тесе йышӑннӑ. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫапла йышӑнӑва республика ертӳҫи «Ветеринари ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тата Чӑваш Ен Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи сӗннипе тунӑ.

Тискер чӗрчунсен урнӑ чирне палӑртнӑ хыҫҫӑн ҫӗленкассисен выльӑх-чӗрлӗх сутса туянма юрамӗ. Асӑннӑ террриторири чӗрчунсене куравсене те илсе кайма юрамасть.

Урнӑ чире пула йышӑннӑ карантин вӑхӑчӗ ӗнер пуҫланнӑ. Республика ертӳҫин хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, чару мерисем выльӑх чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртсен вӗҫленӗҫ.

 

Сывлӑх

Пӗтӗм тӗнчене шиклентерекен кӑшӑлвирус алхасма тытӑннӑрӑнпа пирӗн республикӑри 30 ҫын вилнӗ.

«Ҫыхӑнура» форум паян пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвирус тата тепӗр икӗ ҫын пурнӑҫне татнӑ. Шӑп та вӑл чире пула вилнӗ тесе ҫирӗплетсе калаймӑпӑр, тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, асӑннӑ вирус ерсен ытти чир-чӗр шала каять. Ҫӗртмен 26-мӗшӗнче кӑшӑлвирвс диагнозӗллӗ виҫӗ ҫын вилнӗччӗ. Вӗсем миҫере тата ӑҫтан пулнине республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви тӗплӗн пӗлтермен.

Ҫав вӑхӑтрах шанӑҫ паракан цифрӑсем те пур. Юлашки 24 сехетре пирӗн республикӑра 32 ҫын сывалнӑ. Аса илтерер: эпидемиологи тапхӑрӗ пуҫланнӑранпа кӑшӑлвируспа 4973 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 2862 ҫынна пульницӑран кӑларнӑ.

 

Сывлӑх
123ru.net сайтри сӑн
123ru.net сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ кунсерен чакса пырать. Паян вӗсен списокне тепӗр 55 ҫын кӗнӗ, ӗнер 58 ҫынччӗ.

Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 5 пине кӑшт ҫеҫ ҫитеймен – 4915 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 2830-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 23 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ тесе палӑртнӑ.

Вилнисен йышӗ ҫавӑн пекех: 28 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Аса илтерер: ӗнер кӑшӑлвирусран виҫӗ ҫын вилнине пӗлтернӗччӗ.

 

Сывлӑх
baikal24.ru сайтри сӑн
baikal24.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре тепӗр 3 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальлехе вӗсем пирки тӗплӗн пӗлтермен-ха. Ҫапла майпа ку инфекцирен пурнӑҫран уйрӑлнисен шучӗ 28-а ҫитнӗ.

Ӗнерхипе танлаштарсан, кашӑлвируспа чирлисен йышӗ кӑшт сахалрах – 58 ҫын кӑна хушӑннӑ. Ӗнер 62 ҫынччӗ. Ку таранччен 4860 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ.

2807 ҫын сывалнӑ, юлашки талӑкра 40 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ тесе палӑртнӑ. Раҫҫейре талӑкра 6800 ҫын чирленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65216
 

Сывлӑх

Чӑваш Енре кӑшӑлвирус парӑнмасть-ха. Пӗр талӑкра унпа чирлӗ 62 ҫынна тупса палӑртнӑ.

Вӑл чир алхасма пуҫлансанах пӗр ҫын тупӑннине те тем пулнӑ пек хыпарлатчӗҫ, йышӑнатчӗҫ. Ӑҫтан, кам вӑл тесе шавлама тытӑнатчӗҫ. Халӗ асӑнакан цифрӑсене ҫынсем хӑнӑхса ҫитрӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Кӑшӑлвируспа чирлисене ҫав тапхӑрта пирӗн республикӑра пурӗ 4802 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ку цифрӑна стопкоронавирус.рф сайтра пӗлтернӗ. Вӗсенчен хӑшӗсем (пурӗ 2767) сывалнӑ ӗнтӗ.

Халӗ кӑшӑлвируспа пирӗн тӑрӑхра 2010 ҫын чирлет. Юлашки талӑкра пульницӑран 50 ҫынна кӑларнӑ. Усал вирус алхасма тытӑннӑранпа кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 25 ҫын вилнӗ.

Ҫав вӑхӑтрах республикӑра чару мерисене кӑштах ҫемӗҫтерчӗҫ. Маска тӑхӑнма, социаллӑ инҫӗше пӗрех пӑхӑнма хушаҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Ӗнер Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитрӗ. Шел те, ӑна халӑхпа савӑнӑҫлӑн палӑртма май килмерӗ.

Уява Хӗрлӗ Чутай районӗнче тата Шупашкарта палӑртнине шута илсе унта та, кунта та хӑш-пӗр кану объектне уҫрӗҫ-ха. Анчах халӑхпа мар. Тӳре-шарапа журналистсем ҫеҫ хутшӑнчӗҫ. Ҫакӑ кӑшӑлвирус лӑпланса пӗтменнипе ҫыхӑннӑ. Ӗнерех Шупашкарта Чӑваш Ен аталанӑвӗн стратегине тишкерчӗҫ.

Мероприятисене Чӑваш Ен Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартрӗ. Уява хутшӑннӑ тӳре-шара маскӑсӑр пулнине чылайӑшӗ асӑрхарех ӗнтӗ. Социаллӑ инҫӗше пӑхӑнмалла тенине те вӗсем ӑша хывман. Юнашар утрӗҫ, ҫуммӑн тӑрса калаҫрӗҫ. Тӳре-шара та, вӗсен мӑшӑрӗсем те, депутатсем те, журналистсем те. «Правда ПФО» ҫырнӑ тӑрӑх, самай пысӑк вырӑн йышӑнакансем хушшинчех ҫав вӑхӑтра чирлекенсем пур.

 

Сывлӑх
veved.ru сайтри сӑн
veved.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре тепӗр ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальлӗхе ҫав ҫын миҫере тата мӗнлерех пулни паллӑ мар-ха, кун пирки тӗплӗн пӗлтермен. Ҫапла майпа 25 пациент пурнӑҫпа сывпуллашнӑ.

Паянхи кун тӗлне тепӗр 62 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗтӗмпе республикӑра 4740 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗ, 2717 ҫын, сывалнӑ. Юлашки талӑкра 112 ҫын сывалнӑ.

Аса илетер: республика кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли пӗрремӗш тапхӑра кӗнӗ.

 

Сывлӑх
Сергей Ефимов
Сергей Ефимов

Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫейре Пирогов орденне ҫирӗплетнӗ. Медицина ӗҫченӗсен кунӗнче унпа тухтӑрсене чысланӑ.

Ҫак ордена Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Вера Алексеева тата Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин инфекци уйрӑмӗн заведующийӗ Сергей Ефимов тивӗҫнӗ.

Сергей Ефимов асӑннӑ пульницӑра 35 ҫул ӗҫлет, инфекци уйрӑмне 19 ҫул ертсе пырать. Вера Алексеева тӑрӑшнипе пульницӑра кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсем валли 75 койка хатӗрленӗ. Вӑл унти тухтӑрсене пандеми вӑхӑтӗнче ӗҫлеме вӗрентнӗ.

 

Сывлӑх
zastavki.com сайтри сӑн
zastavki.com сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран тепӗр ҫын вилнӗ. Унччен 2 ҫын инфекцие парӑнтарайманни пирки пӗлтернӗччӗ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашкинчен вилнӗ пациент, арҫын, 34 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Вӑл – Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вилнӗ чи ҫамрӑк пациент. Унччен маларах вилнӗ икӗ пациент 45-ре тата 86 ҫулта пулнӑ.

Юлашки талӑкра республикӑра 71 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗтӗмпе 4612 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 2030-шӗ сипленеҫҫӗ, 2558-шӗ сывалнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65120
 

Сывлӑх
belaruspartisan.by сайтри сӑн
belaruspartisan.by сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 69 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку таранччен руспубликӑра 4541 ҫын инфекциленнӗ. 23 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. 2538 ҫын сывалнӑ. Юлкашки талӑкра 32 ҫын сывалнӑ тесе палӑртнӑ. Эппин, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ майӗпен чакса пырать теме пулать.

Раҫҫейре те ку кӑтарту майӗпен пӗчӗкленет. Юлашки талӑкра 7728 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енре кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли пӗрремӗш тапхӑра кӗме палӑртнӑ. Кӗҫех хӑш-пӗр лавкка, кафе уҫалӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 96, 97, 98, 99, 100, 101, 102, 103, 104, 105, [106], 107, 108, 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, ...181
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир вӑй кӗнине туятӑр, таврарисене хӑвӑр мӗн пултарнине ӗнентерес килӗ. Ҫӑлтӑрсем ҫирӗппӗн, анчах васкамасӑр ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ — йӑлтах тӳрех пулмӗ. Юратура кӑмӑллӑ улшӑнусем пулма пултарӗҫ, уйрӑмах — пуҫарулӑх кӑтартсан. Укҫа енчен йӗркеллех, анчах пысӑк япаласем туянмалла мар.

Юпа, 21

1960
65
Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть