Хулара
![]() Паян, раштавӑн 27-мӗшӗнче, Шупашкар ҫынннисем ҫутӑ шоуне курса савӑнма май пур. Ку мероприятие Раҫҫейӗн Культура министерстви пуҫарнӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хулари чи пысӑк кинотеатра ҫаврӑнать. Пысӑк экран ҫинче, ун вырӑнне ҫурта хӑйне усӑ курнӑ, ҫӗнӗ ҫулпа тата Сурхурипе ҫыхӑннӑ историсене кӑтартаҫҫӗ. Шоу 17 сехетре пуҫланнӑ. Вӑл виҫӗ сехете тӑсӑлмалла. Шоупа тӳлевсӗрех киленме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Эгер бульварӗнче унчченхи Валерьян Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗн ҫуртӗнче ача пахчи уҫӑлнӑ. Ҫурта ҫӗнетес ӗҫ ҫулталӑк ҫурӑ пынӑ. «Золотой ключик» (чӑв. Ылтӑн ҫӑра) ача пахчинче чӑваш халӑхӗн культурине вӗренес ӗҫе пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Ку микрорайонта ача пахчи уҫӑласса тахҫанах кӗтнӗ. Кунта халӑх та чылай пурӑнать. Ҫавӑнпа ку ашшӗ-амӑшӗшӗн чӑн-чӑн уяв пулнӑ. Алена Аришинова депутат республика ача пахчи уҫас енӗпе Раҫҫейри хӑш-пӗр регионтан маларах пынине палӑртнӑ. Эгер бульварӗнчи ача пахчинче интерактивлӑ хӑмасемпе хальхи йышши техника пур. Теттесем те куҫа йӑмӑхтараканнисем, илемлисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Йӑлана кӗнипе килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗн водительсене тата Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене хула урамӗсене Хӗл мучи саламлама тухнӑ. Анчах шур сухал патакпа мар — жезлпа. Хӗл мучи жезлпа водительсене чарать. Анчах вӑл ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн штраф ҫырса памасть. Пачах тепӗр май — парнесем парать. ЧР ҪҪХПИнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв тӗп сӑнарӗ (вӑл Хӗл мучин тумне тӑхӑннӑ ҪҪХПИ ӗҫченӗ ӗнтӗ) кунсерен хула центрӗнче тивӗҫне пурнӑҫлать. Вӑл водительсене тата ҫуран ҫӳрекенсене аварисӗр ҫӳреме, хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнма сунать. Хӗл мучи пӗчӗккисем пирки те манмасть — вӗсене пылак ҫимӗҫпе хӑналать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Машинӑсене ӑҫта кирлӗ — унта лартса хӑваракансем хуласенче нумай. Пӗр енчен, ҫыннисене те ӑнланма пулать. Гаражӗсем ҫук е пулсан та унта ҫити ҫӳресшӗн мар. Парковкӑна вырнаҫтарас — укҫа тӳлес килмест. Машинӑсене ӑҫта кирлӗ, унта пӑрахса хӑварни коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсене машинисене кӗрсе тухма йывӑр. Лартма юраман вырӑна машина пӑрахса хӑваракансене хула влаҫӗсем малашне «Паркон» куҫса ҫӳрекен комплекспа палӑртма тытӑнӗҫ. Ӑна автомобиль салонне вырнаҫтарса хула урамӗсем тӑрӑх тухмалла. Прибор машинӑна ӑҫта лартнине ӳкернисӗр пуҫне хӑш вӑхӑтра ӳкерсе илнине те кӑтарать. Унтан ӳкерчӗке ҫул-йӗр инспекторӗсем патне ярӗҫ. Лерен информацие административлӑ комиссие ӑсатӗҫ. «Паркон» хатӗре Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче туяннӑ. Административлӑ майпа саккуна пӑсакансем пирки вӑл пулӑшнипе 2101 йышӑну тунӑ. Штраф виҫи пӗр миллион тенкӗрен иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Территори тӗлӗшпе. Халех мар. Тепӗр темиҫе ҫултан. Ун чухне хула район ҫӗрӗсене хӑйӗн йышне туртса илӗ. Шупашкара 2035 ҫулччен аталантармалли плана палӑртнӑ. Ӑна Шупашкар хула депутачӗсен виҫӗмкунхи ларӑвӗнче ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Тепӗр 20 ҫул хушшинче Шупашкар тата пысӑкланӗ. Вӑл хӗвелтухӑҫ тата хӗвеланӑҫ еннелле сарӑлӗ. Паян ҫав лаптӑк Шупашкар районне кӗреҫҫӗ. Халӑх йышӗ 550 пинпе танлашмалла. Ҫултаӑкне вӑтамран 421 тӑваткал метр ҫурт хӑпартмалла. Кивелнӗ ҫурт-йӗре пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Социаллӑ учрежденисене аталантармалла. Сӑмахран, пӗчӗк юханшыв урлӑ кӗперсем тумалла, тоннель ҫул сарасшӑн. Йӑлӑма аталантарассине те пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паркри нанотӑвайкки Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра нанотӑвайкки пур. Ҫӗнӗ йышши тӑвайккинче хӗлле те, ҫулла та ярӑнма пулать иккен. Юр пур-и, ҫук-и — пӗлтерӗшлӗ мар. Ку тӑвайккинчен пӳремечпе, вӗрсе хапартнӑ ҫунашкапа, пластмасс йӗлтӗрлӗ снегокатпа ярӑнма пулать. Чӑннипе, искусственнӑй майпа тунӑ тӑвайккисем Европӑра ҫур ӗмӗр ытла пур ӗнтӗ. Раҫҫейре Олимпиадӑри Сочи умӗн искусственнӑй трамплин тунӑ. Ку спортсменсене ҫулталӑкӗпех тренировка ирттерме май панӑ. Юрсӑр тӑвайкки пирки ытти регионсем те шухӑшлама тытӑннӑ. Ҫав шутра — Чӑваш Ен те. А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, тӑвайкки 10 ҫулран кая мар чӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштавӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Наци вулавӑшӗ умӗнче «Пӗрле утни — 2015» Ҫӗнӗ ҫул парачӗ иртет. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Тӗрӗсрех, ҫавӑн чух вӗсене шута илме пуҫлӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул сӑнарӗ евӗр тумланнисен тӗрлӗ номинацире хаклӗҫ: «Хӗл Мучин чи лайӑх тумӗ», «Юрпикен чи лайӑх тумӗ», «Чи лайӑх ҫӗнӗ ҫул ҫемйи», «Чи лайӑх ҫӗнӗ ҫул ушкӑнӗ». Чи лайӑх Хӗл Мучине Сочине кайма путевка кӗтет. Конкурса ҫынсем кӑна мар, капӑрлатнӑ машинӑсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Автомоболистсен ассоциацийӗпе Шупашкар хула администрацийӗ «Ҫӗнӗ ҫул автокарнавалӗ» конкурс йӗркелет. Ҫӗнтерӳҫӗне 500 литр бензин парассине пӗлтереҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: 23-50-93, 37-55-66. Концерт юратакансем Хӗрлӗ лапама васкамалла. Унта «Здравствуй, песня» вокалпа инструмент ансамбль концерчӗ иртӗ. Унтах маларах асӑннӑ конкурссене пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫул умӗн ку улатӑрсемшӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ. Унта «Святлячок» ача пахчи уҫӑлнӑ. Вӑл кивви вырӑнне ӗҫлеме тытӑннӑ. 1947 ҫулта хӑпартнӑ ҫурта ишсе антарнӑ. Ача пахчинче 240 шӑпӑрлан валли вырӑн хатӗрленӗ. Унта пур условие те туса панӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх енӗпе те ыйтнине тивӗҫтерет. Ача пахчинче 36 ҫын ӗҫлӗ. Вӗсенчен 15-шӗ — педагогика ӗҫченӗсем. Ача пахчине пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче хута яма тытӑннӑ. Ӑна тумашкӑн 119 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ача пахчине уҫнӑ ҫӗре ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов хутшӑннӑ. Улатӑр тата Пӑрачкав епископӗ Федор ҫӗнӗ ача пахчисем уҫӑлнӑ май шӑпӑрлансем йышланса пынине палӑртнӑ. Ачасем хисеплӗ хӑнасене савӑнтарнӑ. «Хӗвел» кӗҫӗн ушкӑнрисем «Илемлӗ чӑрӑш» интерактивлӑ вӑйӑ вылянӑ. Хӑнасем чӑрӑша илемлетнӗ. Ҫавӑн пекех ачасем концерт хатӗрленӗ. Вӑй-хал культурин залӗнче «Атте, анне тата эпӗ — спортпа туслӑ ҫемье» спорт конкурсӗ иртнӗ. Шӑпӑрлансене ҫав кун клоун та савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Ен Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илме хатӗрленет. Республикӑри район-хуласенче тӗрлӗ мероприятисемпе акцисем иртеҫҫӗ. Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул ярмӑркки те уҫӑлнӑ. Лаша ҫулталӑкӗ вӗҫлениччен тӗп хулара вун-вун мероприяти иртӗ. Кӗҫех ҫынсем троллейбусра Хӗл мучипе Юр пикене курма пултарӗҫ. Юмахри сӑнарсем пассажирсене ҫитес Качака ҫулӗпе саламлӗҫ. «Ҫӗнӗ ҫулхи экспресс» акци раштавӑн 25–26-мӗшӗсенче иртӗ. Хӗл мучипе Юр пике 1, 4 тата 12-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссенче пулӗҫ, ҫынсене парнесемпе савӑнтарӗҫ. Кунашкал акци Шупашкарта пӗлтӗр те иртнӗ. Ахӑртнех, вӑл йӑлана кӗрӗ, малашне те иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӗҫнерникун, раштавӑн 18-мӗшӗнче, Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче Митта Ваҫлейӗн асӑну хӑми ҫакӑнса тӑракан ҫурт умӗнче чечек хучӗҫ — паллӑ чӑваш ҫыравҫине тытса кайнӑ куна асӑнчӗҫ. Мероприятие Илле Иванов ертсе пыракан преми фончӗ тата «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ хутшӑннӑ. Митта Ваҫлейӗ (1908, пуш, 5 — 1957, ҫӗртме, 10) — чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫра ҫуралнӑ. Ялти шкула пӗтерсе Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ, унта вӗреннӗ чухне литературӑпа хавхаланнӑ. 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ, 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |