Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
(«Чӗрӗ чӑваш. Чӗрӗ мар чӑваш» кӗнекерен) «Чӑвашӑн малалла ӑслӑлӑх вӗренес пулать. Тӗнче пысӑк, тӗнчере темӗн те пур. Тӗнчене пӗлме тӑрӑшмасӑр, тӗнче йӗркине, пурнӑҫ йӗркине пӗлме тӑрашмасӑр пурӑнма май ҫук», – ҫырнӑ Ҫеҫпӗл 1921 ҫулта. «Май пур!..» – теҫҫӗ пирӗн вӗреннӗ чӑвашсем. Хаҫат-журналсене, литература е ӑслӑлӑх ятпа тухакан кӗнекесене уҫкаласа пӑхӑр, радио-телевидени кӑларӑмӗсемпе паллашӑр, театрта пулӑр, чӑваш фильмӗсене курӑр. пуху-конференцисене интернетра шыраса тупӑр, паянхи чӑваш юрри-музыкине итлӗр, «Чӑваш халӑх сайтӗнчи» комментарисене/акапасарсене вулӑр… Пур-и унта ӑслӑлӑха вӗренес тени, тӗнчене, тӗнче йӗркине, пурнӑҫ йӗркине пӗлме тӑрӑшни?.. Ҫук… Ҫеҫпӗл палӑртнӑ инҫет/горизонт патне туртӑннине те ҫукрах… Телее, пирӗн Атнер Петрович Хусанкай пур, ӳнерҫӗсем пур… Вӗсем «семиосфера ахах-мерченӗсемпе» (Ю.М. Лотман ӑнлавӗ) шалти хутшӑнӑва кӗреҫҫӗ. Вӗсен пултарӑвне ҫӗн пӗлтерӗш-тупсӑмсен (смыслы) тарӑнӑшӗ патне ҫитерекен Пысӑк вӑхӑт (М.М. Бахтин ӑнлавӗ) пиелет… Паянхи гуманитари тӗпчевӗсен тӗпри принципӗсенчен пӗри интертекст тата интертекстлӑх пулмалла пек. |
Чӑвашлӑх
![]() Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Пӗлтӗрхи пек ҫавра ҫул мар-ха ӗнтӗ, ҫавах та «Чӑваш халӑх сайчӗ» кун ҫути курнӑранпа 16 ҫул ҫитрӗ. Черетлӗ ҫул пысӑк улшӑнусемпе палӑрмарӗ. Нимӗнле ҫӗнӗлӗх те ҫук. Ҫӗнӗлӗх мар, ҫухатусем пур темелле. Калӑпӑр, пӗлтӗр вырӑсла хыпарсене ҫырма эпир ятарлӑ ҫынна тытса тӑраттӑмӑр пулсан, кӑҫал, укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманран, вырӑсла версине хыпарсемпе тултаракан ятарлӑ ҫын ҫук. Ҫак сӑлтавсем эпир паянхи кун хамӑр вӑя ытларах енӗпе Чӑваш чӗлхи лабораторине янипе ҫыхӑннӑ. Чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышне 1 миллиона ҫитерме тӗллев лартнӑччӗ те кӑҫал вӑл плана пурнӑҫласа ҫитересшӗн. Нумаях та юлмарӗ ӗнтӗ — тата 50 пин тӑвасси ҫеҫ юлчӗ. Юрать-ха, ҫак ӗҫе туса пынӑ май кӑҫал «Литература кӗтесӗ» кӑшт пуянланчӗ — хайлавсем нумаях мар пулин те, ҫавах хушӑнчӗҫ. Апла-и, капла-и — 16 ҫул ӗҫлени сахал вӑхӑт мар. Сайт хӑй еккипе ҫеҫ пынин сӑлтавӗ те ҫавӑнтах. Сайт аталанмасть тесен те йӑнӑш пулӗ — кӗрекенсен йышӗ ӳссех пырать. Ҫуллахи вӑхӑтра та вулакансен йышӗ кӑҫал талӑкра 300 ҫынран чакмарӗ. Кӗр кунӗсем ҫитнӗ хыҫҫӑн вӗсем пирӗн нумайланаҫҫӗ — 400–500 таран ҫитеҫҫӗ (хӑш-пӗр кун ку кӑтарту 700 урлӑ та иртет). |
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» кӗнекерен) «Йӑпӑш ӑслӑлӑх» («тихая учёность»). Мартин Хайдеггер философийӗнче ҫавӑн пек ӑнлав пур (Хайдеггер М. Исток художественного творения / Пер. с нем. Михайлова А.В. М.: Академический Проект, 2008. С. 285.). Ҫиелтен пӑхсан, ҫак ӑнлавпа Г.А. Дегтярев ӗҫ-пуҫне палӑртма пулать пек. Чӑваш лексикографийӗ, лексикологийӗ… Словарь ӗҫӗ… «Бухгалтер, счетовод ӗҫне аса илтерет», – тейӗ ҫӑмӑлҫах ӑсли. Чӗрӗ, кулленхи пурнӑҫпа ҫыхӑнман пек туйӑнать ҫак ӗҫ нумайӑшне. «Наука ӗнтӗ, мӗн тӑвӑн… Академилле темелле…». Ҫапла шухӑшлани тепришӗн (сӑмахран, ку ӗҫе ячӗшӗн тӑваканшӑн) тӗрӗс. Г.А. Дегтярев ӗҫӗ-хӗлӗн, пурнӑҫӗпе пултарӑвӗн чӑн тупсӑмӗ – урӑххинче: урӑх инҫӗшре, урӑх талккӑшра, пур-ӑ-нӑҫӑн (бытие) урӑх таппи-талпӑнӑвӗнче… Урӑххине палӑртма, ӑсласа илме янтӑласа хунӑ сӑмах ҫук. «Ку сӑмах ыйтӑва ӑсласа илес ҫул ҫинче. Ҫул ҫинче – ҫул вӗҫӗнче мар» («Это всегда слово, которое находится на пути к освоению своей проблемы – на пути, а не в окончании пути»), – ҫырать А. |
Чӑвашлӑх
![]() pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Чӑваш тӗнчи» фотоконкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Унта педагогсем, фотоӳнер ӑсталӑхне алла илекенсемпе фотоӗҫе юратакансем хутшӑнайӗҫ. Сӑнӳкерчӗксенче Чӑваш Ен ҫутҫанталӑкне, историне, культурине, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине сӑнламалла. Конкурсӑн теми темиҫе. «Вӗрентекен яту сан сумлӑ, ӗҫӳ хӑватлӑ, пархатарлӑ» ятлинче шкулпа вӗрентекенсен пурнӑҫӗнчи самантсене уҫса памалла, «Ик алӑра пӗр ӗҫ вӗрет» – ялти тата хулари производство коллективӗсен тӑрӑшӑвне кӑтартмалла («Производствӑри портрет», «Репортаж сӑнӳкерчӗкӗ», «Фотоочерк», «Фотофильм»). «Ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ» чӑваш ӑстисемпе паллаштарма тивӗҫ. Кунта «Ушккӑнпа ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене», «Производствӑри портрета», «Репортаж сӑнӳкерчӗкне», «Фотоочерка», «Фотофильма» йышӑнӗҫ. «Ытарайми тӑван тавралӑх» номинаципе хутшӑнас тесен пейзаж ӳкерсе илмелле. «Тӗнчере 100 тӗрлӗ кӗнчеле» номинацие килӗштерекенсем чӑвашсен пурлӑх мар культурипе (тухья-хушпупа, йӗке-кӗнчелепе, шӗшлӗ-аптрипе тата ыт. те) «Натюрморт» тата «Производство портречӗ» урлӑ паллаштарасса шанаҫҫӗ. «Мӗнле анлӑ ман Тӑван ҫӗршывӑм» номинацие суйланисенчен чӑваш диаспорисенчи сӑнӳкерчӗксене кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри Нурлатра чӑваш туйӗ иртнӗ. Кристина тата Михаил Гавриловсем тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратас тесе ҫавӑн пек ирттерес тенӗ. Мӑшӑра вырӑнти тӳре-шара, ҫав шутра Нурлат хулинчи канашӑн председателӗн ҫумӗ Владимир Кашкаров, саламланӑ. Вӑл ваттисен йӑли-йӗркине пӑхӑнса пурӑнма, килти ҫӳп-ҫапа урама кӑлармалла маррине, аслисене хисеплемеллине вӗрентсе каланӑ. «Ҫирӗп те телейлӗ ҫемье – нумай ачаллӑ ҫемье. Ҫиччӗ мар пулин те пилӗк ача та пулин пултӑр», – суннӑ вӑл. Туя чӑваш ансамблӗсем те хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри Нурлатри Театр скверӗнче чӑваш юррин «Родник» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) халӑх ансамбльне йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнине уявланӑ. Ансамбле 1991 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче районти Культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ. Пуҫаруҫи – Тутар Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Ефремова. Ансамбль ертӳҫ пулса вӑл 20 ҫул тӑрӑшнӑ. 2012 ҫултанпа ушкӑна Светлана Ефремован вӗренекенӗ Олеся Илифанова ертсе пырать, аккомпаниаторӗ – Василий Абрамов. «Манӑн ӗҫӗм сая кайманнишӗн савӑнатӑп. Ансамбль малашне те аталанасса шанатӑп», – саламланӑ хӑй пуҫарса янӑ ушкӑна 30 ҫулхипе Светлана Семеновна. Чӑваш юррин ансамблӗн спутник-ушкӑнӗ те пур. Вӑл — ача-пӑчан «Звезда» (чӑв. _Ҫӑлтӑр_) ансамблӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Атӑл леш енчи «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) санатори ҫумӗнчи «Сувар» этнопаркри кӳлепесем япӑхса пыни пирки Фейсбукра ятарлӑ пост вырнаҫтарнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «тарӑн шухӑшлӑ, сӑнарлӑ кӳлепене ӳнерҫӗсем ӑсталаса вырнаҫтарнӑранпа ҫирӗм ҫул та иртнӗ. Чӑваш йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ мифологиллӗ сӑнарсем, йывӑҫран тунӑскерсем майӗпен ҫӗрӗшсе кивелеҫҫӗ, ача-пӑча хӑпарса ларнипе те силленсе ӳкме пуҫланӑ. Хӑй малтан чунра темиҫе ҫул йӑтса ҫӳренӗ, кайран проект туса чӑваш ӳнерҫисем пулӑшнипе пурнӑҫа кӗртнӗ сӑваплӑ вырӑншӑн Николай Михайлович Балтаев ӳнерҫӗн, паллах, чӗри ыратать. Вӑл ҫавӑнпа та кӳлепесене май килнӗ таран юсаса тӑрать. Анчах та пӗччен суран типсе ларать, халӑх сурать — кӳлӗ пулать тенӗ пек этнопаркра пурин те пӗрле тӑрӑшса нимелле йӗрке тумалла». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫал Виталий Станьяла кӗнеке кӑларса савӑнтарнӑ. Кӗнеки «Чӑваш мар пулсан кам? — Кто, если не чуваши?» ятлӑ. Калӑпӑшӗ 239 страница. Хакӗ 537 тенкӗ. Кӗнеки вунӑ пӗчӗк пайран тӑрать, унта авторне ӗҫрен кӑларса янӑ тата хаҫат-журналта пичетлеме чарнӑ хыҫҫӑн (юлашки пилӗк ҫулта) ҫырнӑ статьясене, интервьюсене, рецензисенне суйласа кӗртнӗ. Вӗсем интернетра, ытларах Чӑваш халӑх сайтӗнче, пичетленнӗ. Вӑл чӑвашла тата вырӑсла тухнӑ. Халиччен Виталий Станьяла республикӑри паллӑ врач, халӑх депутачӗ Николай Григорьев писатель тата Чӑваш наци библиотекинчи таврапӗлӳҫӗсем Галина Соловьевӑпа Ольга Тимофеева библиотекарьсем хӑйсен шучӗпе икӗ кӗнеке кӑларса панӑ. Вӗсене сӑвӑҫ сиплӗ эмел вырӑннех йышӑннӑ. Станьял хӑйне нумай ҫултан патшалӑх ҫапла хисеп тунӑшӑн, кӗнеке кӑларӑшне, хӑтавсене пухса кӑларакансене тата Олег Николаев элтепер ертӳлӗхне тав тунӑ. |
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Юртукасси ялӗнче пурӑнакан Вера Блинова чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑнма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Анчах хаклӑ тесе туянма укҫа хӗрхеннӗ. Тӗрлеме вӑл ачаранах пӗлнӗ-ха. «Хыпар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «амӑшӗ хыҫҫӑн хӗресле, яка майпа тӗрлеме хӑнӑхса пынӑ. Ҫывӑх тӑванӗсен салтака каякан ывӑлӗсем валли пӗр каҫра ал шӑлли тӗрлеме пултарнӑ». «Юнашарта пурӑнакан Ваньккан арӑмӗ, инке, наччасрах тӗрӗ валли ӳкерчӗк туса паратчӗ. «Ну, Вера, эсӗ пултаратӑн, камӑн тӗрри хитререххине ыран кайса курӑн», — тетчӗ», — аса илнӗ Вера Блинова. Клубра ӗҫлеме пуҫласан храрӑм хӑйӗн ӗмӗт-тӗллевне пурнӑҫа кӗртнӗ-кӗртнех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() https://www.youtube.com/watch?v=Kdotf158G24 видеоран илнӗ скриншот Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн «Ирхи тӗпел» кӑларӑмӗнче Марина Карягина тележурналист Илемпипе Силпи Туркайсемпе (вӗсем — Чӑваш халӑх поэчӗпе Валери Туркайпа Ольга Туркай ҫыравҫӑн хӗрӗсем) уҫӑ эфирта калаҫнӑ. Кун пирки Марина Карягина Фейсбукра пӗлтернӗ. Хыпара комментарилекенсем те тупӑннӑ. Вӗсенчен пӗри, Николай Максимов паллӑ ҫыравҫӑ, ҫапларах хакланӑ: «Туркайсем (аслисем) — хӑйне евӗр ҫынсем. Анчах ҫак хӗрсене ҫуратса ӳстернӗшӗнех вӗсен пур ҫылӑхне каҫарма юрать. Улмуҫҫи. Улмисем. Тымар... Шухӑшламалӑх пулӑм пур кунта, философилле пӗтӗмлетӳ тӑвас таранах». Марина Карягина Николай Максимова ҫапларах хуравланӑ: «Ҫын хушшинче пурӑнакан ҫылӑхсӑр пулмастех пуль. Чи пӗлтерӗшли — пирӗн хыҫҫӑн мӗн юлни. Ӑрусен ҫыхӑнӑвне татманни — несӗлсен умӗнчи чи пысӑк тивӗҫ тесе шутлатӑп. Нумайӑшӗ, ах, нумайӑшӗ татрӗҫ ҫав ҫыхӑнӑва. Чылайӑшӗ паянхи кунпа анчах пурӑнасшӑн, «Пӗтетпӗр, чӗлхе пӗтет!», — тесе хурах кӑшкӑракан ҫыравҫӑсем — хӑйсемех чӗлхерен, халӑхран пуласлӑха туртса илекенсем...» «Тавах, Марина. Тавах, Тургай. Философи кунта питех те ансат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |