Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.6 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
Росреестр сӑнӳкерчӗкӗ
Росреестр сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкула культура эткерлӗхӗн ҫурчӗ тесе йышӑннӑ. Вӑл вӗренӳ учрежденийӗ хулари Владимир тӑвӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.

Шкула 1950 ҫулта ҫӗкленӗ. Малтан шкул хальхи 36-мӗш ача пахчи ҫуртӗнче вырнаҫнӑ, 1959 ҫулта кӳршӗллӗ ҫурта куҫнӑ.

Шкула классика зодчествин формиллӗ туса лартнӑ. Тӑватӑ хутла ҫурта П саспалли евӗр купаланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/rosreestr21/1796
 

Культура
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш академи драма театрӗнче иртекен «Чӗкеҫ» фестивале хутшӑнакансем СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхра, Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче, пулнӑ. Марина Карягина журналист ӗнер халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тараватлӑ ентешӗсем хӑнасене мухтавлӑ артист ҫинчен каласа панӑ, театр тӗпелӗнчи экспонатсемпе паллаштарнӑ.

Каҫхине Тӑвайри культура ҫуртӗнче Алтай Республикинчен килнӗ этноансамбль концерт кӑтартнӑ. «Алтай халӑх музыка инструменчӗсен сассинче пирӗн тахҫанхи несӗлсен ахрӑмӗ илтӗнет. Карланкӑран тухакан саспа юрласа пурин кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ артистсене чылайччен хыттӑн алӑ ҫупса тав турӗҫ куракансем», — пӗлтернӗ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ.

Ун хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» камит кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall296698703_8167
 

Культура
Чӑваш Енри писательсен союзӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енри писательсен союзӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, вилӗмсӗр чӑваш поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши (1899-1922) ҫуралнӑранпа 126 ҫул ҫитрӗ.

Тӑван халӑхӑмӑр культуринче тарӑн йӗр хӑварнӑ поэт-реформатора, драматурга, прозаика, тӑлмача асра тытса паян Шурашкарти ун ячӗллӗ скверти палӑкра митинг ирттернӗ, чечек хунӑ.

Унта ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем, ҫамрӑксем пуҫтарӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211725618_2963
 

Культура
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин «Янтал» ансамблӗ «САЛТАК ҪУЛӖ» проекта хутшӑнса республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн укҫине тивӗҫнӗ. Салтака ӑсатнин йӑли-йӗркине кӑтартса паллаштаракан спектакле ҫав укҫапа лартнӑ.

Ҫӗнӗ ӗҫе Куславккари культура ҫуртӗнче чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑтартнӑ. Музыкӑпа фольклор спектакльне куракансем ӑшшӑн йышӑннӑ.

«Янтал» ансамбль ертӳҫи – Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Петухова.

 

Культура
ЧПГӐИ сӑнӳкерчӗкӗ
ЧПГӐИ сӑнӳкерчӗкӗ

Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче учёнӑйсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ.

Унта пуҫтарӑннисем ӑслӑлӑх проекчӗсене пӗтӗмлетнӗ, ӑслӑлӑхпа тӗпчев литератури пичетлесе кӑларассине тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Мероприятие учёнӑй канашӗн председателӗ, ЧПГӐИ директорӗ Юрий Исаев уҫнӑ. Институтӑн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Димитрий Егоров «Мифология чувашей» (чӑв. Чӑвашсен мифологийӗ) проекта епле пурнӑҫлани тата коллективлӑ монографи кӑларасси ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствипе пӗрле 2026 ҫулта кун ҫути кӑтартасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-199080663_3020
 

Культура
ЧРГӐИ сӑнӳкерчӗкӗ
ЧРГӐИ сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗн, истори наукисен кандидачӗн Николай Мясниковӑн лекцийӗ иртнӗ. Ӑна вӑл Апаш археологи культурин 100 ҫулхине халалланӑ.

Докладчик «Абашево. Край разукрашенных женщин и обезглавленных мужчин» темӑпа тухса калаҫнӑ, Апаш тӗмескисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-199080663_3012
 

Культура
Культура институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Культура институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, «Пирӗн юрӑсем» концерт иртӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх культура институтӗн концерт залӗнче пулӗ. Программӑна Чӑваш Енри композиторсен организацийӗн 85 ҫулхине халалланӑ.

Концертра аслӑ ӑрури тата хальхи вӑхӑтри композиторсен хайлавӗсем янӑрӗҫ: Василий Воробьёвӑн, Федор Павловӑн, Григорий Хирпӳн, Герман Лебедевӑн, Александр Васильевӑн, Александр Осиповӑн, Лолита Чекушкинӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-107821026_5967
 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче ССССР Халӑх артисткине Вера Кузьминана халалланӑ Регионсен хушшинчи наци театрӗсен «Чӗкеҫ» фестивалӗ пырать.

Кӑҫалхи тема — «Хӗрарӑм – искусствӑра». Сцена ҫине Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен килнӗ пултарулӑх коллективӗсем тухаҫҫӗ: Калмӑкран, Алтайран, Мари Элтен, Пермь крайӗнчен, Якутирен.

Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: Алтай Республикинчи Павел Кучияк ячӗллӗ наци драма театрӗ Вера Кузьминан тӑван тӑрӑхӗнче – Тӑвайра – спектакль кӑтартӗ.

Фестиваль чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗччен пырӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chebcult21
 

Культура
Чӑваш Ен ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш Ен ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

2000-мӗш ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ валли артистсем хатӗрлекен пӗрремӗш курс уҫнӑ. Курса Вячеслав Оринов ертсе пынӑ.

Унтан 12-ӗн вӗренсе тухнӑ, Кун пирки Чӑваш Енӗн ПТРК корреспонденчӗ Екатерина Фомина пӗлтернӗ.

Ҫавӑн чухне вӗренсе тухнӑ 12 ҫамрӑкран улттӑшӗ пурнӑҫне театрпа ҫыхӑнтарнӑ.

Сцена ҫине тухнӑранпа 25 ҫул ҫитнӗ ятпа артистсем хӑйне евӗр уяв каҫӗ ирттернӗ. Вӗсем: Наталья Ахмед, Алевтина Семёнова, Леонид Яргейкин, Дмитрий Михайлов, Дмитрий Петров тата Николай Тарасов.

 

Культура
Ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче «Ҫӗн Кун ачи» спектакль кӑтартнӑ. Аса илтерер: ҫав ӗҫ Ҫеҫпӗл Мишши поэт ҫинчен. Унӑн авторӗ – Марина Карягина.

Спектакль хыҫҫӑн унӑн режиссёрӗпе, Борис Манджиевпа, тӗлпулу иртнӗ. Борис Манджиев – Раҫҫей искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Калмӑк тата Тыва республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall296698703_8158
 

Страницӑсем: 1 ... 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, [28], 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, ...467
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Утӑ, 30

1898
128
Ют Николай Яковлевич, критик, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист ҫуралнӑ.
1933
93
Мурашковский Владимир Григорьевич, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын