Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрлере пурӑнакан, унти культурӑпа кану центрӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен хӗрарӑм Пӗрремӗш каналпа эрнекунсерен кӑтартакан «Полес чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑма хутшӑннӑ. Наталья Годовикова кӑларӑма парнепе кайнӑ. Ӑна, сӑмах май, хӑйне те парне секторӗ лекнӗ, анчах вӑл ӑна суйламан, малалла выляс тенӗ. Ентешӗмӗр, шел те, хӑйӗн ушкӑнӗнче ҫӗнтереймен. «Эсир кунта килессине пӗтӗм Ҫӗмӗрле пӗлнӗ-и?» — сӑмахланнӑ телекӑларӑм ертӳҫи Леонид Якубович. «Ҫапла... чылайӑшӗ», — хуравланӑ хӗрарӑм. «Ӑсатрӗҫ-и?» – калаҫтарнӑ кӑларӑм хӑнине Якубович. «Ҫапла, хаваслӑн ӑсатрӗҫ. Виҫӗ баян каласа», – ҫӗтсе кайман хӗрарӑм. Наталья Годовикова хӑйӗн ҫемйи ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Унӑн хӗрӗ, мӑшӑрӗ, упӑшкин амӑшӗ ҫуралнӑ кунӗсене пӗр кунта уявлаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ачисемпе пӗрле Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫыӑхне ҫырла татма кайнӑ. Кӗҫех шӑпӑрлансем ывӑнса ҫитнӗ, ҫемье киле кайнӑ. Киле ҫитсен хӗрарӑм калаҫман ывӑлӗ ҫуккине асӑрханӑ. Хӗрарӑм тӑванӗсемпе пӗрле ӑна шырама кайнӑ. Каҫ пулнӑ – ача тупӑнман. Вара вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Полицейскисемпе пӗрле вырӑнти ҫынсем те ачана шыранӑ. Полицин аслӑ лейтенанчӗ Владимир Андреев, Дмитрий Фелин лейтенант, полици капитанӗ Дмитрий Павлов хӑраса кайнӑ ачана тупнӑ. 8 ҫулти арҫын уй тӑрӑх вӑрӑм курӑк хушшипе утнӑ. Ачана киле илсе ҫитернӗ, вӑл хӑйне чиперех туять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ptoday.ru сайтри сӑн Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫсӗр тесе пособи илсе пурӑннӑ. Унӑн кӗсйине пӗтӗмпе 83 пин тенкӗ кӗнӗ. Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа ҫак 55 ҫулти хӗрарӑм ӗҫсӗррисен йышне тӑнӑ. Паллах, куншӑн ӑна уйӑхсерен пособи панӑ. Янтӑ укҫа унӑн енчӗкне кӗнӗ. Анчах ҫак хӗрарӑм пӗлтӗр ҫурла-чӳк уйӑхӗсенче Улатӑрти пӗр коммерци организацийӗнче килӗшӳпе ӗҫленӗ. Организацире вӑл шалу илсе тӑнӑ. Анчах кун пирки ӗҫпе тивӗҫтерекен центра пӗлтермен. Ҫапла майпа вӑл пособие саккуна пӑсса илсе тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫулталӑкра пӗрре лекекен кану вӑхӑтне пирӗнтен кашниех тивӗҫлипе ирттерме ӗмӗтленет. Ют ҫӗре кайса ҫӳреме юратакансем вӑл вӑхӑтра аякри ҫула васкаҫҫӗ. Чикӗ леш енне кӑмӑллакансенчен хӑшӗсем Турцие кӑмӑллаҫҫӗ. Турпакетри «all-inclusive» текен пулӑшушӑн ҫеҫ мар, Шупашкартан чартер самолетсем хутланипе те илӗртет ҫав ҫӗршыв Чӑваш Ен ҫыннисене. Шупашкарти аэропортра паян пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкартан Антали хулине «Nordwindairlines» авиакомпани эрнере пӗр рейс йӗркелеме палӑртнӑ. Авиакомпанире рейссем утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пулмассине хыпарланӑ. Анчах, шел те, Росиавиаци чикӗ леш енне каймалли рейссене ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗсӗр те уҫассине шантармасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() amp.politeka.net сайтри сӑн Комсомольски районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ подрядсене хӑйӗн ывӑлне панӑ. Ҫакна тӗрӗслев палӑртнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2018 ҫулта пилӗк килӗшӳ тунӑ: ҫӳп-ҫап пуҫтарса илсе тухма, юр хырма, вырӑнти ҫулсене пӑхса тӑма. Ку тӗллевпе хыснаран 30 пин тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ку подряда тата укҫана пуслӑхӑн ывӑлӗ илнӗ. Ҫапла майпа ертӳҫӗ коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ. Прокуратура ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елена Бараева архивӗнчи сӑн Ҫӗмӗрлере 15 ҫулти хӗрача ҫухални пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ӑна халӗ те тупайман. Аса илтерер: Софья Дмитриевна Бараева ҫӗртме уйӑхӗн варринче ҫухалнӑ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулинче, килӗнчен, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехет хыҫҫӑн тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулни халӗ те паллӑ мар. Хӗрачана полицейскисем шыраҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Амӑшӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Софья Шупашкарта пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ачасем ҫуллахи канӑва уйлӑхсенче ирттереймӗҫ. Каярах, тен, уҫӗҫ-и те, анчах хальлӗхе вӗсен апла май ҫук. Республикӑн премьер-министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Йӑлӑмри икӗ уйлӑха: «Росинкӑна» тата «Волна» ятлисене —тӗрӗсленӗ. Йышра Роспотребнадзор, прокуратура, вӗренӳ тата спорт министрӗсем, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Премьер-министр Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, уйлӑхсене юсаса ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ спорт оборудованийӗ туяннӑ, вожатӑйсене пухса хатӗрленӗ. Апла пулин те оперштабӑн ҫитес ларӑвӗнче уйлӑхсене уҫма чарас ыйтӑва хускатассине пӗлтернӗ Алла Салаева. Сӑлтавӗ — кӑшӑлвирус лӑпланманни. Ку хыпара вуланисен хушшинче: «Эсир ухмаха ернӗ-им? Ялта ача-пӑча аплипе чупать», — тесе кӑмалсӑрланакан та тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри икӗ организаци валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Пӗрин валли конкурса республикӑн Финанс министерстви ирттерет, теприн валли — Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви. «Республикӑри бухгалтер учечӗн центрӗ» хысна учрежденин ертӳҫин экономика пӗлӗвӗллӗ пулмалла, финанспа бухгалтери енӗпе ӗҫлени тата ертсе пыракан должноҫсенче 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ. Конкурса хутшӑнакансен докуменчӗсене утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ҫӗрпӳри ветеринарипе санитари утилизаци завочӗн пуҫлӑхӗ пулас текенсен документсене утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пама юрать. Кандидатӑн специалитетран кая мар е магистратура шайӗллӗ пӗлӳ пулмалла, ертсе пыракан должноҫра 5 ҫултан кая мар ӗҫлени те пӗлтерӗшлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача-пӑча уйлӑхӗсенче вырӑн йышӑнмалли вӑхӑта каяраха куҫарнӑ. Унта сӑмах Канашпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Канаш районӗ пирки пырать. Ҫакӑ республика кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ пӗрремӗш тапхӑрта ҫеҫ пулнипе ҫыхӑннӑ. Халӗ пирӗн тӑрӑхра иккӗмӗш тапхӑра та куҫайман, ҫав вӑхӑтрах Роспотребнадзор уйлӑхсене виҫҫӗмӗш тапхӑрсӑр та ӗҫлеттермӗ. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисемсӗр, Канаш райтнӗсемсӗр пуҫне ыттисен заявкисене ҫӗртмен 5-мӗшӗнче йышӑнма пуҫламалла. Анчах, тӳрех калар, ку вӑл – малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх. Йӑлтах кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвӗнчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти аэропорт ӗнер тепӗр ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Тӗрӗссипе, ун пирки вӑл малтанах систернӗччӗ. Анчах маларах вӑл хыпара иккӗленерех йышӑннӑччӗ. Сӑмахӑмӑр Мускава вӗҫекен самолетсен расписанийӗ улшӑнасси пирки пырать. Тӗрӗсрех каласан, каҫхи рейссем юлӗҫ-ха. Ун ҫумне кӑнтӑрлахи хутшӑннӑ. Ӗнертен, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен, «Победа» авиакомпани самолечӗсем Шупашкартан ирхи 10 сехет те 10 минутра вӗҫме тытӑннӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен ирхи рейс 8 сехет те 20 минутра пулать. Лоукостер самолетсене кашни кунах ҫӳретессине пӗлтернӗ. Ҫапла вара Шупашкартан кунне икӗ рейс пулӗ. Каҫхи самолет Мускавран 19 сехет те 50 минутра хускалӗ, кунтан вӑл 21 сехет те 45 минутра вӗҫсе кайӗ. «Победа» малтанхиллех «Внуково» аэропорта илсе ҫитерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |