Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх
goodfon.ru сайтри сӑн
goodfon.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене кӑшӑлвируспа кӗшерме хушма укҫа уйӑрнӑ. Хальхинче – 270 миллион тенкӗ. Кун пирки «Регнум» информаци агентстви хыпарлать.

Ку укҫана ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн резерв фондӗнчен уйӑрнӑ.

Ку нухратпа кӑшӑлвирус инфекцине сарӑлма парас мар тӗллевпе ирттерекен мероприятисем тӗлӗшпе усӑ курӗҫ. Ку укҫа кӗтмен лару-тӑру сиксе тухсан та кирлӗ пулӗ.

Палӑртмалла: паянхи кун тӗлне республикӑра 1144 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 205-шӗ сывалнӑ, 8 ҫын вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/peoplecontrol/experts/32
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Васкавлӑ медулӑшу пульницине ӳпкене сывлаттармалли аппаратсем илсе килнӗ. Пӗтӗмпе – 10 аппарат. Вӗсемпе кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсене сиплӗҫ.

Ку – пӗр пайӗ кӑна-ха. Республикӑна пӗтӗмпе 95 аппарат кӳрсе килмелле. Вӗсене Васкавлӑ мудпулӑшу пульницине кӑна мар, ытти ҫӗре те валеҫӗҫ: Ветерансен госпитальне, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча пульницине, Хулари 3-мӗш клиника пульницин акушер стационарне, Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницин инфекци стационарне.

Сӑмах май, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус сарӑласси чакнине палӑртнӑ. Чирлисене нумаййӑн тупса палӑртни тест ытларах тунипе ҫыхӑннӑ. Халӗ чирлисенчен 10-шӗ ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать.

 

Сывлӑх
"Советская Чувашия" тунӑ сӑн
"Советская Чувашия" тунӑ сӑн

Ӗнер республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1 пин ҫывхарма пуҫланӑччӗ. Паян вара ку кӑтартуран та иртнӗ.

Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре пурӑнакан 1018 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Ӗнертенпе ку йыша 68 ҫын хутшӑннӑ. Кун пекки хальччен пулман. Унччен пӗр талӑкра чи нумай чирленӗ тӗслӗх 64 ҫын пулнӑ.

Республикӑри 175 ҫын ку чиртен сывалнӑ. Юлашки талӑкра пульницӑран сывалса тухнӑ ҫынсем пулман. Вилнисен йышӑ унчченхи пекех – 8 ҫын.

 

Сывлӑх

Канашра тухтӑрсен бригади вахтӑпа 8 кун ӗҫленӗ. Халӗ вӗсен пӗрремӗш смени вӗҫленнӗ.

Канашра вахта мелӗпе тухтӑрсен хушма бригади ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Сменӑра вӗсем 12-шер сехет ӗҫленӗ. Ҫапла режимпа 4 медик тата 2 водитель 8 кун тӑрӑшнӑ.

Ятарлӑ бригада Канаш ҫыннисем патне ҫеҫ мар, Канаш, Вӑрмар тата Тӑвай районӗсене ҫӳренӗ.

8 кунта бригада кӑшӑлвируслӑ е ҫав амакпа чирлӗ пуль тесе шухӑшлакан пациентсем патне 37 хутчен ҫитнӗ. Чирлӗ ҫынна пульницӑна илсе каймалла пулсан ҫул ҫинче пӗтӗмпе 5 сехет таран иртнӗ. Кунта ҫын патне киле кайни, бригадӑна тата машинӑна дезинфекцилени, компьютер томографийӗ тӑвассине кӗтни кӗрет.

«Ӗҫре 8 кун пулма ансат мар паллах. Пирӗн ӗҫ ахаль те ҫӑмӑл мар та, эпир хӑнӑхнӑ», – теҫҫӗ фельдшерсем.

 

Сывлӑх
mcrb-bessonovka.penz.muzkult.ru сайтри сӑн
mcrb-bessonovka.penz.muzkult.ru сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 58 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ. Ҫапла майпа республикӑра чирекенсен йышӗ 1 пин ҫывхарса пырать: 950 ҫыннӑн инфекци пур.

Вилнисен йышӗ ҫаплипех: 8 ҫын. 175 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Вӗсенчен 40-шӗ килте сипленнӗ.

Раҫҫейре вара пӗр талӑкра 11232 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ. Кунашкалли ку таранччен пулман-ха. Пӗтӗмпе пирӗн ҫӗршывра 177160 ҫын чирленӗ, 32809 ҫын сывалнӑ. Вилнисен йышӗ – 1625.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64235
 

Сывлӑх
cheltv.ru сайтран илнӗ сӑн
cheltv.ru сайтран илнӗ сӑн

Кӑшӑлвируса пула карантинра ларакан ҫынсем е пур. Вӗсем урӑх регионтан килнӗ е чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ.

Анчах пурте йӗркене пӑхӑнмаҫҫӗ-мӗн. 47 ҫын килте лармалли режима пӑснӑ. Вӗсене геолокаци пулӑшнипе тупса палӑртнӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫынсем хӑйсем чире ҫӑмӑллӑн ирттерме, анчах аслӑрах ӳсӗмрисене, хавшак иммунитетлисене чирлеттерсе яма пултараҫҫӗ. Унашкаллисем вара вӑйлах аптӑраҫҫӗ.

Сӑмах май, ку таранччен карантина пӑснӑ 300 ытла ҫынна тупса палӑртнӑ. Йӗркене пӑснӑ ҫынсене 15-40 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирлекенсен 80 проценчӗ чире симптомсемсӗр ирттерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64185
 

Сывлӑх
yandex.ru сайтри сӑн
yandex.ru сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 731 ҫын кӑшӑлвируспа чирлине палӑртнӑ. Пӗр талӑкра 55 ҫын инфекциленнӗ. Ку республикӑшӑн – рекорд.

Ку таранччен 134 ҫын сывалнӑ, вӗсенчен 28-шӗ килте сипленнӗ. Вилнисен йышӗ унчченхи пекех: 8 ҫын. Халӗ тепӗр 64 ҫыннӑн анализне кӗтеҫҫӗ.

Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне 1393 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Кӑҫал пӗтӗмпе 4780 ҫынна тухтӑрсем пӑхса тӑнӑ.

Сӑмах май, паян Раҫҫейре 10 пин ытла ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Кун пекки унччен пулман, ку – рекорд

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64170
 

Сывлӑх

Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинче кӑшӑлвирус ернӗ, пӳре чирӗпе аптӑракан ҫынна операци тунӑ.

Пациента вӗсен кӑткӑс тата вӑрах вӑхӑта пыракан операци тума тивнӗ. Операцие асӑннӑ учрежденире ӗҫлекен Михаил Доброхотов тухтӑр пурнӑҫланӑ. Кӑткӑс сиплев 20 сехет ытла тӑсӑлнӑ. Чирлӗ ҫынна ҫав вӑхӑтра тухтӑрсем кирлӗ пулӑшу парса тӑнӑ. Специалистсем операцие хӳтлӗх костюмӗпе, кӑшӑлвирус ересрен асӑрханмалли мӗнпур инструкцие пӑхӑнса пурнӑҫланӑ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче.

Халӗ пациент кӑшӑлвирус чирӗнчен малалла сипленет.

 

Сывлӑх
zen.yandex.ru сайтри сӑн
zen.yandex.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре хальлӗхе кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакса пымасть-ха. Пачах тепӗр май – паян инфекциленнисен хисепӗ татах ӳснӗ: 627 ҫынна ҫитнӗ. Талӑкра тепӗр 41 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине тупса палӑртнӑ.

627 ҫынран 117-шӗ сывалнӑ. Эппин, паянхи кун 502 ҫын сипленет. Вилнисен хисепӗ ҫаплипех юлнӑ: 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Раҫҫейре паян, Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, 7933 ҫын чирленӗ. Инфекциленнисен йышӗ 114431 ҫынна ҫитнӗ. 1169 ҫын вилнӗ, 13220 ҫын сывалнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64139
 

Сывлӑх
mk.tula.ru сайтри сӑн
mk.tula.ru сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Республикинче кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 586 ҫынна ҫитнӗ. Талӑкра тепӗр 47 ҫын инфекциленни палӑрнӑ.

Ку таранччен 97 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ, вӗсене пульницӑран киле янӑ. Ӗнертенпе сыввисен йышӗ 27 ҫын хушӑннӑ. Вилнисен йышӗ унчченхи пекех: 8 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман.

Раҫҫейре талӑкра 7099 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне 11619 ҫын сывалнӑ, 1073 ҫын вилнӗ. Пӗтӗмпе ку таранччен ҫӗршывра 106498 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сӑмах май, ку кӑтартупа эпир Китайран иртсе кайнӑ – унта 87 пин ытла ҫын инфекциленнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, 111, [112], 113, 114, 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, ...179
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лару-тӑру лайӑх енне йӗркеленсе пырӗ. Ертӳлӗх сирӗнте пысӑк майсене асӑрхӗ, сирӗнпе урӑхларах хутшӑнма тытӑнӗ. Ӗҫпе, килӗшӳсемпе сӑмах пама ан васкӑр — ку тӗлӗшпе асӑрхануллӑрах пулӑр.

Ҫурла, 27

1915
110
Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1932
93
Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1940
85
Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ.
1961
64
Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ.
1963
62
Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть