Культура
![]() Александр Химушин паллӑ этнофотограф ЮНЕСКОн штаб-хваттерӗнчи курава хатӗрленет. «The World in Faces» куравра 170 ӗҫпе паллашма май килӗ. Унта тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем ҫынсемпе паллаштарӗҫ. Таймырпа Ҫӗнӗ Гвинейӑри Папуаран тытӑнса Етӗрне районӗнчи Орапакасси таранах. Кӑшӑлвируса пула ҫул ҫӳреме май килмен вӑхӑтра этнофотографа тусӗсем Чӑваш Ене чӗнсе илнӗ. Шупашкарта вӑл Наци музейӗнче тата Кӗмӗл управҫӑра пулса курнӑ. Унтан «Мир в лицах» (чӑв. Тӗнче сӑнӗсем) фотопроект сӑнарӗсене шырама районсем тӑрӑх тухса кайнӑ. «Кунта питӗ лайӑх ҫынсем. Ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Эпир ялта тата Сӑр юханшывӗн хӗрринче пулса куртӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ Александр Химушин. Парижра Юлия Еремкина чӑваш фольклор управҫине мӑнукӗпе Настя Морозовӑпа тата Дарина Богоявленскаяна кӑтартӗҫ. Даринӑна «Ясна»этнокомплексра ӳкерсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Тӑван Атӑл» литературӑпа ӳнер журналӗнче Василий Кервен поэтпа, прозаикпа, критикпа, куҫаруҫӑпа, журналистпа Владислав Николаев хатӗрленӗ интервью пичетленнӗ. Материал умсӑмахӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Василий Кервен чунне «рифма, ритм мӗнне пӗлмесӗр ҫыркаланӑ сӑвӑ пеккисем» ыраттараҫҫӗ, унта палӑртнӑ тӑрӑх, «тӗрӗссипе, питӗ асапланать вӑл унашкал «пултарулӑх» тӗслӗхӗсене курсан». Хальхи чӑваш поэзийӗ пирки сӑмах хускатсан: «Юлашки вӑхӑтра Чӑваш кӗнеке издательствинче сӑвӑ кӗнекисем ытлах тухсах каймаҫҫӗ. Авторӗсем хӑйсем тӳлесе кӑларнисенчен вара чылайӑшӗ пысӑк шайрах мар. 2017-2020 ҫулсенче «Тӑван Атӑл» журналта хальхи поэзи курӑнсах каймарӗ: поэмисем пачах поэма марччӗ, сӑвӑсем вырӑнне чылай чухне айванла такмаксем, юрӑ сӑмахӗсем тухатчӗҫ. Пирӗн юрӑ сӑмахӗсем мӗн шайрине чылайӑшӗ чухлать-тӗр. Петӗр Хусанкая хӑй вӑхӑтӗнчех вӗсем тарӑхтарнӑ. Ахальтен мар ҫакӑн пек кулӑш анлӑ сарӑлнӑччӗ: — Ӑҫта васкатӑн каплах? — тесе ыйтать тет пӗр сӑвӑҫран тепри. — Сӑвӑсене журнала йышӑнмарӗҫ, композиторсене кайса парасшӑн-ха, — хуравлать тет лешӗ», — тенӗ, сӑмахран, интервьюра Василий Кервен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӗмпӗрте чӑваш Акатуйӗ иртӗ. Ҫак эрнере ку ыйтӑва республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫипе Олег Мустаевпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ. Министра Олег Николаевич наци уявне епле хатӗрленни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Чӑваш Ен Чӗмпӗрти Акатуя чи лайӑх пултарулӑх ушкӑнӗсене ӑсатӗ», — шантарнӑ республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш хастарне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Порохом пропахнувшие строки» (чӑв. Тарпа пиҫӗхнӗ йӗркесем) кӗнеке куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫыравҫӑсен ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ. Кашни ҫыравҫӑн хӑйӗн кун-ҫулӗ. Кӗске те пархатарлӑ. 1905 ҫулта ҫуралнӑ Марк Аттай (Терентьев) 1942 ҫулта леш тӗнчене ӑсаннӑ. Унӑн хайлавӗсем 1924 ҫулта пичетленме пуҫланӑ. Унӑн «Хӗрлӗ сӑнӑ» пуххинче — сатира тата юмор. Сержант званине тивӗҫнӗскер фронтра пуҫ хунӑ. Иван Викторов (1901-1944) партизан отрячӗсенчен пӗрин разведчикӗ пулнӑ. Ҫар ӗҫне пурнӑҫланӑ чух фашистсен тыткӑнне лекнӗ, ӑна Минск облаҫӗнчи Борисов хулинчи концлагере ӑсатнӑ. 1944 ҫулхи кӗркунне нушалантарса вӗлернӗ. Иван Викторов — чылай публикаци авторӗ, унӑн кӗнекисем: «Ялти кӗвӗсем», «Ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫакансем», сӑввисемпе калавӗсем «Чӑвашӑн илемлӗ литератури» тата ытти кӑларӑма кӗнӗ. Куравпа вулавӑшӑн Электрон вулав залӗнче, 212-мӗш пӳлӗмре, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тутарстанри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче чӑваш спектакльне кӑтартӗҫ. Хусана К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» спектакльпе тухса кайӗ. Ӑна Александр Пӑртта драматург пьеси тӑрӑх лартнӑ. Чӑваш спектакльне Хусанта кӑтартма пулӑшассишӗн асӑннӑ тӑрӑхри чӑваш хастарӗ Константин Малышев тӑрӑшать. Спектакле синхронлӑ мелпе вырӑслана куҫарӗҫ. Апла пулсан ӑна чӑвашсем ҫеҫ мар мар, ытти халӑх ҫыннисем те пырса курайӗҫ. Спектакль ыран, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 19.00 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнӑ. Вӑл — «Чӑваш халӑх тумӗ : этнографи словарӗ» ятлӑ. Ҫав кӑларӑм авторӗ — Наталия Захарова-Кульева. Кӗнеке чӑваш халӑх тумӗпе, эрешӗсемпе, урана тӑхӑнмаллипе тата ытти ҫавӑн пек пуянлӑхпа паллаштаракан материалтан тӑрать. Пуян эткерлӗхе пухса хатӗрлессишӗн автор 15 ҫул тӑрӑшнӑ. Кӑларӑма Чӑваш кӗнеке издательствинче 2017 ҫултах кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекен умсӑмахӗнче чӑваш тумӗн терминӗсене тӗпченипе паллаштарнӑ. Словарь тытӑмӗ тематикине кура 10 пайран тӑрать. Терминсене алфавит йӗркипе вырнаҫтарса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче VI Иванов вулавӗсем иртнӗ. Конференцие Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗн, Чӑваш Ен Наци музейӗн, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем, ҫавӑн пекех аслӑ шкулсемпе ятарлӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен преподавателӗсем тата студенчӗсем пуҫтарӑннӑ. Иванов вулавӗсене хутшӑннисем тӗрлӗ темӑпа тухса калаҫнӑ: вӗсем чӑваш ҫыравҫисемпе поэчӗсен пултарулӑхпе паллаштарнинчен тытӑнса К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейне уҫни таранах каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Красноярск крайӗнчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен пухӑвӗ иртнӗ. Чӑвашсен наципе культура автономийӗн канашӗн ларӑвӗн кун йӗркинче тӗп вырӑнта 3 ыйту пулнӑ. Сӑмахран, чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева халалланӑ Чӑваш чӗлхи кунӗсене пӗтӗмлетнӗ, Красноярск тӑрӑхӗнче Акатуй ирттересси пирки калаҫнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри хастар йӑхташӑмӑрсем Красноярскра иртекен «Тӗнче варринче» ведомствӑсем хушшинчи проекта хутшӑнас кӑмӑлли пирки те сӑмах хускатнӑ. Вырӑнти чӑвашсен «Дубравушка», «Подснежник» ансамблӗсем чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсене (Курагино, Мана, Новосёлово) концертпа ҫӳреме палӑртаҫҫӗ. Раҫҫей халӑх художникне Владимир Мешков чӑваша та Красноярск тӑрӑхӗнче асра тытаҫҫӗ. Ҫавна май ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ, чӑваш художникӗн ӳкерчӗкӗсен куравӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ене турист пуйӑсӗпе килме пуҫлӗҫ. Пирӗн республика «Яркие выходные в Приволжье» (чӑв. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи канмалли хитре кунсем) проекта лекнӗ. Канмалли кун турӗсем йӗркеленӗ май «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн региона та пуйӑссем ҫӳретме тытӑнӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ҫула тухнӑ хӑнасем — туристсем — республикӑн наци сӑн-сӑпачӗпе ҫывӑхрах паллашма, кунти паллӑ вырӑнсене курса ҫӳреме, чӑвашсемпе курса калаҫма пултарӗҫ. Тӗрлӗ наци ҫыннисен пирӗн халӑхӑмӑрӑн апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланма, чӑвашсен пуян культурипе ҫывӑхланма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫул уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти музыка училищинче Питӗрти тӗлӗнтермӗш музыкҫӑсемпе: Павел тата Мария Степановсемпе – тӗлпулу иртӗ. Павел – аранжировщик, Питӗрти Параппанҫӑсен парачӗн инструкторӗ, 2018 ҫулта Раҫҫейӗн Рекордсен кӗнекине, 2019 ҫулта тӗнчери Гиннесс кӗнекине кӗнӗ, преподаватель, Раҫҫейри тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен жюри пайташӗ, Раҫҫейри тата Европӑри «Rudimental start by Pavel Stepanov» тытӑм авторӗ, рудименталлӑ «Sky Rhythm» параппан ушкӑнӗн йӗркелӳҫи тата ертӳҫи, ҫапса каламалли музыка инструменчӗсем валли ҫырнӑ пьесӑсемпе кӗнекесен авторӗ. Мария – пӗчӗк параппан валли ҫырнӑ кӗнекесен авторӗ, Мравинский ячӗллӗ музыка шкулӗн ҫапса каламалли инструментсен класӗн преподавателӗ, Питӗрти «ФОРМУЛА РИТМА» параппанҫӑсен ушкӑнӗн йӗркелӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |