Политика
![]() 2022 ҫулта республикӑри районсем муниципалитет округӗ пуласси пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах пӗр районти депутатсем ку улшӑнӑва хирӗҫ сасӑланӑ. Вӑл — Шупашкар районӗ. Атайкасси ял тӑрӑхӗнчи депутатсенчен ытларахӑшӗ ку улшӑнӑва хирӗҫ сасӑланӑ. Видеона «Вести района/Чебоксарский район» ушкӑна вырнаҫтарнӑ. Сасӑлава пуҫличчен депутатсем администраци ӗҫченӗсене тула тухма ыйтнӑ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра Красноармейски тата Ҫӗмӗрле районӗсене муниципалитет округӗ туса хурас ӗҫ пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Инстаграмри @oanikolaev1969 страницӑри сӑнӳкерчӗк Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 18 сехетре, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсемпе «тӳрӗ линие» тухӗ. Ыйтусене халех ярса пама пулать, вӗсене ҫак каҫӑпа йышӑнаҫҫӗ. Унччен йӗркеленӗ «тӳрӗ линисенчипе» танлаштарсан хальхинче комментарисенче ҫынсене хӑйсен даннӑйӗсене пӗлтерме ыйтмӗҫ. Ыйтса ҫырнисене тӳрӗ эфирта пурне хуравласа ӗлкӗреймесен те каярах хуравлама шантараҫҫӗ. Ыйтусене видеоформатпа та йышӑнӗҫ. Анчах файл калӑпӑшӗ 20 мегабайтран иртмелле мар. Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче ыйтусене 56-51-00 телефон номерӗпе йышӑнӗҫ. Элтепер хуравланине «Россия 24» телеканал эфирӗнче тата «Чӑваш Ен» ПТРК», «Республика 21» YouTube-каналсенче трансляцилӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнче – ҫӗнӗ прокурор. Ку пукана 36 ҫулти юстици советникӗ Ленар Карама йышӑннӑ. Ленар Зелфинасович Карама Патӑрьел районӗнче 1986 ҫулта ҫуралнӑ. 2007 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнче вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Красноармейски районӗнчи прокуратура следователӗ пулнӑ. Унтан Шупашкарта аслӑ следователь пулнӑ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. 2019 ҫултанпа Ленар Карама Ҫӗмӗрлери районсен хушшинчи прокурор ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Халӗ ав ҫӗнӗ ӗҫе куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Денис Спирин (сулахайри). lider.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Денис Спирина ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ӗҫрен кӑларнӑ. Официаллӑ документра палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫапла туни Денис Вадимович урӑх ӗҫе куҫнипе ҫыхӑннӑ. Ҫапла, чӑн сӑмахӑн суйи ҫук. Денис Спирин маларах Шупашкар хула администрацийӗн сити-менеджерӗн пуканне йышӑннӑ. Денис Спирин Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ. 41 ҫулти арҫын 3 хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ. Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн заместителӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ пулма Геннадий Фёдорова шаннӑ. Ӗнер республикӑн Правительство ҫуртӗнче Тӗп суйлав комссийӗн ҫӗнӗ йышӗн (унӑн полномочийӗ 5 ҫула пырӗ) йӗркелӳ ларӑвӗ иртнӗ. Унта комисси ертӳҫисене суйланӑ. Вӑрттӑн сасӑлавра Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ пулма Геннадий Федорова суйланӑ, председателӗн ҫумӗ пулма Игорь Михайлова шаннӑ, секретарь пулса Олег Ефимов тӑрӑшӗ. Генндий Фёдоров РФ Президенчӗн Федерацин атӑлҫи округӗнчи тӗп инспекторӗ пулса ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть вӑл Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине ӗҫлеме куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Геннадий Федоров. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Президенчӗн Федерацин атӑлҫи округӗнчи тӗп инспекторӗн вырӑнӗ пушаннӑ. Геннадий Федоров Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине ӗҫлеме куҫнӑ. Ҫавна май тӗп инспектор пуканӗ пушанса юлнӑ. Пурне те пӗлекен «Правда ПФО» кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, пушаннӑ вырӑна Григорий Сергеев йышӑннӑ. Вӑл Игорь Комаров полпредӑн авторӗнче тӗрӗслев департаментӗнче ӗҫленӗ. Сергеев Шупашкарта ҫуралнӑ. Кунта вӑл патшалӑх службинчи карьерӑна пуҫланӑ. Кадр улшӑнӑвӗсем, сӑмах май, Шупашкарта та пулса иртмелле-мӗн. Денис Спирин сити-менеджер хула мэрине хӑйӗн командине илсе килесшӗн имӗш. Республика ертӳҫи Олег Николаев нумаях пулмасть Улатӑрта пулнӑ май унта кадр улшӑнӑвӗ пулса иртессине систернӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Елена Скворцова. «Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли пайталлӑ пайташӗн Алексей Ладыковӑн — икӗ ҫум. Вӗсем — Сергей Григорьев тата Елена Скворцова. Елена Скворцовӑна должноҫе ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, шанса панӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗччен Ладыков ҫумӗсенчен пӗри Лидия Седойкина пулнӑ. «Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, Елена Скворцова Раҫҫей почтин Чӑваш Енри уйрӑмӗнче ӗҫленӗ, кайран вӑл Мускавра пысӑкрах вырӑн йышӑннӑ, Раҫҫей почтинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Юлашки вӑхӑтра ҫав хӗрарӑм РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Анатолий Аксаковӑн пулӑшуҫи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Аса илтерер: ку пукана йышӑнассишӗн икӗ кандидат кӗрешнӗ. Вӗсем – экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Денис Спирин тата Хула пурлӑхӗн комитечӗн председателӗн ҫумӗ Олег Александров. Олег Александров хулана Чӑваш Енӗн комплекслӑ аталану планне тӗпе хурса аталантарсси пирки каланӑ, чылай япала кадрсенчен нумай килнине палӑртнӑ. Денис Спирин Атӑл леш енне аталантарма тӗллев лартнӑ. Унтан канат ҫулӗ, магистраль тумаллине, централизаци тата цифровизаци енӗпе ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Денис Спириншӑн пӗтӗм депутат ырласа сасӑланӑ. Олег Александровшӑн 33 депутат хирӗҫлесе сасӑланӑ, пиллӗкӗшӗ хуравлама иккӗленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() myshared.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн ҫумӗ пулма Ольга Григорьевӑна ҫирӗплетнӗ. Вӑл унччен ӑҫта ӗҫленине ҫак самантра пӗлместпӗр. Ҫавӑн ятлӑ хӗрарӑм Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче темиҫе ҫул ӗҫленӗ. Унта вӑл хула администрацийӗн экономика тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, унран пӗрремӗш ҫум пулса тӑрӑшнӑ. Ҫапла вара промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Кондратьевӑн ҫумӗсем халӗ иккӗн пулса тӑнӑ. Ҫавсен йышӗнче — Борис Марковцов тата Ольа Григорьева. Унсӑр пуҫне пӗр пулӑшуҫӑ пур. Вӑл — Светлана Кузьмина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Элтеперне Аслӑ суда панӑ. 12 ҫын алӑ пуснӑ тавӑҫра вӑл кӑшӑлвирусран прививка туман ҫынсен парвисене пӑснине палӑртнӑ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче вакцинациленмен ҫынсене суту-илӳ центрӗсене, кафе-ресторана, ытти хӑш-пӗр вырӑна кӗртме пӑрахнӑ, унашкаллисенче QR-код ыйтаҫҫӗ. Нумаях пулмасть пуҫаруллӑ ушкӑн Тӗп суйлав комиссине ҫакнашкал код ҫынсене кирлипе кирлӗ маррине палӑртма рефрендум ирттерме ирӗк ыйтса ҫырнӑ. Паян ҫакӑ паллӑ: Тӗп суйлав комиссийӗ ӑна ирттерме ирӗк паман. Элтепер тӗлӗшпе суд чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |