Политика
![]() РФ Патшалӑх Думин Финанс комитечӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗ комитет ертӳҫине Анатолий Аксакова Наци финанс канашне кӗртме сӗннӗ. Унтисем Чӑвашран депутата суйланнӑскере Патшалӑх Думин представителӗ евӗр ярасшӑн. Кун пирки Анатолий Аксаковӑн официаллӑ страницинче паян пӗлтернӗ. Сӗннӗ кандидатсем хушшинче ҫавӑн пекех экономика политики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Сергей Жигарев тата хысна тата налук енӗпе ӗҫлекеннин ертӳҫи Андрей Макаров пур. Наци финанс канашӗ Раҫҫей банкӗн коллегилле органӗ шутланать. Халӗ ӑна Раҫҫей финанс министрӗ Антон Силуанов ертсе пырать, унӑн ҫумӗ — Раҫҫей банкӗн ертӳҫи Эльвира Набиуллина. Канашра ҫавӑн пекех РФ Президент Администрацийӗн, правительствин тата парламентӑн икӗ палатин пайташӗсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Етӗрне район администрацине хальлӗхе Владимир Семенов ертсе пырать Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин ӗҫрен кайнине, ку тивӗҫе вӑхӑтлӑха Владимир Семенов пурнӑҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Владимир Прохорович, сӑмах май, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗн хушӑвӗпе Етӗрне район администрацине ертсе пымалли ҫынна палӑртакан комисси йӗркеленӗ. Йыша ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне Лариса Арсентьевана, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумне — Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине Николай Малова; чӑваш парламенчӗн тепӗр депутатне, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫине Валерий Павлова; Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорне Станислав Николаева кӗртнӗ. Комисси суйланӑ ҫынна районти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫирӗплетеҫҫӗ. Конкурс хӑҫан иртессине хальлӗхе пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Етӗрне районӗн хаҫачӗ «Ӗҫ ялавӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, район пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин должноҫран кайнӑ. Хӑй ӗҫ вырӑнне хӑварасси пирки вӑл депутатсен пухӑвӗнче каланӑ. Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче депутатсем планра палӑртман пуху ирттернӗ. Сӑлтавӗ те пулнӑ: влаҫ улшӑнать. Район пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Владимир Кузьмин ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каяссине пӗлтернӗ. Должноҫран кӑларма ыйтса вӑл заявлени ҫырнӑ. Пур депутат та унӑн йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ. Халӗ Етӗрне район пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пӗрремӗш ҫум Владимир Семенов вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Капитонов (шурӑ кӗпелли) Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине депутата суйланма кандидат евӗр регистрациленнӗ Александр Капитонов суйлавра Канашри пӗр мандатлӑ округпа тӗлӗнмелле лайӑх кӑтартупа палӑрнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. «Партия Роста» (чӑв. Ӳсӗм партийӗ) текен партин республикӑри уйрӑмне ертсе пыраканскере Раҫҫейӗн бизнес хӳтӗлевҫи Борис Титов хавхалантарса пычӗ, мӗншӗн тесен шӑпах вӑл асӑннӑ парти ертӳҫи шутланать. «Партия роста» РФ Патшалӑх Думинче 7-10 процент таран пухас ӗмӗтлине Борис Титов Шупашкара килсен пытарманччӗ. Ҫак кунсенче Александр Капитонов пульницӑна лекнине пӗлтӗмӗр. Кун пирки Александр Белов журналист хыпарлать. Сиплев ҫуртне вӑл Мускава парти ыйтӑвӗсемпе кайса килнӗ хыҫҫӑн лекнӗ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Игнатьев Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ консультаци канашне кӗнӗ. Вӑл орган ҫӗршыв ертӳҫине социаллӑ-экономика аталанӑвӗнчи ҫивӗч ыйтусене палӑртма пулӑшмалла. Канаша РФ Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн хушӑвӗпе палӑртать. Ҫӗнӗ йыша хальхинче унчченхилле ҫирӗм регион ертӳҫинчен мар, вун саккӑртан йӗркеленӗ. Йышра малтан пулнӑ регион ертӳҫисенчен пайташлӑха Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Калуга облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Анатолий Артамонов, Ростов облаҫӗн Пуҫлӑхӗ Василий Голубев, Краснодар крайӗ кӗпӗрнаттӑрӗ Вениамин Кондратьев тата Карачай-Черкесск Республикин Пуҫлӑхӗ Рашид Темрезов сыхласа хӑварнӑ. Ыттисене ҫӗршыв ертӳҫи ҫӗнӗ ҫынсене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн экс-полпречӗ Леонид Волков Владимир Путинран пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл унран хӳтлӗх ыйтать. Леонид Волков Владимир Путин патне ҫыру ҫырни пирки Регнум портал пӗлтерет. Унӑн хальлӗхе килтен ирӗк ыйтмасӑр тухма юрамасть. Шӑпах ҫавӑнта вӑл хӑйӗн адвокачӗ урлӑ Президент патне ҫыру ҫырнӑ. Леонид Волков ҫырура вӑл айӑплӑ маррине, преми парас схемӑна вӑл ку должноҫе ларичченех кӗртнине палӑртнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, такамсем унпа усӑ курса коррупципе кӗрешмелли плана тултарасшӑн. Аса илтерер: Леонид Волкова 2 миллион тенкӗ кӗсйине чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Эдуард Шемяков ЧР ШӖМ министрӗ Сергей Неяскин Шупашкарти ҪҪХПИ уйрӑмӗн пуҫлӑхне Эдуард Шемякова должноҫран кӑларнӑ. Темпе айӑпа кӗмен вӑл. Шемяков шалти ӗҫсен органӗсенче урӑх ӗҫе куҫать. Министр ку хушӑва паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫри должноҫе вӑл ҫитес вӑхӑтра йышӑнӗ. Ун вырӑнне кам пуласси хальлӗхе паллӑ мар. Сӑмах май, Эдуард Шемяков Шупашкарти ҪҪХПИ уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Тӗп суйлав комиссийӗ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнчи ӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗсене суйлама кандидатурӑсем йышӑнаҫҫӗ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Элтеперӗ ячӗпе ярса памалла. Унта кандидатӑн ятне-шывне, хӑҫан ҫуралнине, ӑҫта пурӑннине, ӑҫта кам пулса ӗҫленине тата ыттине кӑтартмалла. Суйлав комиссийӗн пайташӗ пулас шухӑшлӑ ҫыннӑн хӑй аллипе ыйтса ҫырни те кирлӗ. Кандидатсене общество пӗрлешӗвӗсем, политика партийӗсем тӑратнӑ чух вӗсен хӑйсене регистрациленине ӗнентерекен свидетельство тата устав копийӗ кирлӗ. Документсене юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Хутсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 11.01 пӳлӗме ҫитермелле. Ӗҫ вӑхӑчӗ — ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа 17 сехетчен. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ +7 (8352) 39-35-69. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Анатолий Аксаков депутат Чӑваш Енрен Патшалӑх Думине пирӗн республикӑран пилӗк ҫын лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Пӗр мандатлӑ округсемпе «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Анатолий Аксаков тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Леонид Черкесов суйланнӑччӗ. Парти списокӗсемпе Патшалӑх Думине пирӗн республикӑран Валентин Шурчанов коммунист, Олег Николаев («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» пайташӗ) тата Алена Аршинова («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗ) кайрӗҫ. Нумаях пулмасть ҫӗршывӑн ҫиччӗмӗш созыври парламенчӗ комитетсене тата вӗсен йышне палӑртнӑ. 26 комитетра Чӑвашран суйланнисем валли те вырӑн тупӑннӑ. Малтанхи созывра экономика комитетне ертсе пынӑ Анатолий Аксакова хальхинче финанс рынокӗпе ӗҫлекеннине шаннӑ. Валентин Шурчанова хысна тата налук енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ комитета Олег Николаева та кӗртнӗ. Леонид Черкесов — федераци йӗркелӗвӗ тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ, Алена Аршинова — вӗренӳ енӗпе ӗҫлекеннин йышӗнче. Аса илтерер, маларах Алена Аршинова ҫав комитет ертӳҫин ҫумӗ пулса пурӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енри пӗр депутата ӗҫрен кайтарнӑ. Ку – прокурор ыйтнипе. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет. 58 ҫулти арҫын Пӑрачкав районӗн депутачӗ. Вӑлах – ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ. Унччен ку арҫынна судпа айӑпласа 2 ҫуллӑха условлӑ майпа айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 1 ҫул. Ҫак тапхӑрта унӑн хӑй тӳрленнине кӑтартмалла. Саккунпа килӗшӳллӗн, депутатӑн постран суд хыҫҫӑнах каймалла пулнӑ. Анчах вӑл хӑй ирӗкӗпе кайман. Прокурор ыйтнипе ҫеҫ ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.