Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем Аварие лекнӗ урапа
Аварие лекнӗ урапа

ZaRulem.ws сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер 16 сехет ҫурӑра Комсомольски районӗнче ҫул ҫине, Каҫалпа Канаш хушшинче, пӑши тӑрук сиксе тухнӑ. Ҫавна май урапа кювета анса кайнӑ.

Шел те, пӑши вырӑнтах вилнӗ. Унӑн виллине ветеринари сулжбине илсе кайнӑ. Урапари малта ларакан пассажир тата водитель суранланнӑ: пӗрремӗшӗ хулпуҫҫине хуҫнӑ, иккӗмӗшӗ ҫурӑмне, аллине амантнӑ.

Авари вырӑнӗнче 11 ҫын, 4 техника ӗҫленӗ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра Комсомольски районӗнче кунашкал авари пӗрремӗш хут пулман. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче урапа айне ике хир сысни лекнӗ.

Чӑваш Енре тискер чӗрчунсем урапа айне час-часах лекеҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Шел те, чылайӑшӗ ҫавӑнтах вилет.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин профпатологи центрӗн заведующийӗ пулнӑ хӗрарӑма суд 8 ҫуллӑха условлӑ майпа айӑплама йышӑннӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтне ӑна 4 ҫуллӑха палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне тухтӑра 10 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмӑн сывлӑх сыхлав сферинче ертӳҫӗ пуканне 3 ҫул йышӑнма юрамӗ. Ҫакӑн пек кӑра айӑплава хӗрарӑм сӗтев илнӗшӗн, ҫав шутра хӑратса та, «тивӗҫнӗ».

Следстви комитечӗн республикӑри Следстви управленийӗ тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, хӑйне пӑхӑнса тӑракансенчен хайхи хӗрарӑм 2009 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе 2012 ҫулхи ҫурлаччен 630 пин тенкӗ ытла сӗтев илнӗ. Ҫав укҫана лешсем хавхалантармалли тӳлеврен уйӑрса тӑнӑ. Пама килӗшмесен тӳлеве памассипе хӑратнӑ пулать.

Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Айӑплавпа килӗшмесӗр кассаци ҫӑхавӗ ҫырмалли вӑхӑт — вунӑ кун.

 

Пӑтӑрмахсем Авари вырӑнӗ
Авари вырӑнӗ

Чӳкӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрлехи 1 сехет те 14 минутра Етӗрне районӗнче М-7 автоҫулӑн 585-мӗш ҫухрӑмӗнче урапапа пассажир автобусӗ ҫапӑннӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чулхулара пурӑнакан 29 ҫулти водитель, ҫӑмӑл урапа рулӗ умӗнче ларнӑскер, ҫывӑрса кайнӑ. Ҫапла майпа транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та автобус ҫине кӗрсе кайнӑ. Автобус «Пермь — Сергиев Посад — Мускав — Пермь» маршрутпа кайнӑ.

Автобусра 28 ҫын пулнӑ. Телее, вӗсенчен нихӑшӗ те аманман. Ҫӑмӑл урапа (машин) водителӗ тата тӑватӑ пассажир йывӑр суранланнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.

ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнисенчен иккӗшӗ реанимацире выртаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем Хуракасссинчи монумент
Хуракасссинчи монумент

Паян Чӑваш Ен хурлӑхлӑ куна асӑнать. Чӑваш Ен историне ку кун 1961 ҫулта хурлӑхлӑ пулӑмпа кӗрсе юлнӑӗ. Ун чухне Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасссинче шкул ҫунса кайнӑ. Хӑрушла инкекре 106 ачапа 4 вӗрентекен пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Инкек пулнӑранпа вуншар ҫул иртсен те унӑн ахрӑмӗ хӑй пирки аса илтерет. Хуракасси тӑрӑхӗнчи хӑш-пӗр ҫемье ҫав кун харӑсах темиҫе ачасӑр тӑрса юлнӑ, теприсем пӗтӗм ачисене ҫухатнӑ. Пушар ялти кашни ҫемьене тенӗ пек пырса тивнӗ.

Паян, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Хуракассинче асӑну митингӗ ирттернӗ. Ӑна шкул пулӑн вырӑнта лартнӑ монумент патӗнче йӗркеленӗ. Шкулта вара Инкеклӗ ӗҫсен министерствин вырӑнти ӗҫченӗсем ачасемпе тӗлпулма палӑртнӑ. Кӗҫӗннисем валли конкурссемпе викторинӑсем йӗркелемелле, аслӑраххисемпе пушар хӑрушсӑрлӑхӗн темипе калаҫу ирттерме, фильм кӑтартма палӑртнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем Росстандарт ҫуртне пырса тӑрӑннӑ троллейбус
Росстандарт ҫуртне пырса тӑрӑннӑ троллейбус

Паян Шупашкарта кӑнтӑрла тӗлне, 11 сехет ҫурӑра, кӗтмен пӑтӑрмах пулнӑ. 20-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус Энтузиастсен урамӗнче Росстандарт ҫуртне пырса тӑрӑннӑ.

Пӑтӑрмаха урапа та ҫакланнӑ-мӗн. Общество транспорчӗн водителӗ руле итлеттереймен те «Дэу Матиз» маркӑллӑ урапа ҫине кӗрсе кайнӑ. Унтан «Росстандарт» ҫуртне пырса кӗнӗ.

Троллейбус рулӗ умӗнче 31 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл аварире суранланнӑ. Кондуктор та тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Аварире троллейбус та, ҫӑмӑл урапа та сиенленнӗ. Росстандарт крыльцине те халӗ юсама тивӗ-мӗн.

 

Пӑтӑрмахсем

Полис илес тесен Анатолий Макаров хушаматлӑ усламҫӑпа килӗшӳ тутарнӑ. Макаровӗ тата кам-ши тесе хытах пуҫ ватма кирлӗ мар. Уйрӑм усламҫӑ. Хайхискер транспортӑн аккумулятор батарейине тӗрӗслесе укҫа туса пурӑнать иккен. Республикӑри страхлакан организацисенчен пӗринче ҫавскерӗн шанчӑклӑ тусӗсем пулнӑ-тӑр. ОСАГО полис илес тесен хайхисем ҫав Макаров хушаматлӑ усламҫӑ патӗнче аккумулятора тӗрӗслеме хушнӑ. Енчен те ун патне кайма кӑмӑл тумасан ОСАГО килӗшӗвне алӑ пусмассипе хӑратнӑ.

Палӑртнӑ пӗр организацие хӑвалани конкуренци ҫинчен калкан саккуна пӑсни пулать тесе Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленйиӗ административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Сучӗ чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулмалла. Конкуренци ҫинчен калакан саккуна пӑснӑшӑн страхлакан организацие те, Макаров хушаматлӑ усламҫа та ахӑртнех явап тыттарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvashia.fas.gov.ru/news/13942
 

Пӑтӑрмахсем

Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫӗрлехи 1 сехетре, ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, полицие Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр шкула бомба хуни пирки шӑнкӑравланӑ.

Вырӑна полицейскисем, ятарласа вӗрентнӗ йытӑллӑ кинологсем, васкавлӑ службӑн ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫитнӗ, шула тӗрӗсленӗ. Пӗлӳ ҫуртӗнче тата ун ҫывӑхӗнчи территорире нимӗнле бомба та тупман.

ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑнкӑравласа пӗлтернӗ телефон номерне кӗске вӑхӑтра тупса палӑртнӑ. 38 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.

Юлашки вӑхӑтра унта е кунта бомба хуни пирки тӑтӑшах суйса пӗлтереҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе йӗркене пӑснӑшӑн тытмалли явапа та ӳстерчӗҫ. Усӑсӑр ахӑртнех. Ҫынсем бомба хуни пирки мӗн тӗллевпе суйса пӗлтерни – тӗлӗнмелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chv.aif.ru/incidents/1369214
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӗрмере ларакан савнийӗ патне каяссишӗн тухтӑртан суя справка илнӗ. Унпа темиҫе талӑклӑха тӗл пулас тесен курнӑҫӑва нумайлӑха пыракан ҫынтан ӳт-тирпе венерологи чирӗпе аптӑраманнине ӗнентерекен справка ыйтаҫҫӗ иккен. Хӗрарӑм те чирлӗ пулнӑ вара, те тӗрӗслев витӗр тухас килмен — дерматолог-венеролога 1 пин тенкӗ тыттарнӑ та лешӗ хайхие таса-сывӑ тесе справка ҫырса та панӑ.

Суя справка ҫырса ларакан тухтӑра суд 40 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне тухтӑра сывлӑх сыхлав органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме чарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳри сӗт савутне сӗт панипе чылай ҫын хӑй вӑхӑтӗнче шӑнман пӑр ҫине ларса кайнӑччӗ. Укҫине кӗтсе илеймен енне йӗрке хуралҫисем патне ҫыракансем те тупӑннӑччӗ, анчах сӗт пуҫтараканпа килӗшӳ-тавраш туман та усси пулмарӗ. Ҫапах та вӗренӗн те вӗҫӗ пур тесе ахальтен каламан-тӑр ҫав, асӑннӑ ҫын тӗлӗшпе Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна налук тӳлеменшӗн тата ӗҫ укҫипе икӗ уйӑх ытла татӑлманшӑн айӑплаҫҫӗ.

Тӗпчевҫӗсен шучӗпе савут пуҫлӑхӗ, вӑлах «Мысль» сбыт кооперативӗн ертӳҫи, 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен тытӑнса 2013 ҫулхи кӑрлаччен налукпа 2,1 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. 2013 ҫулхи ҫу–ҫӗртме уйӑхӗсенче вара хайхи предприятин газ операторне 21 пин тенкӗ ытла шалу тӳлемен.

Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Васкакан вакка сикет теҫҫӗ те, Патӑрьел районӗнчи суд приставӗ ҫавӑн пек шухӑшланӑ-ши — хӑйсем патне ҫынсенчен ҫитнӗ ҫырусене вӑхӑтра пӑхса тухман. Шучӗпе вара пӗр уйӑхра хуравламалла. 30 кун хушшинче ӗлкӗрменни саккуна пӑснине пӗлтерет.

Суд приставӗсен федераци службин Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи пайӗне кӑҫалхи ҫӗртме–утӑ уйӑхӗсенче ҫынесенчен виҫӗ ҫыру килнӗ. Пурте вӗсем суд йышӑнӑвӗпе укҫа шыраса илессипе ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ. Анчах ҫавсенчен нихӑшне те вӑхӑтра пӑхса тухман. Куншӑн Административлӑ майпа саккуна пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 5.59 статйинче явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ. Прокуратура ыйтнипе ӗҫе судра пӑхса тухнӑ. Суд приставӗсен маларах асӑннӑ пай пуҫлӑхне 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 370, 371, 372, 373, 374, 375, 376, 377, 378, 379, [380], 381, 382, 383, 384, 385, 386, 387, 388, 389, 390, ...405
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ