Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн варринче Чӑваш Енре халӑх йӑла техникине тапӑннӑ тесен те йӑнӑш мар. Пурте тенӗ пекех тенкӗ йӳнелесрен хӑраса укҫине мӗн те пулин туянса пӗтерме шухӑшланӑ ӑхӑртнех. Халӑх лавккасене сӑпса пек сырӑннӑран-и е урӑх сӑлтава пула-и — хаксем ӳсрӗҫ. Ноутбуксен, смартфонсен, телевизорсен, холодильниксен, пылесоссен, мультиваркӑсен, фотоаппаратсен хакӗсем самаях ҫыртма тытӑнчӗҫ. Суту-илӳ предприятийӗсем халӑх туяннине кура татах тавар кӳрсе килнӗ-мӗн. Вӗсем ку ӗҫе ҫитес ҫул ҫеҫ тума палӑртнӑ пулин те… Шупашкар хула администрацийӗ тата ятарласа йӗркеленӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн халӑх тӗрӗслевӗ» подразделени хаксен конкуренцине иртӗхме парас мар тесе йӑла техникисен хакӗсен мониторингне йӗркелесе пынӑ. Мониторинг пирки МИХсенче пӗлтереҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Шупашкар хулин сайтӗнче те пӗлме пулать иккен — ятарлӑ баннера пусмалла ҫеҫ-мӗн. Халӗ хак майӗпен ӳсме пӑрахнӑ-мӗн. Ҫитес ҫул тенкӗ ҫак уйӑхри пекех улшӑнсах тӑрсан, ахӑртнех, тавар кӑларакансем хаксене ҫӗнӗрен пӑхса тухӗҫ. Анчах кун пирки хальлӗхе ҫирӗплетсе калама ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштавӑн 29-мӗшӗнче планеркӑра Шупашкарта ача пахчисене хӑпартас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов юлашки виҫӗ ҫулта хулара 12 ача пахчине ҫӗкленине, ҫӗнетнине пӗлтернӗ. Ҫапла майпа пӗтемпе 1930 ача валли вырӑн туса панӑ. 2015 ҫулта ҫӗнӗ ача пахчисем уҫас ӗҫе малалла тӑсӗҫ. Ҫулталӑкра 1245 шӑпӑрлан валли вырӑн тума палӑртнӑ. Ун валли 3 ача пахчи ҫӗклӗҫ, пӗрне ҫӗнетӗҫ. Вӗсене «Финская долина», «Волжский-3» микрорайонсенче хута ярӗҫ. Ҫавӑн пекех 165-мӗш ача пахчине ҫӗнетме палӑртнӑ. Унта 350 вырӑн. Ҫӗнӗ Лапсарти пуҫламӑш шкулти 2 ушкӑна та ҫӗнетме шутлаҫҫӗ. Ҫитес ҫул ача пахчисенчен 5700 шӑпӑрлан тухмалла. Ҫакна тата ҫӗнӗ ача пахчисем уҫнине пула 2015 ҫулта 6945 шӑпӑрлан валли вырӑн тума палӑртнӑ. Ку 2–2,5 ҫулсенчи ачасем валли вырӑн туса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян, раштавӑн 27-мӗшӗнче, Шупашкар ҫынннисем ҫутӑ шоуне курса савӑнма май пур. Ку мероприятие Раҫҫейӗн Культура министерстви пуҫарнӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хулари чи пысӑк кинотеатра ҫаврӑнать. Пысӑк экран ҫинче, ун вырӑнне ҫурта хӑйне усӑ курнӑ, ҫӗнӗ ҫулпа тата Сурхурипе ҫыхӑннӑ историсене кӑтартаҫҫӗ. Шоу 17 сехетре пуҫланнӑ. Вӑл виҫӗ сехете тӑсӑлмалла. Шоупа тӳлевсӗрех киленме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Эгер бульварӗнче унчченхи Валерьян Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗн ҫуртӗнче ача пахчи уҫӑлнӑ. Ҫурта ҫӗнетес ӗҫ ҫулталӑк ҫурӑ пынӑ. «Золотой ключик» (чӑв. Ылтӑн ҫӑра) ача пахчинче чӑваш халӑхӗн культурине вӗренес ӗҫе пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Ку микрорайонта ача пахчи уҫӑласса тахҫанах кӗтнӗ. Кунта халӑх та чылай пурӑнать. Ҫавӑнпа ку ашшӗ-амӑшӗшӗн чӑн-чӑн уяв пулнӑ. Алена Аришинова депутат республика ача пахчи уҫас енӗпе Раҫҫейри хӑш-пӗр регионтан маларах пынине палӑртнӑ. Эгер бульварӗнчи ача пахчинче интерактивлӑ хӑмасемпе хальхи йышши техника пур. Теттесем те куҫа йӑмӑхтараканнисем, илемлисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Йӑлана кӗнипе килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗн водительсене тата Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене хула урамӗсене Хӗл мучи саламлама тухнӑ. Анчах шур сухал патакпа мар — жезлпа. Хӗл мучи жезлпа водительсене чарать. Анчах вӑл ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн штраф ҫырса памасть. Пачах тепӗр май — парнесем парать. ЧР ҪҪХПИнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв тӗп сӑнарӗ (вӑл Хӗл мучин тумне тӑхӑннӑ ҪҪХПИ ӗҫченӗ ӗнтӗ) кунсерен хула центрӗнче тивӗҫне пурнӑҫлать. Вӑл водительсене тата ҫуран ҫӳрекенсене аварисӗр ҫӳреме, хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнма сунать. Хӗл мучи пӗчӗккисем пирки те манмасть — вӗсене пылак ҫимӗҫпе хӑналать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Машинӑсене ӑҫта кирлӗ — унта лартса хӑваракансем хуласенче нумай. Пӗр енчен, ҫыннисене те ӑнланма пулать. Гаражӗсем ҫук е пулсан та унта ҫити ҫӳресшӗн мар. Парковкӑна вырнаҫтарас — укҫа тӳлес килмест. Машинӑсене ӑҫта кирлӗ, унта пӑрахса хӑварни коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсене машинисене кӗрсе тухма йывӑр. Лартма юраман вырӑна машина пӑрахса хӑваракансене хула влаҫӗсем малашне «Паркон» куҫса ҫӳрекен комплекспа палӑртма тытӑнӗҫ. Ӑна автомобиль салонне вырнаҫтарса хула урамӗсем тӑрӑх тухмалла. Прибор машинӑна ӑҫта лартнине ӳкернисӗр пуҫне хӑш вӑхӑтра ӳкерсе илнине те кӑтарать. Унтан ӳкерчӗке ҫул-йӗр инспекторӗсем патне ярӗҫ. Лерен информацие административлӑ комиссие ӑсатӗҫ. «Паркон» хатӗре Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче туяннӑ. Административлӑ майпа саккуна пӑсакансем пирки вӑл пулӑшнипе 2101 йышӑну тунӑ. Штраф виҫи пӗр миллион тенкӗрен иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Территори тӗлӗшпе. Халех мар. Тепӗр темиҫе ҫултан. Ун чухне хула район ҫӗрӗсене хӑйӗн йышне туртса илӗ. Шупашкара 2035 ҫулччен аталантармалли плана палӑртнӑ. Ӑна Шупашкар хула депутачӗсен виҫӗмкунхи ларӑвӗнче ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Тепӗр 20 ҫул хушшинче Шупашкар тата пысӑкланӗ. Вӑл хӗвелтухӑҫ тата хӗвеланӑҫ еннелле сарӑлӗ. Паян ҫав лаптӑк Шупашкар районне кӗреҫҫӗ. Халӑх йышӗ 550 пинпе танлашмалла. Ҫултаӑкне вӑтамран 421 тӑваткал метр ҫурт хӑпартмалла. Кивелнӗ ҫурт-йӗре пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Социаллӑ учрежденисене аталантармалла. Сӑмахран, пӗчӗк юханшыв урлӑ кӗперсем тумалла, тоннель ҫул сарасшӑн. Йӑлӑма аталантарассине те пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паркри нанотӑвайкки Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра нанотӑвайкки пур. Ҫӗнӗ йышши тӑвайккинче хӗлле те, ҫулла та ярӑнма пулать иккен. Юр пур-и, ҫук-и — пӗлтерӗшлӗ мар. Ку тӑвайккинчен пӳремечпе, вӗрсе хапартнӑ ҫунашкапа, пластмасс йӗлтӗрлӗ снегокатпа ярӑнма пулать. Чӑннипе, искусственнӑй майпа тунӑ тӑвайккисем Европӑра ҫур ӗмӗр ытла пур ӗнтӗ. Раҫҫейре Олимпиадӑри Сочи умӗн искусственнӑй трамплин тунӑ. Ку спортсменсене ҫулталӑкӗпех тренировка ирттерме май панӑ. Юрсӑр тӑвайкки пирки ытти регионсем те шухӑшлама тытӑннӑ. Ҫав шутра — Чӑваш Ен те. А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, тӑвайкки 10 ҫулран кая мар чӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштавӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Наци вулавӑшӗ умӗнче «Пӗрле утни — 2015» Ҫӗнӗ ҫул парачӗ иртет. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Тӗрӗсрех, ҫавӑн чух вӗсене шута илме пуҫлӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул сӑнарӗ евӗр тумланнисен тӗрлӗ номинацире хаклӗҫ: «Хӗл Мучин чи лайӑх тумӗ», «Юрпикен чи лайӑх тумӗ», «Чи лайӑх ҫӗнӗ ҫул ҫемйи», «Чи лайӑх ҫӗнӗ ҫул ушкӑнӗ». Чи лайӑх Хӗл Мучине Сочине кайма путевка кӗтет. Конкурса ҫынсем кӑна мар, капӑрлатнӑ машинӑсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Автомоболистсен ассоциацийӗпе Шупашкар хула администрацийӗ «Ҫӗнӗ ҫул автокарнавалӗ» конкурс йӗркелет. Ҫӗнтерӳҫӗне 500 литр бензин парассине пӗлтереҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: 23-50-93, 37-55-66. Концерт юратакансем Хӗрлӗ лапама васкамалла. Унта «Здравствуй, песня» вокалпа инструмент ансамбль концерчӗ иртӗ. Унтах маларах асӑннӑ конкурссене пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫул умӗн ку улатӑрсемшӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ. Унта «Святлячок» ача пахчи уҫӑлнӑ. Вӑл кивви вырӑнне ӗҫлеме тытӑннӑ. 1947 ҫулта хӑпартнӑ ҫурта ишсе антарнӑ. Ача пахчинче 240 шӑпӑрлан валли вырӑн хатӗрленӗ. Унта пур условие те туса панӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх енӗпе те ыйтнине тивӗҫтерет. Ача пахчинче 36 ҫын ӗҫлӗ. Вӗсенчен 15-шӗ — педагогика ӗҫченӗсем. Ача пахчине пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче хута яма тытӑннӑ. Ӑна тумашкӑн 119 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ача пахчине уҫнӑ ҫӗре ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов хутшӑннӑ. Улатӑр тата Пӑрачкав епископӗ Федор ҫӗнӗ ача пахчисем уҫӑлнӑ май шӑпӑрлансем йышланса пынине палӑртнӑ. Ачасем хисеплӗ хӑнасене савӑнтарнӑ. «Хӗвел» кӗҫӗн ушкӑнрисем «Илемлӗ чӑрӑш» интерактивлӑ вӑйӑ вылянӑ. Хӑнасем чӑрӑша илемлетнӗ. Ҫавӑн пекех ачасем концерт хатӗрленӗ. Вӑй-хал культурин залӗнче «Атте, анне тата эпӗ — спортпа туслӑ ҫемье» спорт конкурсӗ иртнӗ. Шӑпӑрлансене ҫав кун клоун та савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.