Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн хула хуҫалӑхӗн управленийӗ ҫӑпкаланчӑк йытӑсене тытма хатӗрленет. Кӑҫал ку тӗллевпе 300 000 тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ. Укҫана хула тата республика хыснисенчен парӗҫ. Хальлӗхе ҫапкаланчӑк 179 чӗрчуна тытма палӑртнӑ. Подрядчик вӗсене тытать кӑна мар, вӑхӑтлӑх усрӗ те. Бригадӑсем заявка парсан вырӑна ҫитеҫҫӗ. Ҫынсене тапӑнакан, чирлӗ чӗрчунсене заявка панӑ хыҫҫӑн пӗр талӑкра тытмалла. Чӗрчунсене ачасен умӗнче тытма юрамасть. Ятарлӑ бригадӑн йытӑсене хваттере, картише кӗрсе те илсе тухмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе чӑвашла саламлани сахал тесе Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкар хула администрацине ҫыру янине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, «Ирӗклӗхе» Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ М.Л. Семёнов ҫынсен шухӑшне тӗпе хурса чӑвашла май килнӗ ытларах саламлама тӑрӑшнине пӗлтернӗччӗ. Малашне ҫак енӗпе тата та ҫине тӑрас шухӑшлине асӑннӑччӗ ҫав ҫырура хулари ҫав тӳре-шара. Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшакансем хӑйсен сӑмахне тытаҫҫӗ теме те юрать пулӗ. Иртнӗ шӑматкун Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе чӑвашла саламлакан афишӑсем тухнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен Эктор Алос-И-Фонт ҫулталӑк каялла ун пеккисем пулман тесе ӗнентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта мисс титулне кӑҫал кам ҫӗнсе илнине палӑртнӑ. Конкурс вырсарникун, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, «Химик» культура ҫуртӗнче пулнӑ. «Ҫӗнӗ Шупашкар мисӗ – 2016» ята 22 ҫулти Кристина Андреева ҫӗнсе илнӗ. Вӑлах «Грани» мисӗ» титула ҫӗнсе илнӗ. Пӗрремӗш вице-мисс ята вара 20 ҫулти Наталия Забалуева тивӗҫнӗ. Вӑл конкурсра 17 ҫултанпа хутшӑннине палӑртмалла. Кӑҫал тинех ята тивӗҫнӗ вӑл. Иккӗмӗш вице-мисс ята вара 15 ҫулти Яна Гужева илтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта паян, нарӑсӑн 29-мӗшӗнче, виҫӗ ача кун ҫути курнӑ. Ҫуралнӑ куна вӗсен тӑватӑ ҫулта пӗрре ҫеҫ уявлама пулӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти пепкелӗх центрӗнче кӑнтӑрла тӗлне виҫӗ ҫемьере ача ҫуралнӑ. Пӗрремӗш хӗрача ирхи 9 сехет те 20 минутра кун ҫути курнӑ. Вӑл 3360 грамм йывӑрӑш, 52 сантиметр ҫӳллӗш ҫуралнӑ. Паян ҫуралнӑ ачасен ҫитес ҫул ҫуралнӑ кунне нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче е пушӑн 1-мӗшӗнче паллӑ тума тивӗ. Ара, тепӗр нарӑсӑн 29-мӗшӗ тӑватӑ ҫултан ҫеҫ пулӗ-ҫке-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗлӗкрех республикӑра Тимур отрячӗсем пурччӗ. Вӗсем ватӑ, пӗччен пурӑнакан ҫынсене кил-хуҫалӑхра пулӑшатчӗҫ. Шел те, ҫулсем иртсен вӗсем ҫухалчӗҫ. Шупашкарти пӗр ача пахчинчи шӑпӑрлансем вара Тимур отрядне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура кӗнӗ. Халӗ пӗчӗкскерсем хулана хӑтлӑх кӗртессишӗн яваплӑ пулӗҫ. Ку нарӑсӑн 19-мӗшӗнче пулнӑ. 201-мӗш ача пахчинчи ҫарпа патриот мероприятийӗ иртнӗ. Ачасем патне «Синева» десантсен спорт клубӗн председателӗ Олег Ялугин хӑнана килнӗ. 40-мӗш шкулта ӑс пухакан кадетсем те ҫитнӗ. Вӗсем кӗҫӗннисене Тӑван ҫӗршыва юратмаллине, таса чунлӑ тата хӑюллӑ пулмаллине ӑнлантарнӑ. Унтан шкул ачисем пӗчӗккисене Тимур отрядне йышӑннӑ. Тимур ачисем ырӑ ӗҫ теме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ — макулатура пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн Шупашкарта чи лайӑх ашшӗне суйланӑ. Кӑҫал унта нумаййӑн хутшӑннӑ. Конкурса ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Арҫынсем сцена ҫинче 10-мӗш хут тупӑшнӑ. Унта хутшӑнмашкӑн 20 ытла заявка пулнӑ. Анчах финала 8-ӑн ҫеҫ тухнӑ. Кашни арҫыннах сцена ҫине кӑлараймӑн. Вӗсем хӑйсен ҫемйи мӗнле пулнине кӑтартаҫҫӗ. Конкурса Шупашкарти Хӗрарӑмсен канашӗ йӗркелет. Конкурса хутшӑннӑ кашни арҫыннах мухтава тивӗҫ. Чи маттуррине жюри суйланӑ. Кӑҫал «Чи лайӑх ашшӗн» ятне Владимир Платонов ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Шупашкарти Агрегат савутӗнче ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кирилл ишме вӗренет Инклюзивлӑ вӗренӳ сывӑ ачасемшӗн те, сусӑррисемшӗн те усӑллӑ. Шупашкарти 164-мӗш ача пахчинче тьютор пур. Ансат сӑмахпа каласан вӑл — пӗрле ҫӳрекен. Мария Алексеевна тьютор пулса тӑнӑ. Вӑл алӑсӑр ҫуралнӑ Кирилл Александровпа пӗрле ҫӳрет. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, Кирилл ача пахчине килнӗ чухне тумланма та, апат ҫиме те пӗлмен. Ҫулталӑк хушшинче вӗсем Кирилпа пӗрле пӑтӑ ҫиме, кашӑк тытма, ӑна ҫӑвар патне илсе пыма хӑнӑхнӑ. Кирилл йӑлтах урапа тӑвать. Апла пулсан та ашшӗ-амӑшӗ ӑна ача пахчине илсе кайнӑ. Унӑн тантӑшӗсемпе хутшӑнмалла-ҫке-ха. Малтанах унпа амӑшӗ пӗрле ҫӳренӗ. Халӗ тьютор пӗрле. Кирила ура пӳрнисемпе ӗҫлеме хӑнӑхтараҫҫӗ. Вӑл кӑранташа урапа тытса ӳкерме тӑрӑшать. Воспитательсем ачана шкула каймашкӑн хатӗрлеҫҫӗ. Хальлӗхе Кирюшӑна аслисен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн «Ревизорро» телекӑларӑм ертӳҫи Елена Летучая Шупашкарта пулни пирки чылайччен шавларӗҫ. Телеертӳҫӗ ҫитес вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкара килме палӑртнине пӗлтереҫҫӗ. Телеканалӑн сайтӗнче хуласен списокне кӑларнӑ. Ҫавӑн тӑрӑх ҫеҫ пӗлеҫҫӗ Елена Летучая пирӗн пата килессине. Ку чӑнах та пулӗ-и е ҫук-и — вӑхӑт кӑтартӗ. Пӗлтӗр ку список кӑшт урӑхларах пулнӑ. Унта Чӑваш Енри чи ҫамрӑк хула Ҫӗнӗ Шупашкар пулман. Тен, Елена Летучая пирӗн пата килсе каллех йӗрке тӑвасшӑн? Аса илтерер: вӑл Чӑваш Енре тӑватӑ уйӑх каялла пулнӑ. Ун чухне Летучая апатланӑшсене, хӑна ҫурчӗсене, мини-отельсене тӗрӗсленӗ. «Университетское» кафене ҫеҫ ырланӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтесе ачасем хаваспах кайса кураҫҫӗ. Вӑл Андриян Николаев ячӗллӗ паркра вырнаҫнӑ. Унта тӗрлӗ чӗрчун кӗтес тупнӑ. Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, унтан темиҫе кайӑк ҫухалнӑ. Хурах сайра тӗл пулакан 8 кайӑка йӑкӑртнӑ. Паркра ӗҫлекен хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, такам зоокӗтесри картана ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Вӑл 8 кайӑка йӑтса тухса кайнӑ. Тӑватӑ фазан, ҫавӑн чухлех цесарка, икӗ чӑх тата кӑвакал ҫухалнӑ. Полицие кун пирки ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Паян фазанпа икӗ цесаркӑна тупнӑ. Вӗсене «Олимпийский» стадионта асӑрханӑ. Ыттисем хальлӗхе тупӑнман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ксения Волченкова тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти пепкелӗх центрӗнче ача ҫуратнӑ хӗрарӑмпа ачине кӗтсе илнӗ чухне тӑванӗсене сӑн ӳкерттерме юрамасть теҫҫӗ. Тӗрӗсрех каласан, хӑйсен фотоаппарачӗпе усӑ курма юрамасть-мӗн, мӗншӗн тесен унта фотограф ӗҫлет имӗш. Наталия Семенова «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, аппӑшне ачипе кӗтсе илнӗ чухне оператор вӗсене пепкене кипкепе чӗркенӗ пӳлӗме кӗртмен, фотоаппаратпа ӳкерме чарнӑ. Лешӗ укҫалла ӳкерет-мӗн. Кусен хӑйсен профессионал фотоаппарат пулнӑ, ҫавӑнпа хирӗҫленӗ. Оператор вӗсене пур пӗрех кӗртмен. Медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Кизилов оператор тӗрӗс мар хӑтланнине каланӑ. Унта операторсем чӑнах та ӗҫлеҫҫӗ. Анчах вӗсен ун пек хӑтланма юраманнине каланӑ тухтӑр. Кун пек чухне ача ҫураттармалли ҫуртӑн заведующийӗ патне каймалла тесе пӗлтернӗ Алексей Кизилов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.