Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем

Паян каҫхине Шупашкарта ресторан ҫуннӑ. Ку ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче Максим Горький проспектӗнче вырнаҫнӑ «Культура ҫурчӗ» ресторанра пулнӑ.

Тӗрӗсрех каласан, ресторанӑн тӑрри ҫуннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, апатлану заведенийӗн кладовкинче пушар тухнӑ. Юрать-ха, шар курнӑ ҫынсем ҫук. Ҫав вӑхӑтра ресторана килнӗ ҫынсене урама илсе тухнӑ.

Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ресторан тӑрринче ҫулӑм «чӗлхисем» кураннӑ. Пушара хӑвӑртах сӳнтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Ӗнер каҫхине 22 сехетре Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи пӗр хваттер ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте алхаснӑ.

Пушар тухсан ҫав ҫуртра пурӑнакан ҫынсене урама кӑларнӑ. Хваттер хуҫи, 20 ҫулти хӗр, шар курнӑ. Ӑна урама илсе тухас тесе чӳрече патне пусма лартнӑ. Анчах вӑл кирлӗ пулман, хӗре алӑкранах йӑтса тухма май килнӗ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хваттер хуҫи тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68766
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи лавккасенчен пӗринчен кофе тата вӑлча вӑрланӑ. Кукӑр алӑллине палӑртма видеокамера ӳкерсе илни пулӑшнӑ.

Паллӑ мар ҫын 14 банка вӑлча тата икӗ банка кофе йӑтса тухса кайнӑ. Вӑрӑ ӗҫӗпе вӑл раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗпе 13-мӗшӗсенче аппаланнӑ. Пурӗ 10 пин тенкӗ ытлалӑх ҫаратнӑ вӑл.

Лавккари пурлӑха куҫ хывни — унччен те судпа айӑпланнӑ 30 ҫулти этем. Арҫынна тепӗр лавккара тавар вӑрлама хӑтланнӑ чуннех тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ытти ҫӗрте те ҫавӑн пек пуҫтахланманнине тӗрӗслеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Яндекс.Новости сӑнӳкерчӗкӗ
Яндекс.Новости сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене хӑйӗн банкри счечӗ ҫинчи пур пек укҫине ҫеҫ мар, кредит учрежденийӗнчен кивҫен илсе те куҫарса панӑ.

Хӗрарӑм патне малтан банкӑн хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текен этем шӑнкӑравланӑ. Вӑл банкри счетсем тата вкладсем ҫинчен такамсем укҫа вӑрласшӑн тесе ӗнентернӗ, мӗнпур счет тата вклад, миҫе тенкӗ тенкӗ пуррине пӗлтерме ыйтнӑ. Кайран хӗрарӑм патне ШӖМ офицерӗ тесе темле арҫын шӑнкӑравланӑ. Хӗрарӑма вӑл 350 пин тенкӗ кредит илме сӗннӗ. Ку вӑл ултавҫӑсене палӑртма кирлӗ-мӗн. Арҫын хушнипе хӗрарӑм ҫав укҫана тата хӑйӗн счечӗ ҫинчи 170 пин тенке «хӑрушсӑр» счет ҫине куҫарнӑ.

Ултавҫӑсем кунпах лӑпланман. Счет ҫинче пур тепӗр 140 пине те куҫарттарнӑ, банкран 360 пин тенкӗ кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ.

Сӗмсӗрскерсем хӗрарӑм валли такси чӗнсе панӑ. Машинӑн хӗрарӑма банка илсе каймалла, унта укҫа илсе куҫармалла пулнӑ. 75 пин тенке куҫарса ӗлкӗрнӗ-ха, анчах таксист хушша-хуппа кӗнӗ.

Хӗрарӑм пӗтӗмпе 734 пин те 500 тенкӗсӗр юлнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта хваттер ҫуннӑ. Унта ҫутӑ та, газ та пулман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара сӳнтерсен 54 ҫулти хваттер хуҫине тата унпа пӗрле пурӑннӑ 55-ри хӗрарӑма тупнӑ.

Пушар паян ҫӗрле пулнӑ. Строительсен урамӗнчи 30-мӗш ҫуртри виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Ҫулӑм шалтине йӑлтах тӗп тунӑ. Подъездри 23 ҫынна урама кӑларнӑ. Ҫуннӑ хваттерте икӗ ҫын виллине тупнӑ.

Ҫакӑ паллӑ: хваттерте ҫутӑ тата газ пулман, вӗсене пӗлтӗр татнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Йӗрке хуралҫисем BI.ZONE эксперчӗсем пулӑшнипе банкри счетсенчен 20 миллион ытла тенкӗ вӑрланӑ хакерсен ушкӑнне тытса чарма пултарнӑ. Вӑрӑсем пилӗк ҫул хушши ӗҫленӗ, вӑрланӑ укҫа-тенке хӑйсен кӗсьине криптоукҫана куҫарса чикнӗ.

Хакерсем укҫана вӑрлама FakeToken сиенлӗ программӑпа усӑ курнӑ, вӑл Android системи ҫинче никӗсленекен кӗсье телефонӗсене вырнаҫса СМС-пӗлтерӳсене вулама май панӑ.

Ҫак ӗҫпе аппаланнисене тытса чарнӑ. Вӑрӑ-хурах ушкӑнӗн ертӳҫине хупса хунӑ, ытти ҫынсене килтен тухма юраманни пирки алӑ пустарнӑ. ШӖМ представителӗ пӗлтернӗ тӑрӑх преступниксем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ. Хӑйсен ӗҫне хакерсем 2015 ҫулта пуҫланӑ. Юлашки пилӗк уйӑх хушшинче кӑна вӗсем пилӗк пинтен кая мар телефона ҫӗмӗрсе кӗнӗ, 2500 банк карттинчи укҫа патне ҫул уҫма пултарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 19 сехет те 30 минутра Улатӑрти Гоголь урамӗнчи 117-мӗш ҫуртра виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарлать.

Ҫулӑм пӗр пӳлӗме тӗп тунӑ. Шел те, пушар инкекпе вӗҫленнӗ. Пушар тухнӑ самантра килте 58 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ, унӑн 32-ри ывӑлӗ, вӗсен 30-ти пӗлӗшӗ пулнӑ. 30 ҫулти арҫынна хулари пульницӑна илсе кайнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗн 38 ҫулти хӗрне ҫӑлма май килмен.

Пушара сӳнтернӗ вӑхӑтра 10 ҫынна подъездран кӑларнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар районӗнче каллех авари пулнӑ. Аса илтерер: ӗнер Чантӑр ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире 6-ри хӗрача тата 67-ри арҫын вилнӗ.

Паян 10 сехет те 32 минутра М-7 ҫулӑн 629-мӗш ҫухрӑмӗнче виҫӗ машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фольксваген» дистанцие пӑхӑнман, малта пыракан «Киа» ҫине тӑрӑннӑ. Унтан вӗсем ҫине «Лада Приора» пырса кӗнӗ.

«Киа» салонӗнче Пушкӑртстанри 38 ҫулти водитель, унӑн 2-ри, 4-ри тата 6 ҫулти хӗрӗсем пулнӑ. Вӗсем пурте ятарлӑ креслӑра ларнӑ. Ачасене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем вӑйлах суранланман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/68609
 

Пӑтӑрмахсем

Паян 11 сехетре Шупашкар тата Хыркасси хушшинчи, Чантӑр ҫывӑхӗнче, ҫул ҫинче хӑрушӑ авари пулнӑ. Шел те, ҫухату та пысӑк. Аварире ача тата аслӑ ӳсӗмри пӗр ҫын вилнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес» водителӗ, 67-ри арҫын, Шупашкар еннелле кайнӑ чухне ҫул пӑрӑнӑшӗнче руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса «Мицубисипе» ҫапӑннӑ. «Мерседес» водителӗ аварире чӗрӗ юлайман. «Мицубисире» пулнӑ 6 ҫулти хӗрача та, шел те, вилнӗ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ, «бустер» ҫинче ларнӑ.

«Мерседес» водителӗн 63-ри арӑмӗ, «Мицубисири» арӑмӗпе упӑшки /хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ/ тата вӗсен 4-ри ывӑлӗ чӗрӗ юлнӑ, анчах аманнӑ. Пӗчӗк арҫын ача ятарлӑ креслӑра ларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Pro-город» архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
«Pro-город» архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта «Магистраль» строительство организацийӗн ертӳҫи суя хутсем хатӗрленӗ тата улталанӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе Шупашкарти Ленин район сучӗ пӑхса тухӗ.

2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче стройорганизаци «Чувашупрдор» учрежденийӗпе контракт тунӑ. Унӑн Вӑрмар тата Шупашкар районӗсенчи ҫулсене юсамалла пулнӑ. Суя документсене хатӗрлесе вӑл ӗҫе вӗҫленӗ пек туса кӑтартнӑ. «Чувашупрдор» предприятире тӗрӗслемесӗрех алӑ пусса панӑ, «Магистраль» стройорганизаци 8 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68582
 

Страницӑсем: 1 ... 184, 185, 186, 187, 188, 189, 190, 191, 192, 193, [194], 195, 196, 197, 198, 199, 200, 201, 202, 203, 204, ...405
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 07

1980
45
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ.
1980
45
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй