Сумлӑ сӑмах
Политика
Раштавӑн 7-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне 7-мӗш класра вӗренекен Глеб Статкевич йышӑнӑва кайнӑччӗ. Шупашкарти 5-мӗш гимназире (ку вӗренӳ учрежденине чӑваш парламенчӗн депутачӗ Инна Исаева ертсе пырать) ӑс пухаканскер Чӑваш Енре кӗҫех уҫӑлакан ача-пӑча технопаркӗпе кӑсӑкланнӑ май Михаил Игнатьевпа тӗл пулма ӗмӗтленнӗ-мӗн. Республика ертӳҫи шкул ачине инновацилле вӗренӳ лапамӗ кӑҫалах хута каяссине, вӑл Шупашкарти ача-пӑча тата ҫамрӑксен керменӗ ҫумӗнче уҫӑлассине, унта 5-11-мӗш классене ҫӳрекенсем вӗренессине пӗлтернӗ. Ҫак тӗлпулӑва тӗрлӗрен йышӑнакан тупӑннӑ. Тӗслӗхрен, Александр Белов журналист хӑйӗн блогӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, министрсене Игнатьев 30 ҫултисене лартать, хӑйӗн канашҫисене – 27-рисене, ӗҫлӗ тӗлпулусене ҫиччӗмӗш класс ачисемпе ирттерет. Ҫивӗч шӑллӑ журналист йӗкӗлтешнӗ тӑрӑх, Элтепер ача пахчине ҫӳрекенсемпе те курнӑҫма пуҫлӗ. Игнатьев ӑна инвестици илсе килессинчи пысӑк ӳсӗмсем ҫинчен каласа кӑтартӗ, ача пахчине ҫӳрекенни республика ертӳҫине шалти татса паман ыйтусем пирки пӑшӑрханса пӗлтерӗ: унӑн ушкӑнӗнчи Вася ют теттесене туртса илет, Маша йӗкӗлтесе ҫӳрет тата маннӑ пӑттине ҫиесшӗн мар. |
Политика
![]() Конкурс комиссийӗн пайташӗсем Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсен ҫывӑх вӑхӑтра район администрацийӗн пуҫлӑхне суйламалла. Конкурса ултӑ ҫын хутшӑннӑ. Раштавӑн 5-мӗшӗнче ӑна пӗтӗмлетме конкурс комиссийӗн ертӳҫи — Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пыракан ушкӑн пуҫтарӑннӑ. Малтан та вӗсем пухӑннӑ-ха. Анчах ун чухне чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен раштавӑн 5-мӗшне куҫарма йышӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине халӗ ҫав тивӗҫе пурнӑҫлакан Иван Рожкова е Андрей Васильев ятлӑ ҫынна (район администрацийӗн сайтӗнчи хыпарта А. Васильев халӗ епле должность йышӑннине каламан) шанма пулать тесе йышӑннӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн татӑклӑ утӑма районти депутатсем хӑйсен ларӑвӗнче тумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Правда ПФО» интернет-хаҫат коллажӗ Ҫак уйӑхӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче парламент укҫа илсе тӑракан должноҫсене кама лартассине татса пачӗ. Аса илтеретпӗр, ЧР Патшалӑх Канашӗн хысна комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн пуканне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташне Александр Федотова шанчӗҫ. Григорий Данилов ятлӑ коммуниста социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитетра пуҫлӑх ҫумӗн тилхепи лекрӗ. Сергей Белобаев либерал-демократа патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартрӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ. Ҫапла тунипе килӗшмесӗр ӗнер, раштавӑн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин район судне тавӑҫ ҫитнӗ. ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ Игорь Михайлов шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫынна хӑй хирӗҫ пулнине пӑхмасӑрах суйлани саккуна пӑсни пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Елчӗк районӗн пуҫлӑх пуканне чӑваш чӗлхин вӗрентекенӗ Ираида Васильева йышӑннӑ. Унччен ку тивӗҫе пурнӑҫланӑ Петр Скворцов ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайма заявлени ҫырнӑ. Вӑл ку должноҫре пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен ӗҫленӗ. Ираида Васильевӑна Елчӗк районӗнчи депутатсен пухӑвӗнче суйланӑ. Вӑл паян иртнӗ. 18 депутатран чылайӑшӗ Ираида Васильевӑшӑн сасӑланӑ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫакна курсан йӗрсе янӑ, ҫӗнӗ должноҫа йышӑнма хирӗҫҫине те палӑртнӑ. Ираида Васльева унччен Шӑмалакри шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Палӑртмалла: вӑл Пушкӑрт Республикинче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Петр Краснов (сулахайри) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне Петр Краснова Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне лартма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Александр Белов журналист чӑваш парламенчӗн ӗнерхи сессийӗ пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ материалта асӑнса хӑварнӑ. Петр Краснова «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти парламентра социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартма шухӑшланӑ пулать. Анчах кайран парти ӑна Александр Федотовпа ылмаштарнӑ. Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫалта ҫуралнӑ, халӗ Чӑваш Енӗн Апат-ҫимӗҫ фончӗ директорӗнче ӗҫлекен ҫак ҫынна парламентӑн ӗнерхи сессийӗнче бюджет комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн пуканне шаннӑ. Ку должноҫе тӗмсӗлнӗ Александр Андреев депутат (вӑл коммунистсен партийӗнче тӑрать) парламентра укҫа илекен вырӑнсӑр юлнӑ. Григорий Данилов ятлӑ коммуниста вара социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитетра пуҫлӑх ҫумӗн тилхепи лекрӗ. Оппозици текен партисен ытти пайташӗсенчен Сергей Белобаев либерал-демократа патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Игорь Моляков депутат ЧР Патшалӑх Канашӗнче укҫа илсе тӑракан должноҫсене оппозици партийӗсем шутланакансен пайташӗсем лекменнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ виҫҫӗмӗш сессийӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче республика прокурорӗн ҫумӗ Александр Григорьев чӑваш парламентӗнчи укҫа тӳлекен должноҫсене камсене валеҫнине тишкернӗ. Аса илтеретпӗр, профессилле майпа ӗҫлекенсен пуканӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене кӑна лекни, сӑмахран, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑракан Игорь Молякова малтанах, хысна проектне сӳтсе явнӑ чухнех, тӗлӗнтернӗ-мӗн. Паянхи сессире комитетӑн укҫа илсе тӑракан должноҫри пайташӗсене палӑртассине сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн чухне Валерий Филимонов спикер Игорь Молякова вӑл РФ Этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй ячӗпе ҫыру нумай ҫырнине, ҫавӑ омбудсмена килӗшменнине пӗлтернӗ. |
Политика
![]() Михаил Игнатьев Элтепер Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускаври ирхи апата тухса кайнӑ. Анчах, эпир ирсерен сӗтел ларакан евӗр апата мар. Ӗҫлӗ программӑра пӑхнӑ тӑрӑх, республика ертӳҫи ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Бизнес тата влаҫ. Ӑнланулӑх патне илсе пыракан тӗп ҫӑлкуҫ» ятпа иртекен ирхи апатланӑва хутшӑнмалла. Элтепер «Лайӑх инвестици климачӗ патне илсе ҫитерме пулӑшакан 100 утӑм» конференци ӗҫне те ҫитме палӑртнӑ. Ку мероприятие «ТАСС» информаци агентстви тата «Ҫӗнӗ проектсене малалла аталантарассипе тата стратегиллӗ пуҫарусене вӑй илтерессипе ӗҫлекен агентство йӗркеленӗ. Унта РФ Правительствин Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Игорь Шувалов тата РФ Президенчӗн пулӑшуҫи Андрей Белоусов, ҫӗнӗ проектсене аталантарассипе ӗҫлекен агенствӑн гениректорӗ Андрей Никитин, РФ суту-илӳпе промышленность палатин президенчӗ Сергей Катырин, Раҫҫейри промышленниксен тата предпринимательсен пӗрлешӗвӗн президенчӗ Александр Шохин, ҫӗршыври субьектсен ертӳҫисем хутшӑнмалла тесе пӗлтерет ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар мэрӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене тӳлевсӗр пурнӑҫласси пирки нумай калаҫрӗҫ. Ку ыйтӑва сӳтсе явнӑ-ха, анчах должноҫе кам йышӑнӗ? Кӗҫех ку ыйту та татӑлӗ. Ыран, чӳк уйӑхӗн 29-мешӗнче 14 сехетре, Шупашкарти депутатсен пухӑвӗнче мэра суйлӗҫ. Ӑна вӑрттӑн сасӑлавпа палӑртӗҫ. Ҫапла майпа ыран 15 сехет тӗлне ку тивӗҫе кам пурнӑҫласси паллӑ пулӗ. Аса илтерер: Леонид Черкесов ку должноҫрен юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче кайнӑ. Ун вырӑнне вӑхӑтлӑха Ирина Клементьева юлнӑ. Сӑмах май, Шупашкар мэрӗ ӗҫ укҫисӗр ӗҫлесси пирки Пиллӗкмӗш канал кӑтартнӑ. Единороссем хула пуҫлӑхӗ укҫасӑр ӗҫлемелле тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан ҫынна ӗҫ укҫисӗр ӗҫлеттерме йышӑннине унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть сасӑлав ирттернӗ. Хула мэрне чӑнах та ӗҫ укҫи тӳлемелле мар-и? Ҫак ыйтӑва хуравланӑ ҫынсем. Чылайӑшӗ депутатсен шухӑшне ырланӑ. Ыйтӑма пӗтӗмпе 2287 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 1175-шӗ мэра укҫасӑр ӗҫлеттермеллине каланӑ. Тепӗр 681-шӗ шалу тӳлемеллине каланӑ. 359 ҫын вара татӑклӑ хурав пама тӑхтанӑ. Хӑйсен сӗнӗвӗпе 72 ҫын паллаштарнӑ. Мэра ӗҫ укҫи тӳлемесӗр депутатсем хысна укҫине перекетлесшӗн. Ҫапах хӑш-пӗр депутат мэра укҫа тӳлемеллине каланӑ. Тӗслӗхрен, Константин Степанов ҫапла каланӑ: «8 сехет ӗҫленӗ хыҫҫӑн тепӗр учреждение килетӗр те ҫурҫӗрччен ӗҫлетӗр. Ӗҫе пахалӑхлӑ тӑвӗ-и ҫав ҫын? Паллах ҫук». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Енӗн влаҫ тытӑмӗнче улшӑну пулса иртнӗ. Хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер ӗнер алӑ пуснӑ. Администраци тытӑмӗ ҫапларах должноҫсенчен тӑрӗ: Администраци ертӳҫи; Администраци Ертӳҫин ҫумӗ – Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ; Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫисем; Шалти политика управленийӗ (ӑна Администраци Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Управлени пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ); Администраци Ертӳҫин ҫумӗ (социаллӑ ятарлӑ документаци тата информацие хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен, терроризма хирӗҫ ӗҫлекен, мобилизаци енӗпе ӗҫлекен пайсене, режимпа вӑрттӑн ӗҫ секторне йӗркелесе пырӗ); ЧР Элтеперӗн патшалӑхпа право управленийӗ (ӑна Администраци Ертӳҫин ҫумӗ – ЧР Элтеперӗн Управленийӗн пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ); Ӗҫсен управленийӗ (Управлени пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ); Тӗрӗслев тата общество хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗ (Управлени пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ); Патшалӑхӑн граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗ (Управлени пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ); Информаципе аналитика управленийӗ (Управлени пуҫлӑхӗ ертсе пырӗ); ЧР Министрсен Кабинечӗн Секретариачӗ; Терроризма хирӗҫ ӗҫлекен комисси ӗҫне йӗркелекен пай; Мобилизаци ӗҫӗн пайӗ; Бухгалтер учечӗн тата финанс пайӗ; Пӗтӗмӗшле пай; Социаллӑ документаци ҫыхӑнӑвӗн тата информацие хӳтӗлекен пай; Режимпа вӑрттӑн ӗҫ секторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.