Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -15.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх

Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру лайӑхланасса тем пекех кӗтеҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче республикӑри район-хуласене ятарлӑ ушкӑнсем тухса кайӗҫ. Вӗсем кӑшӑлвирус тӑрӑмне, ӑна хирӗҫ епле мерӑсем йышӑннине вырӑна тухса тӗрӗслӗҫ. Кун пирки республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян пӗлтернӗ. Тӗрӗслеве вӑл депутатсене, прокуратурӑра, ШӖМ тата Роспотребнадзор тытӑмӗнче ӗҫлекенсене хутшӑнма чӗнсе каланӑ.

Каланине итлесен, кирлӗ мерӑсене пӑхӑнсан ҫитес эрнерен чарусене пӑрахӑҫлас шанчӑк пур.

Аса илтерер: Ҫимӗкре ҫӑва ҫине кайма чарӗҫ, чиркӳсене те ҫав вӑхӑтра кайма юрамӗ.

 

Сывлӑх
news.nashbryansk.ru сайтри сӑн
news.nashbryansk.ru сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 2973 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ӗнертенпе ку йыша тепӗр 88 ҫын хушӑннӑ.

Ку таранччен 1272 ҫын сывалнӑ, паян пульницӑран 30 ҫын тухнӑ. Эппин, кӑшӑлвиурсран сипленекенсем паян – 1687 ҫын. Вилнисен йыше майӗпен пысӑкланса пырать – 14 ҫынна ҫитнӗ.

Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,03-пе танлашнӑ. Эппин, хальлӗхе республикӑра йышӑннӑ мерӑсене пӑрахӑҫламӗҫ-ха.

 

Сывлӑх
chuvsu.ru сайтри сӑн
chuvsu.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев Питӗрти пульницӑра выртни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: ун чухне унӑн ӳпки шыҫни, кӑшӑлвирус пулма пултарни пирки пӗлтернӗччӗ.

Хыпарсен федераци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвирус анализне хальлехе кӗтеҫҫӗ, вӑл паллӑ мар-ха. Михаил Игнатьев Питӗрти Алмазов центрне ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче лекнӗ. Кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, экс-Элтепер чӗрепе чирленӗ, халӗ вара йывӑртарах-мӗн. «Сывлӑхӗ йывӑр, ӳт температури – 37,5. Кӑшӑлвирус пирки хальлӗхе паллӑ мар», - ҫырнӑ агентство.

Пандемие пула медцентр карантинра, ҫавна май чирлисем патне тӑванӗсене кӗртмеҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ илсе юлмаҫҫӗ, пульницӑри апата ҫеҫ ҫитереҫҫӗ. Агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьева нимӗн те кирлӗ мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64680
 

Сывлӑх
baikal24.ru сайтри сӑн
baikal24.ru сайтри сӑн

Хальлӗхе Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакса пымасть. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне республикӑра тепӗр 87 ҫын инфекциленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах 30 ҫын сывалнӑ.

Ҫапла майпа Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗн 2885 ҫынна ҫитнӗ. Вӗсенчен 1242-шӗ сывалнӑ. Ку таранччен 14 ҫын каварлӑ инфекцие парӑнтараймасӑр вилнӗ.

Юлашки талӑкра Раҫҫейре те ытти кунхинчен ытларах кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗр талӑкра 9268 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулни палӑрнӑ.

 

Сывлӑх
911.москва сайтри сӑн
911.москва сайтри сӑн

Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ татах хушӑннӑ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 83 ҫын вируспа инфекциленнӗ. Ҫапла майпа республикӑра ку таранччен 2709 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ.

Вилекенсен йышӗ ӗнер ӳсмен – унчченхи пекех 12 ҫын. Улатӑрта чирлекенсем те тӑрук нумайланнӑ. Унта 33 тухтӑр кӑшалвируспа инфекциленнӗ.

Раҫҫейре лару-тӑру лайӑх енне улшӑнма пуҫланӑ. Пӗр талӑкра 8572 ҫын чирленӗ. Ку таранччен 387623 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 4374-шӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64660
 

Сывлӑх
Владимир Степанов министр
Владимир Степанов министр

Мускава пысӑк шалу шыраса тухса кайнӑ тухтӑрсем Чӑваш Ене таврӑннӑ. Юлашки ҫулсенче медицина сестрисем те йышлӑн кайрӗҫ. Кайнисенчен чылайӑшӗ паян та ҫӗршывӑн тӗп хулинче тӗпленсе пурӑнать. Ҫапах та тӑван тӑрӑха таврӑнакансем пур-мӗн. Кун пирки Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов паян ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура каланӑ.

Стратегиле аталанӑвӑн тата проект ӗҫӗпе тимлекен канаш лаврӑвӗнче медицина отраслӗнчи кадрсен ыйтӑвне те хускатнӑ. Владимир Степанов ӗнентернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗ хыҫҫӑн Мускавран 13 онкологпа 2 кардиолог таврӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах хамӑр тӑрӑхри ҫулланнӑ тухтӑрсем кӑшӑлвирус ересрен шкиленнипе е отпуска кайнӑ, е лару-тӑру лайӑхланиччен килте ларма кӑмӑл тунӑ.

 

Сывлӑх

Улатӑр районӗнче пурӗ 59 ҫын, ҫав шутра 33 тухтӑр, кӑшӑлвируспа чирленӗ. Апла пулин те хальлӗхе унта Етӗрне районӗнчи пек ҫирӗп мерӑсем йышӑнмӗҫ, вируспа кӗрешес ӗҫе вӑйлатнипех ҫырлахӗҫ.

Аса илтерер: асӑннӑ районти 44 ҫулти медсестра (унӑн кӑшӑлвирус диагнозне тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ) пурнӑҫран уйрӑлнӑччӗ. Ӳпки икӗ енчен шыҫнӑскере малтан вырӑнта сиплеме пӑхнӑ, каяран Шупашкара илсе килме тӑрсан хӗрарӑм ҫул ҫинче вилсе кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хӗрарӑмӑн ытти чир пулнӑ: гипертони, чӗре чирӗ, сахӑр диабечӗ. Ҫитменнине, вӑл самӑр пулнӑ.

Ӗнер Улатӑр районӗнӗнче кӑшӑлвируспа ӗҫлекен оперштабӑн ӗҫ ушкӑнӗ (йышра Алла Салаева вице-премьер, сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пулнӑ) лару ирттернӗ.

Улатӑрти ача ҫуратмалли уйрӑмра ковид центрӗ туса хунине те хыпарланӑччӗ.

 

Сывлӑх
megapolisonline.ru сӑнӳкерчӗкӗ
megapolisonline.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак кунсенче чылай МИХ каллех Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева аса илчӗ. Ӗнер федераци шайӗнчи кӑларӑмсем Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчӗ тӗлӗшпе РФ Аслӑ судне тавӑҫпа ҫитнӗ текен хыпар сарӑлчӗ. Чӑн та, ун пек тавӑҫ илнине суд сайтӗнче хыпарланине хамӑр куҫпах асӑрхарӑмӑр. Михаил Игнатьев ҫӗршыв ӗртӳҫи ӑна вӑхӑт вӗҫлениччен ӗҫрен кӑларса тӗрӗс мар тунӑ тесе шухӑшлать-мӗн.

Владимир Путинӑн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков паян журналистсене ӗнентернӗ тӑрӑх, ун пек тавӑҫ пуррине Кремль МИХсем хыпарланинчен пӗлнине ӗнентернӗ.

Паянах тепӗр хыпар та сарӑлнӑ. Михаил Игнатьева ӳпке икӗ енӗпе шыҫнипе Питӗрти пульницӑсенчен пӗрне вырттарнӑ. Михаил Васильевич хӑйне йывӑр туять тесе хыпарланӑ.

 

Сывлӑх

Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енри виҫӗ ҫын тӗрлӗ сӑлтава пула шар курнӑ. Ҫулталӑкри ача, сӑмахран, тутине пӗҫертсе янӑ, 56-ри арҫын ури урлӑ трактор каҫса кайнӑ, 70-ти арҫынна йытӑ тулланӑ. Пурне те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Куславккара пурӑнакан ҫулталӑкри ача 5 процентлӑ йод тытнӑ. Амӑшӗ ӑна туртса илес тенӗ чух тӑкӑнса кайнӑ. Хӗрарӑм шывпа ҫуса тасатнӑ-ха, ҫапах ачан тути пиҫсе кайнӑ.

Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр предприятири мехпаркра трактор арҫын ури урлӑ каҫса кайнӑ. Ӑнсӑртран. Аманнӑ арҫынна тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ.

Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ватӑ арҫынна йытӑ тулланӑ. Суранӗсем самай тарӑн пулнӑ. Тухтӑр пулӑшӑвӗсӗр май килмен — шар курнӑскере сиплеме пульницӑна васкавлӑн илсе кайма тивнӗ.

 

Сывлӑх

Усӑ курнӑ маскӑсем тата шыв Етӗрне районне кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ мерӑсене ҫирӗплетесси патне илсе ҫитернӗ. Паян асӑннӑ тӑрӑхра республикӑри ятарлӑ ушкӑн кайнӑ. Вӗсен район центрӗнче лару ирттернӗ, хула тӑрӑх рейдпа ҫӳренӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫин ҫумӗ Алла Салаева унта пулнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн шухӑшне журналистсене пӗлтернӗ.

Вӑл паян хулари виҫӗ суту-илӳ точкине тӗрӗсленине пӗлтернӗ. Пур ҫӗрте те маска режимне пӑснине тупса палӑртнӑ. Сутуҫӑсенчен пӗрин ҫеҫ пӗртен мар маска пулнӑ, вӑл та таса мар. Тепӗр лавккара дезинфекци хатӗрӗ вырӑнне шыв лартса хунӑ.

Етӗрне районӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне 170 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Вӗсем 429 ҫынпа, ҫав шутра 132 ачапа, хутшӑнни паллӑ.

Алла Салаева Етӗрнере кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ мерӑсене ҫирӗплетессине пӗлтернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, 111, 112, [113], 114, 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, ...184
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 09

1947
79
Матросов Юрий Петрович, чӑваш халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй