Хулара
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Шупашкарти Мускав кӗперне юсама хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май подрядчик кӳлмекри шыва 3 ҫуллӑха татса яма палӑртать. Кӗпере виҫӗ ҫул юсама палӑртнӑ. Ӑна «Пелискер» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫлӗ. Юсав вӑхӑтӗнче Театр тата Совет кӳлмекӗнче ҫынсене тата транспорта ҫӳреме чарӗҫ. Проекта пурнӑҫламашкӑн 1,6 миллиард тенкӗ кирлӗ. Ку укҫана федераци, республика тата хула хыснисенчен уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑра чылай конкурспа акци йӗркелеме палӑртнӑ. Акӑ халӗ пурне те арт-конкурса хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Унта урапана е чӑрӑша чи ӑста илемлетекенсене палӑртӗҫ. «Ҫӗнӗ ҫул караванӗ» конкурс раштавӑн 26-мӗшӗнче иртӗ. Илемлетнӗ урапасене колонни Наци вулавӑшӗ патӗнчен тапранса кайӗ те Воробьев композиторсен урамне, Мускав проспектне, К.Иванов, Ярославль урамӗсене ҫитӗ, Хӗрлӗ тӳремре чарӑнӗ. Конкурса хутшӑнакансен ураписене хитрелетмелле. Конкурсҫӑсене 11 сехетре регистрацилеме тытӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе 250 литр бензин парса чыслӗҫ. Иккӗмӗш вырӑншӑн — 150 литр, виҫҫӗмӗш вырӑншӑн 100 литр парӗҫ. Заявкӑсене раштавӑн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарта чи илемлӗ чӑрӑша суйлӗҫ. «АРТ-Елка» конкурса ӗҫсене раштавӑн 19-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ӗҫсене ҫак адреспа килсе памалла: Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 33\9-мӗш ҫурт. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 27-мӗшӗнче 14 сехетре чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта общежитисенчи ҫутӑ пӑралукӗсене ҫӗннисемпе ылмаштараҫҫӗ. Общежитисене халӗ ун пек калама пӑрахрӗҫ-ха. Пурте вӗсем пурӑнмалли ҫурт-йӗр шутланаҫҫӗ. Темле каласан та вӗсенчи ыйтӑвӗсем пӗрех юлаҫҫӗ. Ҫав шутра — кивӗ пӑралуксем те. Шупашкар хула администрацийӗ «Шупашкарта ҫурт-йӗр строительствине тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн сферине 2014-2020 ҫулсенче аталантарасси» программӑн «Ҫынсен пурнӑҫ условине хӑтлӑх кӳресси» ҫумпрограммӑна пурнӑҫласа ҫак ӗҫе кӳлӗннӗ. Кӑҫал хулари общежитисенчен пиллӗккӗшӗнче ҫутӑ пӑралукӗсене ылмаштарса пӗтересшӗн. Халӗ Совхоз урамри 6-мӗш ҫуртра ҫак енпе тимлеҫҫӗ. Юсав ӗҫне ҫавӑн пекех 9-мӗш Пиллӗкҫуллӑх урамӗнчи 2-мӗш, Текстильщиксен урамӗнчи 12-мӗш, М. Горький урамӗнчи 9-мӗш, Калинин урамӗнчи 106/1-мӗш ҫуртсенче палӑртса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта икӗ ача пахчине уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсем кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче тата хулан тӗп пайӗнче пулӗҫ. Чернышевский урамӗнчи ача пахчине 220 шӑпӑрлан валли хута янӑ. Унта 10 ушкӑн пулмалла. Ҫурта кирпӗчренен тунӑ. Пӗтӗмпе — 992,2 тӑваткал метр. Унта строительствӑпа ҫыхӑннӑ темиҫе ыйтӑва уҫӑмлатмалли тата сӗтел-пукан лартмалли, тавралӑха хӑтлӑх кӗртмелли ҫеҫ юлнӑ. Октябрь: 50 ҫул урамӗнче те ача пахчине туса пӗтернӗпе пӗрех. Унта унчченхи шкула ача пахчи тӑваҫҫӗ. Икӗ хутлӑ ҫурта 185 ача ҫӳреме тытӑнмалла. Унта та 10 ушкӑн пулмалла. Аса илтерер: ҫулталӑк вӗҫӗччен виҫӗ ача пахчине уҫма палӑртнӑ. вӗсенчен пӗри, Волжски урамӗнчи, ҫурла уйӑхӗн варринчех ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Ен капюсав енӗпе малта пыракан 20 регионсен йышне кӗнӗ. Кун пек федераци чиновникӗсем шухӑшлаҫҫӗ. Капюсав ыйтӑвӗсемпе Правительство ҫуртӗнче канашлу иртнӗ. Унта ҫивӗч тӑракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Малтанах ҫакна палӑртнӑ: юлашки вӑхӑтра капюсавшӑн тӳлекенсем нумайланнӑ — 40 процентран 90-а ҫитнӗ. Чиновниксем ку енчен япӑх лару-тӑруллӑ регионсене те асӑннӑ. Анчах вӗсен йышӗнче Чӑваш Ен ҫук. Пачах тепӗр май — вӑл чи лайӑххисен йышӗнче. ЧР строительство министрӗ Олег Марков каланӑ тӑрӑх, капюсав программи вӗҫленсе пырать. 272 ҫуртран 264-шӗнче юсав тунӑ ӗнтӗ. Ытларах чухне ҫуртсенче электропралуксене улӑштармалла-мӗн. Иккӗмӗш вырӑнта — канализаци тата шыв пӑрӑхӗсене улӑштарасси. Унтан — газ пӑрӑхӗсем. Сӑмах май, 2015–2016 ҫулсенче капюсав программине 425 ҫурт кӗртнӗ. Кун валли хальлӗхе 606 миллион тенкӗ кирлӗ. Анчах ку хисеп ӳсме те пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ольга Никифорова тунӑ сӑн Шупашкарта хӑмӑр упа скульптурине лартнӑ. Вӑл — Раҫҫей халӑхӗн символӗ. Упана «Элара» савут ҫывӑхӗнче, Шупашкар: 500 ҫул парк патӗнче, вырнаҫтарнӑ. Калӑпӑшӗпе вӑл чӑн-чӑн упа пекех. Скульптурӑна тимӗр каркас ҫине хурӑн турачӗсем ҫирӗплетсе тунӑ. Упа мӑйӗ ҫинче — Раҫҫей ялавӗ тӗслӗ шарф. Скульптурӑна туратсенчен ахальтен туман. Вӑл упа ҫӑмӗ пекех курӑнать-ҫке-ха. Палӑка предприяти ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ ҫул умӗн тунӑ. Иртен-ҫӳрен халӗ ун ҫывӑхӗнче сӑн ӳкерӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Шупашкарта антитеррор пирки калаҫнӑ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче ку уйрӑмах ҫивӗч ыйту пулмалла. Ун чухне хулара йӗрке хуралҫисем, дружинниксем пулӗҫ. Ҫак кунсенче террорпа кӗрешекен комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ чухнехи антитеррор мероприятийӗсем пирки калаҫнӑ. Шупашкарта 30 ытла мероприяти иртӗ. Ытларахӑшӗ тӗп урамсенче иртӗ. Уяв мероприятийӗсем 25 лапамра иртӗҫ. Ҫын ытларах пухӑннӑ ҫӗрте йӗрке хуралҫисемпе друженниксем сыхлӗҫ. Концерт лапамӗсенче 100 ытла полицейски пулӗ. Хулара иккӗлентерекен ҫынсем пирки пӗлтермелли «хӗрӳ лини» те ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Шупашкарта хӗрарӑм чутах пуйӑс айне сикмен. 35-рискере ӑннӑ темелле-ши — машинист пуйӑса чарса ӗлкӗрнӗ. Хӗрарӑм, Елчӗк районӗнче ҫуралнӑскер, пуйӑса хирӗҫ чупнӑ. Ку раштавӑн 2-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Телее, «Шупашкар – Мускав» состав вӑхӑтра чарӑнса ӗлкӗрнӗ. Хӗрарӑма чукун ҫул вокзалӗнчи полици пӳлӗмне илсе кайнӑ. Пӑхсан хӗрарӑм ӳсер пулни ҫиеле тухнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм мӗншӗн хӑйӗн ҫине алӑ хурасшӑн пулнӑ-ха? Пурнӑҫӗ ӑнман — ҫапла ӑнлантарнӑ вӑл. Хӗрарӑма психиатри пульницине ӑсатнӑ. Вӑл унччен шутра тӑман унтра. Хӗрарӑмӑн ӳссе ҫитнӗ хӗрӗ те пур-мӗн. Пуйӑса хирӗҫ чупнӑскере административлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Шупашкарти строительство материалӗсем туса кӑларакан савут Константин Иванов урамӗнче ҫӗр лаптӑкӗ туянасшӑн. Унта ҫӗнӗ микрорайон хута ярасшӑн вӗсем. Микрорайонти ҫуртсем савутра ӗҫлекенсем валли пулать-мӗн. Халӗ савут ҫӗр лаптӑкне илмешкӗн документсене хатӗрленӗ ӗнтӗ. Ҫӗр лаптӑкӗ «Багратион» каферен кӑшт ҫӳлерех вырнаҫнӑ. Савут пӗлтернӗ тӑрӑх вара, акционерлӑ уҫӑ общество Шупашкарти Коммуналлӑ слобода урамӗнче ҫӗр лаптӑкӗ сутать. Вӑл 4377 тӑваткал метр. Савут 19980 тӑваткал метр ҫинче микрорайон хута яма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти пӗр ача пахчинчи ҫӗрӗн пӗр пайне строительство тумашкӑн илнӗ. Унта теннис корчӗ тума пуҫланӑ-мӗн Ку Мичман Павлов урамӗнче. Ача пахчипе ҫумӑнах карта туса лартнӑ, леш енче — строительство. Ҫавна май вылямалли хатӗр-хӗтӗре куҫарма лекнӗ. Анчах ачасем валли вылямалли лапам хӗсӗкленсе юлнӑ. Ара, ушкӑнсенче 30-шар ача вӗт. Ача пахчинин ертӳлӗхӗ каланӑ тӑрӑх, хула администрацийӗ ҫӗнӗ лапам уйӑрма шантарнӑ. Анчах хальлӗхе ку сӑмахпа кӑна-ха. Кӗҫех ача пахчин тепӗр лапамӗ те строительство айне лекмелле тесе калаҫаҫҫӗ. Анчах унта ӗҫлекенсем тата ашшӗ-амӑшӗ кунпа килӗшесшӗн мар, малаллах кӗрешесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.