Политика
![]() "Контактри" сӑн Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов паян ӗҫрен кайнӑ. Кун пирки вӑл "Контактра" халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ. Александр Осипов ку должноҫре 2017 ҫултанпа ӗҫленӗ. Унччен вӑл "Сӗнтӗр" ЯХПКра тӗрлӗ должноҫре, общество тата коммерци организацийӗсенче, Шупашкар хула администрацийӗнче тӗп специалистра, "Спартак" спорт шкулӗн директорӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() vk.com/pravdapfo сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Правительствинче юлашки кунсенче кадр улшӑнӑвӗсем ҫине-ҫинех пулса пычӗҫ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗсенчен пӗрне ӗҫрен кӑларнӑ. Кунта сӑмах Илья Ионочкин пирки пырать. Илья Олеговича ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Павел Данилов алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Республикӑн пӗрлехи заказчик служби» хысна учрежденийӗн директорне Инна Пронинӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Асӑннӑ йышӑнӑва республика ертӳҫи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ хысна учрежденийӗ Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине пӑхӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тин кӑна ЧР промышленноҫпе энергетика министрне Александр Кондратьева ЧР тава тивӗҫлӗ энернетикӗн ятне пани пирки пӗлтернӗччӗ. Министр ав хӑйӗн ирӗкӗпе отставкӑна кайма та ӗлкӗрнӗ. Александр Кондратьев утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен министр пулмӗ. Унӑн тивӗҫӗсене хальлӗхе пӗрремӗш ҫумӗ Борис Марковцев пурнӑҫлӗ. Аса илтерер: Александр Кондратьев 37 ҫулта, вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ. 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе прмышленноҫпе энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе вӑл министр пуканне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Депутатсене курас тесен... вулавӑша каймалла. Республикӑн Культура министерстви депутатсемпе тӗл пулмашкӑн ятарлӑ пӳлӗм уйӑрса парасси пирки йышӑну проектне хатӗрленӗ, ӑна республика Правительстви ырланӑ. Раҫҫей Патшалӑх Думин, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене суйлавҫӑсемпе тӗл пулма унччен Чӑваш Республикин киностудийӗнче вырӑн уйӑрса панӑ пулнӑ. «Чӑвашкинона» реорганизациленӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ вырӑн тупса пама тивнӗ. Ун валли Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Улатӑрта депутатсен черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Унта вӗсем хула администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйланӑ. Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче депутатсем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Трифонов ӗҫрен каяссине пӑхса тухнӑ. Халӗ ав, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ку тивӗҫе Павел Аринин йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() соцпомощник.рф сӑнӳкерчӗкӗпе усӑ курнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнче тӑрӑшнӑ Александра Бочкарёвӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Александра Сергеевна Ҫамрӑксен политикин управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ йышӑнура хӗрарӑма ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине каламан. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Ҫамрӑксен политикин управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма Иван Филиппова ҫирӗплетнӗ. Иван Михайлович унччен Элтепер пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӗҫех Чӑваш Ен делегацийӗ Турцие каймалла. Кун пирки Раҫҫейри посолӗ Мехмет Самсар ТАСС агентствӑна пӗлтернӗ. Самсар Раҫҫейпе хутшӑнса ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ иккенне, кунта Чӑваш Ен ҫак ҫыхӑнӑвӑн пӗр компоненчӗ пулнине палӑртнӑ. Хальлӗхе делегаци хӑҫан каясси паллӑ мар. Ку, посол каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енрен, вӑл хӑҫан кайма пултарассинчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() tver24.com сӑнӳкерчӗкӗ Федераци Канашӗнче Чӑваш Республикин кунӗсем иреҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Леонид Черкесов хыпарланӑ тӑрӑх, сенаторсем Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ районӗсенчи тата Комсомольски районӗнчи кӑнтӑр пайӗнчи 90 ялта шывпа тивӗҫтерекен сете тӑвассине ырланӑ. Унсӑр пуҫне Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре канализаци коллекторӗ тӑвассипе ҫыхӑннӑ адреслӑ инвестици программине ырланӑ. 2024-2026 ҫулсенче лифтсене юсаса ҫӗнетессипе, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче машинӑсемпе блок пӳлӗмӗсене юсассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енӗн Правительствин кирлӗ документсене хатӗрлесе Мускава ҫитермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Елена Ермолаева. galatr.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Улатӑр хула администрацийӗнче пӗр уйӑха яхӑн ӗнтӗ пуҫлӑх ҫук. Ертӳҫӗ тилхепине хальхи вӑхӑтра Елена Ермолаева вӑхӑтлӑха пурнӑҫласа пырать. Унчченхи пуҫлӑх Д.В. Трифонов ҫемҫе пукана ирнӗ уйӑхӑн 29-мӗшӗнче пушатнӑ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хула администрацийӗ валли пуҫлӑха суйламалли конкурс комиссине республика шайӗнче ҫирӗплетнӗ. Республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |