Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти Ленин район судне республикӑн ҫутҫанталӑк министрӗ Иван Исаев тата ведомствӑн пай пуҫлӑхӗ Геннадий Мусабиров тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ ярса панӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ӗнер хыпарлани тӑрӑх «Интерфакс-Поволжье» информаци агентстви пӗлтерет. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2011 ҫулта Г. Мусабиров хатӗрленӗ, И. Исаев ҫирӗплетнӗ хутсемпе йывӑҫ саккуна пӑсса каснӑ. Патшалӑха ҫапла майпа 280 миллион тенке яхӑн сӑтӑр кӳнӗ пулать. Кунсӑр пуҫне 2011 ҫулта И. Исаев приказӗпе «Чӑваш вӑрман хуҫалӑхӗ» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчен 15 миллион тенкӗ ытлалӑх пурлӑха саккунлӑ мар майпа туртса илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Асӑннӑ пурлӑх шутӗнче тӗрлӗ техника, складсем, гаражсем тата ытти кӗрет имӗш. Ҫапла туни предприятие панкрута тухасси патне ҫитернӗ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӑрачкав район прокуратури вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫ сутакан усламҫа административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Йышӑнӑвне прокуратура кӑларман-ха, суд. Анчах тӗрсӗлевне ҫак надзор органӗ Роспотребнадзор управленийӗн вырӑнти пайӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле ирттернӗ. Ряпино ялӗнчи пӗр пӳртре В.В. Волкова хушаматлӑ усламҫӑ сутлӑх вӑхӑчӗ тухнӑ краб патакки, кетчуп, панулми уксусӗ сутнӑ. Ҫапла хӑтланни этем пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать тесе ун тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Усламҫа явап тыттарма ыйтса ӗҫе Чӑваш Енӗн Арбитраж судне ярса панӑ. Унта хӗрарӑма 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ытларикун, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Римма Артемьева полицейски тумӗллӗ ҫын ыйткаласа ҫӳренине асӑрханӑ. Вӑл нумайшӑн та хапсӑнман-ха — 10 тенкӗпех ҫырлахать иккен. Йӗрке хуралҫин хурмине тӑхӑннӑ арҫын Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ умӗнче тӑнӑ. Тумне тӗпе хумасан хайхи килсӗр-ҫуртсӑр ҫын евӗр курӑннӑ. Йӗрке хуралҫи евӗр курӑнакан ҫын полицейски тумтирне тӑхӑннӑ. Хӗрарӑм арҫын ку ҫи-пуҫа ӑҫтан илнипе кӑсӑкланмасӑр чӑтайман. Лешӗ тупнине пӗлтернӗ. Ку хыпара илтнӗ хыҫҫӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗринче тӑрӑшакансем юрӑхсӑра тухнӑ тумтире йӗрке хуралҫисем ӑҫта хунипе кӑсӑкланнӑ. Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗнче ҫи-пуҫа виҫӗ ҫултан пӑрахӑҫланине, ҫӗлесе хунӑ мӗнпур япалана сӳтсе илсе ӑна ӗҫ хурми вырӑнне тӑхӑннине пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫин тумтирне ӑҫта кирлӗ унта сапаласа ҫӳрекен полицейские ырламаннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сӑр юханшывӗ умӗнчи пуҫтарса хунӑ понтон кӗпер Сӑр юханшывне урапа анса кайни пирки МИХсем шавларӗҫ. Салонра Тутар Республикин ҫыннисем пулнӑ. Чӳкӗн 6-мӗшӗнче Чуллӑ Ҫырти Екатерина Филатовӑн Мӑкшӑ Республикинчи колонире ларакан упӑшки патне каймалла пулнӑ. Чӳкӗн 7-мӗшӗнче вӗсен тӗлпулмалла пулнӑ. Анчах ҫула тухни инкекпе вӗҫленнӗ. Екатерина Филатова водителе нумай шыранӑ. Тавралӑха тӗтре карса илнӗрен никам та килӗшмен. Юлашкинчен 24-ри Айнур Киямов руль умне ларма килӗшнӗ. Вӗсем Ҫӗмӗрле районне кӗрсен ҫыхӑну татӑлнӑ. Ҫав кун пӗр арҫын МЧСа шӑнкӑравласа куҫӗ умӗнче урапа Сӑр ҫинчен пуҫтарса салатнӑ понтон кӗпертен шыва сикнине пӗлтернӗ. Салонри ҫынсем тухнипе тухманнине вӑл курман. Чылай водитель ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, инкекчен понтон кӗпере пуҫтарни пирки асӑрхаттаракан паллӑ пулман. Ҫӑлавҫӑсем халӗ путнӑ урапана тупнӑ, ӑна кӑларассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Монополипе кӗрешекенсем Шупашкар хула администрацийӗ пӗр усламҫӑна хӑйӗн ӗҫне пуҫарса яма вырӑн уйӑрса пама ыйтнине тивӗҫтерменнине палӑртнӑ. Монополипе кӗрешекенсем патне хайхи ҫын ҫынсене урапапа тата лаша ҫине лартса ярӑнтарас шухӑш тытнине пӗлтернӗ. Анчах хула администрацийӗ тивӗҫлӗ аукцион ирттерсе ҫавӑн пек вырӑна палӑртма васкамасть-мӗн. Монополипе кӗрешекенсем кун ура хума юрамасть тесе хула администрацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртсе хула администрацийӗн вырӑн уйӑрса пама раштавӑн 26-мӗшӗччен конкурс ирттермелле. Тата, паллах, ҫав вырӑн ӑҫта пулмаллине палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Модный приговор» кӑларӑма хутшӑннӑ Ҫӗмӗрле хӗрарӑмӗ Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Модный приговор» программӑна Шупашкар хулинчен тухса кайса Мускав облаҫӗнче пурӑнакансем хутшӑнчӗҫ. Александр Пищита тухтӑр хӑйпе ҫырӑнмасӑр пурӑнакан, хӑйӗнчен 20 ҫула яхӑн кӗҫӗн (вӑл 39-та кӑна) хӗрарӑма, Татьяна Родионовӑна, бухгалтер пулса ӗҫлекенскере, вӑл унӑн статусне тивӗҫтермест тесе ӳпкелерӗ. Хӗрарӑм Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ, кайран Шупашкарта вӗреннӗ. Студент вӑхӑтӗнче вӑл ҫипуҫа хӑй аллипе капӑрлатма кӑмӑллани пирки каласа кӑтартрӗ. Кӑларӑма ертсе пыракансем арҫын хӑйӗн ҫамрӑк та чипер арӑмӗ пирки чыслӑ курӑнмасть тесе шухӑшлать тесе ӑнланчӗҫ. Кӑларӑма хутшӑнакан Дарья Донцова детектив ҫыравҫи хӗрарӑма хӳтӗлеме пӑхрӗ. «Ман шутпа, Александр хӑйӗн мӑшӑрне сексуаллӑ курӑнма чарасшӑн. Арӑмӑра эсир хӑвӑр юратни пирки калатӑр-и хӑть?» — кӑсӑкланчӗ вӑл. Ҫак ыйту арҫынна килӗшмерӗ. «Хӑвӑра капла тытсан сирӗн пирки детектив ҫырасси кӑна юлать», — хушса хучӗ Эвелина Хромченко мода эксперчӗ. Кун пек сӑмахсем хыыҫӑн арҫын кӑларӑма ертсе пыракансене хӑйсенчен каҫару ыйттарасшӑн пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ЧР ШӖМӗ ултавҫӑсен аллине ҫакланасран асӑрханма ыйтать пулин те кунашкал тӗслӗх час-часах тӗлпулать. Хальхинче 75 ҫулти кинемее шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Халӗ полицейскисем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кинемей радиопа «Ҫивӗч куҫ» куҫлӑх пирки илтнӗ. Компани менеджерӗсем вӑл мӗнпур чиртен хӑтӑлма пулӑшнине ӗнентернӗ. Кинемей «хӗрӳ лини» телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ. Ултавҫӑсемпе калаҫсан хайхискер 10 пин тенкӗ тӳленӗ. Кун хыҫҫӑн менеджерсем ватӑскер патне хӑйсемех шӑнкӑравланӑ та кинемее ҫӳҫне, чӗрнине ярса пама ыйтнӑ. Кинемей мӗн каланине пурнӑҫланӑ. Официаллӑ информаци тӑрӑх, тивӗҫлӗ канури кинемей ултавҫӑсене 91 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Вӑл ҫавна валли кредит та илнӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта пулса иртнӗ ҫак пӑтӑрмах пирки эпир унччен темиҫе хут та хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, пуҫламӑш классене вӗрентнӗ ҫамрӑк педагог урокра шавласа ларакан пӗр ача тутине скотчпа ҫыпӑҫтарса хунӑ. Урок ыйтсан пӗлмесен ҫамка ҫине «2» ҫырса хунӑ, пӗррехинче вӑл пӗтӗм класа урок тӑршшӗпех ура ҫинче тӑратнӑ пулать. Ачасемпе ҫапла кӑраланнӑ вӗрентекен пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗрентекен ҫапла хӑтланнишӗн республикӑн Вӗренӳ министерстви педагогран шар курнӑ ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен каҫару ыйтнӑччӗ. Шкул ертӳҫине ӗҫрен хӑтарнӑччӗ, пуҫламӑш класс енӗпе ӗҫлекен унӑн ҫумне дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑччӗ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Кӑларса янӑ шкул ертӳҫине кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн Комсомольски район сучӗ компенсаци тӳлеттерме йышӑннӑ. Судран «Интерфакс-Поволжье» агентствӑна пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм хӑйне ӗҫе тавӑрма та ыйтнӑ, анчах ку ыйтӑва суд тивӗҫтермен. Тавӑҫӑн пӗр пайне ҫапах та тивӗҫтернине ӑнлантӑмӑр ӗнтӗ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн ертӳҫӗ пулнӑ хӗрарӑма 2 пин тенкӗ шыраса памалла тунӑ, мӗншӗн тесен ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ чухне хӑш-пӗр йӗркене пӑснӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри промышленноҫ предприятийӗсенчен пӗринче сутӑ пайӗнче ӗҫленӗ пӗр арҫын харӑсах икӗ коммерци организацине пулӑшма шантарнӑ. Пулӑшӑвӗ вара ҫапларах пулнӑ. Хайхи этем хӑй ӗҫлекен предприятири продукципе вӗсене чӑрмавсӑр тивӗҫтерсе тӑма шантарнӑ. Анчах пӗр тоннӑшӑн пӗр пин тенкӗ тӳлесе тӑрсан. Ҫапла вара икӗ предприятирен 1,9 миллион тенке яхӑн пухнӑ. Анчах вӗрен темле явӑнсан та вӗҫӗ пулать теҫҫӗ. Сутӑ пайӗнче ӗҫлекен валли те ҫав кун ҫитнӗ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса кӗсьене кӗмӗл чиксе пурӑннӑ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Суд ӑна тӗрӗслев вӑхӑчӗ парса 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма тата 1,8 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртессине суд приставӗсем хӑйсем ҫине илнӗ. Парӑмлӑ ҫынна малтанласа ют ҫӗршыва кайма чарнӑ, каярах ӑна вӑл туяннӑ хваттере регистрацилеме те чарса лартнӑ. Парӑма татмаллах иккенне арҫын тинех ӑнланса илнӗ курӑнать. Анчах чирлӗ тӑвансене пӑхатӑп тесе суд ӑна штрафа 3 ҫул хушши пӗчӗкшер виҫепе — кашни уйӑхра 50-шар пин тенкӗшер — татса пымалла тунӑ. Малтанхи вӑхӑтра арҫын ҫавӑн пек тунӑ та. Анчах кӑштахран вӑл, хӑй официаллӑ майпа ниҫта та ӗҫлемест пулин те, юлнӑ 1 миллион тенкӗ парӑма харӑсах тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӳк уйӑхӗн пӗр кунӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн республикӑри управленине Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын хумханса шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗн «Шевроле-Каптива» маркӑллӑ машинине такам пӗҫертнине систернӗ. Ара, урапана лартнӑ вырӑн пушӑ пулнӑ-мӗн те, тем шухӑшламалла ӗнтӗ унӑн?.. Ҫухалнӑ машинӑна ярса илме Патшалӑх автоинспекцийӗнче ӗҫлекенсем план хатӗрленӗ. Вӑрланӑскере тытса чарас тесе ҫул-йӗрпе патруль службине ура ҫине тӑратнӑ. Анчах ҫур сехетрен машина хуҫи тепре шӑнкӑравланӑ. Хальхинче вӑл икӗ хыпар пӗлтернӗ. Пӗри — хавасли, тепри — хӑйшӗн хурлӑхли. Урапа тупӑннӑ. Анчах ӑна суд приставӗсем парӑма пула пуҫтарса кайнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.