Сывлӑх
![]() Елчӗк районӗн прокуратури вӗренӳ учрежденийӗсене тӗрӗсленӗ. Хӑш-пӗр вӗрентекен грипран прививка туманни ҫиеле тухнӑ. Прокуратура ку ҫитменлӗхе ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, вӗренӳ учрежденийӗнче ӗҫлекен ҫынсен грипран вакцинаци тумалла. Анчах Елчӗк районӗнчи хӑш-пӗр вӗрентекен ҫакна пурнӑҫламан, хирӗҫленӗ. Ку йӗркене районти 15 шкулта пӑснӑ. Шкулсен ертӳҫисене йӗркене пӑснине ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ. Кун хыҫҫӑн 60 ҫынна явап тыттарнӑ. 2 ҫын вара прививка тума килӗшмен, ҫавӑнпа ӗҫрен хӑйсен ирӗкӗпе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пӗчӗк Лиза Петрова йывӑр чирӗпе 10 уйӑх ытла кӗрешет. Вӑл чылай сипленнӗ, темиҫе операци тӳссе ирттернӗ. Анчах лару-тӑру лайӑх еннех улшӑнман-ха. Лизӑн урине татас мар тесе тухтӑрсем операци тунӑ. Анчах нумаях пулмасть вӗсем хӑраххине татма тивесси пирки каланӑ. Метастаза ӳпкине те ҫитнӗ. Халӗ Лиза Тутарстанри пульницӑра выртать. Хӗрача ыратнипе питӗ вӑйлӑ аптӑрать, ӑна яланах эмел параҫҫӗ. Умӗнхи операци ӑнӑҫлах иртмен – уринче усал шыҫӑ юлнӑ. Ҫавӑнпа амӑшӗ ирӗк парсан ҫитес эрнере урине тама палӑртаҫҫӗ. Анчах ҫывӑх ҫыннисем парӑнасшӑн мар – Мускава ҫитесшӗн. Ҫемьере Лизӑсӑр пуҫне тепӗр 5 ача. Хаклӑ эмел туянмашкӑн вӗсен укҫа ҫук. Халӗ Лизӑна пулӑшу кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре ВИЧ-инфекципе кӗрешекен комисси йӗркелесшӗн. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова ЧР Министрсен Кабинетне ҫак комиссие йӗркелемелли проекта пӑхса тухма сӗннӗ. Мӗн енӗпе ӗҫлӗ ку комисси? ВИЧ-инфекцие сарӑлма парас мар енӗпе ирттерекен мероприятисене йӗркелӗҫ. Сӑмах май, Чӑваш Республикинче ВИЧ-инфекципе чирлесси, Раҫҫейрипе тата Атӑлҫи федераци округӗпе танлаштарсан, 4 хут пӗчӗкрех. Пирӗн республикӑра ку инфекци 1744 ҫыннӑн пур. Ку таранччен пӗтӗмпе 2207 ҫын ВИЧ-инфекципе чирлине тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен 518-шӗ вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Алла Самойлова красноармейскисене лайӑх тӑвасшӑн Чӑваш Енӗн Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине Красноармейскинчи район пульниципе пӗрлештересшӗн. Ӗнер ку ыйтупа районта халӑха пухса калаҫнӑ. «Красноармейски районӗнчи ҫынсене медицина пулӑшӑвӗ кӳрессине лайӑхлатас тесе эпир ҫакӑн пек йышӑнатпӑр. Кунти пульницӑна сыхласа хӑварасшӑн, сиплев учрежденийӗн пухӑнса кайнӑ парӑмне татасшӑн», — ӗнентернӗ министр районтисене. Красноармейски тухтӑрӗсем Васкавлӑ пулӑшу пульницинчи хальхи вӑхӑтри технологисемпе усӑ курма пултарнине те палӑртнӑ вӑл. Ансӑр спецалистсем вара района ҫитсех ҫынсене консультаци пулӑшӑвӗ кӳрӗҫ. Фельдшерпа акушер пункчӗсем, ҫемье врачӗн офисӗсем малтанхиллех ӗҫлӗҫ. Икӗ пульницӑна пӗрлештерессине Алла Самойлова министр халӑх ырлӑхӗшӗн тӑрӑшнипе сӑлтавланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Халӑх фрончӗн эксперчӗсем Раҫҫейри васкавлӑ медпулӑшу машинисем мӗнле лару-тӑрура пулнине тишкернӗ. Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, 1\3 пайӗ наци стандарчӗпе килӗшсе тӑмасть. Наци стандартӗнче конструкци, машинӑсене медицина хатӗр-хӗтӗрӗпе тивӗҫтерес требованисене палӑртнӑ. Чӑваш Енре ку енӗпе васкавлӑ медпулӑшусен 15 проценчӗ килӗшсе тӑмасть. Ҫакӑ савӑнтарать: кӑҫал пирӗн республикӑна вӗр ҫӗнӗ 13 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Тепӗр улттӑшӗ ҫулталӑк вӗҫлениччен килмелле. «03» автопарка тӗпрен ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫурринче ҫӗнетесшӗн. Ку енӗпе чи япӑх лару-тӑру — Чукотка автономи округӗнче. Унта машинӑсен 80 проценчӗ стандартпа килӗшсе тӑмасть. Раҫҫейри 26 регионта ҫеҫ васкавлӑ медпулӑшу автопаркӗ ГОСТпа 100 проценчӗпех килӗшсе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Вячеслав Рафинов депутат юнпа пулӑшнӑ Чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ачасен экс-хӳтӗлевҫи, унччен тата маларах Шупашкар районти пульницӑн экс-тӗп тухтӑрӗ сайра тӗл пулакан ушкӑнри юн кирлӗ ҫынна пулӑшма килӗшнӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗнче социаллӑ политика, наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ырӑ кӑмӑлӗ пирки парламентӑн сайтӗнче хыпарланӑ. Вячеслав Рафинов — нумай ҫул тухтӑрта ӗҫленӗ ҫын. Специальноҫпа вӑл — анестизиолог. Депутат пулӑшнӑ ҫын Шупашкар хула администрацийӗнче МИХсемпе тата ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхне Александр Жукова юн кирлине маларах тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗччӗ. Хӗрӗх урлӑ тӳре-шарана пӗрремӗш ушкӑнри ҫуклӑ резуслӑ юн кирлӗ, ырӑ кӑмӑллисене пулӑшма ыйтатпӑр тесе ҫырнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шорккари кинеми-мучисем Шупашкар районӗнчи Шорккари ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем утса сывлӑха ҫирӗплетесшӗн. Скадинави утти текен меслетпе вӗсем паян пурте пӗрле пулса уҫӑлма тухнӑ. Икӗ алла пӗрер туя тытни организмри мӗнпур мышцине ӗҫлеттерет тенӗрен мучи-кинемисем хулӑ касса тунӑ патаксем ҫине таянса асфальт ҫулпа утса ҫаврӑннӑ. «Утса ҫӳресен чӗре те лайӑхрах ӗҫлет, юн та лайӑхрах чупать, апат та лайӑхрах анать», — теҫҫӗ Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн Шорккари уйрӑмӗнче канлӗх тупнӑ ватӑсем. Уҫа сывлӑша кинеми-мучисене ваттисен ҫурчӗн ӗҫченӗсем эрнере 3—4 хутчен илсе тухаҫҫӗ. Пӗччен ларса юласран урапапа ҫӳрекен сусӑр та ыттисемпе пӗрле уҫӑлма хаваспах тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти 43-мӗш шкулти наркӑмӑшланнӑ ачасене тухтӑрсем пулӑшаҫҫӗ. Хӑсӑк килнипе, температура хӑпарса кайнипе, хырӑм ыратнипе ӗнер шкулти медицина пӳлӗмне сакӑр ача пынӑ. Тухтӑр тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсене сипленме киле янӑ. Юпа уйӑхӗн 25-мӗш—26-мӗш каҫхине Хулари ача-пӑчан иккӗмӗш пульницине маларах асӑннӑ шкулта вӗренекен икӗ ачана вырттарнӑ. Ӗнер кӑнтӑрла тата тепӗр ачана унти тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тарӑх, тухтӑрсем тата Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ ачасем чирленӗ тӗслӗхсене тӗрӗслеҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнине эпир ӗнер ҫырнӑччӗ. Маларах Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчинче те шӑпӑрлансем наркӑмӑшланнӑччӗ. Ку факта унта пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шкулта та наркӑмӑшланаҫҫӗ Шупашкарти 43-мӗш шкулта харӑсах темиҫе ача наркӑмӑшланнӑ. — Ҫиччӗмӗш тата пӗрремӗш классенче вӗренекенсенчен паян чылайӑшӗ шкула килмен. Пӗтӗмпе 50-а яхӑн ача. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем шкулти столовӑйра апатланнӑ хыҫҫӑн аптӑраса ӳкнӗ, — пӗлтернӗ «PRO Город» портала ача амӑшӗсенчен пӗри. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче шкулти пӑтӑрмаха эпидемиологсем, ачасен сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗсленине пӗлтернӗ. Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ те ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача пахчинче шӑпӑрлансем наркӑмӑшланни, учреждение юсамашкӑн хупни, ача пахчинче 140 шӑпӑрлан пулни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тухтӑрсенчен ун чух 58 ачапа 27 ҫын пулӑшу ыйтнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗ Инсультпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун шутланать. 2006 ҫулта календаре кӗртнӗ ҫав кун республикӑри пульницӑсенче профилактика кунӗсем иртмелле. Васкавлӑ пулӑшу пульницинче 8 сехетрен 12-ччен «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. 41-04-17 номерпе шӑнкӑравласа вӑл е ку ыйтӑва уҫӑмлатма май килӗ. Унпа паян шӑнкӑравлама пулать. Юпан 29-мӗшӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртмелле. Ҫынсене унти тухтӑрсем йышӑнӗҫ. Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинчи Сывлӑх центрӗнче юпан 27, 28, 29-мӗшӗсенче чире палӑртма скрининг-диагностика ирттереҫҫӗ. Унта кирек кама та йышӑнасса шантараҫҫӗ. Юпан 28-мӗшӗнче тухтӑрсем МТВ-центра ҫитсе 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен скрининг-диагностика тата грипран вакцинаци ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |