Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
www.gazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.gazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта чикансем ушкӑнӗ тӑватӑ арҫынна хӗненӗ. Пӑтӑрмах пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хыпарланӑ. Хамӑр регионтисем ҫеҫ мар, ҫӗршыврисем те.

Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи вунӑ сехетре Шупашкарти Гоголь урамӗнчи магазинтан инҫех мар вырӑнта пулса иртнӗ.

Ҫапӑҫнине куракансем каланӑ тӑрӑх, чикансен ушкӑнӗ тӑватӑ арҫын ҫине сиксе ӳкнӗ. Кайран хушша-хуппа ыттисем те кӗнӗ. 15 ҫынтан кая мар хутшӑннӑ.

Пӑтӑрмах вырӑнне йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ ҫӗре ҫапӑҫакансем саланса пӗтнӗ. Хӗнесе пӗтернӗрен тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтакансем пулман.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян ирхине 7 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫын виллине тупнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 8-мӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ.

Ку Тӗкӗрҫ тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Арҫын тӳрех вилнӗ.

Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81229
 

Пӑтӑрмахсем
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Кӑнтӑрла иртсен, 14 сехет ҫурӑра, кивӗ Никольски чиркӗвӗ ҫунма пуҫланӑ.

Вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. Ҫӑра тӗтӗм тӳпенелле хӑпарнине ҫынсем нумаййӑн пӑхса тӑнӑ.

Кивӗ чиркӳпе юнашар ҫӗнни ларать. Телее, вӑл сиенленмен. Киввин вара тӑррин пӗр пайӗ ишӗлсе аннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 27 ҫулти ҫамрӑка вӗлернӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем шӑллӗне, 20 ҫулти ҫамрӑка, тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫӗрле 20-рискер килӗнче ӳсӗр пулнӑ, пиччӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Вӑл пӗртӑванне кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ.

Пиччӗшӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
cool-shina.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cool-shina.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑма ҫын машинине хускатса ҫула тухнӑшӑн тата унпа тепӗр автомобиле сиенлетнӗшӗн явап тыттарма йышӑннӑ.

26 ҫулти хӗрарӑм кӑҫалхи ака уйӑхӗнче хӑйӗн хӗр-тусӗ патӗнче хӑналаннӑ. Кил хуҫи ҫывӑрса кайсан автомобиль ҫӑрин уҫҫине илсе ҫула тухнӑ. Хӑйӗн вара водитель прави те пулман. Ҫӗмӗрле тӑрӑх ярӑнса ҫӳренӗ хыҫҫӑн хӑна машинӑна вырӑна пырса лартма тӑнӑ. Ҫавӑн чухне тепӗр автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.

26-ри хӗрарӑма суд тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма, ют пурлӑха сиенлетнӗшӗн 60 пине яхӑн тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
https://www.ozon.ru сӑнӳкерчӗкӗ
https://www.ozon.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче 24 ҫулти хӗр каҫхи клуба кайсан телефонсӑр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ун пирки тӳрех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Хыпарлаканӗсем — хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи каҫхи клуба ӗҫлекен хуралҫӑсем. Вӗсенчен вара пӗр хӗр пулӑшу ыйтнӑ.

Пике 100 пин ытла тенкӗ тӑракан айфонпа ҫӳренӗ. Хаклӑ япала ҫухаланине хӗр ир енне асӑрханӑ, ҫавӑн пирки хуралҫӑсене пӗлтернӗ. Хуралҫӑсем видеокамерӑсене пӑхнӑ та, пӗр каччӑ хайхи хӗре бар стойки патӗнче юри кӑштах тӗкнине, унтан пикен джинс шӑлаварӗн кӗсйинчи телефона кӑларса илнине асӑрханӑ. Каччӑна тӳрех тытса чарнӑ.

21 ҫулти ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Судпа унччен айӑпланманскере тӳре пӗр уйӑхри шалу виҫилӗх штраф хурса пама йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
rutube.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rutube.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Йӗпреҫ районӗнче 37 ҫулти арҫынна явап тыттарма йышӑннӑ. Вӑл хӑйӗн ачи ҫинчен манса кайнӑ.

Тӗпренчӗкӗсене пулӑшман ашшӗ-амӑшне саккун явап тытарма ирӗк парать. Йӗпреҫ арҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хайхин 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен тытӑнса алимент парӑмӗ ҫур миллиона яхӑн (403 пин) тенкӗ пухӑнса кайнӑ. Судра арҫын айӑпа йышӑннӑ. Ӑна ҫулталӑк хушши ӗҫлеттерсе юсантарма, ҫав вӑхӑтра ӗҫ укҫин 10 процентне патшалӑх валли тытса юлма йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ
pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрмар районӗнчи хӗрарӑма ҫын укҫине вӑрланӑшӑн ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ.

Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла вӑл Вӑрмар районӗнчи Урнарти кӗтӳҫӗн курткин кӗсйинчен 6 пин те 300 тенкӗ укҫана кӑларса илнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ, кӗтӳҫсен ҫуртӗнче хуп турттарнӑ.

Тепӗр кунхине хӗрарӑм Саруй ялӗнчи хӑйӗн пӗлӗшӗн укҫине вӑрланӑ. 45 ҫулти хӗрарӑм ӳсӗр арҫын ҫывӑрса кайсан шӑлавар кӗсйинчен 2 пин тенкӗ кӑларса илнӗ. Хӗрарӑм хӑй те ӳсӗр пулнӑ. Вӑрланӑ укҫана вӑл пӗтерме ӗлкӗрнӗ.

Район сучӗ хӗрарӑма 400 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пӳрт ҫуннӑ. Инкек пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ май сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ.

Пушар посёлокри Кутузов урамӗнче алхаснӑ. Хыпара сӳтсе явакансенчен пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, инкекре пӳрт тата мунча ҫунса кайнӑ. Арҫын мунча хутнӑ, ҫулӑм ҫавӑнтан тухнӑ. Арҫын хӑй чӗрех тӑрса юлнӑ.

Инкеке сӳтсе явакансем хушшинче пушарпа кӗрешекенсене ятлакансем те, вӗсене хӳтӗлекенсем те пур. Хӑшӗсен шучӗпе пушар сӳнтерме вырӑна сахал машина пырса ҫитнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Александр Анисимов тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ скриншот
Александр Анисимов тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ скриншот

Кӗҫӗр Шупашкар районӗнче депутатӑн машинине кислотапа сирпӗтнӗ. Шар курнӑ автомобиль хуҫи — Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Анисимов. Депутата вӑл Ҫатракасси округӗпе суйланнӑ.

Александр Анисимов тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкар муниципалитет округне депутата суйланма Раҫҫей Федерацийӗнчи Коммунистсен партийӗн членӗ пулнӑ май кандидата тӑнӑ.

Видео тӑрӑх хакласан, машинӑна пур енчен те кислотапа сапса тухнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 140, 141, 142, 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, [150], 151, 152, 153, 154, 155, 156, 157, 158, 159, 160, ...444
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ