Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ пулма Дмитрий Бельцова ҫирӗплетнӗ. Уҫӑ ҫӑлкуҫсене тишкерсен, ҫавӑн пек ятлӑ ҫын юридици наукисен кандидачӗ пулни палӑрать. Вӑл 1979 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин Юридици институчӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗреннӗ. 1996 ҫултанпа шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫлет. Кунсӑр пуҫне вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра юридици факультетӗнче преподаватель пулса тӑрӑшни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паянтан Вӑрмар районӗн администрацине Василий Шигильдеев ертсе пырӗ. Унччен ку должноҫре Дмитрий Иванов ӗҫленӗ. Василий Викторович 1966 ҫулта ҫуралнӑ, Мускавра ФСБ Академине пӗтернӗ. Хальхи вӑхӑтра «НПП «Каскад-ГРУП» тӗп директорӗнче вӑй хурать. Хӑй Чупай ялӗнче пурӑнать. Унччен ҫак ял тӑрӑхӗн депутачӗ пулнӑ. Аса илтерер: Дмитрий Иванов администрацие 2020 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнченпе ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Республикӑн онкодиспансерӗнче тӗп тухтӑрта икӗ уйӑх ӗҫленӗ хыҫҫӑн Светлана Баландина ку должноҫре тек тар тӑкмӗ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чулхула хӗрарӑмӗ ӗҫрен эрнекун пӑрахнӑ. 2018 ҫултанпа асӑннӑ пульницӑра тӗп врач пиллӗкмӗш хутчен ылмашнӑ. Анчах Светлана Баландинӑна ҫитекен пулман – вӑл икӗ уйӑхранах тӗп врач пуканне пушатнӑ. Хӗрарӑма ку тилхепене юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тыттарнӑ, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑл ӗҫрен кайнӑ. Онкодиспансерӑн тӗп врачӗнче унччен ӗҫленӗ Сергей Карамаликов тӗлӗшпе ҫулла пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енри пӗтӗм район муниципалитет округӗ пулӗ. Ҫапла йышӑннӑ ЧР Министрсен Кабинечӗн кӑҫалхи юлашки ларӑвӗнче. Хальччен республикӑра 5 хула округӗ тата 21 муниципалитет районӗ пулнӑ. Ҫак статуса чи малтан йышӑннисем – Красноармейски тата Ҫӗмӗрле районӗсем. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен ытти 19 район муниципалитет округӗ пулӗ. Мӗн улшӑнӗ? Ял тӑрӑхӗсенче депутат корпусӗ пулмасть, муниципалитет округӗн шайӗнчисем кӑна юлаҫҫӗ. Тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кун пек улшӑнӑвӑн лайӑх енӗ кӑна: укҫа-тенкӗ пӗр алӑра пулӗ, ыйтусем хӑвӑртрах татӑлӗҫ. Ҫапла майпа халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхӗ те лайӑхланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама 21 ҫулти Мария Ивановӑна шаннӑ. Мария 2020 ҫулта Шупашкарти электромеханика колледжӗнчен "ЧПУ станокӗсен операторӗ" специальноҫпе вӗренсе тухнӑ. Вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче "Физика вӗрентӗвӗн методики" специальноҫпе хатӗрленнӗ. Халӗ Мускав политехника университечӗн Шупашкарти филиалӗнче "Техника системинчи управлени" специальноҫпе 3-мӗш курсра вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкра хула администрацийӗ сӑнӳкерчӗкӗ Паян, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн заместителӗ пулма Алёна Александринӑна ҫирӗплетнӗ. Алёна Васильевна унччен Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче финанспа экономика пайне ертсе пынӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнче ҫав хӗрарӑм 20 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР цифра министрӗ Кристина Майнина ӗҫрен кайни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Олег Николаев Элтепер ун вырӑнне хальлӗхе урӑх ҫынна палӑртнӑ. Министр тивӗҫӗсене Екатерина Грабко пурнӑҫлӗ. Вӑл 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе министр ҫумӗ пулнӑ. Унччен И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ. Аса илтерер: Кристина Майнина министрта 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Кӑҫал чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Екатерина Кузьмина. minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак эрнере республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Екатерина Кузьминана ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. «Чувашинформ.рф» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, Екатерина Кузьмина министр заместителӗ пулса 3 ҫул ытларах ӗҫленӗ – ку должноҫре вӑл 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе тӑрӑшнӑ. Вӑл малашне те министерствӑрах ӗҫлӗ, анчах приватизаци пайӗн пуҫлӑхӗн пуканне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Политика
Октябрӗн 30-мӗшӗ — политика репрессийӗсенче асап тӳснисене асӑнмалли кун ҪАПЛА каласа, куҫҫуль юхтарса йӗнӗ Дарья Трофимова хӑйне тытса кайма килнӗ милиционерсем умӗнче. Анчах йӗни те, тархаслани те пулӑшайман: ҫуркуннехи ҫав каҫ Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗнчи 5 ҫынна конвойпа Улатӑр тӗрмине илсе кайнӑ. Дарья Трофимова та — 27-ри тӗттӗм чӑваш хӗрарӑмӗ — икӗ ҫулти тата ултӑ уйӑхри ачисене куҫҫульпе йӗпетсе инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ.
|
Политика
![]() digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Кристина Майнинана ӗҫрен кӑларнӑ. Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, министра РФ Ӗҫ кодексӗн 77-мӗш статйин 3-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫрен хӑтарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫын хӑй ӗҫрен каяс шухӑш тытнӑ. Коми Республикинчен Чӑваш Ене куҫса килнӗ Кристина Майнинана министр тивӗҫне пурнӑҫлама пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |