Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Йӑлӑмри вӑрманта виҫӗ арҫын ҫӗтсе кайнӑ. Унта вӗсем утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Гранта» машинӑпа кӗрсе кайнӑ. Ҫавӑнта пылчӑкра лакса ларнӑ. Хӑйсем ӑҫтине пӗлменрен вӗсем 22 сехет те 10 минутра Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ.

Ҫӑлавҫӑсем вӑрмана тухса кайнӑ. Арҫынсене навигаторпа шыраса тупнӑ. Пылчӑка лакса ларнӑ автомобиле лебедкӑпа туртса кӑларнӑ, арҫынсене Йӑлӑм посёлокне ҫити ӑсатса янӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫурҫӗр ярмӑрккӑра павильон хыпса илнӗ. Инкек каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пулнӑ.

Сӑрӑсем сутакан павильонра пушар ҫутӑ пӑралукӗсем пӗрлешсе илнӗрен тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара хӑвӑрт сӳнтернӗ. Вӗсем пилӗк пушар чаҫӗнчен пырса ҫитнӗ.

Тӑршшӗ 20 метр, сарлакӑшӗ 8 метр йышӑнакан суту-илӳ павильонӗнчен пушар юнашар

лавккасем ҫине куҫса ӗлкӗреймен. Хӑй павильон вара сиенленнӗ, унӑн ҫивиттине те ылмаштарма тивӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
cap.ru порталтан илнӗ скриншотсемпе усӑ курнӑ
cap.ru порталтан илнӗ скриншотсемпе усӑ курнӑ

Шупашкар районӗнчи хӑш-пӗр тӳре-шара хӑйӗн пурлӑхне пытарнӑ. Коррупципе кӗрешессипе ҫыхӑннӑ саккуна пӑхӑнса ӗҫлесен хайхисен хӑйсен тупӑшӗ пирки тӗнче тетелӗнче вырнаҫтармалла.

Районти прокуратура вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем епле ӗҫленине тӗрӗсленӗ май Ҫырмапуҫ тата Апаш ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хӑйсен 2021 ҫулхи тупӑшӗ пирки ҫынсене пӗлтерес теменнине асӑрханӑ.

Саккуна пӑснӑшӑн ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарса 3-шер пин тенкӗл штраф хурса пама йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти «Акварель» микрорайонта рабочисем тӑваттӑмӗш хутран ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: инкек 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Арматура ҫыхнӑ чухне настил йӑтӑнса аннӑ. Арматурщиксем пӗрремӗш хутри юр ҫуса лартнӑ бетон ҫине персе аннӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Арҫынсем суранланса пӗтнӗ, вӗсен шӑмми хуҫӑлнӑ.

Субподрядчик ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнман тесен прокуратура ӑна 35 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Халӗ усламҫа суд тунӑ. Вӑл йывӑрах мар преступлени тунине, унччен судпа айӑпланманнине шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Ӑна 40 пин тенкӗ суд штрафӗ хурса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрнере ют ҫын машинипе хула тӑрӑх ярӑнса ҫӳренӗ ҫамрӑксене суд тунӑ. Ушкӑнпа пухӑнса автомобиль вӑрланӑ тесе вӗсене РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе килӗшӳллӗн айӑпласа 7-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Суд тенкелӗ ҫине 17, 16 тата 14 ҫулсенчи виҫӗ ҫамрӑк ларнӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи ҫӗрле вӗсем Етӗрнери суту-илӳ цеентрӗсенчен пӗрин умӗнче «ВАЗ-2107-4» машина ларнине асӑрханӑ. Автомобиле питӗрменнипе, машинӑна хускатмалли уҫӑ вырӑнтах пулнипе усӑ курса ют ҫыннӑн транспорчӗпе ҫула тухнӑ. Машинӑпа пӗрре кӗрт ҫине пырса кӗнӗ-ха, унтан ӑна ҫул ҫине тӗксе кӑларнӑ та каллех ярӑнма кайнӑ. Кӗҫех кӗрт ҫине тепре кӗрсе ланӑ. Унтан машинӑна тек кӑларайман, автомобиле пӑрахса хӑварнӑ.

Машина ҫухални ҫинчен тепӗр кунне хуҫи йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ...

 

Пӑтӑрмахсем
art-clr.ru сайтри сӑн
art-clr.ru сайтри сӑн

Элӗк районӗнчи Пиҫенер ялӗнче пурӑнакан 64 ҫулти арҫын ывӑлӗн питне лезвипе касса пӗтернӗ. Куншӑн вӑл суд сакки ҫине ларӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ.

Следстви шухӑшӗпе, кӑҫал пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ашшӗпе ывӑлӗ килте пулнӑ, пӗрле эрех ӗҫнӗ. Кӑнтӑрла ашшӗ ывӑлне телевизора сӳнтерме ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫленӗ. Ҫакна пула вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Ашшӗ хырӑнмалли лезви илнӗ те ывӑлӗн сулахай енчи пит ҫӑмартине каснӑ.

Следстви вӑхӑтӗнче арҫын айӑпне йышӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе кӗҫех район сучӗ пӑхса тухӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
photocentra.ru сӑнӳкерчӗкӗ
photocentra.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнче арҫын пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.

Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Анаткас Тӑрӑн ялӗнчи пӗверен путса вилнӗ арҫынна туртса кӑларнӑ. Вилене ҫалавҫӑсем вырӑна пырса ҫитнӗ полици ӗҫченӗсене панӑ.

Арҫын мӗн сӑлтавпа путнине, вӑл миҫере пулнине тата ыттине кӗске хыпарта ӑнлантарса-уҫӑмлатса тӑман.

 

Пӑтӑрмахсем
turbina.ru сӑнӳкерчӗкӗ
turbina.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын балкон ҫинчен сикес тенӗ. Пӑтӑрмах пирки Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службине пӗлтерекенсем тупӑннӑ.

Усал шухӑш тытнӑ арҫын патне ҫӑлавҫӑсем тухса кайнӑ. Эльмен урамӗнче пурӑнаканскерпе вӗсем чуна уҫса калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫав этем лӑпланса илнӗ, усал шухӑшне сирсе янӑ. Арҫын Турӑ панӑ пурнӑҫ нимрен пахи-хаклине ӑнланса илнӗ. Амӑшӗ килне таврӑннӑ ҫӗре вӑл пӳлӗмре ларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ
Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӳрнери ҫӗрре хывайман. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

Тӑвӑр ҫӗрре вӑл те хитрине кура ытарайманнипе тӑхӑннӑ ӗнтӗ — кӑштахран унӑн пӳрни шыҫса ларнӑ. Ҫӗрре хывас тенӗ — май килмен. Аптӑраса ҫитнӗ хӗрарӑм Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ, хӑйӗн инкекӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ятарлӑ аппарат пулӑшнипе ҫӗрре хывнӑ. Хӗрарӑм вӗсене тем пекех тав тунӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
sorochinsk.info сӑнӳкерчӗкӗ
sorochinsk.info сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пӗри машинӑпа кафе ҫине пырса кӗнӗ. Йӗрке хуралҫисем тытса чарсан вӑл тухтӑр тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен. Ҫав вӑхӑтрах 18 ҫулти ҫамрӑк ӳсӗр курӑннӑ. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарса 10 талӑклӑха хупса хунӑ.

Кӑштахран тата ҫакӑ паллӑ пулнӑ. «ВАЗ-2114» автомобиль ҫыннӑн пулнӑ. Хӗрӗнкӗ каччӑ машина алӑкне питӗрменрен унта кӗрсе ларнӑ, водитель прави ҫуксер педальсене пӑтраштарса янӑ – Ашмарин урамӗнчи кафе ҫине пырса кӗнӗ.

Ӳсӗр ҫамрӑка ҫывӑхри пӗр арҫын тытса чарнӑ. Вӑлах ӑна йӗрке хуралҫисен аллине панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, [142], 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, ...428
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 05

1892
133
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
86
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
75
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
66
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем