Хулара
![]() Чӗрчунсене хӳтӗлекенсем паян Раҫҫейӗпех пикета тухма палӑртнӑ. «Умка» ыркӑмӑллӑх фончӗ «Шупашкара 550 ҫул» паркра вырнаҫнӑ «Виктория» цирк-шапито умӗнче пикет ирттерме палӑртнӑ. Ҫапла утӑм патне ҫитнисем циркра чӗрчунсене усӑ куртарасшӑн мар иккен. Вӗсен шучӗпе чӗрчунсене япӑх условире тытаҫҫӗ. Халӑх патне ҫак информацие вӗсем плакатсемпе листовкӑсем урлӑ ҫитерме палӑртаҫҫӗ. Паян Питӗрте тата Северодвинскра та «Чӗрчунсемсӗр цирк» пикет иртмелле пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кирлӗ хатӗрсене вырнаҫтарнӑ самант Ҫулӗ унччен те уҫӑ пулнӑ-ха, анчах урапапа ҫӳрекен сусӑрсене кӗрсе тухма май килмен. Халӑхӑн ҫавӑн йышши категорине Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫӑмӑллӑнах кӗрсе тухма май туса парасси ҫынсене социаллӑ хӳтлӗх куӳресси ҫинчен калакан республика программин «Меллӗ тавралӑх» ҫум программипе килӗшӳллӗн тытӑннӑ. Урапапа ҫӳрекен сусӑрсем театра Ефремов купса бульварӗ енчен кӗрейӗҫ. Унта вӗсем валли пандус вырнаҫтарнӑ. Гардероб патне чалӑшшӑн вырнаҫтарнӑ ятарлӑ хатӗрпе анса хӑпармаллаӗ Иккӗмӗш хута хӑпарма та ун пек хатӗр илсе хӑпартӗ. Туалетра та сусӑрсем валли кабинӑсем пӑхса хӑварӗҫ. Кассӑра тата театр залӗнче начар илтекенсем валли индукци йӑли пурӗ Театра кӗрсен вара ҫынсем валли информаци таблоне ҫакса хунӑ. Унта театр ҫинчен каласа кӑтартакан, хӑпарса анмалли хатӗрсемпе епле курмаллине ӑнлантарнисене тупса вулайӑн. Сӑнсем (20) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() vseprostroyku.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкар ертӳлӗхӗ «Магнум» тулли мар яваплӑ обществӑпа объект строительстви тӗлӗшпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа Шупашкарта тепӗр вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс тата спорт шкулӗ хута ярӗҫ. Вӑл сӗтелҫи теннисӗ тата ухӑран пересси енӗпе ӗҫлӗ, Ирина Солдатова ячӗллӗ пулӗ. Шупашкар хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, объект ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче М.Павлов урамӗнчи 9-мӗш «а» ҫуртра пулӗ. Объект хакне 71 500 000 тенкӗлӗх хакланӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗмӗрлере чиновниксем тӳрех икӗ мулкача хӑваласа тытнӑ. Котельнӑй валли вырӑн пушатнӑ. Унта вара 100 ҫулти чӑрӑш ӳснӗ. Ӑна касса тӗп лапама кайса лартнӑ та илемлетнӗ — Ҫӗнӗ ҫул валли хатӗр! 100 ытла ҫулти чӑрӑш Карл Маркс урамӗнче ӳснӗ. Анчах ҫав вырӑнта тӳре-шара котельнӑй тума шухӑшланӑ. Документаци хатӗрленӗ те ӗмӗр ӳсекен йывӑҫа касма хушнӑ. Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн строительствӑпа архитектура пайӗн пуҫлӑхӗ Евгений Гришин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, чӑрӑш ӳснӗ территори ҫурт ҫывӑхне кӗмен. Чӑрӑша ҫав-ҫавах касмалла пулнӑ-мӗн. Ку вырӑнта модульлӗ котельнӑй тума палӑртнӑ-ҫке-ха. Анчах хула ҫыннисем документаци тӗрӗс марри пирки иккӗленнӗ те вырӑнти МИХсен редакцисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӳре-шара Ҫӗнӗ ҫул умӗн халӑха савӑнтарма туна ӗҫе пурте ырласа йышӑнман. Хӑшӗ-пӗри уяв каҫхине чӑрӑш тавра савӑннӑ вӑхӑтра теприсем ун ҫине пӑхса ассӑн сывлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пӑртан кӳлепесем касса кӑларма тытӑннӑ. «Кӑҫал иртнӗ мероприятисемпе проектсем хула ҫыннисен асӗнче юлӗҫ. Вӗсене хула ҫыннисем хастар хутшӑнчӗҫ. Массӑлӑл спорт мероприятийӗсем, ушкӑна хускану тунисем, Пӗтӗм тӗнчери спорт форумӗ, Спорт бултварӗ, ГТО нормиснее тытни — уйрӑмах асра юлчӗҫ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ хула администрацийӗнче. Ҫавна май пӑр кӳлеписене ҫав мероприятисене те халаллама шут тытнӑ. Спорт тематикиллисем виҫҫӗ пулӗҫ. Вӗсем тӑршшӗ — икӗ метр ҫӳллӗш. Тӗп каток варрине фигуристка скульптурине вырнаҫтарӗҫ. Хӗл Мучи резиденцийӗпе юнашар Ҫӑмӑл атлетикӑпа Европа кубокӗн символӗ вырӑн тупӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ патне «Шупашкар хурчкисем» баскетболистсен командинчи мечӗк перекен баскетболист скульптурине лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енре куҫ япӑх куракан шӑпӑрлансем валли пӗр ача пахчи ҫеҫ ӗҫлет. Кӗҫех кунашкал ачасем валли 137-мӗш садикре ҫӗнӗ ушкӑн уҫмалла. Унта 129 шӑпӑрлан ҫӳрет. Ҫакна йӑлтах «Шкул умӗнчченхи вӗренӗве ҫӗнетни» программа пулӑшнипе пурнӑҫлама май пур. Ҫӗнӗ ушкӑна тумашкӑн тата хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтермешкӗн 1,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Елена Сахарова пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство тата юсав ӗҫӗсем вӗҫленнӗ. Сӗтел-пакан лартмалли ҫеҫ юлнӑ. Кун хыҫҫӑн ушкӑн ачасене йышӑнма хатӗр пулӗ. 137-мӗш ача пахчин заведующийӗ Людмила Ростовцева шӑпӑрлансен куҫ ҫивӗчлӗхне лайӑхлатассишӗн хӑйсенчен мӗн килние тӑвасса пӗлтернӗ. Юлашки 3 ҫулта вӗсен алли витӗр 102 ача тухнӑ. Вӗсенчен 40-шӗ пачах е япӑх куракансен шкулне ҫӳремеллисем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта «Тӗлӗнтермӗш хули» ача пахчи алӑкне уҫнӑ. Строительсем ӑна ыттисенчен расна ят панине, урӑх кунашкалли хулара ҫуккине палӑртаҫҫӗ. ЧР Элтеперӗ савӑнӑҫлӑ уява хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев кӑҫал хулара пиллӗкмӗш ача пахчи уҫӑлнине палӑртнӑ. Республикӑри районсемпе хуласенче раштав вӗҫлениччен тепӗр 10 ача пахчи ӗҫлеме пуҫламалла-мӗн. Ача пахчи уҫӑлни ашшӗ-амӑшӗшӗн, ачисемшӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗн чӑн-чӑн парне тейӗн. Шупашкарта 3 ҫултан аслӑрах 300 ытла ача ҫеҫ черетре юлнӑ-мӗн. «Тӗлӗнтермӗш хулинче» коридорсем хӑтлӑ, вӑйӑ пӳлӗмӗсем пур. Ку кӑна мар — унта сенсор пӳлӗм, физиотерапевт пӳлӗмӗ, тӑвар шахти, бассей та пур. Ашшӗ-амӑшӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, паха ача пахчине пепкисене вырнаҫтарма нимӗнле йывӑрлӑх та пулман. Михаил Игнатьев ача пахчине пӑхса ҫаврӑннӑ май воспитательсемпе те, шӑпӑрлансемпе те калаҫнӑ. Вӑл ҫитменлӗхсене палӑртнӑ. Вӗсене ҫитес вӑхӑтра пӗтермелле. Ав бассейнра мачча тӳрӗ мар-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштавӑн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗччен Шупашкарта «Кайӑк апатланмӑшӗ» конкурс иртет. Ӑна «Симӗс хула» экологи общество организацийӗ тата Шупашкар хулин экологи управленийӗ ирттерет. Конкурса Шупашкарти 1–4-мӗш классенче вӗренекен ачасем, хушма пӗлӳ паракан вӗренӳ центрӗсен, пултарулӑх ҫурчӗсен воспитанникӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Унта хутшӑнас тесен кайӑксем валли сырӑш хатӗрлемелле, хулари парк-скверсенчи йывӑҫсем ҫине ҫакмалла. Кун хыҫҫӑн, пушӑн 10-мӗшӗччен, alekseev-fedor@mail.ru электронлӑ почтӑна заявка ямалла. Ҫаван пекех Powerpoint 2003–2010 программӑпа хӑтлав хатӗрлемелле. Унта ҫак информаци пулмалла: миҫе сырӑш хатӗрленӗ, вӗсене ӑҫта вырнаҫтарнӑ, вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсем, сӑнавсен пӗтӗмлетӗвӗсем, кайӑксен хӗлле тӑрантарнин ӗҫӗ-хӗлӗ. Хӑтлава та электронлӑ почтӑна ямалла. Финал пушӑн 20-мӗшӗнче пулӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе, парнесемпе чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Республика тӳремӗнче пирвайхи юмах «ҫурчӗсем» курӑнма пуҫланӑ. Вӗсенче кӗҫех вырӑнти алӗҫ ӑстисен сувенирӗсем сутӑнма пуҫлӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, «Раштав ярмӑркки» хӗллехи каникулта та — кӑрлачӑн 1–10-мӗшӗсенче — ӗҫлӗ. Ку проект Шупашкарти Республика тӳремӗнче пӗрремӗш хут иртӗ. Унта Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп чӑрӑшне вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Унтах — наци стилӗпе килӗшӳллӗн тунӑ юмах «ҫурчӗсем». Ярмӑрккӑра пӗтӗмпе 20 ҫурт пулӗ. Хула администрацийӗ вырӑнти тавар кӑларакансенчен, алӗҫ ӑстисенчен, Чӑвашри усламҫӑсенчен заявкӑсем йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштавӑн 4-мӗшӗнче Шупашкарти 10-мӗш шкулта Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемпе пуху иртнӗ. Унта хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ. Ҫак ҫурта ишсе антарса ҫӗннине тӑвасси унчченех паллӑччӗ. Ун чухне ҫынсен шӑпине татса паманччӗ-ха. Хальхинче халӑха епле вырнаҫтарас ыйтӑва татса панӑ. Алексей Ладыков пухура икӗ вариант сӗннӗ. Пӗрремӗшӗ — ҫынсене кашни тӑваткал метршӑн 40-45 пин тенкӗ компенсаци тӳлесси. Иккӗмӗшӗ — халӑх тата муниципалитет вӑйӗпе ҫурта ишсе антарса ҫӗннине тӑвасси. Кун хыҫҫӑн ҫынсене ҫӗнӗ ҫуртра пӳлӗмсене тӳлевсӗр парӗҫ. Хушма тӑваткал метрсемшӗн вара тӳлеме тивӗ, анчах йӳнӗрех хакпа — 30 пине яхӑн тенкӗ 1 тӑваткал метршӑн. Иккӗмӗш варинта ҫынсем ытларах кӑмӑлланӑ. Ара, халӗ компенсаци тӳленӗ укҫапа пӳлӗм туянма йывӑртарах. Ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫма вара питӗ кӑмӑллӑ. Пухура Лебедев ячӗллӗ лицее вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ ҫынсем валли пур услови те туса пани пирки пӗлтернӗ: юсав ӗҫӗсем тунӑ, электросетьсене ҫӗнетнӗ. Унта ҫынсем вӑхӑтлӑха регистрациленме те пултараҫҫӗ-мӗн. Пухӑва пухӑннисем кӑсӑклантаракан ыйтусен хуравне пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |