Хулара
![]() Шупашкарта ҫӗкленекен маунтинбайк центрне кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтермелле. Вӑл тӗп хуламӑрти Шупашкар 500 ҫул ҫитнӗ ятпа хисепленекен культурӑпа кану паркӗнче вырнаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра строительсем шалта хӑтлӑх кӗртессипе тимлеҫҫӗ. Маларах вӗсем шалта шыв тата канализаци, ӑшӑ пӑрӑхӗсем хурассипе ҫине тӑнӑ. Халӗ ҫак ӗҫсем вӗҫленнӗ. Нумай функциллӗ центрта тренировка залӗ пиллӗк пулмалла. Бассейнне ачасене вӗрентмелли тесе пӗчӗкреххине тата аслисем валли 25 метр тӑршшине пӑхса хӑварнӑ. Медицина центрӗ те унтах вырнаҫӗ, вӗренӳпе методика пӳлӗмӗсем те, хӑна ҫурчӗ те, апатланмалли те. Маунтинбайк центрӗнче 100х50 метрлӑ велодром, 20 метр ҫӳллӗш таран велотрасса, спайнлӑ пӗчӗк рампа тата ытти пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Хулара
Тарӑхнипе ҫакна ҫыраймасӑр чӑтаймарӑм. Ҫӗр тепӗр май ҫаврӑннӑн, тӗнче кутӑн кайнӑн туйӑнчӗ. Ҫамрӑксем аслисене хисеплеме пӗлменни ҫак кунсенче куҫ тӗлне темиҫе хут та тӗл пулчӗ. Общество транспорчӗпе кашни кунах ҫӳретӗп. Пӗррехинче 11-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса лартӑм. Ҫула май мар-ха, ҫапах Хмельницкий урамӗнче анса юлӑп тесе ҫынсемпе пӗрле троллейбуса кӗтӗм. Тахҫанах асӑрханӑччӗ: ку маршрутпа карчӑк-кӗрчӗк нумай ҫӳрет. Вокзалта ҫын нумаях мар та ларкӑч ҫине вырнаҫрӑм. Тӗп пасара ҫитиччен троллейбус тулсах ларчӗ. Пурте ӗҫрен килеҫҫӗ ахӑртнех. Чарӑнура варринчи алӑкран кинемей кӗчӗ. Икӗ сумкине аран йӑткаласа перила ҫине вырнаҫтарма хӑтланчӗ. Ара, малта, вӗсем валли ятарласа уйӑрнӑ ҫӗрте, вырӑн ҫук. Ун-кун пӑхкаларӗ те кинемей сумкисемпе малалла «ҫапӑҫрӗ». Лешсем йывӑр пулмалла, перила ҫинчен йӑтӑна-йӑтӑна анаҫҫӗ. Алӑкранах кӗрсенех вырнаҫнӑ ларкӑч ҫинче, хӗрринчех, арҫын ларса пырать. Ватӑ мар вӑл, самай тӗреклӗ. Ку кинемее вырӑн парӗ-ха терӗм хам ӑшра. Ара, малта – тем вӑрӑмӑш «пӑкӑ», Хмельницкий урамӗ таранах. |
Хулара
![]() Шупашкарта ҫур ӗмӗр каялла хупнӑ ҫӑва тупнӑ. Халӗ хула администрацийӗнче ӑна тытса тӑмашкӑн кирлӗ хутсем хатӗрлеҫҫӗ. Масара ӑнсӑртран тупнӑ. Хулари 2А микрорайона хӑтлӑлатнӑ чухне асӑрханӑ ӑна. Ярмӑрккӑ урамӗнчи ҫӑвара — 12 вилтӑпри. Вӗсем 40 тӑваткал метр лаптӑка йышӑнаҫҫӗ. Архив докуменчӗсене тишкернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ҫӑвана Шупашкарти ӗҫтӑвком йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн 50 ҫула яхӑн каялла, 1967 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, хупнӑ. Халӗ унта хула чиновникӗсем хушнипе йӗрке кӗртнӗ. Рабочисем хӑрнӑ йывӑҫ-тӗме каснӑ, ҫӳп-ҫап контейнерӗ лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер Шупашкарти юман ращинче шӑматкунлӑх ирттерсе унти ҫуп-ҫапа тасатнӑ. Ҫапла май Авӑн уйӑхӗ пуҫламӑшӗнчен тӑсӑлакан Ленин районӗнчи санитарлӑ экологи уйӑхлӑх вӗҫленнӗ. Юман ращинчи шӑматкунлӑха Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗсем тата район администрацийӗн ӗҫченӗсем тухнӑ. Николай Прокопьев район пуҫлӑхӗ ертсе пынипе вӑрманти сукмаксем хӗррипе выртакан ҫӳп-ҫапа сахал мар пуҫтарнӑ. Пурӗ 70 михӗ пухнӑ. Санитарлӑ экологи уйӑхлӑхӗ хушшинче хула ҫыннисем, тӗрлӗ предприяти-организацисенче вӑй хуракансем тата хӑйсен ирӗкӗпе тухакан студентсем ҫурт таврашӗсене, урамсене тата парксене тӗрлӗ ҫуп-ҫапран тата тирпейсӗр ҫынсем хӑварнӑ каяшран тасатнӑ. Ҫапла май хулари тасалӑха йӗрке чылай кӗртнӗ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енре пӗр ҫӳп-ҫап купи «ӗҫлеме» пӑрахать. Сӑмах Питтукасси ҫывӑхӗнчи пирки. Ӑна мӗншӗн хупаҫҫӗ? Ҫӗннине уҫаҫҫӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳп-ҫапа ҫӗнӗ полигон йышӑнма пуҫлать. Питтукасси ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап лаптӑкӗ 32 гектар пулнӑ. Ӑна тӗрӗссипе 1984 ҫултах хупмалла пулнӑ. Анчах ҫакна кӑҫал чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫеҫ тӑвӗҫ. Малашне ҫӳп-ҫапа ятарлӑ полигона илсе тухӗҫ. Вӑл Питтукасси патӗнчен 12 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Малашне ҫӳп-ҫапа кайса тӑкӗҫ кӑна мар, тюкласа, пресласа, уйӑрса хурӗҫ. Халӗ 1 кубла метр ҫӳп-ҫапа утилизацилемешкӗн 43,77 тенкӗ кӑларса хумалла. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хак хӑпарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче тӗп хуламӑрта вырнаҫтарнӑ ҫул кӑтартмӑшӗсене тинех чӑвашлатнӑ. Аса илтерер, вӗсене Шупашкарта иртнӗ ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ тӗлне хатӗрленӗччӗ. Вырнаҫтарнӑ чухне пур кӑтартмӑшсене те вырӑсла тата акӑлчанла ҫеҫ ҫырса тухнӑччӗ. Ку ҫитменлӗх пирки «Ирӗклӗх» хастарӗсем чи малтанах хула администрацине ҫырса янӑ, анчах та лешӗсем чӑвашла ҫырманнинче йӗрке пӑснине курман. Акӑлчан чӗлхи — пурте йышӑнакан тӗнче шайӗнчи чӗлхе, вырӑс чӗлхи те тӗнчере самай сарӑлнӑ тесе хурав панӑ. «Ирӗклӗх» вара ун хыҫҫӑн ҫыру прокуратурӑна янӑ — ку ведомство чӑваш чӗлхипе ҫырманни йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Халь ӗнтӗ ҫул кӑтартмӑшӗсемпе виҫӗ чӗлхепе паллашма пулать. Вырӑсла, чӑвашла тата вӗтӗрех шрифтпа — акӑлчанла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Хулаҫум вокзалӗн урамӗнчи пӗр ҫурт ҫыннисем виҫӗ эрне газсӑр тата вӗри шывсӑр пурӑнаҫҫӗ. Газ оборудованине юсама пикеннӗ подрядчик газ служби асӑрхаттарнӑран ӗҫне малалла тӑсайманнине пӗлтерет. Анчах ку ҫитменлӗхе шӑпах подрядчикӑн сирмелле-мӗн. Ҫынсем электричествӑпа ӗҫлекен плитапа усӑ курса пурӑнаҫҫӗ. Ку ӳкерчӗк — 60 хваттерте. Ҫуртра газа авӑнӑн 22-мӗшӗнче сӳнтернӗ. Унтан газ оборудованине улӑштарма тытӑннӑ. Анчах проекта ҫынсемпе килӗштерсе алӑ пусманни ура хунӑ. Газ служби тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫитменлӗхсем тупнӑ. Подрядчик тӑра шыв ҫине тухма тӗрлӗ сӑлтав шыранӑ. Анчах кунта пурӑнакансем нимӗнле йӗркене те пӑсман. Ҫынсем хваттерӗсенче газ хӑҫан пулассине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ачасем плитапа усӑ курма, салат хатӗрлеме, кукӑль пӗҫерме вӗренеҫҫӗ. Ку Шупашкарти 169-мӗш ача пахчинче. Мастерскойне аслисем валли пекех хатӗрленӗ. Унта ҫӳрекенсем 4 ҫултах салат валли турама, бутербродсем хатӗрлеме, кукӑль таврашӗ пӗҫерме пӗлеҫҫӗ. Ачасем хӑйсем те рецептсем хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсем ача пахчин рецепт кӗнекисене те кӗреҫҫӗ. Ачасем кунта ҫӗҫӗ таврашне мӗнле тытмаллине те вӗренеҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх техникине, тӗпелте хӑйсене мӗнле тытмаллине лайӑх пӗлеҫҫӗ вӗсем. 7-ри Карина Васильева ача пахчинче бутерброд тума вӗреннӗ те унпа килтисене те хӑналанӑ. Халӗ вӑл аслисене тӗпелте ытларах пулӑшма тӑрӑшать. Кунашкал мастерскойсем Шупашкарти тепӗр тӑватӑ ача пахчинче тунӑ. Ку вӗсене ӑсталӑхне аталантарма пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Туризм сервисӗ чи йӳнӗ ҫулҫӳревсен танлаштарӑмне (рейтингне) палӑртнӑ. Унта Раҫҫейри тӗп хуласем кӗнӗ. Рейтингра Шупашкар та вырӑн тупнӑ. Тӗп хуламӑр рейтингра 13-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Списока ҫулҫӳрев мӗн чухлӗ хака ларнине кура хатӗрленӗ. Шупашкарта канмалли кунсене 2240 тенкӗпе ирттерме пулать-мӗн. Танлаштарӑмра ҫапла палӑртнӑ. Рейтинга хатӗрленӗ туризм сервисӗ ҫулҫӳреве икӗ ҫын ҫине шутланӑ. Хака йӳнӗ хӑна ҫӳртӗнче ҫӗр каҫнине, вырӑнти ресторанра е кафере каҫхи апат ҫинине, хулари паллӑ музее ҫитнине кӗртнӗ. Шупашкарта туристсене Чӑваш наци музейне тата Василий Чапаев музейне кӗрсе курма сӗннӗ. Танлаштарӑмри чи малти 10 вырӑна ҫак хуласем йышӑннӑ: Челепи, Брянск, Смоленск, Волгоград, Киров, Кемӗр, Томск, Краснодар, Барнаул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта урам шӑлаканпа кушак аҫин кӳлепи (скульптури) вырӑн тупнӑ. Ӑна хулари пӗр управляющи компанийӗ тӑрӑшнипе лартнӑ. Скульптурӑна паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, уҫнӑ. Палӑк хӑйне евӗр: хӗрарӑм шӑпӑр тытса тӑрать, ури патӗнче кушак аҫи ачашланса выртать. Кӳлепене Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 69-мӗш «б» ҫурт патӗнче лартнӑ. Унта «Эткер» управляющи компанийӗ вырнаҫнӑ. Скульпурӑна шӑпах вӑл лартнӑ та ӗнтӗ. Хальлӗхе каланӑ тӑрӑх, урам шӑлакан хӗрарӑм тата кушак аҫи валли ят тупайман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.