Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ

Мускаври Борис Щукин ячӗллӗ театр институчӗ килес ҫул тата тепӗр ултӑ ҫамрӑка вӗренме илме хатӗр иккен. Кун пирки Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ.

«Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ сцена ӳнерне юратакан пултаруллӑ яш-кӗрӗме суйласа илсе хатӗрленӳ курсӗ уҫасшӑн. Ҫут ҫанталӑк панӑ тивлете сӳнме ан парӑр, хӗрсемпе каччӑсем, конкурса хутшӑнӑр! Ку — сире шӑпа пӳрнӗ телей!» — хыпарланӑ театрӑн пресс-служби.

Актер факультетӗнче вӗренекенсем общежитире тӳлевсӗр пурӑнӗҫ. Унтан вӗренсе тухсан вӗсене Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫлеме илӗҫ.

Вӗренме кӗрес ӗмӗтлисен 16-21 ҫулсенче пулмалла, чӑвашла пӗлмелле.

Вӗсене театрта авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 14 сехетре тата 28-мӗшӗнче 11 сехетре итлесе пӑхӗҫ. Унта сӑвӑ, халап, монолог, юрӑ вӗренсе каймалла. Мӗнпур хайлав чӑвашла пулмалла.

Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен тата итлеве ҫырӑнма 8 (8352) 62-02-21 телефонпа тунтикунтан пуҫласа эрнекун каҫчен, ирхи 9 сехетрен 17 сехетчен, шӑнкӑравламалла.

 

Культура

Чӑваш Енре чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ.

«Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире Владислав Николаевӑн «730 калтапа 730 йӗпвӑрри» пьесине суйласа илнӗ.

«Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире Александр Степановӑн «Юрпике: хӗл юмахӗ» пьесине ҫитекен ӗҫ пулман.

Ҫӗнтерӳҫӗ авторсене 100-шер пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Николай Ытарай (1925-2005) ача-пӑча ҫыравҫи, халӑх фольклорне пухакан, иллюстратор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.

Ҫавна май Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 12 сехет те 30 минутра «Ачасен чи ҫывӑх тусӗ» курав уҫӑлӗ.

Унта ҫыравҫӑн мӑшӑрӗ Елена Васильева та хутшӑнӗ.

Николай Ытарай ачасем ҫинчен тата ачасем валли ҫырнӑ. Пурӑннӑ чухне 30 ытла кӗнеке кӑларнӑ.

 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актер Владимир Тяптушкин каллех кинопроектра ӳкерӗнет. Кун пирки вӑл хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Анчах хальлӗхе Владимир мӗнле проекта хутшӑннине каламан, вӑрттӑнлӑхра хӑварнӑ. Сӑнӳкерчӗксене пӑхсан вара Владимир ӗлӗкхи пурнӑҫа сӑнлакан фильмра ӳкерӗннине тавҫӑрма пулать.

Аса илтерер: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпара ҫуралса ӳснӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14723
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хӑйӗн ҫӗнӗ сезонне Мускаври Е.В. Колобов ячӗллӗ «Ҫӗнӗ опера» театр сцени ҫинче уҫнӑ. Унта Музыка театрӗсен «Видеть музыку» X фестивалӗ иртет иккен.

Шупашкарти театр 65-мӗш юбилей сезонӗнчи А. Петровӑн «Мы хотим танцевать» музыка камитне кӑтартнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли черетлӗ сезона Андрей Эшпай (1925–2015) композитор суралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ концертпа уҫӗ. «Ты одна в моей судьбе» (чӑв. Манӑн шӑпамра эс пӗртен-пӗрре) концерта авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йыхравлаҫҫӗ.

Программӑра ӑстан «Прелюд памяти Е.К. Голубева», «Венгерские напевы», «Рефрен», «Праздничная увертюра», Увертюра и вальс из кинофильма «Звезда экрана», «Русская Босса-Нова», «Песня о криницах» тата ытти янӑрӗ.

 

Культура

Шупашкар округӗнчи Бичурин музейне юсаса ҫӗнетнӗ. Халӗ унта вырӑн та нумайланнӑ.

Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музея кӑҫал ҫуркунне ҫӗнетме тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн унта хӑйне евӗр экспонатсене упрамалли ҫӗнӗ вырӑнсем тупӑннӑ. Сӑмах май, музейра хальхи вӑхӑтра 12 пин ытла экспонат упранать.

Палӑртса хӑварар: музея юсаса ҫӗнетме республика хыснинчен 12,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

 

Культура
Ирина Александрова сӑнӳкерчӗкӗ
Ирина Александрова сӑнӳкерчӗкӗ

Музейсемпе тӗрлӗ культура учреждейӗсем пурри, вӗсем уҫӑлни аван-ха.

Акӑ, сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти краеведенипе истори музейӗ. Ӑна 2011 ҫулхи рашта уйӑхӗнче уҫнӑ. Вӑл Винокуров урамӗнче вырнаҫнӑ. Музей учредителӗ — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗ.

Анчах учреждени ятне ҫырса хунӑ чухне йӑнӑшпа ҫавӑрттарса хунӑ. Васканӑ тес — вӑл сайта е тӗнче тетелӗнчи старницӑпа паблика хӑвӑртрах хыпар ҫырса хурасси мар. Ун пек ӗҫе васкаса пурнӑҫламасан та юрать пек...

 

Культура
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Нарспи» спектакле кӑтартассине пӗлтернӗччӗ. Премьера ку уйӑхра пулӗ.

Спектакле авӑн уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче кӑтартӗҫ. Унӑн режиссерӗ – Адыгейӑри Данна Афаунова. Тӗп рольсене ҫамрӑк артистсем выляҫҫӗ: Григорий Петров тата Елизавета Казначеева.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Красноармейски округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫӑлккӑра пурӑнакан ҫыравҫӑ Ордем Гали тата Татьянӑпа Александр Буинцевсем Трак ҫӗрӗн легендарлӑ сӑнарӗсене калӑпланӑ: Упи-Паттӑра, Бибараса тата Пайтул Искеева.

Ордем Галин коллекцинче – 700 ытла пукане, кашнине вӑл чунне парса ӑсталанӑ. Ҫыравҫӑ ача чухнех модельер пулма ӗмӗтленнӗ. Вӑл ӑсталанӑ пуканесен йышӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем евӗррисем те пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15209
 

Страницӑсем: 1 ... 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, [21], 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, ...452
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне пур сферӑра та ӑнӑҫлӑ пулма тивӗҫ. Ансат мар ӗҫлӗ ыйтусене татса пама май килӗ, ӗҫлӗ тӗлпулусем те ӑнӑҫлӑ иртӗҫ. Ҫуркунне ҫитнӗ май хӑвӑра та пӑхмалла: сывлӑха тимлӗ, сисчӗвлентерекен симптомсене курмӑш ан пулӑр.

Пуш, 10

1939
87
Матвеев Тимофей Матвеевич, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи вилнӗ.
1956
70
Рыбакова Светлана Николаевна, Чӑваш оперӑпа балет театрӗн юрӑҫи ҫуралнӑ.
1987
39
Петров Анатолий Алексеевич, чӑваш композиторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй